Ача чухнехи :: Манехва
Пĕр ирхине анне такампала сăмахланипе илтетĕп. Ют хĕрарăм сасси тĕпелте илтĕнет. Сăмахсене тăсарах калаçать:
— Хăçан пăсăлнă вара сирĕн хĕрачан куçĕ?
Анне манăн куç пăсăлни, Укахха карчăк куçа эмеллени çинчен каласа парать.
— Имлĕхлĕ-сиплĕхлĕ пулмарĕ Укахха эмеллени. Вилĕсене асăнса пир хутласа хутăмăр, киремете те укçа тухса пăрахрăмăр, тӳркĕллине асăнса усрас путеке пусса чӳклерĕмĕр — ним усси те пулаймарĕ. Ача куçĕ паян кун та пăсăк.
— Унашкал тунипе чир-чĕр сывалать-и? Чир-чĕре Микул турă тата турă амăшĕн çветтуй сăнĕ сыватма пултарать. Асамăç-юмăçсем вĕсем — шуйттан чурисем.
— Тепле, чухлаймастăп эпĕ юмăçсем кам чури иккенне, анчах мана Укахха пулăшаймарĕ. Пĕркун, нумаях пулмасть-ха, пĕр çын иртсе пырать. Киевран турра пуççапса таврăнатăп, тет. Хăйĕн вара хутаççинче вак турăшсем, хĕрессем нумай. Киевран тĕрлĕ чир-чĕре сыватакан çветтуй шывĕ илсе таврăнатăп, тет, пĕр кĕленчи 10 пус, тет. Эпĕ илес теттĕм, анчах укçа пулмарĕ. Эпĕ çав çынна хам хуйха каласа патăм. Вăл мана çапла каларĕ: эсĕ пĕр-пĕр манаха турăш умне çурта лартма укçа пар. Манахсем турра çывăх çынсем. Вĕсен кĕллине турă час илтет, ыйтнипе антарса парать. Эпĕ хам та пĕр-пĕр монастырьте саншăн, ачушăн кĕлтуса, ача куçне сыватма пултаратăп, терĕ. Вăл манран 50 пус укçа ыйтрĕ. Пирĕн укçи çук-çке. Манах кăмăлсăрланса тухса кайрĕ. Хытă эсĕ, тет мана, турă çыннине хĕрхенместĕн, çавăнпа хăвна та сана турă хĕрхенмест, тĕрлĕ чир-чĕртен сывалаймасăрах пурăнатăр, — терĕ те тухса кайрĕ.
— Тĕрĕс каланă вăл çветтуй çын, турра кĕлтусан, тархасласан, турă мĕн ыйтнине паратех, анчах укçа е япала таврашне хĕрхенес пулмасть — турă пулăшатех. Турра асăнмастăр та вăт эсир, — ӳпкелеме тытăнчĕ Манехва, — тĕттĕм чăваш чиркĕве хăй ĕмринче виççĕ кĕрет: ят хунă чух, авланнă е качча кайнă чух венчете кĕрет, вара, юлашкинчен, вилсен. Çавăн пек çын, паллах ĕнтĕ, вилсен тамăка каять, ку тĕнчере пурăннă чух тĕрлĕ чир-чĕрпе асапланать.
— Çаплах пулĕ çав, — илтĕнчĕ аннен хуллен каланă сăмахĕ. — Çав Киевран килекен çын сăмаххине чăнласа ĕнтĕ эпĕ сана чĕнес терĕм. Тархасшăн, сыват эсĕ ача куçне. Сана эпĕ ахаль тумăп, кĕрхи вăйпа мĕн те пулин парăп.
— Парасси паллах та-ха вăл, халĕ акă мăн тумалла: Çĕрпӳри монастырьти турă амăшĕ сăнĕ çине пĕр питшăллилĕх пир касса çакас пулать тата 50 пуслăх çурта лартмалла. Микул турă умне пир кирлĕ мар, ун вырăнне пĕр тенкĕлĕх çурта лартас пулать. Санăн вăхăт çук. Эпĕ пирне те, çуртине те кайса лартатăп, турра пĕтĕм чĕререн санăн ачу сывалтăр тесе, кĕлтăватăп, вара ачун куçĕ сывалĕ. Эпĕ тата Çĕрпӳрен турă амăшĕн питне çунă шыва илсе килетĕп. Вăл шутсăр хăвăрт пулăшать. Пĕрре тата эпĕ акă мĕн курнă: Çĕрпӳри монастыре тăм-суккăр хĕрачана илсе пычĕç. Турă амăшĕ сăнĕ айĕнчен ăна çавăтса кăларчĕç те, хĕрача куракан пулчĕ. Малтан унăн пичĕ çветтуй сывлăш ӳкнипе çуталса кайрĕ, вара куçĕ чăл уçăлчĕ.
