Таната :: Улăхра
Мĕнле ир каяс тесен те вĕсем ирхи апатсăр хатĕрленсе çитеймерĕç. Лаша кӳлме тухнă Ухтиван малтан пĕккине шыраса хупланчĕ. Ăна пăлтăртан тупса тухсан тевĕшĕсем пушаннине асăрхарĕ, вĕсене хытармалла пулчĕ. Кӳлсе пĕтерес чух чӳлĕк татăлса кайрĕ.
Ывăлĕ яăмăлсăррине кура Яриле старик нимĕн те шар-ламасть. Пĕр сăмах чĕнмесĕрех вăл урапа çине кĕреплепе йывăç с&нĕк илсе пырса хучĕ, çависене çĕтĕк тутăрпа чĕр-кесе çыхрĕ.
Икĕ енне икĕ арçын ларнă урапа юлашкинчен тусан тĕрлеттерсе урама тухрĕ.
Уй хапхинче хыçалта тата тепĕр урапа курăнчĕ. Кусем Каççан пиччепе Савтепи иккен.
«Атя хăвала, атте, лашуна. Часрах çитер».
«Мĕн васкамалли пур, — тесе Яриле старик те каялла çаврăнса пăхрĕ. — Ав Каççан та халь тин тухать-ха».
Вĕсем улăха пуринчен малтан тенĕ пек çитсе тăварчĕç.
Çул леш енче кăна, шыв хĕрринерех, икĕ урапа та йывăç тĕмĕ айĕнче пĕр упле курăнать. Ӳплине тахçанах туса лартнă пулмалла, çине витнĕ улăх курăкĕ типсе сархăнса кайнă.
Ухтиван тарлă лашине тăварчĕ те ăна мăйĕнчен тилхепе вĕçĕпе йăлмакласа кĕскен кайри кустăрмаран кăкарчĕ. Çависене салтса ĕлкĕрнĕ Яриле лашине пĕр пĕчĕк çĕклем утă çулса пăрахса пачĕ.
Каççан та лашине вĕсемпе юнашар тăварчĕ.
Яриле урапа пуçĕнчен пештĕрне салтса илчĕ те лаши сулхăнне ларчĕ.
«Мĕнле, çырткалăпăр-и, Ухтиван?»
Каççан пичче урапи патĕнче Савтепи юсанкаласа тăрать. Вăл тутăрне улăштарса çыхрĕ, кĕпи аркисене силлекелерĕ те куç хурипе Ухтивансеи урапи еннелле вăрттăн пăхса илчĕ.
Ухтиван пĕр вăхăтрах хĕпĕртерĕ те, вăтанчĕ те. Савтепи кĕçĕр те, ыран та çывăхра, куç умĕнче пулать. Халăх çинче унпа Ухтиван таçтан килнĕ çичĕ ют пекех калаçĕ; йĕрки çапла хушать, кăна ним тума та çук ĕнтĕ. Ан тив, пултăрах. Юрĕ... Ун вырăнне вăл хĕр çине вăрттăн пăхса савăнать.
Ашшĕ сăмахĕсене илтсенех Ухтиван урапа çинчен чĕрес илчĕ. Ярилен пĕтĕм тусан ларман вырăнĕ те шăлĕсем кăна юлнă. Апла Ухтиван та унтан тасах мар пулĕ.
«Çук, манăн çияс килмест-ха. Эпĕ шыв кайса ăсса килетĕп».
Çул хĕрринчи курăка йăлтах тусан хупланă, кашни ярса пусмассерен çăпата пуçĕ çине йăштăркка тăпра тăкăнать. Чипер çул пилĕк таран ешĕл çаран ашкăрнă вырăнсенче халь чĕркуççи çӳллĕш те пулмасть. Ĕлĕкхи пырса кĕмелле мар путлăх тĕлсене çеç çава чикме çук çăра та çӳлле курăк ӳссе ларнă.
