Таната :: Чӳк
Çук, çумăр çумарĕ. Çил тулама тытăнчĕ.
Иртенпех, ĕнертенпех, виçĕм кунтанпах вĕри çил вĕрет. Лапсăркка тăрăллă çинçе йывăç мĕлкисем пек, çулсем тăрăх çавра çил юписем авкаланса, хумханса чупаççĕ. Хĕвел тутăх тимĕр тĕслĕ пулса кайнă, тусан карри витер хĕп-хĕрлĕ курăнса тăрать. Хĕрарăмсем ирхине урама хĕрлĕ, хура, шурă, ула ĕнесем хăваласа тухаççĕ, каçалапа яла уйри тăпра тĕслĕ пулнă кĕтӳ пырса кĕрет. Çурт-йĕрсене, ӳсентăрана, çынсен пичĕсене тусан тесĕ çапнă, тусан витнĕ.
Ультуç инке пӳрчĕ айккинчи уй хапхи патĕнче çынсем лараççĕ. Нумайăшĕ çара уран, çара пуçăн, ярханăх. Шур пир кĕпе-йĕмпе. Пирĕ вара, халăх пекех, тĕрлĕ йышши. Пуянтараххисен кĕписем тăхăр пиртен, Каççан пичче пеккисем ултă пиртен çĕлетсе тăхăннă. Чухăннисем çинче лапрашка пир кĕпе, çăлкăш пир йĕм те курăнкалать.
Ухтиван ут кĕтĕвне хирĕç тухнă. Вăл пырса çитнĕ çĕре çынсем Някуç мучи сăмахĕсене тăнласа лараççĕ.
Някуç старик шап-шурă çӳçлĕ, пĕчĕк шĕвĕр сухаллă. Шуркасси чăвашĕсен йăлипе, вăл хăй калас сăмаха нихçан та пат татса каламасть, аякран-аякран илсе пырать.
«Çимĕксем те иртсе кайрĕç, çĕртме те çывхарса киле-ет, кăçал çăмăр пĕрре те çумарĕ-ха. Пăт-пат ӳккелет те тусана та пусараймасть...»
«Çапла, çапла», — теççĕ ватăсем.
«Тата çилĕ пĕтерет».
«Уйра тырăсене тăпăлтарса кăлара пуçланă...»
Стариксем сăнанисене аса илеççĕ.
«Тăватăм çул пĕлĕт çинче тăп-тăр кăнтăр куйĕнчех вĕре çĕлен курăнчĕ те, çавăнтанпах выçă ларатпăр... Хӳри хамăр ял еннеллех тĕлленĕччĕ...»
«Муркаш тĕлĕнче ун хӳринчен пĕлĕт татки пулса юлнă, — ĕнени-ĕненми каласа хурать пĕр старик. — Вăл тепĕр кун та курăнчĕ тет...»
«Хăшĕ: хӳри-и, пĕлĕчĕ-и?» — тĕпчеççĕ çамрăксем.
«Иккĕшĕнчен те ыррине ан кĕт, — тет старик. — Ун пек пĕлĕтрен е çил-тăвăл, е тип аçа çех тухма пултарать, ăна пурте пĕлеççĕ».
«Хĕлле çулсем айлăм пулчĕç, çуркуннепе çул çинчи юр пуринчен малтан кайса пĕтрĕ, кăçал тырă пулмасси ун чухнех сисĕнчĕ...»
«Юрĕ те ытлашши тикĕс ларнăчче мар-и. Уйра шăлса якатнă пекех курăнатчĕ...»
«Çурхи шыв кăçал пĕр тăрук йăтăнса анчĕ, тен, çур тырри маларах акнисем çапах çăкăрлă пулĕç-ха».
Çынсем хыçĕнчен вĕчĕрхенӳллĕ ыйту илтенет:
«Миçе çын вара ун пекки ялта?»
«Ара, Яка Илле, Эрнюк...»
Кун пек калаçусем Чăлах Эрнюка йăлăхтарса çитернĕ пулмалла, вăл çынсем хушшипе хыçалти ретелле пăхать:
«Сана валтан акма кам чарчĕ, Мултиер? Санăн та валтан акмаллаччĕ...»
