Çăкăр чĕлли
Вăрçă хыççăнхи çулсенче выçăпа
вилнĕ Çĕньял ачисене асăнса
Паян, каçхи апат вăхăтĕнче, пирĕн каллех çăкăр çитмерĕ. Çакăншăн мана ӳпкевлĕ сăмах тиврĕ.
— Тĕлĕнетĕп санран, Еля, — терĕ манпа пĕрле пурăнакан юлташ хĕр. — Мĕнле йăла вăл: эсĕ апат хатĕрленĕ кун яланах çăкăр çитмест? Кулăшла этем, вунă пус укçуна шеллетĕн-и?
Çапла айăпланине хирĕç эпĕ нимĕн те чĕнеймерĕм. Ăнлантарса пама пултараттăм-ха...
Эпир хулара общежитире пурăнатпăр. Паллах, пирĕн выльăх таврашĕ çук, апат-çимĕç юлашкине кăларса пăрахатпăр. Çăкăра ытлашши илсен, вăл хытса каять, хытнă çăкăра çиекен çук. Çăкăра кăларса пăрахма ман алă çĕкленмест. Çавăнпа мана апат пĕçерме черет çитнĕ кун ытлашши çăкăр илесрен сыхланатăп эпĕ.
Çăкăрпа çыхăннă кунсем ман пурăнăçа хăйне уйрăм тапхăр пек кĕре-кĕре юлнă.
Сăмахран, акă...
* * *
Анне мана çуллахи пĕр ирхине кăвак çутăллах вăратрĕ те çапла каларĕ:
— Инвалидсене кăçал хăмăл айне çултараççĕ, тет. Пирĕн Лисукăн ялан пуçĕ çаврăнать. Райун пульницине çавăтса кай-ха ăна, тухтăрсене кăтарт. Тен, Лисука инвалид тăвĕç, вара эпир хăмăл çулăпăр, улăмлă пулăпăр. Ĕнесĕр пĕтетпĕр эпир.
Эпĕ пуçа чикетĕп. Ак, анне: «Эс каймасан, кам кайĕ-ха ĕнтĕ?» — тейĕ. Чăн, мансăр пуçне кам кайĕ? Аттем, пиччем çук. Аннен колхоз хирĕнче чĕкĕнтĕр çумламалла. Каçалăкне лăчах вир курăкĕ пуснăччĕ, паян та кăкласа пĕтереймĕ. Манран икĕ çул аслăрах аппа, Лисук, чирлекелесех тăрать. Унччен вăл чиперехчĕ, кăçал темĕскер пулчĕ ăна, пурне те пăтраштарать, вăхăт-вăхăт нимĕн те ăнланмасть. Халь ĕнтĕ ăна «Ухмах Лисук» теме пуçларĕç.
— Лисука инвалид тусан, укçа та парĕç. Ун чухне сана çĕнĕ кĕпе çĕлесе парăп, — тархаслать, илĕртет анне. — Эс каймасан, кам кайтăр-ха ĕнтĕ?
Ман çĕнĕ кĕпе çĕлесе парасса питĕ ĕненес килет. Анчах та ку — суя сăмах çеç: пирĕн килте укçана туртса тăракан шăтăк ахаль те нумай.
Чуна хурлăх пусса пырать. «Ах, турă! — шухăшлатăп эпĕ. — Райунĕ ăçтарах-ши? Хăш çулпа каймалла-ши? Каç пуличчен çаврăнса килейĕпĕр-ши?»
Анне сасси çирĕпленет, вăл савăнăçлă хыпар пĕлтернĕн хавхаланать.
— Сана укçа парса ярăп. Райунта столовăй пур, пульницара ĕç пĕтерсен, çавăнта кĕр. Унта час-часах çăкăр сутаççĕ. Çăкăрне хăйне уйрăм сутмасан, яшка ил, яшкапа пĕрле çăкăр параççех.
Çăкăр? Инçе çул тек шиклентермест мана. Анне сăмахĕсем ман чунăн чи ачаш кĕтесне сĕртĕнчĕç. Тырă вырнă вăхăтра колхозра çăкăр паркалатчĕç-ха; эпĕ çăкăр çисе курнă. Анчах, шăпах вăрçă тапраннă çул çуралнăскер, тăххăра çитсе те хамăр килте çăкăр пĕçернине астумастăп. Çăкăршăн эпĕ таçта та çитме хатĕр.
