Таната :: Юлташсем
Ивук Ухтивана пасар хĕрринче хăваласа çитрĕ. Пĕрер-икшер сăмахăн перкелешкелесе хуларан тухрĕç вĕсем, вăрмана кĕчĕç.
Ăруран арăва çурма выçă пурăнсан çыннăн ӳчĕ çеç мар, шăмми-шакки те типсе, пĕрĕнсе, вĕтелсе пырать пулмалла. Тĕпрен илсен, чăваш çынни кутамас çын. Лутра вăл, «типĕ», тĕксем ӳтлĕ, хура çӳçлĕ. Шатăр çилĕллисем нумай. Çакăн пек çитнĕ вĕсем вун тăххăрмĕш ĕмĕрĕн варри тĕлне. Халăхпа халăх хушшине хӳме тытса лартман та, пирĕн çӳллисем, саррисем те пур. Вĕсен юнне хăçан та пулин кӳршĕллĕ пурăнна вырăс е мăкшă-мордва юнĕ хутшăнма пултарнă.
Ухтиван çӳллĕ, хытанка, кăшт тухса тăракан пит шăммиллĕ, «çăмăл» кĕлеткеллĕ. Çӳçĕ тĕксĕм çырă. Ăна вăл самаях вăрăм ӳстерсе янă. Çийĕнче темиçе хут çуса çемçетнĕ шур пир кĕпе, лапрашки йĕм. Уринче çĕтĕлес патне пынă вырăс çăпати.
Ивук темиçе çынран пĕрлештерсе тунă евĕрлĕ курăнать. Сăмси ăна хитре çынран лекнĕ ав — тӳрĕ те çирĕп сăмса. Куçĕсем — ачан: пĕчĕкскерсем, пĕр-пĕрин çывăхĕнче чĕл-чĕл-чĕл пăхса лараççĕ. Пуçĕ те Ивукăн нумаях ӳсеймен. Çӳçĕ йăмăх хура, ӳчĕ шурă, кĕлетки патвар.
Кĕпи-тумтирри те çавах ун: е тăвăр (сăмахран, кĕпи — вăл хĕрлĕ пусма кĕпепе, карттусĕ — чăнкă тăрăллă карттус), е шалпар (атти; ăна вăл таса тикĕтпе çутатнă пулнă та, халь ун çумне тусан çыпăçса тулнă; шăлаварĕ — йăлтăркка хура шăлавар).
Килне васкакан Ухтивана Ивук çине тăрсах калаçтарма тăрăшни, вăл енчен енне чупа-чупа калаçни, куçран пăхни шухăшласа пыма чăрмантарать пулас, Ухтиван кĕскен çех хуравлать, хăй тапратса калаçмасть. Утса çӳреме хăнăхнăскер, хĕрсе кайнă та вăл вашкăртса кăна пырать. Вăрманта пăчă. Çулпа юнашарах йывăçсем хушшинче сукмак палăрать. Анчах йĕкĕтсем урапа çулĕпех утаççĕ, кашни ярса пусмассерен Ухтиванăн çӳçĕ çемçен вĕлкĕшсе илет, урисем айĕнче типĕ çулçă чăштăртатать. Ухтиван виç-тăват утăм тунă çĕре Ивук пилĕк-ултă утăм тăвать. Çитменне ăна кĕпи хĕсет, атти туртать. Унăн чунĕ тавăрланса çитет. Ăна юлташне кăтартас мар тесе Ивук темиçе утăм кая юлнă.
Вăрмантан тухас чух Ухтиван чарăнса Ивука кĕтсе илет.
«Ларса канар-и?»
«Халех-и? — тет Ивук юлташне хирĕçлес тесе кăна. Çамкине вăл сăмса тутрипе шăлса типĕтет, карттусне тӳр-етсе тăхăнать. — Каяр-ха пăртак...»
Вĕсем малалла утаççĕ.
«Ывăнсан кала эс».
«Эс ăçтан килен, Ухтиван?»
«Инçетрен таврăнатăп. Хусан леш енчен. Баржа туртнă çĕртен пăрахса тартăм».
«Тартăм?!.»
«Тартăм çав. Ма эс пит хăраса ыйтан?»
«Ара, тарса çӳрекенсене тытаççĕ те пирĕн...»
«Эпĕ тĕрмерен тарман-çке. Хуçа патĕнче эп ирĕк çын. Ĕçлес килсен, — ĕçлетĕп...»
«Эпĕ Шупашкарта вĕренсе пурăнтăм. Мĕн те пулин çыртармалла чухне пирĕн пата пыр».
«Çапла терĕн-ха...»
«Вырăсла та калаçатăп. Атте мана тиеке кĕртесшĕн».
«Астăватăн-и, пĕррехинче ӳсĕр тиекĕн хутне вăрласа тухса çунтартăмăр?»