Тусанлă сывлăш витĕрех шыв енчен уçă çил турта пуçларĕ. Ӳпле. Хăва тĕмĕсем. Шыв çинелле ӳпĕннĕ ватă çирĕк. Ӳплерен иртсенех хывăнма пуçланă Ухтиван çирĕк çине ура тăлисем уртса ячĕ те çапла утса пырсах шыва сикрĕ. Тепĕр самантран хăй ӳкнипе хускатнă хумсенчен таçта аякра чăмса тухса леш çыраналла тапрĕ.
Пăртакран Ухтиванран чылай çӳлте, хăвасем хушшинче, Савтепи курăнчĕ. Улăх хăви пекех яштака пӳ-силлĕ те хитрескер, вăл çӳçенсе пĕрре шыв çине, унтан аната Ухтиван çине пăхса илчĕ те шухăша кайса майĕпен хывăнма пуçларĕ.
Çамрăксем çăвăнса тавраннă çĕре çул çинче татах урапасем курăнчĕç. Нумаях та иртмерĕ, улăха халăх сырса илчĕ. Çул хĕррипе шакăрах лавсем ларса тухрĕç. Сывлăшра çава хăйрани, утсем кĕçенни, çынсем калаçнисем илтĕнеççĕ. Каççан пичче урапин туртисене çĕклесе çыхса сӳс урхалăхран хуран çакса яма ĕлкĕрнĕ, мăйăр хуппи евĕрлĕ пĕчĕк хуранта сиксех яшка вĕрет. Каярах килнисенчен хăш-пĕрисем вут пуçтарма хăвалăхалла утаççĕ. Апат çиекенни апат çиет, халăх хушшинче тĕркĕшсе çӳреме юратакан çамрăксем лав патĕнчен лав патне çынсем мĕнле вырнаçнине, улăха кам-кам килнине пăхса çӳреççĕ. Хăйсен хуйхи-суйхисене пĕр вăхăта килĕсене манса хăварнă пек, пурте савăнăçлă, пурте çĕкленсе калаçаççĕ. Ялта кулса курмании кунта çăлтавсăрах тутине кулăпа хускатать, юрлама пĕлменни юрă ĕнерлеме хăтланать. Янкăр тĕнче уçлăхĕ, хĕвелпе çиçсе выртакан чечеклĕ улăхпа шыв, ирĕк уй-хир — чăн та хитре... Пĕр Каççан пичче кăна тĕркĕшĕве те калаçăва хутшăнмасăр пĕчченех хăйĕн урапи тавра çаврăнкаласа çӳрет. Уринче унăн ĕмĕрхи шурă чăлха, кивелнĕ пулин те темĕнле майпа хăйĕн сарă тĕсне çухатман çăпата. Çине Савтепи ашшĕ чăкăт пек шурă кĕпе, шурă йĕм тăхăннă. Кăшăлласа каснă çӳçне якаткаласа Каççан пичче çави тăпсине тĕрĕслет, аллине çамки тĕлне тытса хĕвел çине пăхать. Унăн часрах ĕçе тытăнас килет.
Савтепи урапа сулхăнне кĕрсе ларнă. Аптрамалла унăн куçĕсемпе! Ухтивана курсанах вĕсене темле тĕтре карса илет. Вара вăл асамлă кăвак куçсем Ухтиван çине мар, ун витĕр таçта леш енчи çын çине пăхнă пек тинкерсе пăхаççĕ. Пĕр вăхăтрах вĕсем пытанаççĕ те, шыраççĕ те, ыйтаççĕ те. Сăлтавĕ кăна пултăр — ун пек куçсем паллакан çыннах палламасăр иртсе кайма пултараççĕ е ăшшăн кулса каччă чĕрине вут хыптараççĕ. Те вăл куçсем чăннипе илĕртеççĕ, те кăмăл сивĕннипе пăрăнаççĕ, те унта пĕр-пĕр урăх сăлтав пур — ăна калама хĕн. Анчах, кирек мĕнле пулсан та, кĕске саманта çеç те пулин, çав куçсен хӳттинех пырас килет. Тĕпсĕр авăр хĕрринче тăнă чухнехи пек хăрушă, çапах — ырă...
