Таната :: Паллă мар инкек
Ял хушши — сĕм вăрман пек. Синкер тăвăл тапранас умĕн вăрман — вилнĕ пек ларать, çулçă çумне çулçă перĕнмест, пĕр курăк хускалмасть. Çулла — çырла шăрши, кĕркунне çĕрĕк кăмпапа чĕрĕ çулçă шăрши кĕрет. Вĕçенкайăксем те пăштах пулнă, юрламаççĕ. Йăлтах лăпкă, мирлĕ, тӳлек. Анчах сăнарах пăхăр-ха эсир çĕр çулхи улăп-юмансем çине, тĕттĕм чăтлăхсене çитсе çаврăнăр, сулхăн варсене кĕрсе тухăр. Мĕн тери вăй пытанса тăмасть пулĕ унта! Тăвăл умĕнхи вăрман — куçне хупса лăпчăннă тискер кайăк пек. Вăл урса кайса сиксе тăрсан мĕн пулассине пĕр пӳлĕхçĕ кăна пĕлме пултарать.
Иккĕмĕш кун ĕнтĕ ял хушшинче темĕнле ăнланмалла мар япаласем пулса иртеççĕ. Халиччен никам та асăрхаман, никама та кирлĕ пулман Яриле сасартăк чапа тухрĕ, паллă çын пулса тăчĕ. Яка Илле пырса кайсан тепĕр кун ăна Някуç мучи патне чĕнтерчĕç. Чĕнме те Някуç карчăкĕ Ухиме кинеми мар, темшĕн Чăлах Эрнюк арамĕ хаяр Эрнепи килчĕ. Яриле малтанах хăраса ӳкнеччĕ, çапах кайрĕ. Унтан таврăнсан Яриле шап-шур кĕпе-йĕм тăхăнса Чăлах Эрнюк патне тухса утрĕ. Каçалапа Яка Илле, Хушаççĕ Петĕрĕ, Каççан пичче тата темиçе старик каллех Някуç мучи çурчĕ еннелле каçрĕç. Вĕсемпе пĕрлех Ухтиван ашшĕ те утса пырать! Сăн-сăпачĕсем пурин те киремете пуç çапма кайнă чухнехи пек тĕксĕм те чинлă.
Килне Яриле хĕвел ансан тин кăштăртатса çитрĕ. Самаях ӳсĕрскер, яшка çиме те лармарĕ вăл, Ухтиван ыйтнисене хирĕç те нимĕн каламарĕ, чăваш йăлипе: «Хĕртсурт, тавссе, ывăлăм, тавссе! Эп паян ятлă çынсемпе ĕçнĕ, ан çилленĕр», — текелесе çенĕке тухрĕ те вырăн çине тӳнче, кĕçех харлаттарса çывăрса кайрĕ. Урамра та каçхине вăйă сассисем илтĕнмерĕç.
Ирхине — çĕнĕрен пуçланчĕ.
«Мĕн пулнă, атте? Ма нимĕн те каламастăн?» — тенине хирĕç Яриле кăлин пăхса илчĕ те, унсăр пĕтĕм ялти ĕç чарăнса ларнă пек, васкаса урамалла тухса утрĕ.
«Выçă вилетпĕр, ачам. Тырăсем çунса карĕç».
Çак сăмахсене çеç илтсе юлчĕ Ухтиван.
Вăрăм ката вĕçне лаша тăллама кайсан вăл тата ытларах тĕлĕнчĕ. Ялтан пĕр çур çухрăмра, вăрман сăмсахĕнчи пĕчĕк лупашкара, стариксем лараççĕ. Ухтиван ашшĕ те унтах. Пурте вăрăм шур пир кĕпесемпе, çинçе пĕçĕллĕ шур йĕмсемпе, çара уран. Варринче пĕчек кăвайт çунать. Ăна стариксем йăлашăн çеç хунă пулмалла, Лаша утланса иртсе каякан Ухтивана вĕсем сăмах та чĕнмерĕç, курсан та курмише печĕç. Ывăлĕ еннелле пăхса ларакан Яриле пуçне усрĕ, тем çинчен хĕрсе калаçакан Някуç шăп пулчĕ.
