Таната :: Серепе
СЕРЕПЕ
Виççĕмĕш кунне Михапара хупса лартрĕç. Хăрама сăлтавĕ курăнмарĕ. Пĕр-пĕр шухăш шухăшлама тытăнас — кĕçех киле хăваласа ярĕç. Çитменнине, кăпăр-капăрах шухăша кайма та шикленет Михапар, мĕншĕн тесен:
Шухăшласан шухăш тулăнать,
Шухăшласан пуçăм çаврăнать.
Вăл пĕр кĕтесе выртрĕ те, нумайранпа йĕркеллĕ канманскер, часах çывăрса кайрĕ.
Вăрансан Михапар чи малтан хăйне хупнă путвала терĕслесе тухрĕ. Алăк патĕнчен шалалла — пилĕк утăм, пĕр стенаран теприн патне, урлă май — виçĕ утăм çурă. Урайне сарман. Стенисене шултра юман пĕренесенчен хăпартнă, кашни пĕрени — вырăс хапхи юпи пек! Хуçалăх çынни, Михапар алăкпа маччана та хыпашласа пăхать. Йăлтах юман, юман...
Килте пулас пулсан кунта çĕр улми усрама аванччĕ ĕнтĕ. Алăкĕ умне пӳлме туса хурас. Ни шăнасран, ни йеке хӳресемпе шăшисем сĕтĕресрен хăрамалли çук. Ĕне пур çын сĕтне те кунтах лартĕччĕ. Мĕншĕн кашнинчех нӳхрепе анса çӳремелле? Виçĕ стени мачча таранах çĕр айĕнче, айлăм енĕ çеç, юр кĕрчĕ хушшинчен чавса уçнă пек, картишне тухать.
Михапар темиçе хут уткаласа çаврăнать те алăк патнелле пырса çĕре хутланса ларать. Пĕр-пĕр алă ĕçĕччĕ ĕнтĕ çакăнта. Вăхăта ахаль ирттериччен чакалан та чакалан хуллен. Вăл хушăра тӳрисем те калаçса татăлăччĕç, ĕçĕ те пулĕччĕ.
Çӳлте, кантурта, темскер кĕмсĕртетсе ӳкни илтĕнет. Алăк пекех, мачча та икĕ хутлă пулас, сасă питĕ аякран килнĕ пек туйăнать.
Мĕн вăхăт-ши халĕ? Ăна кăнтăрла умĕн хупнăччĕ. Вара çывăрса илнĕ. Тăнăранпа та пайтах вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Каç пулса пырать тес, каçчен ăна кăларса яма тивĕç.
Михапар урине васкамасăр кăна салтать те тăлисене лăстăр-лăстăр силлет, çăпатисене шаккаса тасатать. Вара çĕр урайне ярт тăсăлса выртать те урисене стена çумне тытать. Пăчăхнă ура сулхăн пĕренене лекнипе пĕтĕм çан-çурăм канса каять. Чее çын пулмалла çав Шуркассинчи Мултиер. Çу каçипех çара уран çӳрет. Ял-йышсем умĕнче ырах мар та ĕнтĕ, ун вырăнне тăла-çăпата упранать, çӳреме те лайăх, çăмăл.
Шухăшлакаласа выртнă май Михапар хăй вăрттăн тем итленине асăрхать. Анчах пĕр сас-чĕв те илтĕнмест. Шăп! Михапар тăрса ларать. Мĕншĕн килсе хупрĕç ăна кунта? Мĕн айăп тунă вăл? Пристав алăк умне ертсе килчĕ те шалалла тĕксе кĕртсе ячĕ. — «Чĕнтерĕç сана...» Вара пĕр алăкĕ хупăнчĕ, тепри, тимĕр çăра шăнкăртатса питĕрĕнчĕ... Акă ĕнтĕ кĕçех каç пулма кирлĕ; ăна çаплах никам та чĕнмест, нимĕн те ыйтмасть, нимен те каласа памасть.
