Литературăпа искусство картишĕнче
Малтан Иванов (Петров, Сидоров…), ытла чаплах мар пулин те, литератор пулнă, кĕнекесем те çыркаланă, теççĕ, анчах кайран лит-оратор пулса тăнă: хăй нимĕн те çырман, çынсем çырнине тиркенĕ те мĕнле çырмаллине вĕрентнĕ, çавăн пиркиех ăна пысăк писатель тесе шутланă.
* * *
Хăшпĕр писательсем кĕнеке çырма лариччен малтан рецензент тупса хатĕрлеççĕ, тет.
* * *
Авалхи пурнăç çинчен çыра-çыра, М. писатель хăй хăш вăхăтра пурăннине те маннă, тет.
* * *
Издательство коридорĕнче икĕ капăр каччă калаçаççĕ:
— Малтан редактор пуласчĕ-ха, кайран вара писатель пулма та йывăр мар!
* * *
Алкоголизмпа кĕрешетĕп! — тенĕ те Микулккай писатель, çине тарсах «Черккей» ятлă повесть çырса пăрахнă.
* * *
Комеди лартнă каç театрта питĕ лăпкă пулнă: курма пынисем пĕрремĕш акт пĕтичченех çывăрса кайнă.
* * *
Сцена çинче спектакль тăршшипех эрех ĕçнине кăтартнă пирки куракансем те ӳсĕрĕлсе кайнă.
* * *
Ăнсăртран илтнĕ калаçу:
— Каç-каç ыйхă килменнипе аптратăп. Çывăратакан порошоксем те пулăшмаççĕ. Тем тумалла?
— Ун пек пулсан, эсĕ каç выртсан «Паттăрсем ыйăха парăнмаççĕ» ятлă романа вула. Питĕ пулăшать — наччас çывăрса каятăн!
* * *
Тепĕр писатель хăй ĕнер мунча кĕни çинчен те очерк çырма пултарать. Чаракан çук та…
* * *
Хуть те ăçта та — хăнана кайсан та, банкетсенче те — Н. писатель çын сывлăхĕшĕн ĕçнĕ. Çавна пула сывлăхне пĕтерсе хунă та хăйĕн юбилейĕнче те тăп-тăр урă ларнă.
* * *
Пĕр писатель кашни уяв умĕнех хăлаçланса кăшкăрать: пирĕн колхозсенче пулмалла, пурнăçпа паллашмалла! Вулакансемпе тĕл пулмалла! Атьăр-ха çитес эрнекун «Малалла» колхоза командировкăна каятпăр! Питĕ вăйлă колхоз вăл!..
…«Малалла» колхозра ку писателĕн хуняма карчăкĕ пурăнать.
* * *
— Çав Айхаш писателĕн кĕнекисем пур-и унăн? Тем, эп пĕр кĕнекине те вуламан.
— Пур-çке. Иккĕ тан.
— Мĕнле кĕнекесем? Кала-ха эппин.
— Пĕри — профсоюз кĕнеки, тепри — писательсен Союзĕн член билечĕ. Çитмест-им ăна?
* * *
— Меметкел текен писателĕн пултарулăхне мĕнлерех хаклатăн эсĕ? Хайне хăй питĕ мухтать вăл, эп талант, эп классик, тесе çухăрать унта та кунта…
— Эп книготоргра ĕçлеместĕп, анчах илткеленĕ… Унăн пултарулăхĕ халь питĕ йӳнĕ, теççĕ: икĕ тенкĕ тăракан кĕнекисене икшер пуспа сутаççĕ, тет. Итту та илекенсем курăнсах каймаççĕ иккен.
* * *
Аттуна тăхăн та çăпатуна кăларса ан пăрах, тенĕ авал, эсĕ те икĕ сăвă пичетленĕ хыççăнах хăвна поэт тесе колхозра (заводра) ĕçлеме ан пăрах!
* * *
Поэт хушамачĕ янравлă пулнăшăнах унăн сăввисем янравлă пулаймаççĕ çав!
* * *
Çынна тара тытса кĕпе-йĕм çĕлеттерме çеç мар, роман çыртарма та пулать, теççĕ.
* * *
Уçламасан услам çу пулмасть, çĕрĕн-кунĕн ĕçлемесен кĕнеке пулмасть.
* * *
Йăпăлти пăру ик ĕне ĕмет, йăпăлти автор пĕр япаланах ик-виç çĕрте пичетлет.
* * *
Чĕлхе-çăвар япшар пулсан, хаяр редактор та çул парать.
* * *
Çын çырса парасса шанса, пĕççӳне тăратса ан вырт.
* * *
Мухтанасса сахалтарах мухтан, çырассине ытларах та лайăхрах çыр. Çичĕ хут çыр та пĕрре пичетле.
* * *
Писательсен билетне алла илнипех классик пултăм тесе ан аташ!
* * *
Пĕкĕрен турта тăваймăн, талантсăр çынтан сăвăç тăваймăн.
* * *
Шухăша пуç тавра виççĕ çавăр та пĕрре çыр.
* * *
Пичетленĕ япăх сăвва каялла çулласа илме çук.
* * *
Ахаль лариччен, хăвна ятланă рецензие тепĕр хут вула.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...