Вăрман хĕррине çитсе лашине тăлларĕ те Ухтиван килне урăх çулпа таврăнчĕ. Ан тив, калаçчăрах стариксем, ахăртнех, мĕн те пулин кирлĕ ĕç тăваççĕ пуль.
Çул варринче, сăрă тусан çинче, виç-тăват ача выляса ларатчĕ, Ухиме кинеми тухрĕ те вĕсене темĕн пăшăлтатса каларĕ. Ачасем шавлама чарăнчĕç те шăппăн килĕсене саланчĕç.
Мĕн пулнă ял хушшине?
Ухтиван Мултиер патне кĕрсе тухрĕ — килте çук, Якур патне урам урлă каçса пăхрĕ — вăл та килте мар иккен, пĕр эрнелĕхе, утă çине тухиччен, Хуракасси арманне ĕçе кайса кĕнĕ. Якур шăллĕ Хĕлип, — Ухтиванпа тантăш ача, — лупас айĕнче чăпта çыхса таратчĕ, Ухтивана курчĕ те ĕçне пăрахса аллисене йĕм çумне сăтăрса илчĕ.
«Шыва кĕме кайса килер мар-и?»
Хĕлип те пăшăлтатса калаçать!
«Тьфу, шуйттан мурĕ! Мĕн пулнă вара сире ĕнерпе паян?»
«Ма апла ыйтан? Хуллентерех эсĕ!»
«Çав «хуллен» пирки калатăп та сана? Мĕн пулнă пирĕн яла? Пурте шăппăн калаçаççĕ, ачасене выляма чараççĕ...»
«Ват çынсем уя канашлама тухнă».
«Куртăм-ха эп вĕсене. Вăрăм ката пуçĕнче лараççĕ. Виç утăмран иртсе кайрăм, пĕри те пĕр сăмах чĕнмерĕ».
«Вара ма ыйтан, эппин? Ху куçупа куртăн пулсан, ыйтма та кирлĕ мар».
«Курасса куртăм та, мĕн çинчен канашланине пĕлместĕп. Темскер вăрттăн хăтланаççĕ».
«Эпĕ те пĕлместĕп, Ухтиван. Çапах никамран та ыйтмастăп ав. Пĕличчен пĕлменни».
Хĕлип каллех чăптине тытать. Вăл авăнчăкрах сăмсăллă, хура çӳçлĕ ырхан ача. Тути кăштах мăкарăлса тăрать, пит шăммисем те ыттисеннинчен ытларăх тухса тăрăççĕ. Куçĕсем пĕчĕккĕ, çапах чĕркĕмĕл пекех чĕрĕ те çивĕч унăн.
Яланах хăюллă çӳрекенскер, паян Хĕлип темшĕн «çунаттине уснă», кĕç-вĕçех çилленме хатĕр тăрать. Вăл мĕн те пулин пĕлетех пулас.
«Юрĕ, ан мăртăх, Хĕлип. Атя шыв хĕррине».
Килте никам та çук пулсан та, Хĕлип, пĕтĕм ял халăхĕ пекех, пĕр алăкне те питĕрмест, уçă пӳрт алăкне те хупмасть, картишĕнче сапаланса выртакан япалисене те пуçтармасть. Тырă вырнă вăхăтсенче-мĕнте пырса кĕрĕр-ха эсир чăваш ялне. Пĕтĕм ялĕпе пĕр-пĕр вилме мăннă кăрчăк тăрса юлнă пуль, вăл та пулин картишĕнчи йăмра сулхăнне выртнă та ыйха туртать. Ыттисем пурте уйра. Анчах никам та пĕр алăкне питĕрмен. Кирек мĕн илсе кай.
Ухтиванпа Хĕлип ялтан тухаççĕ, выльăх çӳресе çап-çара туса хăварнă улăх урлă каçса йăмрасем айне кĕреççĕ. Йăмра çулçисем кăçал вĕтĕ те çайра, вĕсĕне те хурт çисе ярă пуçланă. Ĕлĕкрех шывра чӳхĕнне туратсем çын çӳллĕшĕнче сывлăшра усăнса тăраççĕ, тахçан çакланса юлнă ӳсентăранпа хытса ларнă юшкăн аякран курак йăви пек курăнать.