Анне тĕлĕнсе каларĕ:
— Ах, тур! Мĕнле пулнă-ха вăл çавăн пек. Манăн Мархвана илсе кайса куçĕ пăсăлнинчен сывалнине курайрасчĕ.
— Ачи те вăл хуçа хĕрĕ пулнă, тет те, ашшĕ монастыре 50 тенкĕ панă тет, — терĕ Манехва.
— Ой, питĕ укçа нумай панă-çке! Пиртен пулсан пĕр тенкĕ парасси те пулаймасть — укçа çук.
— Микул турра, турă амăшĕ умне çурта лартассипе мантăн-и эсĕ?
— Манман, мĕнле тупас тенкĕ çурă укçа тесе тарăхса ларатăп-ха, — терĕ анне.
— Ачу куçне сыватас тесен тупасах пулать.
— Ăçта тупас ун чухлĕ укçа?
— Çăмарта сут, пир-авăр, çăм таврашĕ.
— Сутмалли нимĕн те çук çав пирĕн.
Манехва кăшт шăпланса ларчĕ, татах сăмахсене тăсса калама пуçларĕ:
— Ах, турă хăвачĕ тем те тăвать. Акă тата Ишекре Микул турă тунă хăватлă ĕç. Пĕр çын урасăр çичĕ çул ларнă. Ишеке ăна лашапа турттарса пынă. Чиркĕве кĕртсен, турăш айне шуса пычĕ. Урасăр çын çине Микул турă сăнне лартсанах, çын хăех сиксе тăчĕ те чиркӳрен кĕлĕ пĕтсен хăех утса тухса кайрĕ. Хам курнă эпĕ ку тĕлĕнмелле ĕçе.
Анне чĕререн каларĕ:
— Пир-авăр хĕрхенмĕп, ăна тата тума пулать. Тархасшăн, Манехва, çуртисене йӳнĕреххисене лартма юрамасть-ши?
— Юрамасть, — пуçне сулларĕ Манехва.
— Апла пулсан, ме сана çур тĕрке çинçе пир, çуртине те кирлĕ çĕре ларт, питшăллине те турă амăшĕ умне çак.
— Сахалтарах та ĕнтĕ çур тĕрке пир турă амăшĕпе Микул турра тӳрлĕх тума, — пăшăрханчĕ Манехва, — çапах та юрĕ-ха малтанлăха.
Анне ыйтрĕ:
— Час каятăн-и эсĕ Çĕрпĕве е Ишеке?
— Ыранах утатăп. Халĕ турă амăшĕн шывне илсе килем-ха, пачăшкă патне лартса хăварнăччĕ. Кĕленче тĕпĕнче çеç юлнă та, хĕрача куçне пĕр-икĕ хут сĕрме çитет, — терĕ юлашкинчен Манехва, унтан вăл тухса кайрĕ.
Манехвăна эпĕ халиччен темиçе хут та курнă. Вăл пирĕн ялтан инçе мар, Чăнкасси ялĕнче пурăнатчĕ. Чиркĕве килнĕ чух вăл пирĕн урампа иртетчĕ. Манехва ватă хĕрччĕ. Вăл хура саттинран çĕленĕ вăрăм кĕпе тăхăнатчĕ, пуçне пичĕ çине ӳпĕнтерсе хура тутăр çыхса çӳретчĕ. Мана Манехва хăйĕн хура вăрăм тумтирĕпе пысăк хытă хупăллă кăпшанкă пек туйăнатчĕ. Ăна тĕл пуласран сыхланса, эпĕ, вăл килнине курсанах, е киле тарса кĕреттĕм, е урамри пĕренесем хушшине пытанаттăм. Манехва чиркӳре юрлать, кĕлĕ пĕтсен пуп патне чей ĕçме кĕрет, тетчĕç. Иван пичче ăна питĕ юратмастчĕ.
— Килет ĕнтĕ вăрăм кĕпипе тусан мăкăрлантарса. Çынсем тырă выраççĕ, вăл чиркĕве сулланать, йытă турташшĕ хĕрарăмĕ. Каçхине Манехва хăй каланă пекех пĕчĕк кĕленчепе çветтуй шывĕ илсе килчĕ, турра кĕлтуса ман куçа сĕрчĕ те тухса кайрĕ.
Эпĕ çĕрле вăрантăм. Анне турăш умĕнче тăрать пулас, турра кĕлтăвать. Эпĕ вăл пăшăлтатса каланине илтетĕп. Вăл чунтан-чĕререн тархаслать.