«Эпĕ эсĕ чартăн темерĕм пулĕ?»
«Апла каламарăн та-ха... Малашне санăн лаша хăвăн туянас пулать. Пирĕн текех ерçмест».
Ухтиван Мултиер хирĕç мĕн тавăрса каласса кĕтет. Лешĕ ирексĕртереххĕн кулнă пек тăвать:
«Санăн ерçмесен тепринчен ыйтса пăхăпăр. Пирĕн ĕçлесе пама вăйĕ пур та, тен, хăмăт тăхăнтартма лаша майĕ те тупăнĕ-ха».
Калаçăва Чăлах Эрнюк хутшăнать:
«Хуракассинче илтрĕм: таçта, Юрман енче, тĕнче пĕтнĕ тет. Пуррисем кунта та сухари типĕтме пуçланă», — текелесе вăл стариксем çине пăхать. Чăлах Эрнюк хăйне йăпатасса, «суя сăмах вăл» тесе ĕнентерессе кĕтет пулас, анчах ыттисем те татăклă нимех те пĕлмеççĕ-мĕн.
«Тĕнче вăл пур çĕрте те пĕрре пуль?» — ыйтать Мултиер.
«Ăçтан пĕрре пултăр? — тет Якур хыттăн. — Юрманта тĕнче петнĕ тет ав, эпир çаплах чĕрĕ-ха. Ваттисен сăмахĕнче те каланă-çке-ха: тĕнче тĕрлĕ тенĕ».
Çамрăксем кĕр! кулса яраççĕ. Якур кӳренсе тутине тăп тытать.
«Тĕнче пĕтсен сухарипе те тем тумалла-а,— тăсать Мултиер. — Халь пултăрччĕ вăл...»
Някуç хăйĕннех перет.
«Пĕлтĕр тăлăм пит çӳле ларчĕ, ыраша иртерех акмаллаччĕ», — тет Каççан хирĕçĕве сĕврĕлтерме хăтланса.
«Выçах вилетпĕр пулĕ те-ха ĕнтĕ кăçал».
«Ара, ухмах мар-и. Пĕркун Яка Иллене юлашки тырра сутса ятăм. Выçă аптраса çитсен хамăрах сутать ĕнтĕ».
«Эпĕ те авăртнă çăнăхпа çеç тăрса юлтăм. Куланайне пит пăвăртаççĕ-çке, ниçта кайса кĕме çук».
Някуç вăл-ку калаçусене хутшăнмасть, унăн хăйĕн шухăшне каласа пĕтермелле:
«Пусăра курăк пĕтсе çитрĕ. Выльăхсем шывсăр антăхаççĕ. Çур тырри калча тăррисем сарăха пуçларĕç. Мĕн пирки çапла?»
«Çумăр çумасть», — теççĕ йĕри-тавра çынсем.
«Ма çумасть? Хамăр уявсăр пирки çумастъ. Ваттисен йăлисене тытми пултăмăр. Хальхи çамрăксемпе ним калаçма та çук. Яланах йăх-ях та кĕр-кĕр. Вырăсла палкаççĕ, хут çине пăхма вĕренесшĕн. Эпир вырăсла та пĕлмен, ялтан та таçта тухса çӳремен, пур пĕр çăкăр çинĕ».
«Çапла, пулмасăр, ара».
«Çикеленĕ çав ĕнтĕ çăкăрне, çимен мар...»
«Çамрăк кĕрĕмсем кăна мар, ваттисем те пăсăла пуçларĕç, — тет старик. — Яка Илле ниçта çитмен çĕр хăвармарĕ пуль ĕнтĕ. Хула çулне те хăй пĕчченех якатрĕ...»
«Яка Илле вăл пирĕн пӳлмесене те, кĕсьесене те лайăх якатать-ха...»
«Çав çинçенех ма уяс мар? — тет Някуç. — Эпир чухне çинçере тăла пусман, хура тăла тавраш, кăвак-симĕс тавраш çырма хĕрне йăтса анман, хĕрарăм тенĕ çын çĕр çине çарран пусман, çара пуçăн çӳремен, çавăнпа ун чухне çумăрĕ те çунă, тырри те ăнса пулнă. Хале кайăк чӳкне те пулин сайра тăваççĕ».