— Райун инçе-и вăл?—ыйтатăп аннерен.
— Кунтан ултă çухрăмра. Сухăркассипе хамăр ялтан тухатăн та Тăрмăша кĕретĕн. Тăрмăш арманĕ таçтанах курăнать, çавăнталла каякан çулпа ут та ут, райунах çитсе кĕретĕн. Пульница — вăрăм шурă çурт.
Анне, эпĕ килĕшнипе савăнса ӳкнĕскер, сасартăк шăпланать, ман çине «ярас-ши ку ачана, ярас мар-ши» тенĕ пек иккĕленсе пăхса тăрать. Унтан ыталаса илет, пуçран шăлать. Анне ыталать мана, çавах хама тăлăх ача пек туятăп — мĕнле кайса килмелле-ха?.. Пĕлмен-курман çĕре тухма йывăр, вырăнтан тапраннă куççуль пуçа хĕсет.
Лисукпа иксĕмĕр çул çине пĕрер курка сĕт ĕçетпĕр. Эпĕ çĕтĕк татăкĕпе чĕркенĕ укçана хыпашласа пăхатăп та, Лисука çавăтса, урама тухатăп.
— Ухмах Лисук! Ухмах Лисук! — кăшкăраççĕ ачасем.
Ахаль пулсан хăвалаттăм-ха вĕсене, халь вара васкамалла, çавăнпа нимĕн те чĕнместĕп. Лисук шăпах пуçĕ ыратнипе асапланать, çакăн пек кунсенче вăл сассăр, мĕн хушнине итлет, — халь ман хыçран чирлĕ путек пек лĕпĕстетсе пырать.
- Ухмах Лисук! Ухмах Лисук!
Пĕреххут часрах хамăр ялтан тухса каясчĕ. Эпир васкатпăр.
Сухăркассипе ун вĕçĕнчи хир пирĕншĕн хăрушă мар, ку таврара темиçе хутчен те выльăх шыраса курнă.
Тăрмăш йăмрисем пирĕн ялтисенчен çӳллĕрех пек, вĕсем: «Эсир кунта мĕн туса çӳретĕр?»—тесе ыйтнăн туйăнать. Эпĕ Лисука йăмрасенчен аяккарах, çул варрине, туртатăп. Çулĕ те пирĕнни пек мар, кăпка тусанлă пулин те урана тăрăнтарать. Пире патак утланнă ача хăвалать. Унран тарса, алăкне уçса пăрахнă çул хĕрринчи пӳрте кĕрсе тăратпăр. Лавкка иккен. Те килтен выçă тухнипе, эпĕ пĕртен-пĕр тавара çеç, пысăк ещĕкри салма пысăкăш канихвете, асăрхатăп. Лисук та çавна куç хывнă, вăл мана çанăран туртать:
— Еля, канихвет илсе пар-ха!
Хыпаланса çĕтĕк татăкне салтатăп. Пӳрнесем йĕпе, вĕри, сывлама йывăр, — укçана каялла çыхса хуратăп. Эпĕ çăкăр илесшĕн. Лисук канихветсĕр тухасшăн мар, вăл шăлне çыртса ман алăри çыхха тăпăлтарать. Эпĕ ăна чыша-чыша яратăп. Вăл çавах сĕкĕнет. Лавккаçă пирĕн çине тĕлĕнсе пăхса тăрать. Мĕнпур вăя пухса аппана урама сĕтĕрсе тухатăп...
Эпĕ сывлăш пӳлĕннĕрен чарăнса тăратăп. Чупатпăр иккен. Ик айккипе тикĕс хир. Çул хĕрринче арман ларать. Ун кĕрĕс-мерĕс мĕлки ыраш пусси çинче тапаланать. Хир варринче пĕр йывăç ӳсет. Çак ют çĕрте вăл çеç, пĕчченскер, хӳтĕлекен тăван пек туйăнать. Эпир майĕпен лăпланатпăр.