Çырма хĕррине кĕтӳ пырайман пулас-ха, шыв тăп-тăрăх. Вăрмансем хушшинче тура ялсем пуррине Шуркасси çыннисем ĕлĕк çак шыв тăрăх турпас юхса аннипе пĕлнĕ, тет.
Икĕ каччă, кĕписене хывнă та йăмра айĕнче лараççĕ. Ухтиван шурă ӳтлĕ, тĕреклĕ, тăп-тăп кĕлеткеллĕ. Аллисене кăшт хускатнипех унăн хул шăшийĕсем пӳске пек чăмăртанаççĕ. Хĕлип ырхан, тĕксĕм. Иккĕшĕ те тарланă. Йăмра турачĕсем витĕр вĕсен çурăмĕ çинче хĕвел пайăркисем йăлтăртатаççĕ.
Ухтиван стариксем çинчен шухăшлать. Мĕн пăшăрхантарать вĕсене? Тырăсем япăххи-и? Е туимкке капланса килни? Мĕн туса çăмăллатма пулать ял пурнăçне? Ăçта çăлăнăç? Таçтан укçа тупса халăха салатса парса тĕлĕнтерме ĕмĕтленнисем — ача шухăшĕ. Укçа тăкса çӳрекенсем çук, ылтăн та çĕрте йăваланса выртмасть.
Хĕлип çырма тăрăх анаталла пăхать. Мĕскер унта — инçетре? Камсем пурăнаççĕ? Мĕн ĕçлеççĕ?
«Çитсе курнă-и эсĕ çак шыв вĕçне, Ухтиван?».
«Çаккăн вĕçне-и? Çук, çитсе курман».
«Ăçталла юхать вăл? Кимĕпе ларса кайсан, ăçта тухма пулать?»
«Атăла тухатăн. Кайса курасах тетĕн-и пĕрре?»
«Каятăп, Ухтиван. Йăлăхса çитрĕм ялта. Курас килми пулчĕ чăптисене. Кăкăра тусан тулса ларчĕ. Эсĕ пĕтменнине, тен, эпĕ те пĕтмĕп-ха».
«Пĕтессе пĕтмĕн те, ырринех те кураймăн çав. Пур çĕрте те пĕр пекех: хура халăх асапланать.»
«Пулин ара. Курса çӳрени мĕне тăрать! Малтан эсĕ мана кăштах вырăсла вĕренткеле те...»
Вĕсем шыва кĕреççĕ. Ухтиван чăнкă çыран хĕрринченех кăлтăрмач пек пулса сикет те шыва путмасăрах малаллă ишсе каять. Ăна курмалăх Хăлип те сикет, анчах вăл, пӳртă пек, тӳрех шыв тĕпнелле анса каять. Тепĕр самантран унăн юшкăнпа хупланнă пуçĕ те хура янаххи курăнать.
«Пӳ ярса пăхрăн-и, Хĕлип?»
«Пӳ яма терĕ-ха кунта... Çамкапа шыв тĕпне сухаласа илтĕм».
«Хăваласа çит мана».
Ухтиван аллисемпе çăмăллăн хăлаçланса ишет. Урисем унăн шыв айĕнче. Хелип «чăвашла» çеç ишме пĕлет: урисемпе çапать, аллисемпе шыв айĕнчен туртать. Ун тĕлĕнче шыв; шапăртатса, сирпĕнсе кăна тăрать. Пĕри хăвăрттăн малалла каять, тепри вырăнтан та аран тапраннă-ха.
Хĕлип, ывăнса, часах çыран хĕррине тухса ларать. Юлташĕ каялла çаврăннă. Вăл чăмать те пилĕк-ултă утăмран сиксе тухать, унтан месерле çаврăнса выртать. Халĕ унăн алли те ури те хускалмасть.
«Мĕнле вăй тытса тăрать сана шыв çинче Ухтиван?»
«Выртса пăх-ха, эсĕ те путмастăн».
