Таната :: Шурча пупĕ
Хăй пурăнакан Шурча ялĕ «Элексантăр аттене» — Александр Петрович Архангельский пупа — килĕшет те, килĕшмест те. Вырăн енчен илсен пырать темелле ĕнтĕ: Шурча — приххут варринче. Приххута кĕрекен Çĕньял, Кĕстерек, Мамăш, Чурачăк, Ярапайкасси, Юлача тата ытти ялсем, çурма кăшăл пек, Шурча тавра ларса тухнă. Кантур та Шурчарах, чиркӳпе тĕлме-тĕл, урам урлă кăна. Унта каяс тесен, ытти приххутри пупсенни пек, лаша кӳлтерсе чăрманма кирлĕ мар. Шыв-шурĕ вара, вăрманĕсем, улăх-çаранĕ — мĕн тенĕ вăл пур Шурчан. Атя, савăн, этем ывăлĕ-херĕ, тенĕ пекех, çутçанталăк пурне, те çителĕклĕ панă кунти халăха. Çĕрĕ хĕсĕкрех те ĕнтĕ, вăл пĕтĕм чăваш çĕр-шывĕпех çавăн пек.
Шурча ялĕ Муркаш шывĕн сулахай енне, сĕвек сăртăн çурçĕр питне, вырнаçса ларнă. Пӳртсене, карта-хурасене кам мĕнле пĕлнĕ — çапла çавăрнă. Пĕрисен выльăх карти урам хĕррине тухать, пӳрчĕ — таçта картиш хыçĕнче. Пĕр картишĕнчех ик-виçĕ пӳртлисем те, пач уйрăммăн ларакан тăлăх пӳртсем те пур. Пĕччен лараканнисен — тĕтĕмĕ сӳне пуçланă, пĕр лаптăка — картишне, пахчасене, анкартине ларса пĕтнисем — пĕр килтен уйрăлса тухнăскерсем, пĕр пысăк йыш. Ялăн анат вĕçĕнче — çырма. Çуркуннепе кĕркунне Муркаш шывĕ чăнкă çырансем хушшипе туллин кĕрлесе юхать, шăрăх çу кунĕсенче ун урлă хăш-пĕр тĕлтен çара уран та каçса çӳреме пулать. Вăл — кантур пурлăхĕ, çавăнпа унта пуп çемйипе кантуртисем çеç пулă тытма пултараççĕ.
Муркаш шывĕ пĕр вунă-вун пилĕк çухрăм анатра, Ишек таврашĕнче, Ункă шывĕпе пĕрлешет, Унки Çавала юхса кĕрет, Çавалĕ вара Атăла тухать. Анчах Шурча чăвашĕсем ун çинчен пĕлмеççĕ. Вĕсен шухăшĕпе, ку шывăн пуçламăшĕ те, пĕтмĕшĕ те çук. Вăл инçетри вăрмантан тухать те анатра вăрманлă шурлăха кĕрсе çухалать...
Шурчапа Хуракасси хушшинче — улăх, çырма тăрăх анаталла вара — ишсе тухайми шурлăх. Унта килти выльăхсем çеç мар, тепĕр чухне, кĕрхи тĕттĕм каçсенче, пăшисем вилес умĕн чун хавалĕпе кăшкăрни те илтĕнкелет. Хăмла пулса çитсен, авăн уйăхĕнче, таврари ялсем шурлăха çу кунĕнчех сарлака йĕлтĕрсемпе çеç пырса кĕркеленĕ.
Шурчан тури вĕçĕ сăрт çуррине çитнĕ. Ял çӳлелле урăх хăпарма пултарайман, мĕншĕн тесен ăна пӳлсе, çула пат татса хĕрлĕ кирпĕч чиркӳпе кантур çурчĕ капланса ларнă.
Ялăн пĕр енче вăрманлă тарăн вар — Киçурт варĕ. Аяларах, шурлăхпа юнашар, Курак варĕ. Йывăç вуллисем хушшипе вăл катара та пĕр пӳрт курăнать. Вунă-вун пилĕк çул ĕлĕкрех унта киремет пăхакан Элеç мучи пурăннă теççĕ. Киреметне кайран урăх вырăна куçарса кайнă. Элеç старикĕ вилсе çĕре кĕнĕ...