Михапар хыпашласа тăлисене, çăпатине тупать те урине сырать, тăрса каллех уткаласа çӳреме тытăнать. Пилĕк утăм, виçĕ утăм çурă, виç утăм çурă, пилĕк утăм... Юлашкинчен, чупса пынă пекех хăвăрттăн утса пырса, чуххăмăнах, тӳп-тӳррĕн пĕтĕм кĕлетке йывăрăшĕпе алăк çине йăванать. Тимĕртен тунă пекех, алăк нăх та тумасть, шалалла уçăлаканскер, чипертерех кăна хупăнса ларать. Михапар çине-çинех урипе тапать, чышкисемпе çапать... Çук, никам та хирĕç чĕнмест, ятлаçма та пулин килмест. Сасă та путвалтан тухмасть пулас.
Читлĕхе хупса хунă тискер кайак пек, Михапар пĕр чарăнмасăр утать, çаврăнса çӳрет. Кашни хусканура, урасенче — пĕтĕм кĕлеткере икселми вăй вылянса тăрать, туртсан — тимĕр татмалла. Анчах вăйла çеç кунта ним тума та çук, килĕнче ачисем выçă, арăмĕ чирлĕ.
Михапар ыран тумалли ĕçсене аса илет. Ирхине ирех вăл хăйĕн ачисемпе кӳршĕ ани çине çум çумлама каймаллаччĕ. Пурте тутă пулĕччĕç те ĕçлĕ пулĕччĕç. Атту сыхласа çитер-ха эс вăл лутра халăха. Кун каçипе таçта кĕрсе тухаççĕ, çитмен вырăн хăвармаççĕ.
Ачисен умĕнче тăнă чухнехи пекех, Михалар йăл кулса илет те алăк çумне пырса таянать. Унтан сасартăк ăна силлеме, тапма, шаккама тытăнать...
Тулта каç пулнă ĕнтĕ. Урам хушшинче киле таврăнман ĕнесем шăппăн утса çӳреççĕ. Малти урисем тĕттĕмре шăкăрт-шăкăрт тунипе кăна вĕсем ăçталла утнине пĕлме пулать. Салакайăк картишĕнче сысна каçăхса кайса кăшкăрашать. Ик-виçĕ пӳртре хăйă çутнă, ахăртнех, хуçисем ĕçрен час таврăнайман пулас. Чиркӳ тăрринче çывăрса кайма ĕлкĕреймен чанасем ыйхăллăн чанкăлтатса илеççĕ. Ялта пиçнĕ çăмах яшки шăрши, карта шăрши, тусан шăрши кĕрет.
Çутăлас енне Михапар пĕр самантлăха алăк çумне ларать те хăй сисмесĕрех çывăрса каять. Анчах кашни кун тăракан вăхăт çитсенех, хĕвел тухăçĕ хĕрелсенех, вăранса ури çине сиксе тăрать. Ку вăхăтра вăл килте арăмне яшка пĕçерме пулăшаканччĕ, пахчана тухса хăвăл суханпа çĕр улми çеçки татса кĕрекенччĕ.
Яшка çинчен асăннипе Михапарăн хырăмĕ çăтăр выçса каять, çăварне шыв килет.
Михапар хăй çав тери васкаса утса çӳренине асăрхать. Çамки çине ун сивĕ тар персе тухать, чĕри хăвăрт-хăвăрт тапать. Вăл утма чарăнать, куçне хупать те чылайччен итлесе тăрать. Те тăнлавра юн кĕрленипе, çав-çавах нимĕн те илтĕнмест. Куçне хупнипех, Михапар путвалăн урлăш-тăршшĕне «виçме» тытăнать. Пилĕк утăм, виçĕ утăм çурă, пилĕк утăм, виç утăм çурă. Стенасене перĕнмесĕр урай тавра çаврăнсан та Михапар хăй ăçта çитнине пĕлет. Кунта кĕтес тет те вăл аллине вăрăмрах тăсать, — умĕнче чăнах та кĕтес пулса тăрать. Тепĕр çĕрте кунта алăк тет те аллине кăшт çеç хускатать: тĕрĕс, алăк... Çапла.