Хĕвел вĕрекен шыв тăкăннă евĕр çунтарать. Пит-куçа тар çиет. Çулçăсем лапсăр кайнă. Тусан çине тăсăлса ӳкнĕ чăкăт курăкĕнчен урана вĕри çапать.
Эпир çул хĕрринчи шурлăх умĕнче чарăнатпăр. Пĕчĕк шыва усал курăкĕ сăрса илнĕ. Çулçисем унăн тачка, тымарĕ мăнтăр. Сулхăн çулçăсене сире-сире, шыв ывăçласа илетпĕр, çăвăнатпăр. Пирĕн ĕреххетленсе ларма вăхăт çук, малаллах утас пулать. Вĕри сывлăш вĕлтĕртетет. Пур япала та иккĕллĕ курăнать. Йывăррăн хашăлтатакан Лисук вунă-вуник утăмранах ларса канасшăн йăлăнать. Ларсан — тăма хĕн, пуç çаврăнать, — çакна ăнланмасть вăл.
Пĕтĕмпех анкă-минкĕленсе çитнĕскерсем, эпир кăнтăрла тĕлĕнче пысăк ял урамне пырса кĕретпĕр. Ку урампа пĕрне-пĕри палламан халăх утать пулас, хирĕç пулакансене сывлăх та сунмаççĕ. Эпир çавăтăнатпăр. Хăш вырăна çитнине ыйтса пĕлесчĕ — хăяймастăп. Сасартăк аппапа иксĕмĕр те хавассăн кăшкăрса яратпăр: пире тир, çĕтĕк тиенĕ лав хăваласа çитет. Ку— пĕлĕш лавçă, вăл пирĕн ялта та çĕтĕк-çурăк пуçтараканччĕ. Лавçă лашине чарать те, эпир каптăртатакан ула-чăла тир çине, çĕтĕк миххисен хушшине хăпарса ларатпăр.
— Хăш ялтан-ха эсир? — ыйтать тир пуçтаракан.
— Эпир — Çĕньялтан.
— Кам ачисем?
— Эпир Хĕветура ачисем.
Вăл пирĕн аннене те пĕлет иккен. Çакă мана хăюлантарать, эпĕ столовăй ăçтине, вăл хăçан уçассине тĕпчетĕп. Пичче хуравĕ хаваслă: столовăй кашни кунах ĕçлет-мĕн.
— Çăкăрне вара хăйсемех пĕçереççĕ-и?
— Ав, столовăй хыçĕнче пĕчĕк пӳрт ларать. Çавăнта пĕçереççĕ.
Шăрăх кунта мăрьерен тĕтĕм кăларакан пӳрт чĕрене кисрентерет, вăл юмахри асап курса пĕтнĕ паттăрсем çитсе тухнă илемлĕ çĕршыв пек туйăнать. Вите шăрши кĕрекен пирĕн лав çине пыллă чечек шăрши пырса çапăнать. «Çăкăр шăрши пуль...» — сĕмленетĕп эпĕ.
Эпир столовăй умĕнче анса юлатпăр. Эпĕ унта кĕрсе пăхасшăнччĕ, анчах та урасенче тĕрек пĕтсе ларчĕ, вара пысăк ĕçе пуçăниччен ăпăр-тапăра пĕтерес шутпа Лисука çавăтатăп та, анраса кайнăскер, шурă çурт енне танкăлтататăп.
Больница тавра решетке тытса çавăрнă. Курăк пуснă картара кăвак тум тăхăннă çынсем лараççĕ. Тулли хĕрарăм йывăçсем хушшинчи кашта çине шурă кĕпе-йĕм çакать.
Лисукпа иксĕмĕр алăран алла тытăнса больницăна кĕрсе каятпăр.
Шалта — вăрăм коридор. Икĕ енĕпе алăк. Пĕр алăкĕ умне уксах-чăлах пуçтарăннă. Сак çине вырнаçайманнисем стена çумне тĕршĕннĕ, урайне ларнă.
— Инвалидсене ăçта пăхаççĕ? — ыйтатăп эпĕ çӳллĕ пиччерен.