Шурча йĕри-тавра урăх варсемпе лупашкасем те нумай: Мамăш çăви, Çăва карти, Хупăхан варĕ, Алшик варĕ...
Ялти пӳрт тăррисене сыснапа хăпартнă, улăм витнĕ. Тимĕр витнĕ шатрун тăрăллă пӳртсем те курăнкалаççĕ: кантур, пуп çурчĕ, пуян Уртем килĕ... Чиркӳпе кантур пулмасан çуркуннесенче яла çывăхри катасенчен уйăрма та çук. Йывăçсенчен Шурча чăвашĕсем йăмрана юратарах параççĕ. Хурăн пур. Пахчасенче улмуççи чылай. Пӳртсем тăвăр, тĕттĕм, чĕрĕ. Чи чухăннисен килĕнче путмар та, вăрăм сакă та çук. Сивĕ чухне — кăмака çинче, ăшăта пуçласан улăм сарса урайĕнче çывăраççĕ.
Çакăн пек пулнă Шурча 1841 çул тĕлне. Тепĕр çулах унта юнлă çапăçу — «Шурча вăрçи» — пуласса халлĕхе Архангельский пуп та, кантуртисем те шутламан-ха. Пулас восстани тĕтĕмĕ сывлăшра малтанах сисĕннĕ ĕнтĕ. Уралпа Пермь тăрăхĕнчи пăлхавсен хĕлхеме кунталла, Атăл патнелле, çывхарса килнĕ. Вут Атăл урлă та каçса ӳкнĕ. 1841 çулта Шупашкарпа Çĕрпӳ уесĕсенче темиçе ялта чăвашсем патша чиновникĕсене хирĕç çĕкленнĕ. Пăлхавсене путарнă, халăха ертсе пыракансене тытса хӳпнă. Анчах ĕç унпа чарăнса ларман, мĕншĕн тесен, тӳре-шарасем каланă пек, ку вăл сӳнсе пыракан пушарăн юлашки хĕлхемĕсем мар, çĕнĕрен амаланса каякан хăватлă вут-кăвар пулнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн варри тĕлнелле Шурча таврашĕнче вăрман нумай пулнă теççĕ. Çĕр е икçĕр çул унччентереххипе танлаштарсан, вăл вăрмана халь вăрман теме те çук. Вунсаккăрмĕш ĕмĕрте Муркаш шывĕн икĕ енче те сĕм вăрмансем кашласа ларнă пулнă. Унта-кунта сапаланса пĕтнĕ чăваш ялĕсем уçланкăсенчи утарсем пек çеç курăннă. Темиçе ытам çитми улăп-юмансен хăвăлĕсенче пыл хурчĕсем сĕрленĕ, çĕрте, кăмпа пек, шăкăрах тунката вĕллесем ларнă. Тискер кайăкăн — шучĕ пулман.
Пин те сакăрçĕр хĕрĕхмĕш çулсем тĕлне вăрмансем сайрала пуçланă ĕнтĕ. Юман катисем чăвашсем урапа кĕпчекĕпе урапа шăлĕсем, тукунсем, килĕ, çуна тупанĕсем, чикмек, курите тунипе мар, сăхман пĕвеме хуйăр хуппи сӳнипе те мар, пуринчен ытла çунтарнипе сахалланса юлнă. Çунтарасса вара кăмрăк тума та, уйсене аслăлатма та çунтарнă. Çăкалăхсем те чăваш çынни çăпата тунипе, чăпта çапнипе çеç мар пĕтнĕ.
Ик-виçĕ чавса сарлакăш юман хăмасене халь Архангельский пуп çĕрме пуян чăвашсен пӳрт урайĕпе маччисенче çеç куркалать. Уй хуралçисем пек саркаланса ларакан киремет юманĕсене салтаксем тӳре-шарасем хушнипе каса-каса янă, вăй çитерейменнине вут хурса çунтарнă. Улахрах вырăнсенче çеç тăркаласа юлнă халь чĕмсĕр пăхаттирсем.
