Таната :: Кантуртисем
Кантуртисем пĕр-ик кунтан тин килеççĕ тесе суйрĕ Ивук. Шуркасси çыннисем хансен утине турттарни çинчен Ивукран пĕлсенех пристав çула хатĕрленме пуçланă.
...Кăнтăрла тĕлĕнче Шуркассине хура ăйăр кӳлнĕ тăрантас пырса кĕчĕ. Пристав малтанах стараста патне кĕрсе апат çирĕ, шущиксене чĕнтерсе ял тăрăх тухса утрĕ.
Пăртакран Шуркассине тата тепĕр пушă урапа пырса кĕчĕ.
Урам тăрăх пĕр кĕтӳ пуçлăх утать. Малта — приставпа сотски, аллă çулсене çитнĕ кĕреш юмансем, вĕсем хыççăн — Хушаççĕ Петĕрĕ, Ивук, пунеттейсем, пуш урапапа килнĕ Чикме мещенĕ... Сасартăк пурте вилсе пĕтнĕ пек, ял шăпланса ларнă. Йăмра айĕнчи пĕчĕк пӳртсенче, картишсенче, улмуççи пахчисенче пĕр хускану та курăнмасть. Пуçлăхсем камăн та пулин алăкĕ патне пырса чарăнсан çеç хаяр кăшкарашу тапранса каять, хапха алăкесене шатлаттарса тапни илтĕнет.
Урам варрине пир тăрăхĕсем, çĕленĕ кĕпе-йĕм, арча-çӳпçе таврашĕсем туха-туха сирпĕнеççĕ. Кайран пуш урапапа килне этем, çивĕч куçлă йăрă усламçă, кашни япаланах тыта-тыта пăхать те хакне каласа хăй урапи çине илсе хурать. Япаласем çур хака мар, чĕрĕк хака та каймаççĕ. Усламçă пăрахăçланă япаласене пристав аттипе тапа-тапа ватать, пусса лапчăтать.
Хырçăсене укçан парса татма хăтланакансем те пур. «Ку — виçĕм çулхи тӳлевшĕн», — тет те пристав укçине кĕсьене чиксе хут çине темскер паллă тăвать.
«Виçĕм çулхине эпĕ пĕлтĕрех тӳлесе татнăччĕ-çке?» — тесе пăхаççĕ Шуркасси çыннисем.
Приставăн мăй тымарĕсем хĕрелсе каяççĕ, чăпăркка тытнă алли сывлăша çĕкленет.
Чăвăшт! янăраса каять сывлăшра çивĕччĕн.
«Татах нумай калаçатăн-и?»
«Ара, эпĕ çынсем умĕнчех тӳлерĕм-çке ĕнтĕ, хоспотин?.. Кӳршĕсем те курчĕç».
Çине-çинех чăпăркка шахăрать. Таçта ачасем макăраççĕ, хĕрарăм ĕсĕклет.
Приставпа шущик, вилес пек тарăхса çитне çынсене хĕненĕ евĕр, шăлĕсене çыртса хĕнеççĕ Шуркасси чăвашĕсене. Шущике кашни çапмассерен пушшине хăвăрттăн хăй еннелле турта-турта илет, çĕçĕпе каснă пек, ӳт çине урлă-пирлĕ йĕрсем хăварать.
«Тӳле пĕлтĕрхишĕн!»
«Укçа çук, пристăв хоспотин...»
«Тӳле теççĕ сана!»
«Пăртак кĕтĕр ĕнтĕ, тархасшăн. Пăртак çеç...»
Пристав ахлатса çынна сăмса урлă çапать. Куççуль тумламĕсемпе хутăш юн шăпăртатса анать.
«Карчăк, илсе тух-ха эппин турăш хыçĕнчен. Лаша чунĕ туянма пуçтарнăччĕ, пристав хоспотин. Лаша туянас тесеттĕм. Лашасăр пурнăç пурнăç-и вăл пирĕн пек çыннăн?..»
Пристав укçана пуçтарса чикет те хут çине паллă тăвать.
