Халӑхра янӑракан сӑвӑсем
Лидия Алексеевна Ковалюк-Антипова Патăръел районĕнчи Алманчă ялĕнче çуралнă. Вăл Алманчăри вăтам шкулта вĕреннĕ, Чăваш Патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Л.Ковалюк Патăръел районĕнчи ВЛКСМ райкомĕнче шкул пайĕн заведующийĕнче ĕçленĕ, çичĕ çула яхăн республикăри шкулсенче ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ, çичĕ çула яхăн хулари çамрăксен общежитийĕнче воспитательте тăрăшнă. Нумай çул хушши Республикăри кĕнеке юратакансен обществине ертсе пырать.
Лидия Ковалюк Раççей Журналистсен союзĕн тата Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ.
Çыравçăн малтанхи сăввисемпе калавĕсем саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухнех шкулти стена хаçатĕнче пичетленнĕ, ун хыççăн районти «Авангард» хаçатра, республикăри хаçат-журналта кун çути курнă, халĕ те тăтăшах пичетленсе пыраççĕ.
Унăн халиччен «Ырă кун», «Тавах, ачам», «Çурхи вăй», «Шурă акăш» кĕнекисем тухнă.
Вĕсене вулакансем те, критиксем те ăшшăн йышăнчĕç. Ун хайлавĕсем пирки Порфирий Афанасьев, Ваçлей Игнатьев, Юрий Айдаш, Вениамин Тимаков, Иван Чермаков ырă сăмах каларĕç, Чăваш Патшалăх университечĕн студенчĕсем диплом ĕçĕсем çырчĕç.
«Юрату çăлкуçĕ» Лидия Ковалюкăн пиллĕкмĕш кĕнеки. Вăл, тĕпрен илсен, Тăван çĕршыв, çуралнă ен, çамрăклăх, юратупа туслăх çинчен çырать. Шухăша сăнарлă, витĕмлĕ те ĕнентерӳллĕ калать, пурнăçа тĕпчевçĕ куçĕпе пăхать. Пурнăçра ырришĕн кĕрешекен, чун тасалăхне упракан лирикăлла герой ман кăмăла кайрĕ. Чăваш Республикин К.В.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ Юрий Айдаш поэт калашле, Лидия Ковалюкăн хальхи сăввисенче хĕрарăмла ачашлăх, çепĕçлĕх, ырă кăмăллăх тыткăна илет. Манăн ку енĕпе унăн «Сухаçă», «Чĕнӳ», «Сада эп юрататăп», «Ялти ĕçчен хĕрарăмсене халалласа», «Шутлатăн пуль. Хĕл сиввинчи...», «Таврăнать, сăн илет эп çухатнă хаваслăх» тата ытти уйрăм сăввисене палăртас килет.
Сăвăç тăван сăмахлăха лайăх чухлать, унпа пĕлсе те ăнăçлă усă курать.
Вăл юмахсем, легендăсем, балладăсем çырас тĕлĕшпе сахал мар ĕçлет. Ку кĕнекене унăн «Çăлтăр витĕр çул выртать» легендине кĕртнĕ. Ăна вăл хăйĕн амăшĕ Натали аппа халапçă (Наталия Михайловна Антипова) каласа панă тăрăх çырнă. Унта автор темиçе ĕмĕр каялла ирĕклĕхшĕн çуннă, пусмăра хирĕç кĕрешнĕ халăхăн шухăш-ĕмĕтне кăтартса парать. Легенда хăйнеевĕрлĕ те ăнăçуллă пулса тухнă.
Манăн Лидия Ковалюка халалласа çырнă «Сан пекки никам та çук» сăввăм лайăх хайлавсемшĕн тав сăмахĕ вырăнне пултăр.
Эх, Литюк Ковалюк,
Сан пекки никам çук.
Санпала калаçни —
Чунăма ăшăтни!
Сăввусем пит хитре,
Час-часах пичетре
Курăнаççĕ вĕсем —
Кашни çутă илем!
Манас çук пĕр-пĕрне
Нихăçан ĕмĕрне.
Ваçлей Давыдов-Анатри,
Чăваш халăх поэчĕ, 2002 ç.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...