Ирхи апат умĕн Салакайăк кулава хваттерне пырса кĕрет. Пĕр аллинче унăн ывăс витнĕ чĕрес, хул айĕнче шур тутăр çĕтĕкĕсемпе чĕркенĕ пысăках мар тĕркĕм.
Тăрмаланчăк çӳçлĕ кулава ăна курсан пĕр сăмахсăрах пахчаналла утать. Вĕсем пилеш айĕнчи сĕтел хушшине кĕрсе лараççĕ. Хаяр сăнлă çамрăк хĕрарăм вĕри сăмавар илсе тухать, йĕри-тавра темиçе витре сивĕ шыв сапать. Ытла асăрханса сапман пирки шĕвĕ пылчăк арçынсем çине те сирпĕнет.
Сăмах чĕнмесĕрех чей ĕçме тытăнаççĕ. Салакайăк хул айĕнчи тĕркĕмне салтса кулава умне тăвар кастарнă сысна какайĕ кăларса хурать. Чĕресĕнче сахăрланса ларнă кивĕ пыл иккен.
Кулава кашăк илме тесе пӳртелле утма тăрать те каялла çаврăнса вутă купи çинчен çĕнĕ турпас татки илет. Чĕресне тайăлтарса куркасем çине пыл ката-ката яраççĕ.
Сĕтел çывăхне шурă пуçлă хура йытă пырса ларнă, хӳрине йăвашшăн хĕстернĕ. Çынсем çуллă какай татăкне çăварĕсене хыпнă чухне вăл кашнинчех тăма хăтланнă пек туса хӳрине хускатать, куçне çынсем çинчен илмесĕр, темле хăяккăн шуса урăх вырăна куçса ларать, анаслас килмен çĕртенех анаслать. Сĕтел çине антăхса кайса пăхнăран йытă тĕнчере урăх нимĕн те курмасть те, илтмест те темелле пек. Анчах вăл апла мар. Картишне хĕрарăм тухсанах йытă хăлхисене чанк тăратать те аяккалла утать. Çынсем те тӳрленерех лараççĕ.
«Эсĕ çеç мар, эпĕ те хăратăп вăл хĕрарăмран, — тет юлашкинчен Салакайăк куркине сĕтел кĕтессине ӳпĕнтерсе хурса. — Сăнран пăхма ĕнтĕ... нимĕн те калаймăн, кăкăрĕсем унта, пилĕкĕ, куçĕ — пурте хăй вырăнĕнче. Тур каçартăр та — чипер хĕрарăм. Вăрçасса та вăл мана вăрçса курман, нихçан та пĕр сивĕ сăмах каламан, ху пĕлетĕн, çапах хăратăп эпĕ унран. Мĕншĕнне хам та пĕлместĕп, хăратăп, Иван Петрович. Лампадка пек пысăк куçĕсемпе пăхать те вара, хам тăрăххăн такам пăрлă шыв янă пекех туйăнса каять».
Кулава çывăрнă чухне сылтăм пит çăмартийĕ çине йĕрленсе юлнă сăхман çĕвĕкне сăтăркалать.
«Ки... ки...» — тесе тем калама тăрать те вăл сасси тухманнипе ик аллипе те пырне тытать.
«Килне пăрахса каясшăн-и?» — аса илтерме хăтланать Салакайăк.
«Кив упăшкине манаймасть», — тет кулава хăйăлтатакан сасăпа.
«Час тухмалла-и вăл çын касаматран?»
«Тухаймасть... кăлармаççĕ...»
Салакайăк сăх сăхса илет те пилеш тĕмĕ айне нӳрĕ çĕре анса ларать. Йытă каллех сĕтел çывăхне пынă. Çулаккаласа çĕре выртать вăл, сĕтел çинче какай курăнми пулнипе каллех тăрса ларать, капла та лайăххăн курăнманнипе пăртак каялла чакать.