О, вăл кăвак куçсем!..
Çынсем çаран валеçме ялтан старастапа Яка Иллене кĕтеççĕ. Нумайăшĕ апат пĕçерсе çисе пĕрер-икшер чĕлем туртса пĕтернĕ ĕнтĕ, улăх тавра та çаврăнса пăхса килнĕ. Кĕçех хĕвел те пĕр йывăç çӳллĕш çеç юлать, çынсем те ăçта кирлĕ унта саланса пĕтеççĕ — çул çинче çаплах никам та кӳрăнмасть.
Вĕсемсĕр ĕçе тытăнма çук. Ку инçетри шыв хĕрринчи улăха вунă çул ытла ĕнтĕ Шуркасси ялĕ тара илсе тăрать. Малтанах ăна килĕрен валеçнĕ. Иккемĕш-виççĕмĕш çулсенче Ультӳç инкепе ытти чухăнсен тӳпи Чăлах Эрнюксене, каярахпа — Яка Иллепе старастана куçса кайнă. Халĕ çур çаран çавă виçĕ кил аллинче, тепĕр çурри — ял халăхĕн.
Хĕвел анса ларнă. Улăх хĕрринче çул тăрăх вутă çунать. Çынсем каçхи апат пĕçереççĕ, çывăрма вырăнсем хатĕрлеççĕ. Сăмах-юмах питех çыхăнмасть. Ялти ĕмĕртен хăнăхнă йăласем кунта арпашăнса, хутăшса кайнă. Юнашар пурăннисем икĕ çĕрте, халиччен пĕрне-пĕри сайра курнисем — юнашар вырнаçнă. Мĕнле те пулин сăмах хускатса калаçса ларас выранне çынсем ытларах ыйтса пĕлеççĕ, пĕр-пĕринпе паллашаççĕ.
Çамрăксем хăюллăрах. Вĕсем паçăрах юлташсем шыраса тупнă та икшерĕн-виçшерĕн пĕрлешсе улах вырăнсенче пăшăлтатса çӳреççĕ. Анчах вĕсен те вăйă-кулă патнех çитмен-ха. Ырансенче тин ак улăхри пĕтĕм йыш кĕске вăхăта пĕр ĕçпе хавхаланса пĕр сывлăшпа сывлама тытăнсан юрăсем пуçланса каяççĕ...
Ухтиван пулла кайма хатĕрленет. Вăл паçăрах ăман тытса янтăласа хунă, хурăн вулли касса килсе пĕçернĕ, вырăн сăнанă.
Хĕвел анас умĕн каччă вăлта хуллине хул урлă хурать те тепĕр аллине паçăрхи чĕресе тытса Каççан пичче урапи çуммипе шыв хĕрринелле иртсе каять.
Ĕлĕксенче те, утă çулма килсен, çулсеренех пулла çӳренĕ Ухтпван. Çын куçĕнчен аякра, улах кĕтесре, хăмла сырса илнĕ çĕмĕрт йывăççисем айĕнче унăн ӳпле евĕрлĕскер пулнă. Те Ухтиван пĕчĕккĕрен, те шывĕ чăннипех тарăннипе пӳ ярса пӳ çитмен ку тĕлте. Шывĕ те пăтранса та капăкланса мар, тӳлеккĕн те сарлакан çаврăнса юхнă. Тăп-тăр кăнтăр кунĕнче те кунта сулхăн пулнă.
Çывхарнаçем васканă Ухтиван. Кашни çулах хăй килнĕ çĕре ишĕлсе анакан ӳпли курăнса кайсан — чупмах тытăннă. Васкаса ăна тăратса лартнă, пулă тытмалли вырăнти çӳллĕ курăка таптаса лапчăтнă. Вара савăннипе хыттăн сывлама хăраса ача çыран хĕррипе утса пынă, чĕтрекен аллипе вăлта çиппине сӳтме тытăннă...