Вăл темĕн каласшăн, пуçĕ ун вĕттĕн-вĕттĕн чĕтренме тытăнать. Ман çан-çурăм сӳ-ӳ тăвать, эпĕ каялла чакатăп. Пичче, мана хăратнине курса, хăй те пăлханса каять, хăйăлтатакан сассине путарасшăн хăрах аллипе çăварне хуплать, тепринпе умри алăк çине тăсса кăтартать.
Пиччерен пăрăнатпăр та кĕтесе, урайне, кайса ларатпăр. Ман куçпа тан çӳпçе пек шыçăнса кайнă ура, çăм тутăрпа чĕркенĕскер, выртать. Пуçа çĕклетĕп: юнашар, тенкел çинче, кинемей ларать-мĕн, пĕр урине вăл çĕре пуснă, теприне умри тенкел çине тăсса хунă. Инке манпа сăмах пуçласшăн, анчах та такама хушаматпа чĕнни илтĕнет, пурте шăп пулаççĕ. Паçăрхи пичче ӳт-пĕвĕпе силленсе пӳлĕм еннелле утать. Алăк хăлăпне вăл ниепле те ярса илеймест, пӳрни сыпписем тимĕре лексе шакăртатаççĕ.
Алăка уçса парсан çеç вăл шалалла кĕрсе каять.
— Мĕн пулнă ăна? — ыйтатăп çумри инкерен.
— Эй, ачам... Вăрçă суранĕ...
— Сан уруна тата мĕн пулнă? — тĕпчетĕп эпĕ.
Инке урине сăтăркалать.
— Утă çинче амантăм. Каç пуличчен çултăмăр та, тĕттĕмре çавапа тăрăнтартăм.
— Апла лайăх. Сана ним мар инвалид туса парĕç. Ман аппан ури те, алли те сывă, пуçĕ çеç çаврăнать, — пĕлтеретĕп хуйхă-суйхăма.
Сасартăк темскер кăптăр-каптăр турĕ, шанклатрĕ. Вăрăммăн йынăшса яни, хăрăлтатни илтĕнчĕ. Пӳлĕмрен шурă халат тăхăннă хĕр чупса тухрĕ, самантран вăл пĕчĕкçеççĕ кĕленче йăтса каялла кĕрсе кайрĕ.
Кăштахран çӳллĕ пиччене çавăтса тухрĕç. Ун пуçĕ çине те шыв янă, те вăл çав териех тарланă: йĕпе çӳçĕ пайăркан-пайăркан çыпçăнса ларнă, тăнлаври юн тымарĕсем мăкăрăлса тухнă.
Пӳлĕмрен пĕри тухать те тепри кĕрет. Вĕсем пурте тенĕ пекех вăйпитти арçынсем пулмалла, анчах та хăшĕ — алăсăр, тепри — урасăр. Мана анне сăмахĕсем аса килеççĕ, вăл яланах: «Аçу урасăр, алăсăр пулин те киле таврăнтăрччĕ», — тетчĕ. Çак сăмахсене аса илетĕп те, пӳлĕме кĕре-кĕре каякан уксах-чăлах, суккăр çынсем пурте ман атте пек туйăнса каяççĕ...
...Мана такам хулпуççинчен силлет...
— Ан йĕр, ан йĕр, ачам. Пирĕн çине пăхма та хăрушă пуль çав... Ан хăра, эпир те чĕрĕ чунлă çынсемех-çке...
Лăплантараканни — ман çумри кӳршĕ. Вăл пĕчĕк урапа çине чĕн пиçиххипе çыхăнса ларнă. Чĕркуççирен çӳлерех татнă урисене сăран пек якалса пĕтнĕ, тусанлă-пылчăклă
шăлаварăн пушă пĕççисемпе çавăрса çыхнă. Пуринчен ытла мана ун аллисем хăратрĕç: кĕске те пуклак ӳт-пӳпе танлаштарсан, вĕсем килĕшӳсĕр вăрăм. Ал лапписем — ура тупанĕсем евĕр — лапкăшĕпе ӳт хытти пулса тăнă, вĕсен калăпĕ те улшăннă: ирĕн-каçăн çийĕнекен хăйра пек лаптакланнă.
Урасăр пиччен сасси ăшă.
