Синкер :: Иккӗмӗш сыпӑк
— Çапла тесен те, епле тарăн кунтан? — иккĕленчĕ Антун. — Шăпамăр пĕрех ĕнтĕ пирĕн.
— Эй, тусăм, этем тăвайман ĕç тĕнчере çук. Эпир сана, пĕлетĕн-и, савăнсах пулăшăттăмăр. Анчах санăн кайран лере, ирĕкре, пире пĕр ĕçре пулăшмалла, — шахвăртрĕ Король. — Çăкăр-тăвар хире-хирĕç теççĕ.
— Мĕнле ĕçре? — кăсăкланчĕ Антун.
Тарасси пирки чăнласах шухăшламарĕ те-ха вăл, çапах ăсра та пулин ирĕке тухса курма юрамасть-им. Çавăнпа Антун çав «ирĕкре» еплерех пурăнмашкăн тӳр килессине пĕлме тăрăшрĕ.
— Леш пирĕн сейфа илсе кайнă юлташсене кайса тĕрĕслемелле. Вĕсем, канальйăсем, тен, уçнă ăна. Уçнă та, шалта мĕн пуррине пĕтĕмпех хăйсен кĕсйине пĕтĕрсе чикнĕ. Вара эпир кунта мĕншĕн, мĕн туса ларатпăр пулать-ха? Чухлатăн-и?
— Ара, эп ăçтан тупам вĕсене? Çитменнине, вĕсем иккĕн тетĕр.
— Ăхă, тĕрĕс, — пуçне сулчĕ Король, кăшт шухăшласан. — Юрĕ, пĕччен пулмăн эс. Санпа Валет пырĕ. Ну, лере, ирĕкре, мĕн тумаллине иксĕр хăвăрах тĕшмĕртĕр... Пĕр сăмахпа, суклаç пулсан, тарма пулăшăп. Çук-тăк, урăх кун пирки пуплешсе çăвар тутине сая ямăпăр. Эпир сана каланă вăрттăнлăх халăха тухсан вара, асту...
Антун ку калаçăва шӳтле-мĕнле кăна хутшăннăччĕ те, тĕрмерен тарасси çинчен Корольпа юлташĕсем çапла шанчăклăн пуплешни хайхи ăна иккĕлентерсех пăрахрĕ. Енчен ирĕке çапла ним мар тухма май килет-тĕк, чăнах та, вăл мĕн çухатĕ? Кунта нумай-нумай вăхăт пăнтăхса ларни лайăхрах-и е, таркăн пурнăçĕпе пулин те, ирĕкре пурăнни? Хуть те мĕн каласан та, тĕрмере чи-чи вăйпитти çулсем иртеççĕ-çке, ним усăсăр кĕлленсе пĕтеççĕ. Çав çулсенче ирĕкре пурăнса ирттерсен, тытчăрах кайран тепре, хупса лартчăр...
— Пăртак шухăшлам-ха, — терĕ те Антун ирчченех çăвар уçмарĕ.
«Пăртакĕ» икĕ куна пычĕ. Çавăн чухлĕ шухăшласа çӳренĕ хыççăн Калюков тĕрмерен тарма татăклăн шут тытрĕ, ирĕке тухсан, Валета пулăшма та сăмах пачĕ. Вара икĕ çынпа тармашкăн мĕнлерех май тупмаллине тĕплĕн сӳтсе яврĕç те хатĕрлене пуçларĕç. Платник ĕçĕпе çӳренĕ май Антун кĕсйине виçĕ шпиль пăти, пĕр татăк пралук чиксе пытарчĕ. Камерăра çав тĕреклĕ пăтасене, таçта хĕстере-хĕстере, аран-аран аврĕç, виçĕ еннелле тăрмаклантарса, пралукпа çыхса çирĕплетрĕç. Çапла вара виçĕ юплĕ чăн-чăн якăр пулса тăчĕ. Корольпа унăн шайкки, çирĕп çĕтĕк, ытти япаласем пуçтарса, самаях чăтăмлă хулăпах мар вĕрен яврĕç, ун пуçне якăр çыхса хучĕç. Чăн та, чи пуçне мар, аршăн çурă хăварса. Вĕренĕн çав татăкĕ чул хӳмен тепĕр енне усăнмалла иккен, вара ун тăрăх аяла чиперех анма пулать... Халĕ ĕнтĕ, тармашкăн меллĕ самант кĕтсе, уçăлма тухнă чухне Антун çак вĕрене хĕвне чиксе çӳрерĕ. Валет вара яланах унпа юнашар пулма тăрăшрĕ, иккĕшне çыхса янă тейĕн.