Хĕлип анать те месерле выртма хăтланать. Шыва чăмнă Ухтиван ăна аялтан хăйĕн çурăмĕ çине хума ĕлкĕрет. Кĕрмешсе, ăхăлтатса кулса вĕсем тăвалла ишеççĕ.
Çыран хĕррине Павăл пырса тăнă. Пĕр хушă вăл çăварне карса çынсем айкашнине пăхса тăрать. Хăй çав хушăра сисмесĕрех пыр çыххине, пиçиххине салтать, кĕпине хывма тытăнать, Пĕтĕмпе хывса пĕтерсен тин Павăл васкаса каялла тумланса лартать.
«Хĕлип, часрах кил-ха кунта».
«Мĕн пулчĕ?» — тет Хĕлип шывран.
«Кил теççĕ сана часрах! Ыйтса тăрать тăта...»
Хĕлиппе Ухтиван Павăл патне тухаççĕ.
«Ну, мĕн калас тетĕн?»
«Тумлан часрах, яла каймалла».
«Пĕрмай «часрах»... Хырçă часрах тӳле, çĕр улми часрах ларт, лаша часрах кӳлсе пар. Ăçта васканине хăйсем те пĕлмеççĕ пулмалла. Кама кирлĕ пултăм эпĕ ялта?»
«Ваттисем чĕнеççĕ».
Хĕлип темшĕн кăвакарса каять те çĕре ларса пĕр сăмахсăрах йĕмне тăхăнать. Кĕпи тӳнтерле пулать. Хĕлип ăна та асăрхамасть, пиçиххине те çыхса тăмасть, тăрать те ялалла утать.
«Эсĕ Вăрăм ката патне кай, вăрман сăмсахне!» — кăшкăрать ăна Павăл хыçалтан.
Хĕлип чĕнмест. Унăн ырхан кĕлетки майĕпен улăх урлă каçать. Яла пырса кĕрес чухне çеç вăл пĕрре каялла çаврăнса пăхать те пиçиххине çыхать. Çук, мĕн те пулин пĕлетех Хĕлип.
Ухтиван Павăлпа калаçса тăмасть, тумланать те пĕчченех килне таврăнать.
* * *
Ялта çав-çавах пусăрăнчăк, лăпкă.
Кăнтăрлахи апат çырткаласа, лаша шăварса самаях вахăт иртет. Ухтиван Хĕлип чупса каçасса кĕтет, лешĕ çаплах курăнмасть-ха. Вара Якурсем патне хăй каять.
Хĕлип нӳхреп çинче сулхăнта выртать-мĕн. Айне çĕнĕ чапта сарса пăрахнă, пуçĕ вĕçĕнче — ĕçсе яман уйран курки. Ăна шăнасем сырса илнĕ. Çывăрмасть пулин те ӳпне май выртнă Хĕлип хускалмасть. (Вăл çывăрманни çине-çинех хашлатса сывланинчеи те паллă.) Ухтиван кĕтсе ларать-ларать те нимĕн пĕлмесĕрех килне тухса утать.
Каç пулас умĕн Ухтиван ашшĕне Чăлах Эрнюк лашипе таçта лартса тухса каяççĕ. Ун çинчен Ухтивана Мултиер хĕрĕ пĕчек Кĕлпикке пырса калать.
«Ăçта исе карĕç? Кам лартса карĕ? Тен, унăн пĕр-пĕр ĕçпе каймаллаччĕ пуль?»
«Çук, ăна ирĕксĕр лартса карĕç», — тет Кĕлликке.
«Мĕншĕн ирĕксĕр пуль тен?»
«Ара, Яриле мучи макăрчĕ те-ха... Эпĕ алăк хыçне пытанса тăнăччĕ».
Тарăхса кайнă Ухтиван урама чупса тухнăччĕ кăна, ăна хирĕç Чăлах Эрнюк килни курăнчĕ.
«Ăçта ăсатрăр эсир ман аттене, Эрнюк пичче?»
«Чипе калаç, Ухтиван! Кам ăсаттă ăна? Вăл хăй каĕ. Халăх хушнипе».
«Мĕн тума карĕ? Ăçталла карĕ?»