«Мĕн кирлĕ вăл хĕрарăмсене — ăнланмастăп, — тет Салакайăк тарăхса. — Хырăмĕ тутĕ, çийĕ питĕ, çĕн упăшки ятлă-шывлă çын. Пурăн та пурăн... Çук вĕт... Тĕп-тĕресех каланă çав турă кĕнекинче: хĕрарăм вăл — тӳпемнех çылăх тултарнă савăт-сапа».
«Упăшка пуçне çирĕн тесе ылханать вăл мана. Çилленсенех çав сăмаха перет».
«Ăна эсĕ мар, саккун мĕн тунă-çке...»
«Пĕлет-им вăл ăна. Пыр та калаç эс унпа. Манпа çулталăк пурăнать ĕнтĕ, хăй çаплах...»
Салакайăк сасартăк кулава ури патне куçса ларать, пăшăлтатса калаçма тытăнать.
«Итле-ха, Иван Петрович. Ăнланмастăп-и эп ăна... Ара, мĕн пулаканччĕ-çке ĕнтĕ, тур каçартăр та, пĕр каç пĕрле çывăрса илнĕ хыççăн кирек мĕнле хĕрарăм та арçын аллине кĕрсе ӳкекенччĕ, ĕмĕрлĕхех ун çумне çыпăçаканччĕ...»
Кулава тем калама хăтланса хăй-хăй-хăй туса илет те аллине сулать.
«Сассуна мĕн тунă эс, Иван Петрович?»
«...ӳхреп...» — аран-аран хĕссе кăларать кулава.
«Мĕнле нӳхреп?»
«Пăрлă ӳхрепе кĕрсе лартăм. Шăрăхпа аптранипе, — тет лешĕ пăшăлтатса. — Тарлăччĕ. Пăр çине кĕрсе ларнă та çывăрсах кайнă...»
«Апла ку пылне илсе килни вырăнлă пулчĕ-ха. Чей çине ярса вĕреттер те мунчара эреке хушса ĕç, ик-виçĕ кунтан иртсе те каять. Арăму сиплеме пĕлмесен матăшкă патне пыр. Пирĕн типĕтнĕ хăмла çырли те пурччĕ-ха».
«Кĕрсе çийăрсам тата!» — илтĕнет картишĕнчен çамрăк хĕрарăм сасси.
Арçынсем тăрса сĕтел çинчи апат-çимĕçсене пуçтараççĕ, хуллен картишнелле утса каяççĕ. Шур пуçлă йытă малтан ик уран тăрса сĕтел çине нăш-нăш шăршласа пăхать, вара тин арçынсем хыççăн сĕнкĕлтетет. Анчах вĕсенчен пайта тухмассине юлашкинчен йытă пуçĕ те сисет пулас, вăл каялла çаврăнать те кӳршĕ чăххисем чакаланакан хушлăхалла йăпшăнса утать.
Пахча алăкĕ патĕнче кулава Салакайăка кантур айĕнчи путвал çăраççине парать.
«Мĕн тума хуптартăн эс ăна, Александр атте? Выçă ан вилтĕр вăл унта...»
«Пĕр кун ларнипех-и? Асту, вĕлерĕн Михапара... Эп ăна халиччен кайса çитереттĕм те, уççи хăвăнта пулчĕ».
«Пуçлăхсем пĕлесрен шиклĕ».
«Пурте эпир аслă пуçлăх аллинче, Иван Петрович. Пĕлсен те нимех те мар, вăл — çылăхлă çын. Хăйнех йывăра лекĕ».
«Юрĕ эппин, ху хупнă — хăвах татăл, Александр атте, Вăл — сан тупăш. Сасси-хури çеç ан тухтăр»,
«Мĕнле сас тухтар — вырăсла пĕр сăмах та пĕлмест вăл».
Тенкел ураллă çӳллĕ кулавапа лутра Салакайăк картишнелле кĕрсе каяççĕ.
