Ача чухнехи :: Вутă йăтни


Шăн кантăксем кăнтăрлахи хĕвел ăшшинче ирĕле пуçларĕç. Класра çутăрах та ăшăрах. Ирлĕ-каçлă шăнтать. Кăнтăрла ирĕлтерет. Тӳпе, тăрă шыв пек, таса. Шкул алкумĕ вĕçĕнче шыв тухнă. Çанталăк лĕп, тӳлек. Çур çывхарни савăнтарать.

Шкул килкартинчи хĕлле купаланă вутă шаршанĕ юр ирĕлнипе чалăшса кайнă, халь вăл йăванас пек ларать. Анастасия Александровна çакă вутта ачасен вăйĕпе сарайне пуçтарас терĕ. Уроксем пĕтнĕ хыççăн киле апат кайса çирĕмĕр те ĕçлеме тытăнтăмăр. Учительница хăй те пирĕнпе ĕçлени пире савăнтарчĕ. Митя ĕç пуçлансанах варпа аптрарĕ, пуп патне кайрĕ. Эпир, тăххăрăн çеç юлнă пулин те, хастар ĕçленипе вутта çав кунах сарайне йăтса пĕтертĕмĕр.

Тепĕр кун шкула чиркӳ старости пычĕ. Иванюк эпир ĕнер ĕçленине курнă, вăл халĕ пире чиркӳ картинчи вутта хурал пӳрчĕ хыçне çĕклеттересшĕн. Учительница килĕшмест: ачасене вĕренӳрен татасси, тет.

— Вĕренекен ачасем чиркӳшĕн ĕçлеме тивĕç, — тет Иванюк, — Килĕшместĕр пулсан, пăлхачиннăя пĕлтеретĕп.

— Мĕн тесе? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Анастасия Александровна.

Иванюк хулăн тутине сарса пăрахрĕ:

— Учительница ачасене чиркӳшĕн тăрăшма вĕрентмест тесе.

— Çырăр, — терĕ Анастасия Александровна. — Ачасене вĕрентес вăхăтра вутă йăтма ямастăп. Ку ĕç пирки урăх ан çӳрĕр.

Иванюк, çилленнипе, хĕрелсе тухса кайрĕ,

Тепĕр кун пĕрремĕш урок пирĕн турă саккунĕ пулмаллаччĕ. Пуп, вĕрентес вырăнне, пире чиркӳ картишне вутă йăтма илсе кайрĕ. Темиçе шаршан вутă. Ăна пĕтĕмпех сарайне çĕклемелле.

Эпир ĕçлеме тытăнсанах, Митя пуп патне кĕрсе кайрĕ те çухалчĕ. Пĕр сехет ĕçлесен, эпир Анастасия Александровна чĕннипе шкула таврăнтăмăр.

Уроксем пĕтсен, киле каяс вырăнне, эпир виçĕ кун хушши чиркӳ вуттине йăтрăмăр. Иванюк куллен пирĕн уроксем пĕтессе сыхласа çеç тăрать.

Виçĕ кунтан пуп каллех пире хăйĕн урокĕ вырăнне ĕçе ертсе кайрĕ. Хальхинче — хăй патне. Унăн та вутă çĕклеттермелли пур иккен. Каллех эпир, ăтăр пек йăраланса, ĕçлеме пикентĕмĕр.

Пĕр сехет иртсен, пирĕн пата учительница пычĕ: унăн урокĕсем пуçланмалла.

Пуп алкум вĕçне сиксе тухрĕ, ятлаçма тытăнчĕ, пире вăл кунĕпех ĕçлеттересшĕн: ахаль тумастăп, ĕçшĕн тӳлетĕп, тет. Учительница, хытă кăмăлсăрланса, шкулта экзаменсем çывхарса килни çинчен астутарчĕ. Пуп ăна итлесшĕн те пулмарĕ, вара эпир каçченех ĕçлерĕмĕр. Хытă ывăнтăмăр. Эпĕ, ирхине тăварпа çăкăр çеç çисе тухнăскер, йăлтах вăйран сулăнтăм. Урасем йĕп-йĕпе. Çăпата тăпăлса тухнă. Сиксе чĕтретĕп.

Ĕçлесе пĕтерсен, пуп пире алкум вĕçне пыма хушрĕ. Эпир пухăнса тăтăмăр. Акă вăл пирĕн пата хул айне хаçат тĕрки хĕстерсе тухрĕ, унтан кашнине çуршар хаçат валеçсе пачĕ. Мана «Казанский телеграф» текенни лекрĕ.

— Ну, ĕнтĕ киле кайăр, — терĕ пуп, ĕçшĕн пире çакăн пек тӳлесе.

Эпир, айвансем, тарават пупа тав тума пĕлмесĕрех тухса кайрăмăр. Коля, урама тухнă-тухманах, хаçатне чăмăртарĕ те шыв кӳлленчĕкне пăрахрĕ. Сасартăк хыçалта кантăка тӳн-тӳн! тутарса шаккани илтĕнчĕ. Эпир часрах килелле чупрăмăр. Анастасия Александровна пире çав кун краççын çутипе вĕрентрĕ.

Тепĕр кун пуп урока пычĕ. Вăл коридорта калушне пăрахса тăнă чух, шăпах учительница пӳлĕмĕнчен Коля тухрĕ. Унччен те пулмарĕ, пуп ăна çавăрса тытрĕ те:

— Ах, ты мерзавец! Ĕçленĕшĕн панă япалана хисеплеме пĕлместĕн! — тесе, хăлхинчен лăскама пуçларĕ.