«Çĕг пăхма ага, ăçта пултăг. Шаххунпа иккĕшне хушшăмăг».
«Хăçан килеççĕ вĕсем?»
«Пĕг-ик кунтан тавгăнма килĕ».
Ухтиван каялла çаврăнса утасшăнччĕ, ăна Чăлах Эрнюк тытса чарчĕ.
«Тăхта-ха, Ухтиван. Мĕн пултă ăна. Иккĕн вĕт вĕсем».
«Мĕншĕн атте тухса кайнă чухне макăрчĕ?»
Чăлах Эрнюк пĕр хушă ним калама пĕлмесĕр тăрать, кăпăшка сылтăм аллине кăкăрĕ çумне тытса ăна сулахай аллипе сăтăркалать.
«Макăмаĕ пуль вăл? Эп асăхамаăм-çке. Макăнă пулсан та, темех ма. Унăн йăли çавнашкал... Мансах кайнă, Ухтиван. Эпĕ ĕçпе килнĕччĕ-çке-ха».
«Мĕнле ĕçпе вара?»
«Сана чĕнме ячĕç. Ваттисем калаççа пăхашшăн».
Ухтиван чĕри хăвăрттăн тапса илет. Тинех унăн та черет çитрĕ иккен.
«Халех пымалла-и?»
«Хăвăнтан ан хăва теĕç».
Някуç мучи патне пуçтарăннă стариксем Ухтивана тулли кĕрекепе кĕтсе илеççĕ. Тулли кĕреке — пысăк калаçу. Картиш варрине лартнă сĕтел çинче — пуçламан çăкăр, сăра чăмĕ, эрĕх какăрĕ. Анчах çыннисем пĕри те ӳсĕр мар. (Ĕçми-çимисем урăх çĕртен килнĕ пулас, кил хуçисем, карчăкпа старик, çынсенех апат лартас çук.)
Някуç мучи пĕр курка сăра ăсса илет те кăштах çĕре тăкать (ваттисен умĕнче пултăр!), вара Ухтивана тав туса куркин тăррине татать.
Мĕншĕн малтан ватăсене мар, Ухтивана тав турĕ-ха вăл?
Куркине тултарса Някуç Яриле ачине тыттарать.
«Тăхта-ха, Някуç мучи, кунта ватă çынсем пур, çавсене ĕçтер».
«Ан тиркеш, ачам. Паян эсĕ пуринчен те асли. Эпир, ватăсем, сана ӳксе пуç çапасшăн».
«Çапла, çапла», — теççĕ стариксем.
«Тĕрĕс калать Някуç».
Сăрине Ухтиван пĕр çăвар кăна сыпса парать.
«Ĕç ĕнтĕ пĕр куркинех»,
«Çук, ĕçместеп, мучи, ан çиллен. Хăнăхайман-ха».
«Эппин, тен, йуçĕреххине ĕçĕн?»
«Çук, ăна та ĕçместĕп».
«Кăштах сыпсан чĕлхе çамçанаканччĕ тетĕп-çке».
«Эпĕ унсăрах итлетĕп, мучи. Ан чăрман. Каламаллине кала эсĕ».
Някуç старик вăрăм çĕçĕпе çăкăр касса илет те ун çине тăвар сапса çĕçĕ вĕçне тăрăнтарать.
«Çакăнта курни-илтнине никама та каламастăп тесе санăн причак çимелле пулать».
Ухтиван пĕвĕ тăрăх сивĕ сăралтатса иртет. Вăл йĕри-тавра пăхкаласа илет. Хапха ку енче иккĕн лараççĕ, хыçалти алăк патĕнче те çынсем пур. Тухса каяс пулсан вĕсем, паллах, пĕри те чарса тăраймаççĕ-ха та...
«Эпĕ причак çимесĕрех каламастăп».
«Унсăр юрамасть, ачам. Йĕрки çапла».
Мĕн тери хăватлă япала — ват çынсен йĕрки. Ăна пăссан мĕн пулассине Хĕлип те аван чухлать иккен.
Ухтиван çăварĕ патĕнче çĕçĕ вĕçне тăрăнтарнă çăкăр татки.