«Астумасăр... Юрать, урасем çивĕч пулчĕç. Хăяр вăрлама кайнисене те, улахра хĕрсене тарăхтарнисене те лайăх астăватăп. Пĕр-пĕр хĕрĕн вырăнне туртса илеттĕмĕр те хăваласа кăлармасăр та тухса каймастăмăр».
«Çапла... — терĕ Ухтиван анасласа. — Мĕн çинчен калаçнисене çеç манса пĕтнĕ. Ывăнса çитрĕм эп».
«Эпе хама халĕ те ача пекех туятăп, — текелесе Ивук карттусне хывса илчĕ те çӳçне тăрмалакаларĕ. — Хулара ват çынла утса çӳресе тӳсме çук тарăхрăм. Тепĕр чух атта хывса пăрахса хула урамĕпе çара уран çатлаттарса чупас килетчĕ».
«Эп ĕшенсе çитрĕм, — терĕ Ухтиван тепĕр хут. — Шутсăр ĕшентĕм. Çав тери!.. Выртăттăм та çак çул хĕрринчи тусанлă курăк çине пĕр вăранмасăр виçĕ кун, эрне, уйăх çывăрăттăм. Умри пурнăçа эп тепĕр чухне тĕлĕк пултăрччĕ тетĕп. Хупасчĕ те куçа — пĕр-пĕр хĕвеллĕ çĕр-шыва кайса тухасчĕ. Чун каниччен ĕçлеме ирĕк уйсем пулччăрччĕ унта, шыв-шур, вăрмансем,.. кайăк-кĕшĕк. Пĕр эрне те пулин тӳре-шарасăр, тиексĕр, сулă хуçисемсĕр пурăнса курасчĕ. Пĕрре кăна хама хам ирĕк, телейлĕ, вайлă çын пек туйса пăхасчĕ. — Ухтиван пăртак чĕнмссĕр пычĕ те Ивук енне çаврăнчĕ. — Пулмасть-и санăн ун пек? Ача чухнехи вăхăтсем мана çĕр çул, пин çул ĕлĕк пулса иртнĕ пек туйăна пуçларĕç. Эп хама та çĕр çинче вун тăхăр çул мар, çĕр çул пурăннă пек туятăп. Тепĕр чух ĕненмесĕр янахха тытса пăхатăп: ӳссе ларман-и унта пĕр чике тăршшĕ сухал? Темĕнле тĕтре карса илчĕ ман иртнĕ пурнăçа. Тӳре-шарасен мăшкăлне те вĕсене хăйсене тарăхтарнине çеç лайăх астăватăп».
Ивук Ухтиван çине сăнаса пăхса илчĕ те сăмсине туртрĕ.
«Çапах та лайăхчĕ ун чухне. Лашасем утланса выртма каяттăмăр. Куккук авăтнине итлеттĕмĕр... — Ивук сăмса тутри тыткалама хăнăхсах çитеймен пулас-ха, ун çинчен манса кайса çамкине аллипе шăлса илет. — Санпа çӳреме аванччĕ. Сан тавра яланах пĕр кĕтӳ ача хĕвĕшетчĕ вара. Эс тухса кайсан тăр пĕчченех тăрса юлтăм эпĕ. Итле-ха, Ухтиван, — тет те Ивук вăтанкаласа юлташне аллинчен тĕкет, — килĕшетĕн-и, малашне те юлташлă пулăпăр?.. Паçăр эп сана курсан савăннипе темĕн тума та хатĕрччĕ. Чăнах... Ачаранах пĕрле ӳснĕ-ха та».
«...Эсĕ халь вĕреннĕ çын, пуçлăх пекки. Илтрĕн-и, паçăр аçу мĕн каларĕ?»
«Ара, пулин... Мана мĕн ун сăмахĕ. Ун вырăнне эс вырăсла калаçма пĕлен».
Вĕсем лупашкана анчĕç, кĕпер урлă каçса каллех тӳрем уя тухрĕç. Ивук пуçне каçăртса юлташĕ çине пăха-пăха илет, унăн путса кĕнĕ пит çăмартийĕсемпе куçĕсене сăнать. Ухтиванăн пĕчĕк ачанни пек кăшт мăкăрăларах тăракан çӳлти тути хĕррипе янаххи çине тĕксем мамăк шăтса ларнă. Çамки çинче, урлă каçах тенĕ пек, икĕ çинçе йĕр палăрать.
«Ай-яй!.. — тет Ивук хăй ăшĕнче атти ыраттарнипе уксахласа. — Улатимĕр хапхи самаях шăйăрать пулмалла çурăма. Хăй те тĕреклĕ те, çитмен пурнăçĕ тата та тĕреклĕрех курăнать. Хывса йăтас-ши-мĕн ку атта»?