Каç пулнă, уйăх тухнă. Хăмăшсем калаçнă пек пăшăлтатнă, йывăçсем йăвашшăн кашласа ларнă, шыв шăмпăртатса юхнă, кĕмĕл тĕслĕ çутăра пĕтĕм тавралăх асамлăн йăлтăртатса çиçнĕ. Хускалмасăр ларакан ача мăклă тунката пек, тункати пулă тытса ларакан çын пек курăннă.
Хальхинче те çав вырăнах пычĕ Ухтиван. Анчах ишĕлчĕк ӳпли патĕнче чарăнса тăмарĕ, тӳрех çыран хĕррине тухрĕ.
Сывлăшра ӳпре кĕтĕвĕ нăйкать. Куçа курăнми ӳпресем часах Ухтивана та сырса илчĕç. Ура сассисем илтĕнессе кĕтсе хыçкаланса ларнă Ухтиван аллине сулать: ан тив ĕнтĕ, вĕсем те савăнса юлччăр.
Çыран хĕррине шалçа пек шĕвĕр çуйăн пулă тухса выртать. Унтан çăрттан чĕппи çакланать. Çĕкĕ...
Хĕр çинчен те, ӳпресене те манса каять Ухтиван. Тул çутăлнă-çутăлман пулла пикенет вăл. Ирхи апат тĕлне пĕр чĕрес пулă йăтса урапасем патнелле таврăнать.
Çынсем апат пĕçерсе çирĕç, чĕлĕм турткаласа ларчĕç. Çавасене те ĕнтĕ темиçешер хут тĕрĕслесе хăйранă, çул çинче çаплах никам та курăнмасть те курăнмасть.
«Иллӳ-масару, — тет хальччен лăпкăн ларнă Каççан лăшине шăварма кайма хатĕрленсе. — Кăна пĕлнĕ пулсан паян тин килмеллеччĕ-мĕн...»
«Те килет-ха вăл паян», — тет Ухтиван.
Яриле çăкăр хутаççине тытса пăхать.
«Пирĕн апат-çимĕç те кăртрах пулать пулмалла...»
«Кирек кам та икĕ кунлăх çех илсе килнĕ».
«Икĕ çынна пула пĕтĕм ял халăхĕ ĕçсĕр ларать. Вĕсем, тен, килме те шухăшламаççĕ пуль-ха».
Каççан Ухтиван çине шикленсе пăхса илчĕ те лашине шыв хĕрринелле çавăтса кайрĕ.
...Кăтăш пулнă Яриле хăлхине урапа шăлтăртатни пырса кĕчĕ. Старостапа Ивук çитрĕç иккен. Çынсем чĕлĕм туртма пăрахса пĕрерĕн-икшерĕн урапа тавра пуçтарăнса тăчĕç.
Някуç старик шăпа тытмалли патаксене калпак ăшне ярса кĕлĕ мăкăртатма пуçларĕ.
«Çăмăл алăллă» Каççан пилĕкĕ хушшине пĕр ывăç курăк хĕстерчĕ те çавине илчĕ.
* * *
Ӳпле таврашĕнчи улăх кĕçех çаралать.
Ухтиван çурăмĕ çине тар тапса тухнă, çави çаплах пĕр чарăнмасăр енчен енне ыткăнать.
Вжик! Вжик! туса пушă туртса çапнă пек çивĕччĕн шăхăраççĕ çавасем. Пĕр вăхăтра хĕвел çинче йăлтăртатса илсе пĕр вăхăтрах çӳллĕ курăк ăшне чăмаççĕ.
«Эй, малти, малти-и!.. Çунтар хытăрах!» — янăра-янăра каять улăхра савăнăçлă сасă.
Паккуссем тăрăх пушăлла утса тухнă чух çынсем шавлăн калаçса чĕлĕм туртаççĕ, шӳт тăваççĕ.