Чӳк тăвас тенипе пурте килĕшрĕç.
Уй хапхи патнелле хиртен тусан мăкăрланса çывхара пуçларĕ. Çынсем ура çине тăчĕç, нăхтисене, йĕвенĕсене хатĕрлесе тытрĕç. Лаша сассипе тулхăрса та кĕçенсе урам хушшине тусан пĕлĕчĕ пырса хупларĕ...
Тепĕр кун ирхине çырма хĕррине пĕр кĕтӳ ача пуçтарăнса ларнă. Шыва кĕрекенни шыва кĕрет. Тухнисем васкаса кайак чӳк пухма кайма хатĕрленеççĕ. Нумайăше килĕсенчен чĕрессем, пештĕрсемпе кушилсем йăтса тухнă. Акă ĕнтĕ юлашки ачисем те шывран тухаççĕ...
Пĕри малта чĕреспе шыв йăтса пырать. Аллинче — шыв сирпĕтмелли милĕк. Йăмрасем тĕлне çитсен пĕр-ик çивĕчрех ача йывăç тăррине хăпарса часах темиçе курак чĕппи илсе анчĕç.
Ачасем кĕпĕрленсе ял хĕрринчи Някуç мучи патне пырса кĕреççĕ. Кил карти варринче каска çинче Някуç старикĕн хăй пекех кăвак çӳçлĕ ватă карчăкĕ шăналăк çĕлесе ларать.
«Килемей, кайăк чӳкĕ тăвас тетпĕр те, мĕн те пулин парса ямăн-ши?» — тет пĕр ачи карчăк хăлхи патне пырса (карчăкăн ватăлнă май хăлхи хытăрах).
«Парас, парас, ачасем, уншăн чухăна юлас çук, вăл авалхи йăла, пиртен тухнă йăла мар», — тесе карчăк нӳхреп лаççине кĕрсе кайрĕ, ачасене икĕ çăмарта, çур услам çу, пĕр ывăс пăри кĕрпи илсе тухса пачĕ.
Шыв йăтса çӳрекенни милĕкне чĕресе чиксе кăларчĕ те карчăка пĕррех чашлаттарчĕ.
«Çумăр та çакăн пек çутăр. Ан çиллен, килемей».
«Ара-а-а, уншăн ма çилленес, вăл халь тин тухнă йăла мар, ăна ваттисем çапла хушса хăварнă. Çапла пултăрччĕ, ачамсем, çӳлти пĕлĕт уçăлтăрччĕ, çĕре çумăр шӳтертĕрччĕ. Çаплах, çаплах...»
«Тата, килемей... Пире вутă та кирлĕччĕ», — теççĕ пĕчĕк урапа туртса çӳрекеннисем.
Карчăк хăйĕн шăналăкĕ патнелле мĕштĕртетет.
«Илĕр çавăнтан, шаршан çинчен пĕр-ик вут сыппи», — тет вăл.
Урамра ушкăна тата темиçе ача шыв чĕресĕсемпе пырса хутшăнать. Пурте:
«Кăйăк чӳк! Кайăк чӳк! Кайăк чӳк!» — тесе кăшкăраççĕ. Кайăк чĕпписене чăрик! та чарик! анчах тутараççĕ.
Пĕр кил, икĕ кил, виçĕ кил... Йывăрлана пуçланă пештĕресене ачасем урапа çине хураççĕ.
Хушлăх хĕрринче малта хĕрсем ларни курăнать.
«Ачасем, чĕресĕрсене лайăхрах тултарăр, çав хĕрсене ислететпĕр».
Пĕр-ике киле кĕрсе тухсан кĕпĕрти ушкăн хĕрсем патне çывхарать. Çерçи хурчкисем пек, виç-тăватă яш чĕрессемпе тӳрех хĕрсем çине вĕçтереççĕ. Лешсем шăй-шай кăшкăраççĕ те пăр-р-р! анчах саланса каяççĕ. Çапах та нумайăшне лачкам шыв туса яраççĕ.
Хĕрсем çеç мар, вăл кун урамра тĕл пулнă пĕр çын та типĕ кĕпе-йĕмпе иртсе каяймасть.