Пĕр каçхине — сентябрь уйăхĕн çирĕммĕш кунĕччĕ ун чухне — меллĕ самант тупăнчĕ-тупăнчех. Çанталăк пĕлĕтлĕччĕ те, анăçалла паçăрах куçнă хĕвел курăнмастчĕ, çавăнпа тавралăха сĕм çапа пуçланăччĕ, кăштах йĕпхӳ çăватчĕ. Ристансем картишĕнче уçăлса çӳренĕ самантра Король ют камера çыннисемпе хутăшрĕ те такампа чăкрашма тытăнчĕ, лешĕ парăмра юласшăн пулмарĕ курăнать. Кусем хайхи чăнласах çапăçа пуçларĕç. Тытăçăва самантрах вĕсен юлташĕсем те явăçса кайрĕç. Хуралçăсем, хăвăртрах йĕрке тăвас тесе, унталла васкарĕç. Анчах тарăхсах тӳпелешекен ристансене ăçтан тӳрех чарăн...
Пăтăрмахпа усă курса, Антунпа Валет тĕттĕмрех кĕтеселле шăвăнчĕç. Çумри ристансем çакна курчĕç пулин те шарламарĕç. Ара, вĕсене мĕн ĕç... Хуралçăсем çук çĕре çитсен, Антун хĕвĕнчен вĕрен туртса кăларчĕ, якăрлă пуçне хӳме тăррине ывăтрĕ те, вăл чул çине чаклатсан, туртса пăхрĕ: лайăхах çакланнă! Вăл çӳлелле йăпăр-япăр хăпарса кайрĕ, якăра тата лайăхрах çирĕплетрĕ, вара вĕренĕн хӳме леш енче усăнса тăракан пуçĕнчен уртăнса, аялалла кăштах анчĕ те çĕре сикрĕ. Валет та çаплах турĕ. Иккĕшĕ те тĕрме тулашне анса тăрсан, Антун хула варринелле туртăнчĕ.
— Ăçта каясшăн эс? — çанăран тытса чарчĕ ăна Валет.
— Aппa патне. Пăртак укçа ыйтас. Тен, тумтир тупса парĕ. Ристан çипуçĕпе çӳреймĕпĕр ĕнтĕ.
— Эпир тарнине асăрхасан, пире шыраса, лягавăйсем чи пирвай аппу патне вĕçтерсе пырĕç, — асăрхаттарчĕ Валет. — Луччă атя хăвăртрах хуларан тухса вĕçтерер. Укçа та, тумтир те кайран тупăпăр.
— Мĕнле вăл — тупăпăр? — ăнланмарĕ Антун.
Анчах вăхăчĕ унашкал ыйтусене сӳтсе явмалли марччĕ çав. Валет унпа тек пуплешмерĕ, малалла алă сулчĕ те, Сăр еннелле тапса сикрĕ. Антунăн мĕн тăвас — вăл та ун хыççăн вĕçтерчĕ. Кĕçех вĕсем çырана çитрĕç. Валет çурри таран çĕр çине кăларса хунă кимĕсенчен пĕрне суйласа илчĕ, унтан вĕсем Антунпа иккĕшĕ ăна шыва тĕксе антарчĕç. Ку ĕçпе иккĕшĕ те аппаланса курманскерсем, кимме шалалла ытлашширех те кĕртсе ячĕç пулмалла, çавăнпа, лешĕ кăтра хумсем çинче сăмсине пăра пуçласан, ун çине аран выртса ĕлкĕрчĕç...
Кĕçех кимĕ каç сĕмне пушшех çăралатакан йĕпхӳ ăшĕнче пач курăнми пулчĕ...
...Халĕ ĕнтĕ вулакана ку ĕç 1926 çулхи сентябрь вĕçĕнче пулса иртнине тепĕр хут аса илтерер те 1927 çула таврăнар.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...