— Часах ак киле каятăр. Халь ман кĕмелле, ман хыççăн сире чĕнсе кĕртĕç. Хушаматне çырса илчĕç-и?
Тухтăр патне кĕрес умĕн малтан çырăнмаллине эпĕ пĕрремĕш хут илтетĕп. Пичче икĕ аллипе урайне тĕртет, урапи малалла кусать. Вăл мана пĕчĕк пӳлĕме ертсе кĕрет, унта лараканпа тем калаçать. Манран эпĕ хăш ялтан, мĕншĕн килнине ыйтса çыраççĕ. Çак хутне эпĕ кĕрес пӳлĕме кайса параççĕ.
Эпир каллех урайне кайса ларатпăр. Сивĕ. Хĕвеланăçнелле тухакан чӳречесем тĕм-хура.
Лисука чĕнни илтĕнсе каять. Пирĕн урасăр пичче хыççăн кĕмеллеччĕ, эпĕ аптăраса тăратăп. Пичче кулать, унăн çурăла-çурăла кайна тăм тĕслĕ пичĕ ачашшăн çуталать. Такам мана çурăмран тĕкет, такам алăка уçса парать — эпир пӳлĕме кĕрсе тăратпăр.
Сĕтел хушшинче — виçĕ тухтăр. Лисук ман çума тĕршĕнет. Эпĕ ăна тухтăрсен умĕнчи пукан çине лартатăп, ан хăратăр тесе, алла ун хулĕ çине хуратăп. Куçлăх тăхăннă хĕрарăм тухтăр пирĕн çине шăтарасла пăхать, ыйту парать. Эпĕ, хыпăнса ӳкнĕскер, хирĕç те хуравлаймастăп. Эпир чĕнменнине кура, вăл тарăхма пуçлать, темĕншĕн
ман аннене вăрçать:
— Амăшĕсем килте, ачисене ав пĕчченех кăларса яраççĕ!
Ун сăмахне арçын тухтăр пӳлчĕ. Вăл сĕтел хушшинчен тухрĕ те пирĕн ума пычĕ. Малтан аппапа ман ята, анне ăçта ĕçленине ыйтрĕ, кайран сăмаха Лисук çине куçарчĕ.
— Халь çулла-и, хĕлле-и? — ыйтрĕ вăл аппаран.
Лисук ман çине çаврăнса пăхрĕ. Эпĕ сас памарăм. Лисук вара мана алăран ярса тытрĕ те пăшăлтатса илчĕ:
— Сивĕ! Мана сивĕ! Хĕлле!..
Куçлăхлă тухтăр кулам пек турĕ. Манăн йĕрес килсе кайрĕ.
— Кунта килнĕ чух мĕн куртăн? — ыйтрĕ куçлăхлă тухтăр.
— Канихвет куртăм, — шăппăн хуравларĕ Лисук.
Лисукпа урăх калаçмарĕç. Ун куçне тавăрса, куç тĕпне тĕрĕслерĕç, чĕрине итлесе пăхрĕç.
— Чирлĕ мар сан аппу. Пăлахая перет, — касса татрĕ куçлăхлă тухтăр.— Апатне лайăхрах çитерес пулать. Çу, хăйма, çăмарта кирлĕ.
Çапах та пире темле хут çырса пачĕç.
Пӳлĕмрен тухсан, эпĕ çăмăллăн сывласа яратăп, хутне урасăр пиччене тыттаратăп. Çынна сăмахпах çапса хуçма пулать иккен, — пичче сăмахĕсем çамкаран мăлатукпа çапнă пек танлаттараççĕ:
— Хĕрĕм, ку хутран пулăшу çук. Аппуна виççĕмĕш группа çеç панă. Арçын тухтăрпа тепĕр хут кĕрсе калаç-ха. Вăл ăнланма тивĕç. Мĕн кирлине тӳррипе кала. Пĕр-ик сехетрен ĕç вĕçленет, çавăнччен кĕт-ха.
Эпĕ хытса тăратăп. Ĕç çинчен ыйтса пĕлес вырăнне урăхла сăмах персе яратăп:
— Тухтăрсем саланиччен столовăйне кайса килеетпĕр-ши?