Хурт-хăмăр та сахалланнă. Пĕр курка ĕçнипех ура вăйне шалтăр пĕтерекен, çапса хуçнă пек анратакан ĕлĕкхи чăваш кăрчăми çинчен халь ватă чиновниксемпе пупсем хăйсен ачисене юмах янă пек каласа параççĕ.
Çапла, вăрмансем пĕтеççĕ. Çапах, турра шĕкĕр, вут-шанкă та çителĕклĕ-ха, япăхрах, шĕвĕрех пулин те, пыллă сăра та пур, хĕлле сыснисене çитерме йĕкел те лавĕ-лавĕпех туянса хурать пуп.
Ку енчен илсен, Шурчара пурăнма та пулать пек ĕнтĕ. Анчах кăмăлĕ тăранмасть Александр Петровичăн. Ăна ытти приххутсенчи пупсем унран пуянтарах пек, çыннисем те унта йăвашрах пек туйăнать. Улталарĕç ăна епархири пуçлăхсем!
Чи йывăрри Шурчара — çынсем. Вĕсемпе ниепле те пĕр чĕлхе тупма çук. Эс вĕсене леш тĕнчери сăваплă пурнăç çинчен, çылăха кĕрсен ӳкĕнмелли çинчен каласа ăнлантаратăн, вĕсем пуçĕсене хыçкаласа итлесе тăраççĕ-тăраççĕ те пат урăх сăмах персе яраççĕ. «Пачăшкă, сана тăранса пурăнмалла ĕçлекен кирлĕ мар-и?» Пĕр сăмахне те чĕре патне илмен, иçмасса!
Çук, килĕштермест Архангельский кунти чăвашсене. Вĕсем ăна ытла та типĕ материалистсем пек, тӳрккес кăмăллă çынсем пек туйăнаççĕ. Ĕçлес те çиес, савăнас — çава кăна. Çур пурлăхне тĕрлĕ киреметсене пуç çапса пĕтереççĕ, чиркӳ валли вара — яп-яка тăрса юлать.
«Чиркӳ валли» тени мĕне пĕлтернине Архангельский лайăх чухлать. Чиркӳ ĕнтĕ вăл, паллах, чунсăр япала, ăна ĕçме те, çиме те кирлĕ мар, укçа та тăккалама пултараймасть вăл.
«Эп чăвашсене юратмастăп» тенин те тӳнтер енĕ пур, ăслă пуп ăна та аванах сисет. Элексантăр «атте» мар чăвашсене, чăвашĕсем пупа юратмаççĕ. Хăй çине халăх урлă пăхнине, хăйне... килештерменнине, тĕп-тĕрĕссипе каласан вара — курайманнине Александр Петрович Архангельский кашни утăмрах туйса тăрать. Çын унпа йăпăлтатса калаçма тăрашать. «Пачăшкă та пачăшкă» тет, анчах куçĕсенче — йăлтах урăх шухăш, урăх туйăм. Чĕлхи çинче — пыл, куçĕсенче — пăр.
Шурча пупне, Александр Петровича, таврари чăвашсем «Салакайăк» теççĕ. Куç умĕнче ăна, хăй хушнă тăрăх, «Элексантăр атте» текенсем те, пачăшка тесе чĕнекенсем те пур. Анчах куç хыçĕнче унăн пĕр ят — Салакайăк. «Ав, Салакайăк вĕçтерсе килет», «Виле шăршине сисне пулас Салакайăк, Мамăшалла вĕçрĕ...»
Ку сăмах нумай енчен тĕп-тĕрĕс вара. Салакайăк ялта сăтăр кăна тăвать. Ытти вĕçен кайăксем çулла çынсене юрласа савăнтараççĕ, пахча çимĕçĕсене хурт-кăпшанкăсенчен тасатаççĕ, салакайăкăн пĕр ĕç: мĕн те пулин çаклатасси, вăрласси...