Вĕсем калаçнине алăк хыçĕнче итлесе тăна çамрăк хĕрарăм пахчана тухать.
* * *
Тата тепĕр кун иртет. Кăнтăрла Шурчара чĕреспе яшка йăтнă икĕ салху ача çӳреççĕ. Вĕсем чиркӳ хыçĕпе кантур çурчĕ еннелле пăхса тăраççĕ, унта кам та пулин пырса кĕрессе е тухса каясса кĕтеççĕ. Анчах кантурта шăпах. Çурт умĕнчи улпут чилеки турачĕсем хушшипе уçса хунă чӳре-че курăнать. Крыльца çинчи сулхăна шурă пуçлă хура йытă тухса выртнă. Вăл та хускалмасть. Хăйне шăнасем аптратса çитерсен çеç вăл пуçне çĕклет те шăлĕсене хăвăрттăн шаклаттарса илет.
Тепĕр каç та иртсе каять. Çĕрле кантур картишне пырса кĕнĕ Салакайăк путвалта Михапар кăшкăрнине, çине-çинех алăка тапнине илтет. Анчах унта аăм та пулин ларнине пĕлмен çын вăл сасăсене виçĕ утăмран та уйăрса илеес çук.
* * *
Виççĕмĕш кунне каçалапа тин Салăкайăк путвалăн тулти алăкне пырса уçрĕ. Иккĕмĕш алăкне аялтан та, çӳлтен те тимĕр кĕле хунă. Варри тĕлĕнче — ик ал лаппи сарлакăш тăваткал шăтăк. Алăкне уçнă-уçманах унтан çунса тăракан куçсем курăнса кайрĕç. Михапар уçă сывлăша хаш сывласа ячĕ те алăк çине выртрĕ.
«Уç часрах, пачăшкă, пăчăхса вилетĕп».
Салакайăк кăштах каялла чакрĕ.
«Манăн çăраççи çук. Тулти çăраççине те кулава патĕнчен систермесĕр илсе тухрăм. Тепри Иван Петрович çумĕнче, хăй çумĕнче пулмалла».
«Ăçта вăл кулави? Мĕншĕн кăлармасть мана?»
«Вĕсене пурне те тем ĕçпе Чикмене чĕнтернĕ. Кантурта халь никам та çук».
«Илтĕнеççĕ-çке унта ура сассисем?»
«Килен-каянсем çӳреççĕ пуль ара. Кун каçипе унта такам та кĕрсе тухать. Пирĕн Хветле те пĕрре урам çуса карĕ».
«Итле-ха, пачашкă, хăçанччен лармалла кунта? Хăçан таврăнаççĕ тӳресем?»
«Пĕлместеп, Михапар. Тен, ыранах çитĕç, тен, тепĕр кун тин. Ытларах тăма та пултарĕç, мĕншĕн тесен хăйсем хуçа».
«Манăн выçах лармалла-и вара унччен?»
«Эп исе килтĕм-ха çимелли», — тесе Салакайăк алăкри пĕчĕк шăтăкран сысна какайĕпе çăкăр татăкĕ тыттарчĕ.
Куçсем курăнми пулчĕç. Путвалта ассăн сывласа яни, унтан чăмлани илтĕнчĕ. Анчах çав самаитрах Мнхапар каллех алăк патне пырса тăчĕ.
«Çук, çияймастăп. Анмасть. Куна эсĕ ман ачасене кайса леçтер, пачăшкă».
«Ачусем валли урăх тупăпăр. Миккие апат кайса леçме калăп».
«Чăнах-и? Тавтапуçах, пачăшкă. Эп парăма юлмăп».
«Мĕн калаçмалли пур уншăн».
«Итле-ха, пачăшкă, кăлар эс мана».
«Мĕнле майпа?»
«Çынсене чĕнсе кил те, çăрине çапса ватчăр».