Стариксем ура çине тăраççĕ. Ухтиван та ури çине çĕкленет, хĕвел тухăç енне çаврăнса тăрать. Малтан Някуç старик каласа пырать, ун хыççăн Ухтиван.
«Çакăнти сăмаха çын çине кăларсан ман пыра çĕçĕ тăрăнтăр, текех эпĕ çăкăр та çиям мар, хĕвеле те курам мар».
«Эс каланă пек пултăр», — теççĕ ват çынсем.
Някуç старик сăмахне аякран шутарма тытăнать. Çумăр çумасть. Тырăсем çунаççĕ. Çĕр япăхланнă.
«Çапла, çапла», — теççĕ стариксем.
«Ĕмĕрхи юрă», — шухăшлать Ухтиван калаçу ăçталла пăрăннине тавçăрма хăтланса.
Някуç, темĕн чăмланă пек, тутипе кавлесе илет, вăйсăр куçĕпе ытти стариксем çине пăхать.
«Çĕр вăрламалла», — тет вăл хуллен.
Ват çынсем хускалнинченех сисет Ухтиван: ку — тĕп калаçу.
«Мĕн вăл — çĕр вăрлани? Ăçтан вăрламалла ăна?»
«Эсĕ çамрăк-ха çав, чухлаймастăн, — тет Някуç старик. — Тырă пулма пăрахсан, çумăр çумасан ютран çĕр вăрласа килеççĕ. Сан аçуна эпир тырă ăçта лайăх пулнине пăхма ятăмăр».
«Ку тĕшмĕше эпĕ нимĕн те пĕлместĕп».
«Эпир ăнлантарса парăпăр. Çĕрне тырă ăнса пулакан вырăнтан вăрласа килмелле. Качча илмелле эппин, туй тумалла... Хĕр вăрланă пек».
Çĕре качча илмелле-и? Туй тумалла-и? Йăнăш илтмерĕ-ши Ухтиван? Тен, стариксем те тĕленсе кайрĕç пуль?
Çук, стариксем тĕлĕнмен. Вĕсем темĕн кĕтсе тĕтреллĕ куçĕсемпе çаплах Ухтиван çине пăхаççĕ. Чăлах Эрнюк ашшĕн, çĕртен иртнĕ Сатайăн, хăлхи те илтмест, куçĕ те курмасть, хăй те çĕрĕк тунката пек кăна ĕнтĕ, тĕкĕннипех саланса каймалла, çапах вăл та Ухтиван еннелле çаврăннă.
Ухтиван хăйне темĕнле паллă мар танатана çакланнă пек туя пуçлать. Мĕн кирлĕ стариксене? Мĕн кĕтеççĕ вĕсем унран?
Пĕрре тăрса тухса каяс килет. Тăнă та утнă — ĕç те пĕтнĕ тепĕр тесен. Курман, илтмен, пĕлместĕп, пĕлессĕм те çук, — инкеке лекнĕ чăвашăн пĕр юрă. Анчах кунта инкекĕ куçа курăнмасть-çке?
«Çĕре... качча илмелле-и? Вăрламалла-и?»
«Çапла, хĕр вăрланă пек вăрласа килмелле. Чăвашăн авалхи йăли вăл, ачам, пиртен тухнă япала мар. Ăна çĕр çулта пĕрре тăваççĕ аптраса çитсен...»
«Эпĕ ăнланаймарăм пулас, мучи. Мĕншĕн эсир ун çинчен мана каласа паратăр?»
«Ара, пире каччă кирлĕ-çке-ха. Каччăсăр мĕнле туй пултăр вăл?»
Ухтивана кăштах шиклĕ те, çав вăхăтрах çăмăл та пулса каять. Çăмăл, мĕншĕн тесен халь ĕнтĕ йăлтах паллă: ăна çĕр каччи тăвасшăн, хĕр вырăнне арăм пулма çĕр илсе парасшăн. Кăшт кăна шиклĕ, пăртак çеç, мĕншĕн тесен ытларах хăрама, шалтăрах хăраса ӳкме вăл халлĕхе ĕçĕн хăрушлăхне ним чухлĕ те пĕлмест-ха. Кайран сиссе илет Ухтиван хăй мĕнле танатана çакланннне, анчах — кайран пулать.