«Элексантăр атте» — лутра çын, хулăн кĕлеткипе, пĕвĕ-сийĕпе, тăртаннă пек курăнакан кӳпшек пичĕпе карчăка аса илтерет. Сасси те хĕрарăмăнни майлă ун. Чиркӳ таврашĕнчи çын кил-йышĕнче мар, пĕр-пĕр хресчен çемйинче çуралнă пулсан Александр Петровичăн пупа тухасси пирки шутламалли те çукчĕ ĕнтĕ. Анчах тиечук ачине — «Александр атте» Етĕрне уесĕнчи Чирĕккасси Чемей ялĕнче тиечук килĕнче çут тĕнче курнă пулнă — ашшĕ çулĕпех кайтăр тенĕ. Паллах, хулара е хула çывăхĕнче хăварма май килмен ăна, чăваш ялне, тĕттĕмрех кĕтесе ăсатмалла пулнă.
Чемей тиечукĕ те, тăрăшакан Петр, ун ашшĕ те — Александр Петровичăн аслашшĕ — пурăна киле пупа тухнă мĕн. Тĕреклĕ хуçалăх тытнă вĕсем. Выльăх-чĕрлех те хурт-хăмăр нумăй усранă. Етĕрнепе Шупашкара шетникĕ-шетникĕпе пыл та аш-пăш ăсатса тăнă.
Чирĕккасси Чемей аслă çул хĕрринче ларать. 1835 çулта пуян пупсемпе вĕсен матăшкисене тăватă çынна (Александр Петровичăн ашшĕ-амăшĕпе аслашшĕ-асламăшне) вĕлерсе укçине çаратнă та пӳртне вут тĕртсе хăварнă.
Пăхма мăран та йывăр кĕлеткеллĕ пек курăнсан та Александр Петрович çав тери йăрă çын. Вăл кун каçипе çитмен вырăн хăвармасть. Ĕçе те нумай ĕнтĕ «Элексантăр аттен»! Кам та пулин чиркĕве пымасть — ăна клир ведомоçĕ çине паллă тумалла, кайран килне кайса тĕрĕслемелле. Çын чирлесе ӳкнĕ пулсан ăна Александр Петрович тахçанхи çветтуй вута шывне сыптарать. Юри пăлахая персе выртать пулсан турра улталама юраманни çинчен, турă мĕн те пулин тунине çеç мар, çын шухăшланине те курса-пĕлсе тăни çинчен каласа парать. Нимĕн те пытармалла мар! Хăть эсĕ сысна витине пытанса ларса пуп пирки усал шухăшла — турра пурте паллă, пурне те вăл витĕр курать. Çавăнпа «Элексантăр аттепе» яланах чуна уçса калаçмалла-мĕн...
Çын çаплах итлемесен Александр Петрович ăна хăратма тытăнать. Туррăн çĕрти тарçине — пупа улталасан çын тамăка лекĕ, унта вара йĕрӳ те, макăру та, шăл шăтăртаттару та пулĕ тет.
Апла та усса пымасан Салакайăк кантура пĕлтерет. Пуçланса каять вара килĕ çинчи пурнăç: çынна çавăркалаççĕ, тĕвеççĕ, силлеççĕ, кантура чĕнтереççĕ, черет çитмесĕрех лава ярса хуплантараççĕ, тĕрлĕ хырçă-марçă тӳлеттерсе тинкене кăлараççĕ. Йăваш кăмăлли часах парăнать, хăйен киремечĕсемпе хĕртсурчĕсенчен шиклене-шикленех чиркĕве çӳреме тытăнать, пуçне усать...
Пупăн кĕлетки самаях йывăр та тăрмашсан-тăрмашсан çирĕппине те авса антарать.
Приххутри çынсен хуçалăхне «Элексантăр атте» хăй килне пĕлнĕ пек пĕлсе тăрать. Кам хăçан мĕн сутса йӳнеçме пултарнине, ăçтан сыпăнса ăçтан татăлнисене вăл тахçанах пĕр пус таранччен шутласа хунă.
Çын пасартан таврăнать.
«Ну тӳле вонă бос».
«Укçа çук, пачăшкă».