— Эй, турă, сыват ача куçне, суккăр пуласран сыхла! Хĕрĕмĕн куçĕ тӳрленсен, килес çул ăна эпĕ Çĕрпӳри мăнастыре, Ишеке илсе кайăп, вăй çитнĕ таран турă амăшĕ умне те, Микул турă умне те çуртасем илсе лартăп. Хам мехелпе хам пырăп. Çынпа ятлаçса çылăх турăм пуль, Шĕшлĕне ачан пуçне çурнăшăн ылхантăм, каçар, турă, йывăра ан хурах. Ырлăх ту ман хĕрачана, эпĕ вара сана манмăп, ялан кĕлтăвăп. Хăвăн ырлăхна татса пар, турă, ача куçне сыват…
Тата чылайччен мăкăртатрĕ анне, малалла эпĕ унăн сăмахĕсене ăнланасшăн тăрăшмарăм. Ыйхă килнипе, çывăрса кайнă.
Эрне те иртрĕ. Манехва та Çĕрпĕве, Ишеке кайса килнĕ, виçĕ-тăватă хутчен те куçа çветтуй шывĕпе сĕрчĕ — тӳрленмест манăн куç.
Çав вăхăтра ял çинче пĕчĕкрех ачасем чечче чирĕпе чирлеме пуçларĕç. Пĕр эрне хушшинче ялта 50 — 60 ача вилнĕ, тетчĕç. Пĕрре халăха чĕнекен, чӳречесенчен шаккаса, çапла каласа çӳрерĕ:
— Пур ачасене те чечче чирĕнчен хул касма шкула пухăнма каланă! Кайăр хăвăртрах!
Анне мана куçа çӳхе сурпанпа çыхнипех шкула çавăтса кайрĕ. Унта пухăннă ачасем партăсем хушшине ларса тухнă. Кашни кĕпе çухавинчен аллине кăларнă, шăп лараççĕ. Çӳллĕ, илемлĕ пит-куçлă вырăс ачасен хулĕсене касма тытăнчĕ, ĕретпе касса пырать. Черет манăн тĕле çитрĕ. Тухтăр малтан манăн куç çинчи сурпана салтрĕ, куç хупанкине уçса пăхрĕ те пуçне пăркаларĕ,
— Ужас какой, — терĕ вăл çурма сасăпа, вара ыйтрĕ: — Çак хĕрачан амăшĕ пур-и кунта?
— Пур, — тухтăр умнелле пычĕ анне.
— Хĕрача куçне шур иле пуçланă, тепĕр виç-тăватă кунтан сĕм-суккăр пулма пултарать. Халех больницăна леçес пулать.
Çапла каланă хыççăн тухтăр кăшт шухăшласа тăчĕ те каларĕ:
— Хĕрачана хампа пĕрле паянах илсе каятăп, — терĕ.
Анне киле кайса манăн çĕтĕк сăхмана илсе килчĕ (ку сăхмана пиччене çĕлетсе панă пулнă, ун хыççăн аппа тăхăнса çӳренĕ, халĕ вăл мана лекнĕ). Сăхман тăхăнтарса, пуçа пир тутăр çыхтарса, анне мана çула кайма хатĕрлерĕ.
Ачасен хулĕсене касса пĕтерсен, тухтăр учитель хваттерне кĕрсе картуз, пальто тăхăнса тухрĕ. Шкул хыçĕнче тăрантас кӳлнĕ лаша тăнă-мĕн. Эпир тăрантас çине лартăмăр. Тухтăр сăран алса тăхăнчĕ те тилхепене турткаларĕ. Лаша вырăнтан çăмăл тапранса кайрĕ. Салана çитиччен 20 çухрăма чарăнмасăр чупрĕ.
Больницăра эпĕ виçĕ уйăх пултăм. Тухтăр кашни кун ман куçа эмел яратчĕ, эрнере виçĕ хут куç хупанкине ешĕлсенкерпе сĕретчĕ. Ку вара питĕ асап: куç тӳсме çук, сиксе тухас пек ыратать.
— Ыратнине тӳсес пулать, суккăр пулни мар, сана хĕрхенетĕп, сывă куçлă тăвасчĕ, ну, ну, ан йĕр, — тетчĕ тухтăр. Хăш чухне вăл ман çине пăхса пуçне сулласа илетчĕ.
Вăл вăхăтра больницăра выртакан çын сахал пулнă. Эпĕ выртакан пӳлĕмре пĕр çамрăк çын пурччĕ. Вăл вăрман ĕçленĕ чух аллине амантнă, халĕ унăн аллине чавса таран татнă. Эпĕ больницăра иккĕмĕш эрне пурăннă чух ватă майрана илсе пычĕç. Вăл ура шыççипе ахлатса выртатчĕ.