«Эсир мана тăвасшăн-и вара кĕрӳ каччи?»
«Çана пуç çапса пăхас терĕмĕр».
«Эпĕ килĕшместĕп. Ялта мансăр пуçне те каччăсем нумай».
«Эс чи юравли, ачам. Килĕш ĕнте. Хăтар пире инкекрен!»
«Хута кĕр», — теççĕ ытти стариксем те.
Ак сана — «çăмăл».
«Мĕншĕн — эпĕ пулмалла? Урăх çук-им вара каччă?»
«Эсĕ — чи юравли, — тет Някуç старик хăйне килĕшнĕ сăмаха тепĕр хут каласа. — Çĕрне ăна те вырăссем енчен, те тутарсем енчен вăрламалла пулать-ха. Эсĕ — чĕлхе пĕлетĕн, вĕсен патĕнче пурăннă. Çул çинче çĕр хуçисем тапăнма пултараççĕ. Санăн вăй та çителĕклĕ. Чи кирли вара, ачам, акă мĕскер: çĕр кăпăр-капăр çынна йышăнмасть, ăна вăйлă, хитре, тӳрĕ çын кирлĕ. Унсăр ăçтан илĕртсе илĕн ун пуянлăхне?»
«Çук, эпĕ килĕшместĕп», — тет те Ухтиван тăрса килне тухса утать.
«Хĕлипрен хăпрăр, манран та хăпатăр», — шухăшлать вăл хăй ăшĕнче. Хапха патĕнчи Хушаççĕ Петĕрĕпе Яка Илле ăна çул парса айккинелле пăрăнса тăраççĕ, хыçалти алăкри Чăлах Эрнюк та хуралтан каять.
Хĕвел анас умĕн Ухтивансем патне çынсем пуçтарăнма тытăнаççĕ. Някуç старик кăштăртатса çитет. Чăлах Эрнюк ашшĕне такам ачисем çавăтса килеççĕ... Кĕçех пĕтĕм картишне çын тулса ларать. Хăш-пĕр старикĕсене Ухтиван тахçанах вилнĕ тесе шутланă, вĕсем, чĕп-чĕрĕ те сып-сывăскерсем, шăрчăк пек, çаплах кăмака хыçĕнчен тухмасăр ларнă иккен. Нумайăшĕн урисенче — каçат, пуçĕсенче — тĕсне çухатнă çăм шлепке, аллисенче — якалса кайнă туя. Кăвакарнă шĕвĕр сухалсем, пĕркеленчĕк ӳт-тир...
Пĕри ӳсĕркелесе илет, тепри...
Ухтиван та, стариксем те пĕлеççĕ сăмах мĕн çинчен пуçланмаллине, анчах малтан пĕрне-пĕри хăнăхтараççĕ-ха. Çăварсенчен тĕтĕм палкаса тухать. Пĕрремĕш сăмахсем те тĕтĕм пекех çухалаççĕ.
Çынсене хăна тума ашшĕ çукки çине перет Ухтиван. Стариксем ăна хăйне хăна тумалли çинчен калаçаççĕ, эсĕ таврăнни те нумай пулмасть-ха, çавăнпа килсе курма шутларăмăр теççĕ. Вара мухтама тытăнаççĕ. Ухтиван ăслă, ват çын пек йĕркеллĕ, ытти хăшпĕр ачасем пек пуçтах мар, çынсене хĕрхенет. Вĕçĕ те çук!
Ухтиван çурма тăлăххи те нимех те мар иккен, мĕншĕн тесен «тăлăх выльăх карта пуçĕ пулнă, тăлăх ача ял пуçĕ пулнă тет».
Мухтани çыннăн ал-урине çыхать. Тивеçсĕр вăрçакана Ухтиван хăй те вăрçма пултарать, ятлаçма та пĕлет вăл, кунта вара ним тума аптрамалла. Пӳлес — ырă мар, ват çынсем, итлес — итлесех те килмест, пăрахса каяс — килте пĕчченех, тарнă пек пулса тухать.