«Ан сой. Енчикре — вон тăватă бос бор».
«...е... енчĕкре-и? п... п... пурччĕ вон тăватă пус. Хăмла сутрăм... Тĕрĕсех каларăн, пачăшкă».
«Эп яланах тĕрĕс калап. Торра ан олдала эс. Çилăх болать».
«Улталаса мар-ха, пачăшкă. Укçи килте питĕ кирлĕччĕ. Путек туянса ярасшăн».
«Пудяк? Пудяк — тармаç. Карян илен. Пар вонă бос».
«Каçар ĕнтĕ пĕреллĕхе, пачăшкă. Улĕмрен тӳлĕп».
«Торă каçармаç. Эс ачуна ят хорнăшăн та парза татиманччĕ».
Турра ĕненменнисене Александр Петрович тĕрлĕ майпа тытать. Çын турă праçникĕсенче те, вырсарни кун та чиркĕве çӳрет. Типĕсенче ӳт çимест. Ачисене тĕне кĕртет. Пӳртре турăшĕсем тирпейле. Кирек-мĕнле пăхсан та турра хисеплекен çын ĕнтĕ.
Пĕр эрне иртсе каять, уйăх, çулталăк. Пуп сăнать, паллă туса пырать, кĕтет.
Хайхи çын ачи пĕр-пĕр пупа курсан кĕсйинчен пăр-р! салакайăк кăларса ярать. Ачасем кулмаççĕ, пупа асăрхаман пекех иртсе каяççĕ. Çиелтен пăхсан усалли ним те çук пек ĕнтĕ кунта. Çапах ку мăшкăллани пулать.
Ялта пурне те тĕне кĕртнĕ. Анчах çынсем пĕр-пĕрне çаплах кивĕ ятсемпе чĕнеççĕ-ха. Упи, Ятман, Пуленкке... Хăйсен çĕнĕ хушамачĕсене кăна мар, тепĕр чухне чиркӳре хунă ячĕсене те манса каяççĕ. Хырçă пуçтармалли вăхăт çитсен «Элексантăр атте» патне картиш тулли çын пуçтарăнать.
«Пачăшкă, пăхса пар-ха хуту çине, мĕн ятлăччĕ çав эпĕ...»
Ят пĕлмесен старшина пĕçеркки парать. Аслă уявсенче, турăшсемпе килтен киле çӳренĕ чухне, пуп кашнин патĕнчех малти кĕтесе тинкерсе пăхать: пур-и турăш? Пӳртсем тĕттĕм, хăрăмлă. Ял йĕри-тавра çаврăнса çитнĕ çĕре «Элексантăр атте» пуçĕ кунтă пек пулса каятъ, кашни япалах иккĕллĕ-виççĕллĕ курăнма тытăнать. Пур та пек турăш, çук та пек...
Хăйне хăй шанмасăр, Архангельский тепĕр кун çĕнĕрен темиçе киле кĕре-кĕре тухать. Хуçисем ĕçре, алăксем уçă, кирлĕ пулсан — туй ту... Вăрăм сак çине хăпарса тăрать те вăл малти кĕтесе хыпашласа пăхать. Лекрĕç хайхи турăсăрсем! Пĕрин турăш вырăнне — хăма татки (икĕ енĕ те шатрашка!), тепри — турă пурне те курать тесе хăратнăран — турăшин куçне пăшатанпа чиксе шăтарнă та стена еннелле çавăрса лартнă.
Айăпа кĕнĕ çынсене «Элексантăр атте» пĕрерĕн-пĕрерĕн хăй патне чĕнтерет, çырма хатĕрленсе умне шур хут листи кăларса хурать.
«Ну, торă çори, ӳгин...»
Шурчара темиçе çул пурăнса та вăл çаплах чăвашла йĕркеллĕ калаçаймасть-ха, вырăсла сăмахсемпе пăтраштарать.
«Мĕншĕн ӳкĕнмелле, пачăшкă?»
«Эзĕ иçпеле те, сокăшпа та çылăха кĕрнĕ».
«Мĕн туса çылăха кĕтĕм-ши эпĕ, пачăшкă?»