Кăнтăрлаччен чӳк япалисене пуçтарса çитереççĕ. Ачасем каялла пынă çĕре çырма хĕрринче çĕр чакаласа вучах тума ĕлкĕрнĕ, ялтан сăра хуранĕ илсе килсе вырнаçтарса лартнă.
Ачасем хăйсемех кайăк чӳк пăтти пĕçерме тытăнаççĕ. Мĕн пур пек пухнă япала хурана чăмать.
Пысăкраххисем тĕрĕслесе çӳреççĕ.
«Эй, эсир, шушлĕксем, сирĕн кайăксем ытла сахал, кайса тытса килĕр-ха».
Ачасем тепĕр самантран чавкасемпе курак чĕпписем йăтса пычĕç. Чавкисене тасатса хурана чăмтарчĕç, курак чĕпписене кайран шыва яма тесе кунтă ăшне хупса хучĕç.
Пăтă пиçнĕ çĕре ялтан Някуç мучи кăштăртатса çитрĕ. Хурана антарса лартрĕç те хĕррипе йĕри-тавра çуртасем çутрĕç, пĕчĕк сĕтел çине пуçламан çăкăр кăларса хучĕç.
Старик сăмахне çапла пуçласа ячĕ:
«Эй, çӳлти турă, пӳлĕх турă, çĕр ашшĕ, çĕр амăшĕ, хĕрлĕ çĕр турă, çуратан турă, пире выçă ан вĕлерĕр, уйри тырра-пулла çăмăр памасăр ан пĕтерĕр.
Аслă пихампар, сурăх ашшĕ, картари турă, хирти турă, шыври турă, пире ан манăрсам, пирĕн хута кĕрĕрсем. Эпир сире яланах асра тытатпăр, сире хисеплесе, сума суса, ырă сунса, ăшă пăтă пĕçерсе ăша илетпĕр.
Эй, аслă киремет, хамăр айванлăха пула сана та çиллентертĕмĕр пулĕ, çырлах, каçар.
Эй, вырăс турри сана та кĕл тăватпăр, çак пуçтарнă япаласенчен сан валли çурта укçи уйăрса хуратпăр.
Вылăри ырăсем*, Сурăм аслă киремечĕ, çырлахăр, çиллентĕр пулсан та каçарăр, çак чӳке сирĕн ятпа чӳклетпĕр. Ăçтан та пулсан эпир ӳкĕннине илтсе пире хĕрхенсемĕр, уйри тырра-пулла çăмăрсăр ан хăварăрсам...»
Някуç мучи хурантан пĕр кашăк пăтă ăсса сыпрĕ:
«Халь çийĕрех ĕнтĕ, ачамсем».
Пурте чашăк-тирĕкĕсемпе çерем çине хуран тавра ларса тухрĕç. Халăх çисе тăраннă çĕре ачасем яла каймалли çул çине пушăсемпе кайса тăчĕç. Вĕсене шыва кĕмесĕр пĕр çынна та ирттерсе яма хушман.
Малтан шыва хайхи курак чепписене ывăтрĕç. Унтан çисе тăранни пĕр кĕпи-йĕмсемпех шыва сикме тытăнчĕç. Пăрахса тарма хăтланаканнисене тĕке-тĕке яраççĕ.
Тăм чӳлмек ӳпĕнтерсе тухнă пек, пĕтĕм çырмана шакăрах çын пуçĕ хупласа илчĕ.
Шывла выляни, кăшкăрашу, çуйхашу...
Тĕттĕм пула пуçласан йĕпе шăши пек исленнĕ çынсем чашăкĕсене йăтрĕç те: «Кайăк чӳк! Кайăк чӳк!» — тесе кăшкăрашса килĕсене саланчĕç.
Тепĕр кунне ирхине урамри йăмрасем çинче, çапă куписем çинче çерçисем чакăлтата пуçларĕç.
«Çумăр пулатех пулмалла-ха, сала кайăксем выляма тытăнчĕç», —теççĕ çынсем пĕрне-пĕри тĕл пулсан савăнса.
Хура пĕлĕт чăн та пĕтĕм тавралăха хупласа илчĕ. Нӳрĕ шăрш та çапрĕ, анчах çумăр пур пĕрех çумарĕ, çил лăскама чарăнмарĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...