«Вара пире пурне те хупса лартчăр-и? Çук, юрамасть, Михапар. Тăхта ĕнтĕ кăштах. Кĕтнĕ-кĕтнех... Айăпусене каласа пар та...»
«Эпĕ нимшĕн те айăплă мар».
«Ай, ан калаç, Михапар. Куна эсĕ мар, санăн мухтанчăк кăмалу хирĕçтерет, шуйттан хĕтĕртет. Турă умĕнче эпир пурте çылăхлă. Ӳкĕн, каçарма ыйт... Сан айăпусем пирки мана кулава пĕлтернĕччĕ. Эсĕ çĕр вăрланă чухнехи йăласене пит лайăх пĕлен тет. Ăна çынсене каласа парса чунна çăмăллатмастăн, ку — пĕрре...»
«Çĕр вăрланисем сана ним тума та кирлĕ мар, пачăшкă. Ун çинчен калаçма та юрамасть. Вăл — вăрттăн япала. Эс ăна илтсен те илтменех пул».
«Çĕр вăрлама тухса каяс умĕн çын вĕлерсе парне кӳреççĕ тет».
«Ку — суя. Ун пек пулма пултараймасть. Çитмениине, çĕрне те эпир вăрламан, пирĕнне вăрланă, эп ун пирки сана пĕркунах каласа панăччĕ».
«Вăл çапла та-ха... Пĕлекенни эсĕ-çке, çавăнпа та вăррисене тытма та санăнах пулăшмалла».
Михапар пĕчĕк кантăкран тĕттĕмре кăшт çеç палăракан Салакайăкăн лутра кĕлетки çине тарăхса пăхса илчĕ.
«Çынсене тытса çӳреме эпĕ пристав мар, стараста та мар. Ун пирки текех сăмах та ан тапрат, пачăшкă. Кама кирлĕ — çавă тыттăр».
Салакайăк темшĕн кулса ячĕ.
«Çу-ук, ӳкĕнмеллех, Михапар. Пурнăçра йăваш пулнине нимĕн те çитмест. Усал кăмăл çынна нихçăн та ырă туман. Санăн урăх айăп та пур иккен, Михапар, пысăк айăп пур. Мана Иван Петрович вăрттăн систерчĕ. Хăвăн çыннуна тӳрĕ çул çине кăлар, Александр атте, пулăш ăна тет».
«Мĕнле айăп вăл?»
«Ара, ачу пирки улталани. Вăл сан хĕр ача-çке, эс ăна арçын ача тенĕ, арçынла тумлантарнă, улталаса çĕр илнĕ. Ку вăл хăрушла пысăк çылăх, Михапар».
Юман алăк сасартăк шатăрт тунипе Салакайăк шартах сикре те тулти хуппине шалт хупса лартрĕ, çурăмĕпе тĕрелерĕ. Анчах путвалта урăх пĕр сас-чĕв те илтĕнмерĕ. Пăртак кĕтсе те итлесе тăркаланă хыççăн Салакайăк чĕрне вĕççĕн картишнелле утса кайрĕ. Çук, хыçалтан никам та хăваласа тухакан пулмарĕ ăна. Вара Салакайăк каялла çаврăнчĕ те хуллен путвал алăкне пырса уçрĕ.
«Тĕрĕс-и вăл, ывăлăм?»
Шалтан йывăррăн сывлани илтĕнчĕ.
«Тĕрĕс...»
«Ма апла, хăтлантăн?»
«Ачасене мĕнле те пулин тăрантарса усрам тенĕччĕ. Икĕ ят çĕрĕпе вунă çынна усрама çук».
«Эсĕ питĕ пысăк çылăха кĕнĕ, турă чури, халăха та, хăвна та улталаса чунна шуйттана сутнă».
«Эпĕ никама та улталаман, — терĕ Михапар лăпкăн. — Ман хĕр хĕр иккенне пĕтĕм ял пĕлет. Çĕрне те мана парлакран касса пачĕç».
Салакайăк тĕттĕмре пуçне сулкаларĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...