Ĕçĕн тĕшшине, ĕçĕн савăнăçне тупнă çынсен кăмăлĕ пекех, пĕтĕм улăх çĕр тĕрлĕ чечекпе çиçсе хумханса тăрать. Тăрă сывлăшра кайăксем юрлаççĕ, кулă янăрать. Шыв хĕррине кĕтӳ аннă. Чăвашсен ырхан сыснисем, пăшатан пек, юшкăн ăшне шăтара-шăтара кĕрсе выртнă та нĕрхлетсе шĕвĕр сăмсисене тăратса выртаççĕ.
«Ĕх! Ĕх! Ĕх!» — илтĕнет сывлăшра тăтăшах канăçлăн та тутлăн...
Ухтиван çулать. Ун хыçĕнче — Савтепи. Ухтиван унăн çăви сассине илтет, вăл хăй çине пăхнине туять. Аван иккен вăл эсĕ çынсем хушшинче ытлашши мар пулсан, сана юратакан çын хăвăнпа юнашар çӳресен...
Çава кикен тымаррине лексе тăрăнса ларать. Ухтиван çавине лапаткаланă вăхăтра Савтепи çăпата кантрине юсама пĕшкĕнет.
«Ыратмасть-и пилĕкӳ?»
«Чăшт! Чăшт! Чăшт!» — тăвать лапатка.
«Мĕншĕн?»
«Ара, купăсçăсем вĕсем туйран туя çеç çӳреççĕ-ха та... Вĕсем тӳр пилĕке вĕреннĕ».
«Эй! — илтĕнет хыçалтан Ивук сасси. — Эсир мĕн халăха чарса тăратăр?»
Ивук шыв хĕрринчен хăпарать. Чăнкă тăрăллă карттусĕ çине вăл туллиех çырла татса тултарнă, аллинче — чечек çыххи. Шăрăх пулин те, Ивук çутă кунчаллă атăпа.
Хĕвел аннă çĕре улăх илемлĕ паккуссемпе витĕнчĕ.
...Виççĕмĕш кунне Шуркасси çыннисем типнĕ утта пуçтарма тухрĕç. Ĕç пĕтерсе киле кайма хатĕрленсен ялтан стараста персе çитрĕ.
«Акă, — терĕ вăл, хĕвĕнчен лӳчĕркенсе пĕтнĕ хут татки туртса кăларса. — Кунта çырнă, çапла хушаççĕ... Паçăр мана ăна Иван Ильич илсе килсе пачĕ», — Ивук еннелле пуçне сулчĕ стараста.
«Мĕн çырнă?»
«Мĕн вуласа пачĕ?» — илтĕнчĕ халăх хушшинчен.
«Çапла хушаççĕ, — терĕ те стараста урапи çине хăпарса ларчĕ. — Ку утăран никам та пĕр пĕрчине илме пултараймасть. Йăлтах кантура памалла. Туйимккешĕн илеççĕ. — Стараста хутне кĕсйине чикрĕ те тилхепине тытрĕ. — Хăйсен утине тăватă кил илсе кайма пултараççĕ: Илле Çимонччă, эпĕ, Эрнюк Петровччă тата Каççан... Кил, лар, Ивук Ильич. Кайрăмăр...»
Вĕсен урапи курăнми пуличченех никам та вырăнтан хускалмарĕ. Пĕр Каççан пичче кăна темĕнле сăлтав тупса лашипе вăрманалла юрттарчĕ. (Халăхпа пĕрле юлас — старастаран ырă мар, старастипе каяс — ял çыннисенчен сăмах.)
«Юс», — терĕç ăна хыçалтан.
Ухтиван пĕр сăмахсăрах лашине хăйсен капанĕ патне çавăрса тăратрĕ те урапи çине утă тиеме пуçларĕ. Тиесе пĕтерсен çавнашкалах нимĕн шарламасăр, ялалла уттарчĕ. Вăл çул кукринче курăнми пулсан тин ытти çынсем те хускалчĕç.
...Улăхпа ял хушшинчи çул çинче çĕрĕпех утă ураписем лăчăртатни илтĕнсе тăчĕ.
Ивук та çывăрмарĕ вăл каç. Вырсарни куна яла таврăннăскер, çĕр хутах кантура тухса утрĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...