Каçармашкăн пĕлĕп-ши?
Сарă кайăк юрла-юрла
Ывăнса та çитрĕ-ши?
Савнă тусăм мĕне пула
Сивĕ куçпа пăхрĕ-ши?
Сарă кайăк сад пахчинчен
Вăрманалла вĕçрĕ пуль?
Савнă тусăм, пирĕн çинчен
Çын сăмахĕ илтрĕ пуль?
Çичĕ хурăн хушшинчех-çке
Аташмашкăн пулать-ши?
Çын сăмахĕ илтнипех-çке
Сивĕнмешкĕн юрать-ши?
Çичĕ хурăн хушшинчех пуль
Аташмашкăн кирлĕ мар.
Çын сăмахĕ илтнипех пуль
Сивĕнмешкĕн аван мар!
Сарă кайăк çуркуннепе
Каллех юрă пуçлĕ-ха...
Савнă тусăм ӳкĕннипе
Епле куçран пăхĕ-ха?
Тăм тивсессĕн сар çеçкине
Чĕрĕлесси пулĕ-ши...
Мана шанман чун савнине
Каçармашкăн пĕлĕп-ши?
Шухăшсем
Is your chuvash...
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
В мире, где чистота и здоровье становят...
Здесь вы сможете найти поставщиков удоб...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...