«Агы, кор... — тет те пуп хăйĕн çу сĕрсе йĕпетнĕ турăшĕ çине тĕллесе кăтартать. — Магырать... Эзĕ хăвăн торăшне аптришпе... пожанданбала... дырка тонă пулас. Шытык, çылăха кĕрнĕ...»
Çын курăнман турă умĕнче мар, пуп умĕнче ӳкĕнме тытăнать, ăна «парне кӳрсе» хутне каялла пуçтарса хума йăлăнать. Хутран чăвашсем çĕлентен хăранă пек хăраççĕ, мĕншĕн тесен пур инкек тс вĕсене кантуртан, хут таврашĕнчен пуçланнă пек туйăнать.
Айăпа кĕнĕ çын пупа «сĕрнисер» пуçне çĕнĕ турăш туянса та тăкак курать.
«Элексантăр атте» ĕçне шутласа та кăларас çук! Приххутра мĕн те пулин сиксе тухсан епархире чи малтан кама айăплаççĕ? «Элексантăр аттене». Вăл — «ял хуçи», «ял куçĕ».
Архангельские Шурча приххутне ярасси çинчен калаçса татăлсан Хусан епархийĕнчи эрхерей ăна çапла каланă: «Эсир унта, Александр атте, пирĕн куç, пирĕн хăлха пулатăр. Чăвашсем — тĕттĕм халăх. Тĕттĕм çын ăс-тăнран ытла инстинкта пăхать. Вĕсем хăйсем мĕн тунине нумай чухне хăйсем те пĕлмĕç — эсир пĕлсе тăрăр. Вĕсен шухăшне те вĕсенчен малтан эсир сиссе, туйса илмелле. Телей те сывлăх сунатăп сире... Пурнăçра ăрăскал тупасси вăл çынран хăйĕнчен килет, Александр атте. Тăрăшнине аслисем те, турă та курать. Пурте эпир турă аллинче».
Мĕнле ăрăскал пирки каларĕ-тĕр ватă эрхерей — пĕлме хĕн. Тен, хăçан та пулин пĕр-пĕр пуянрах приххута е хулана куçарасси пирки систерчĕ пуль? Арăскал тупасси çынран хăйĕнчен килет иккен. Çав вăхăтрах тата «эпир — турă аллинче». Ăçта кунта логика?
Пуп ассăн сывласа илет те ял тăрăх тухса утать. Пĕринпе калаçать, теприсем мĕн калаçнине тăнласа тăрать, шăршлать. Вара мĕн курни-илтни-пĕлнисене, халăх кăмăлĕ мĕнлине епархие çырса пĕлтерет.
«Элексантăр атте» мĕн пĕчĕккĕллех çынпа чĕререн калаçма пĕлнĕ. Пахча çаратма хатĕрленекен ачасене вăл ача чухне хăй те пĕтĕм чунтан хĕтĕртнĕ, хăравçăраххисене хавхалантарнă. Çынсене çеç хавхалантарнă тесен йăнăш пулнă пулĕччĕ, вăл хăй те тем пекех çуннă.
«Ара, мĕн хăрамалли пур? Кам куртăр çĕрле?! Пурте çывăраççĕ. Эпир ушкăнпа-çке. Курсан та тарса хăтăлатпăр, никам та палласа юлаймасть. Ним те мар!..»
Ĕнер çеç Сашок пĕр хăярне çисе пăхнă иккен те, пыл пек тутлă! Мĕн унта пыл — пылтан та тутлăрах! Шерпет! Çăвара хыпсан çăтмасăрах анса каять, сиссе те ĕлкĕрме çук.
Ытти ачасеннипе пĕрле çав самантра Сашокăн хăйĕн те сĕлеки юхнă.
Алли-урисене вĕлтренпе чĕпĕттерсе, тăпрапа вараланса пĕтсе вĕсем пахча патнелле упаленсе çитнĕ.