— Килетĕр! Укçу пур-и? Кайса çырткалăр та каялла килĕр.
Эпир хĕвеллĕ ăшă картана тухатпăр. Пӳртре вăрах ларнăран куç хуралса каять, умра сарă, симĕс ункăсем шуса иртеççĕ.
Столовăйне тӳрех кĕме хăюлăх çитеймест, — алăк умĕнче тăхтаса тăратпăр.
- Эсир столовăйне-и? Кунта пулсан — кĕрĕр. Алăка çаклататăп. Эпир паян ир хупатпăр, — тет картлашка çинче тăракан хĕр. Чăнах, вăл пирĕн хыçранах алăка питĕрсе хурать.
— Хĕрачасем, сире мĕн кирлĕ?
— Çăкăр.
— Паян сутмалăх çăкăр çук.
Эпĕ аптăраса тăмастăп, анне сăмахĕсене пуçра тытса, хĕр манпа килĕшессе пĕлсе, лӳчĕркеннĕ укçана кăларса паратăп.
— Апла пулсан, пире пĕр тирĕк яшка пар. Яшкапа пĕрле çăкăр пар. Эпир иккĕн.
Пире икĕ чĕл çăкăр виçсе параççĕ. Чĕлĕсене асăрхануллăн алă тупанĕ çине хуратăп. Çăкăрĕ ăшă. Ман çăвара сĕлеке тулать. Çĕнĕ уйăх пек икĕ чĕлле халь çиес марччĕ.
Ман ĕмĕт — юмах пек: киле кайнă чух хирте канма ларăпăр та, пĕр чĕллине çурмаран хуçăпăр, никамран вăтанмасăр вăраххăн чăмлăпăр, ĕмĕпĕр... Тепĕр чĕллине киле илсе çитересчĕ... Килте виçĕ татăк тăвăпăр — каллех çăкăр çимелле пулать!
Пире пĕр чашăк яшка антарса параççĕ. Анне пире пур çимĕçе те пĕр тан уйăрма вĕрентнĕ; халь, çак яшкапа тăранмасса сиссе, эпир черетпе çиме канашлантăмăр. Анчах та Лисук пĕр кашăк яшка ăсса иличчен, ăна çăтса яриччен ĕмĕр иртнĕн туйăнать. Ĕнер эпир унпа кашлич çинĕччĕ, те çавăнпа, те шăннипе Лисук тути чăмăркка пек шыçса тухнă, — пăрăçлă яшкана вĕрсе сивĕтмесĕр сыпаймасть. Чуна çапла йĕкĕлтенине чăтса тăраймасăр, çĕнĕ меслет шыраса тупатăп. Лисук хирĕçлемест. Халь кашниех умлă-хыçлă икĕ кашăк сыпать. Эпĕ хам пая кап-кап çăтса яратăп та, Лисук мĕн чул çинине шутласа ларатăп. Вăл икĕ кашăк ăсса илессине кĕтни — хĕртнĕ тимĕре тытса ларнипе танах. Лисук ман асапланăва чухларĕ курăнать, ĕнтĕ вăл яшкине сивĕтсе те тăмасть, васкать, сыпмассерен ăхлата-ăхлата илет.
Тирĕк тĕпĕнчи яшка тата виç-тăватă кашăк пулатчĕ пулĕ, столовăй чӳречи тĕлĕпе арçын-тухтăр иртсе пынине курах кайрăм. «Ăçта каять вăл? Вĕсен ĕçĕ вĕçленчĕ те-и? Килелле утмасть-и? Кайран ăна шыраса тупаймăн».
— Лисук, эс çакăнтах лар. Яшкана мансăр ан çи. Çăкăра ан тив, — тесе урамалла вирхĕнетĕп.
Тухтăра хăваласа çитетĕп те хыçалтан туртатăп.
— Пичче! Тухтăр пичче!
Алăри хута кăтартатăп.
— Çак хутпа пире хăмăл çултараççĕ-и?
Тухтăр ман сăмахсене ăнланаймасть. Эпĕ тепĕр хут ыйтатăп.
— Çак хутпа хăмăл çултараççĕ-и пире?
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...