Хӗр тусӗ
Кăнтăрлахи апат хыççăн Гурдов боеца çыру пырса пачĕç. Гурдов çырăва илсе çавăркаласа пăхрĕ те аллея хĕрринчи тенкел çине ларса вулама пуçларĕ:
«Толя! Майăн юлашки кунĕсенче эпир практикăна тухса каятпăр. Çав майпа майăн çирĕмĕшĕнче эпир хамăр патăрта вечер тума шутларăмăр. Халăх нумай пулать. Пыр — кăвак çӳçлĕ аттемпе паллаштарăп. Веля».
— Тепĕр виçĕ кунтан... Шăпах канмалли кун умĕн. Мĕнле каяс-ши? — шухăшларĕ Гурдов.
Анатолий Павлович Гурдов чаçе пырсанах хăйĕн ăшă кăмăлĕпе, хаваслăхĕпе, пуринчен ытларах çарти дисциплинăна час хăнăхнипе боецсене хăй енне çавăрнă. Гурдов, Совет çĕршывĕнчи ытти çамрăксем пекех, тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ пулнă, уншăн вăл пуçне хума та хатĕр. Вăл вăрçă ĕçне çине тăрсах вĕреннĕ. Хăйне политика тĕлĕшĕнчен те пиçĕхтернĕ. Çарта пурăннă ултă уйăх хушшинче вăл отличниксен шутĕнче тăнă. Çак пахалăхсене пула, вăл часах часть комиссарĕн куçĕ умне пулнă. Вĕсене пĕр-пĕринчен çирĕм пилĕк çул уйăрса тăнă пулин те, вĕсем кĕске вăхăтрах тусланса кайнă: кану вăхăчĕсенче пĕр-пĕринпе ĕмĕрхи туссем пек калаçнă.
Çыру Гурдова икĕ кун хушши шухăшлаттарчĕ. Çак икĕ кун хушшинче унăн кăмăлĕ палăрмаллах улшăнчĕ — вăл, пур боецсемпе те çав тери хавасланса пурăнаканскер, халь кăштах ютшăнарах çӳре пуçларĕ.
Гурдовăн кăмăлĕ улшăннине комиссар асăрхамасăр иртеймерĕ.
— Сана мĕн пулнă вара?—ыйтрĕ вăл Гурдовран.
— Нимех те пулман, юлташ комиссар, — терĕ боец.
— Çапах та, эсĕ ĕнертенпех кăмăлсăр çӳретĕн... Тăванусенчен лайăх мар хыпар илтĕн-им?
— Çук. Тăвансем сывах. Аттене канма Крыма янă...
— Е службăра мĕн те пулин пулчĕ?
— Çук, нимĕн те пулман.
Комиссар боеца куçран пăхрĕ.
— Е Онегинăн Татьяни тупăнчĕ?
— Вĕсем çитес кунсенчех тухса каяççĕ, практикăна. Ыран каçхине вĕсен ăсату вечерĕ пулать. Мана чĕнеççĕ.
— Вон мĕн! Тупнă пуçа усмалли... Тепĕр тесен, эпĕ те çамрăк пулнă...
Комиссар куланçи пулчĕ. Ун пуçĕнче хăйĕн çамрăк чухнехи пурнăçĕн пĕр-пĕр эпизочĕ вылянса илчĕ пулмалла.
— Ыран каçхине эп сана çĕр каçмалăх увольнительный паратăп, — терĕ комиссар юлашкинчен.
Гурдов кăмăлĕ сасартăках улшăнчĕ, чĕри лăпланчĕ.
* * *
Гурдова комиссар хăй увольнительный пачĕ.
— Авланасах тетĕн пулсан — ырă çынпа хурăнташлă пул. Сан пек маттур çынна такам та хĕр парĕ... — терĕ комиссар, Гурдова куçран шăтарас пек пăхнă май увольнительный тыттарса.
Гурдов та куçĕсене комиссар куçĕсем çинчен илмерĕ.
— Çамрăксем пĕр пĕринпе уйăрлас умĕн мăшăрланма тăрăшаççĕ... Эпĕ хам та... Эх, хам та çамрăк пулнă-çке! — терĕ комиссар, калаçу пĕтнине систерсе.
Казармăран тухса каяс умĕн Гурдов флакон тĕпĕнчи мĕнпур одеколона хăй çине сирпĕтрĕ те кесйинчи увольнительнăя хыпашласа пăхрĕ.
Çурхи хĕвел вăрăм та вĕри ĕмкĕч урисемпе çĕр нӳрлĕхне сăхса илет; ӳсен-тăранпа чĕрчуна хайĕн йĕкĕр ывăçĕ ăшне хупласа, вĕрсе чун кĕртет...
Гурдов, хăнана пушă алăпа пырса кĕме лайăх маррине кура, казармăран тухсанах магазина кĕрсе мĕн те пулин илме шутларĕ...
Вăл Веля кăтартса панă адреса шыраса тупиччен электричество кун çутине çĕнтерсе илчĕ.
Вăл, алăк патне пырсан та, звонок пама нумайччен хăяймасăр тăчĕ.
«Эп кунта хурал тăма килмен вĕт!» терĕ те вăл, звонок кнопкине пусрĕ.
Английски çăрана шал енчен уçни илтĕнчĕ, алăк ерипен уçăлчĕ. Уçă алăкран коридоралла хаваслă сасăсем тухрĕç.
Алăк уçнă çынна курсан, Гурдов аллинчи букета кăшт çеç ӳкермерĕ.
«Кăвак çӳçлĕ аттемпе паллаштарăп... Комиссар...» тесе çеç шухăшлама ĕлкĕрчĕ Гурдов, пуçне аяларах, чечек ăшнерех чиксе.
— Кĕрĕр, кĕрĕр, Гурдов юлташ, — терĕ комиссар кăмăллăн, ăна хулĕнчен тытса.
— Каçарăр, комиссар юлташ, эпĕ кунта йăнăш килтĕм пулмалла, — терĕ Гурдов, комиссара яланхи пекех куçран пăхса.
— Тен, йăнăш та пулĕ... Пурĕпĕр, пĕр килнĕ пек чухне хăналансах кай ентĕ... Тен, кам пĕлет сире? — терĕ комиссар, куланçи пулса.
Комиссар боеца зала çавăтса кĕчĕ.
— Толя! — сĕтел хушшинче ларакан хĕрсенчен пĕри тухса вĕсене хирĕç чупса пычĕ. — Паллашăр, ку ман атте, ку ман тусăм Толя Гурдов, ку...
Боецпа комиссар пĕр-пĕрне куçран пăхрĕç те иккĕшĕ те пĕр харăсах кулса ячĕç.
...Гурдов букета икĕ пая пайласа пĕрне ашшĕне, тепĕрне хĕрне пачĕ.
— Эх, тепĕр тесен хам та çамрăк пулнă-çке! — терĕ те комиссар, ытти хăнасем патне кайрĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...