Больницăра ĕçлекенсем те сахал пулнă: тухтăр хăй, тепĕр фельдшер тата чирлисене апат паракан, урай çăвакан хĕрарăм пурччĕ. Коридорта, пӳлĕмсенче шăп, çын çук тейĕн. Манăн питĕ киле каяс килетчĕ. Эпĕ кичемленсе ларнине асăрхаса, тухтăр мана пĕр кивĕ кĕнеке пачĕ. Вăл вырăсла букварь пулнă. Ун çинче ӳкерчĕксем те пурччĕ. Эпĕ, куç куракан пулсан, час-часах çав ӳкерчĕксене пăхса йăпанаттăм. Манăн çак кĕнекере мĕн çинчен çырнине пĕлес килетчĕ. Эпĕ аллине татнă çынна вуласа пама ыйтрăм. Вăл кĕнекене пăхрĕ те каларĕ:
— Вырăсла кĕнеке ку. Эпĕ чăвашла каласа пама пултараймастăп, — терĕ.
Манăн вырăсла вĕренес килме пуçларĕ. Тухтăр вырăссемпе калаçнине илтсен, мĕн çинчен калать-ши ку тесе тавçăрса илме тăрăшаттăм, анчах нимĕн те ăнланаймастăмччĕ.
Тухтăр чир-чĕр çинчен каласа ăнлантарса паратчĕ. Вăл мана трахома çынна мĕнле ерме пултарни çинчен каларĕ, пăсăк куçлă çынсемпе пĕр алшăллипе шăлман-и, мунча кĕмен-и тесе ыйтрĕ. Эпĕ Плаки аппа ман пуçа çуса янине каласа патăм.
Куç сывалса çитсен, тухтăр мана атте килсе илтĕр тесе, Сĕмĕле пасара пынă çынсенчен каласа янă. Тепĕр кун мана илме пичче çитрĕ.
— Ха, куçу черкке пек пулнă, — терĕ вăл кулкаласа. Тухтăр хăй мана панă кĕнекене пĕрлех илсе кайма хушрĕ. Эпĕ уншăн питĕ савăнтăм. Пичче манăн куçа сыватнăшăн тухтăра пуç тайса тав турĕ те, эпир больницăран тухрăмăр. Пичче мана хам сăхман çийĕнчен кивĕ аçампа витсе чĕркесе çуна пуçне лартрĕ. Хăй вырнаçса ларсан, лашана тилхепинчен турткаларĕ. Кĕçех хурăн çул çине тухрăмăр, лаша малалла юртса кайрĕ.
Çанталăк сивех мар. Çӳле хăпарайман хĕвел кăшт курăнчĕ те шурă хăмăр пĕлĕт айне пулчĕ. Шурă хурăнсем шăп тăраççĕ.
Киле эпир каç пулсан тин çитрĕмĕр. Пирĕн пата Çтаппан пичче пырса ларнă. Анне манăн куçа курасшăн, тăрпасăр çунакан краççын лампи патне çавăтса пырса пăхрĕ. Хăйĕн савăннипе куçĕ шывланнă.
— Укахха карчăка, Манехвăна шанса ачана суккăр тăваттăм. Пурлă-çуклă укçана, пир-авăра вĕсене пани ахалех пулчĕ. Ырах тухтăр тĕлне пултăмăр-çке, вăл сыватрĕ, — терĕ анне.
Çтаппан пичче каларĕ:
— Чир-чĕртен тухтăрсăр пуçне çынна никам та сыватма пултараймасть. Ни юмăç-асамăç пакăлтатни, ни манахĕ кĕлтуни — никама сыватаймасть. Ултав çеç вăл, Праски аппа, эсĕ хăвах куртăн ĕнтĕ ăна.
— Тĕрĕс, Çтаппан! Урăх ĕнтĕ Укахха карчăка та, Манехвăна та киле кĕртместĕп, — терĕ анне.
— Кĕртмелле мар çав вĕсене, — терĕ Çтаппан пичче. — Юмăç-асамăçсене пула, турра асăнса, Ишеке, Çĕрпӳри монастыре çӳренине пула, кунти чăвашсем чир-чĕртен сывалма больницăна çӳремеççĕ. Çавăнпа суккăррисем, ытти чирсемпе чирленисем нумай, вилессе те нумайтарах вилеççĕ. Больницăсене кашни чирлемессерен çӳренĕ пулсан, чăвашсем те вырăссем пекех сывлăхлă та таса куçлă пулмалла. Вырăс çынни таса, илемлĕ, сывлăхлă. Пирĕн те çавăн пек пулма тăрăшмалла.
Чылай калаçкаласа ларсан, Çтаппан пичче киле кайма тăчĕ.
— Çтаппан пичче, кĕсле… — терĕм эпĕ.
— Кĕслене туса пĕтернĕ, пит аван пулчĕ. Ыран пыр, каласа кăтартатăп, — терĕ те Çтаппан пичче тухса кайрĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...