Ухтиван хутаççине тӳрлетсе çакать, темĕн ыйтма шухăшласа Ивук çине пăхать.
«Ларса канар-и эппин, çакăнта?» — юлташĕн шухăшне тавçăрса илме хăтланать Ивук.
«Çук пуль санăн мĕн те пулин... çыртмалли? Эс ан хăра, эп киле çитсенех парса тататăп».
Ивук кӳреннипе пуçне пăркаласа пĕççине шарт çапать.
«Тĕлĕнмелле санпа, Ухтиван. Эсĕ пĕртте ĕлĕкхи пек мар. Ара, ма паçăр каламарăн?»
«Санăн аçу умĕнче ман пур пĕрех апат анмастчĕ...»
Ухтиван кутамккине вĕçертсе илчĕ, çул айккинелле пăрăнса ларма хăтланчĕ, анчах кутамккине те салтмасăрах каялла çакрĕ, ларма та шутламарĕ. Тути хĕррисем çеç унăн темĕнле туртăшса илчĕç, сăнĕ тĕксĕмленчĕ.
«Каймалла марччĕ санăн...» — терĕ утма тытăнсан Ивук ним калама аптраса.
Ухтиван хăрах аттине çĕклесе уксахласа утса пыракан Ивук çине тарăхса пăхса илчĕ те нимĕн те шарламарĕ.
«Пĕлместĕп,— терĕ вăл пăртакран пуçне хуйхăллăн усса, — тен, эсĕ чăн та нимĕн те асăрхамастăн пулĕ... «Каймалла марччĕ...» Ăнланатăн-и: тӳсме çук пулса çитрĕ-çке пирĕн пурнăç. Сывлăш тухми пулчĕ. «Каймалла марччĕ...» Таçта пăрахса кайма кăна мар, тепĕр чухне шыва сиксе вилес килет. Куçăм ан куртăр! Çăва патне йăлтах! Е çав шур шăлаварпа çӳрекен харам пырсене, тĕрлĕ пуçлăхсене шăпăрпа хăвалас килет. Тасал куç умĕнчен!.. Вăрманти йĕрке, мăнтарăн. Е сана кăшлаççĕ, е вăй çитсен эсĕ ху кăшлама пултаратăн. Е эсĕ таптатăн, е сана хăвна таптаççĕ, иккĕшĕнчен пĕри, урăх çул çук. Мĕншĕн? Ак ĕлĕк сире хăвăра хĕсетчĕç, халь эсир хĕсесшĕн. Çын кăшт ураланма тытăнсанах таçтан —чăрсăрланса каять. Мĕншĕн сан аçу паçăр манпа çапла калаçрĕ? Е укçапа пĕрле çыннăн ăсĕ те хутшăнать-и?»
«Вăл ĕмĕрех çавăн пек».
«Ĕмĕрех мар çав. Ĕлĕкрех вăл ухмаха персе çӳретчĕ, халĕ кур-ха эс ăна... Çынсем те пурăнасшăн! — терĕ те Ухтиван пуçне çĕклерĕ. — Анчах эсĕ — атăпа, вĕсен атă та, пусма кĕпе те çук. Сан аçу сулхăнта ларма пултарать, çынсем выçă вилеççĕ. Чĕлхесĕр янавар пек, ĕмĕр тăршшĕпе уйра ĕçлеççĕ, вăрман касаççĕ, пĕрене юхтараççĕ, пир тĕртеççĕ. Анчах хăйсем вилсен витмелĕх виçĕ чавса пир те туса хăвараймаççĕ. Пур çĕрте те чухăнлăх, ултав, чикĕсĕр асап. Пĕри çут хĕвеле курмасăр уйра чакаланать. Ĕçлесе тупнă çăкăр татăкне хăйĕн куççулĕпе ислетсе çиет. Тепри вун пилĕк çул каялла пӳрт юсама каснă пĕренешĕн штраф илет, пĕр çул хушшинче темиçе тĕрлĕ хырçă сăптăрса каять, çынсене вырттарса хĕнет, кирек хăш вăхăтра та сана салтака тытса пама пултарать, пĕртен-пĕр хĕрне вăрласа кайса мăшкăллать. Эсĕ ыратсан та тӳс, чуну кӳтсе çитсен те ан чĕн... Пур çĕртре те апла мар пуль теттĕм эпĕ. Таçта аякра çынсем те, пурнăçĕ те урăхларах пулассан туйăнатчĕ».