Ачасем пахчара. Шăп кăна хăйĕн те пахчана кĕмелле, карта урлă çеç ярса пусмалла чухне Сашок, паçăр хавхаланнă пекех, пĕтĕм чĕререн ӳкĕнме пуçлать. Ара, капла ырă мар-çке, мĕскер хăтланаççĕ вĕсем! Çĕрле, нимĕн те курăнмасть, çининчен ытла таптаса ватса пĕтерĕç. Тата усал ят илтни мĕне тăрать. Çук, юрамасть капла ашкăнма...
Ачасем, сысна çурисем пек, пахчара чаштăртаттарса çӳренĕ хушăра Сашок сиксе тăнă та пахча хуçи килне чупнă.
«Эй, Иван тете, тăр-ха часрах! Пахчуна çаратаççĕ».
Куна Сашок ачасене усал сунса та пахча хуçине ырă сунса мар, «чунĕ туртнипе», «пĕтĕм таса кăмăлтан» тунă.
Чăваш çыннин ĕçĕ — вилсен те виçĕ кунлăх тенĕ. «Элексантăр атте» чăваш мар, çапах ун ĕçĕ те темиçе кунлăх юлма пултарать. Приххутри ĕçсем кăна — нимех те марччĕ-ха, ăна пачăшкă хăнăхнă ĕнтĕ, килтине ниçтан туса пĕтерме çук. Сыснисем кăна ун — çирĕм пуç. Сăвакан ĕне виççĕ, икĕ лаша, сурăхсем, хур-кăвакал — пĕрер кĕтӳ. Марфа Ефимовна, матăшкă, кӳпшек те хăлтă çын, яланах чирлĕ (вăл ăш аннипе аптрать). Тарçăсем, хăрах куçлă Хветлепе курпун Микки, арăмĕпе упăшки, ним туса ĕлкĕреймеççĕ. Тата вĕсене ытлашши минретме те ырă мар пек, мĕншĕн тесен вĕсем хырăм тăрантармалла кăна ĕçлесе пурăнаççĕ, «сăвапшăн». Çавăнпа килти ĕçсенчен чылайăшне Александр Петровичăн хăйĕн тума тивет.
Александр Петровнч пуринчен ытла сыснасемпе аппаланма юратать. Сысна тесен вăл кунĕн-çĕрĕн ĕçлеме те, таçта кайса тем тупса килме те хатĕр. «Элексантăр атте» шухăшĕпе, сысна — тĕнчере чи ăслă, чи илемлĕ те кăмăллă чĕрчун. Ытти выльăхсене çын усă панăшăн çеç усракалать, сысна вара усă та парать, кил илемне те кӳрет... Итлесе пăхар-ха эсир сысна çĕрелле пăхса картиш тăрăх нăрх-нăрх-нăрх туса пынине. Музыка вĕт вăл, ача сасси... поэзи! Ăшри чи ачаш хĕлĕхсем ăшшăн-ăшшăн чĕтренсе илеççĕ, хĕпĕртенипе çӳç-пуç вирелле тăрса каять...
Хура, кăвак, ула, хĕрлĕ, шурă сыснасем хушшинче савăнăçлăн кулкаласа, çăкăр хуçа-хуçа валеçсе ларакан «Элексантăр атте» тепĕр чухне вара хăй те... сысна пекех туйăнса каять.
Пăхăр-ха эсир: тырă миххи пек кĕске те хулăн çын картиш варрине çĕре ларнă. Çийĕнче ун — килте тăхăнакан кивĕ ряса. Хул айĕнче, арки çинче — пуçламан çăкăрсем. Сыснисем çăкăр татăкне пырса кап хыпаççĕ те аяккалла чупса каяççĕ, çиме тытанаççĕ.
Салакайăк хăй те çине тăрсах чаплаттарса чăмлать.
Идилли! Ырлăх!
Сыснасем сулхăна саланса пĕтсен Салакайăк та хĕвел питне тӳнсе катăш пулать. Вара пĕрер сехет хушши картишĕнче шăпах тăрать. Сыснасемпе Александр Петрович тĕлĕнче çех симĕс шăнасем сĕрлесе вĕçеççĕ тата çенĕкре Марфа Ефимовна хуллен ахлаткаласа утни илтĕнет.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...