Стариксем сывлăш çавăраççĕ.
«Эсир тем çăмăлпаччĕ пулас?»
«Çăмăлĕ-качки... — тет Някуç пуçне хыçса. — Пирĕн паçăрхиях...»
«Урăх ача тупăр, эп каймастăп».
«Халăх камăлне ту ĕнтĕ, ачам, килĕш. Хĕрхен пире. Хăвах куратăн — выçă вилетпĕр».
«Мĕншĕн вара эсир мана çех хĕсĕрлетĕр? Ялта урăх ача та нумай-çке?»
«Шăпи сана тухрĕ».
«Шапа та тытрĕç-и вара унта? Хамсăр пуçсăрах-и?»
«Йăли çапла, ачам. Ирĕккĕн килĕшекен пулмасан ача ашшĕсем шăпа тытаççĕ».
«Эпĕ те килĕшместĕп».
«Шăпа тухрĕ-çке...»
«Пур пĕрех килĕшместĕп. Эсир мана сутса ярас тейĕр тата? Вăйăр çитсен ирĕксĕр лартса-кайма пултаратăр, унсăр — çук!»
«Килĕшетĕн, ачам. Каларĕ тесе калан».
Ухтиван тарласа кайнă. Ялти чипер çынсемех ăна халь тăшман пек курăнма тытăнаççĕ. Лăпкăн, пĕр тарăхмасăр та шанса калаçакан Някуçа унăн тĕртсе ярас килет.
«Мĕн пирки эсĕ ун пекех шантарса калама пултаратăн?»
«Ара, пĕлетĕп-ха та эп сана. Эсĕ халăха хĕрхенетĕн».
Ав мĕнлерех иккен!
Ухтиван çумне Чăлах Эрнюк пырса ларнă.
«Ахалех хăртăн, ачам. Хам пулсан савăнсах килĕшмелле. Йĕгкине пĕлетĕн-и-ха эсĕ унне? Çĕг каччи пулма сăмах пагсанах, мĕн ху виличченех, сана халăх тăантагса, тумлантагса уссать. Мĕн киглĕ — çавна çи, мĕн тăханас тен — çавна тăхăн».
«Пиçнĕ-хуçнă...» — тет Някуç старик.
Мĕнле хăтăлмалла вĕсенчен?
«Итле-ха, мучи. Ун пек хăтланнин уссине пĕлместĕп те, ĕненместĕп ăна! Пулакан тырă унсăрах пулать вăл...»
«Пысак сăмах каличчен пысăк чĕлĕ тытма хушнă, ачам. Мĕнле ĕненместĕн вара эсĕ ват çынсен сăмахне? Ăна эпир пуçламан-çке?»
«Çынсем çапла калаççĕ».
Хыçалта итли-итлеми тăракан Яка Илле хăлхине чанках тăратать. «Çынсем çапла калаççĕ»? Эппин, такам пăсаканни пур-ха? Мултиер мар пуль те ĕнтĕ?
(Кăшт тăрсанах Ухтиван чăн та Мултиер ятне асăнать.)
Ăшша пиçнĕ, халтан кайса çитнĕ Някуç старик чĕтрекен аллипе тарла питне шăлать.
«Хĕрхен ĕнтĕ, ачам. Выçă вилетпĕр».
«Пулăш!»
«Хута кĕр!» — теççĕ ытти стариксем те, Яка Иллене тархасланă пек, темшĕн ун еннелле пăхса.
Ухтиван çенĕкри йăрхахран ут нăхтине илсе алăк патнелле утать.
«Каçхи сăмаха чăх сăхать тет. Эпĕ выртма каятăп. Ирхине Мултиер пиччепе калаçса пăхăп эппин. Тен, унччен атте те таврăнĕ».
«Мултиер те пирĕн сăмахах калать ĕнтĕ».
«Тепле-çке...»
«Мĕнле, вăл килĕш тесен килĕшĕн-и?»
«Курăнĕ унта...»
«Эс таçта ан кая хур тата, ачам», — тет хыçалтан Някуç старик.
«Çук, ан хăрăр, килех таврăнатăп».
Ухтиван тухса каять.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...