Тĕлĕнсе пăхкаласа пыракан Ивук темĕн калама хăтланчĕ те —нимĕн те чĕнмерĕ. Ухтиван та шăпланчĕ. Вĕсене хирĕç пĕчĕк çеççĕ ырхан лаша кӳлнĕ тулли лав иртсе кайрĕ. Унтан ристансен ушкăнĕ тĕл пулчĕ. Ваттисене асăнма пуçтарăннă кунхи пек шап-шурă тумланнă чăвашсем çамрăксем çине куç хӳрипе те çаврăнса пăхмарĕç. Сăнчăр сасси çеç пайтахчен илтĕнсе тăчĕ каçхи сывлăшра.
«Киле таврăнатăп... — терĕ Ухтиван хурлăхлăн. — Анчах ялти пурнăç çинчен пĕртте ыйтса пĕлес килмест. Пурте паллă, пурте куç умĕнче... Çапах та кăмăл кил еннеллех туртать. Чирлĕ выртаттăм, çил туллатчĕ. Атăл çинче тĕтре тăрать, кимми йывăр-йывăр, каяс çулĕ — пăхса курăнмасть, ман ăшра сап-сарă хĕвеллĕ кун, хăлхара кайăк сасси илтĕнет, куç умĕнче — тăван кил... Виçĕ çул тĕнче касса çӳрерĕм, анчах тăван кĕтес сăнĕ пĕр самант хушши те асран каймарĕ. Чăн пурнăçа та ĕмĕтри пек илемле тума çук-ши ăна?»
Ухтиван йĕри-тавра çаврăнса пăхрĕ.
Таврара куçа илĕртмелли, чăнах та, нимех те çук ĕнтĕ. Вĕсем мĕн чухлĕ килмерĕç, пур çĕрте те тусанлă ырхан уйсем, çĕрĕк улăм витнĕ ялсем, хĕрлĕ тăмлă çырансем. Такамран хăранă пек, ялти çуртсем кашнинчех йĕркесĕррĕн сапаланса пахча хушшисене, карта хыçне, анкартисене ларса пĕтнĕ. Çул чиперех яла пырса кĕрет. Анчах туя урам пекки сана кĕçех е пĕр-пĕр картишне, е çырма хĕррине пырса тăратать. Кунта тахăшĕ урам, тахăшĕ кил карти — ниепле те уйăрса илме çук. Чăвашсем каçхи апата хатĕрленеççĕ пулас: тăйлăк-тайлăк пӳрт алăкĕсенчен, тĕнĕ шăтăкĕсенчен, уçса хунă кантăксенчен тĕтĕм палкаса тухать.
«Ытла та чухăн иккен ман кĕтесĕм. Ытла та пусăрăнчăк иккен çыннисем. Хăçан лайăхланĕ-ши вăл пирĕн пурнăç?»
Çапла шухăшласа утать çамрăк купăсçă Ухтиван. Йĕкĕтсем утнă вăхăтра каçхи сулхăн çапнă çанталăк хăйĕннех тăвать. Халь ĕнтĕ типсе çуркаланнă çĕр те аплах пĕçертмест, сывлăш та уçăлчĕ. Пур еннелле те йĕри-тавра симĕс уйсем, çаран лаптăкĕсем сарăлса выртаççĕ, вăрман ешерет. Хĕрлĕ тĕс çапнă каçхи тӳпере тăрисем чăнкăртатса юрлаççĕ. Чĕкеçсем çăмăллăн вĕлтлетсе ирте-ирте каяççĕ. Чĕвик! Чĕвик! илтĕнет тăтăшах сывлăшра эреветлĕн. Кĕпçе каларнă ыраш анисем, чĕлтерти сапаланчăк çур тырри пусси, ура тăли пек пĕчĕк çаран лаптăкĕсем — пĕтĕм симĕс тĕнче — Ухтивана халь шупка ылтăн тĕслĕн йăлтăртатса кĕтсе илет. Тырă хушшипе утакан курак хăйне палласа пуçне сулнăн туйăнать Ухтивана, хирĕç килекен хĕр те вăл таврăннипе савăнса кулать иккен.
Палланă çĕрсем пуçланса каяççĕ. Вăл леш айлăма лаша çитерме çӳренĕ, лере, çырма хĕрринче, пулă тытнă, шыва кĕнĕ, шӳрпе пĕçерсе çинĕ...
Мăнтарăн çуралнă çĕр-шывĕ, мĕн пур-ши тĕнчере санран хакли! Эпир аякра чухне эсĕ пирĕн чĕре варринче пурăнатăн, тăван анне пек йăпатса ху еннелле кăчăк туртатăн: кил, ывăлăм, ĕçле, паттăр пул! Çывăхра чухне эсĕ вăй парса тăратăн, ху илемӳсемпе илертсе ĕçе хавхалантаратăн. Куçа хупсан та эсĕ, хĕвел пек, куç умĕнчех, куçа уçсан та эсĕ — пирĕн умра. Сан савăнăçу яланах — пирĕн савăнăç, сан сурану — пирĕн суран, сан хуйху — пирĕн хуйхă...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...