«Халь ĕнте кăçалхи парăмна тат».
«Татах-и, пристав хоспотин?»
«Татах пулмасăр! Кăçалхине саншăн кам тӳлемелле тата?»
«Тăхта-ха, хоспотин. Ара, эпĕ пĕлтĕр те виçĕ çулшăя тӳлерĕм-çке-ха ĕнтĕ? Укçа пухма та хăвăрах килнĕччĕ пу...»
Çын хайне пĕç кăкĕнчен тапнипе çĕре хутланса ларать, тăнне çухатать.
«Калаçма тата! — çаврăнса тăрать пристав пунеттейсен еннелле. — Эп калаçтарăп... Эп калаçма тытăнсан... Ларма вырăн тупаймăр».
Тăнсăр пулса ӳкнĕ çыннăн япалисене шущиксем урама тултма тытăнаççĕ. Юр çунă пек, тĕк вĕçет, чăхсем кăтиклеççĕ, сурăхсем макăраççĕ.
Усламçă урапи кĕçех тӳпеленсе ларать.
«Мĕн ятлă çынччĕ вăл ӳкни?» — ыйтать полицейски тепĕр килелле кайнă чух.
«Пĕлместеп», — тет пристав.
«Хут çине темскер çыртăн мар-и эсĕ?»
«Кăштах йăлине тумалла-çке ĕнтĕ?»
«Пĕлтĕрхи пирки мĕн мăкăртатрĕ вăл этем? Чăнах пуçтарнă пулнă-и вара эсир хырçă?»
«Астумастăп, — тет те пристав çилĕллĕн — юнашаррисен çил хапхине уçса пăрахать. — Эй, кам пур килте?.. Кам астуса пĕтертĕр вĕсене! Пурне те çырсан — хут та çитес çук... Эй, хуçи!..»
Яриле старик патне вĕсем каç пулас умĕн тин пырса кĕчĕç. Кăвак тум-тир тăханнă приставпа шущиксене курсан пахчаран шыв ăсса килекен Яриле шалтăрах вăйран кайса каска çине ларчĕ. Чĕресĕ йăванса кайрĕ. Унтан сиксе тăчĕ те старик каллех пахчаналла вирхĕнчĕ, алăкран çакланса ларса кĕпи аркине çурса пăрахрĕ.
Çын хăйсенчен хăраса пăван пек çапăнса çӳрени пристава килĕшрĕ пулас, вăл кулкаласа стараста еннелле çаврăнчĕ.
«Ку мĕнле этем?»
«Вăл-и? — терĕ те Хушаççĕ Петĕрĕ аптраса пĕр вăхăта шухăшласа тăчĕ. — Вăл... мĕнле калас... Каçхи кайăк».
«Мĕ-ĕн?»
«Каçхи кайăк, тетĕп, пристав хоспотин».
«Мĕнле каçхи кайăк?»
«Вăл çĕрле сункăлтатса çӳреме юратать. Каç пулсанах тухса каять те вара таçта та çитсе çапăнать».
«Тен, вăрă вăл?»
«Çук, уншăн мар. Вăл кăштах... катăкрах пулмалла, яланах çавнашкал. Пӳлминче хăйĕн виçĕ пĕрчĕ тырри те çук... Шутсăр чухăн пурăнать...»
«Çуралнăранпа çур пус укçа тытса курман пулмалла вăл», — терĕ Ивук та Ухтиван киличчен кунтан тухса кайма шутласа.
«А утă мĕнле? — çаврăнса тăчĕ пристав Ивук еннелле. — Турттарса килнĕ-и вăл утă?»
«Турттарса килнĕччĕ пулас...»
«Вара мескер лĕпĕртетсе тăратăн? — терĕ те пристав аллине хускатрĕ. — «Чухăн», «укçа курман...» Утă турттармалла пулсан пуринчен малтан курнă пулĕ-ха... Эй, эсĕ, мĕлке, мĕншĕн укçа тӳлеместĕн?»
«Иртнĕ эрнере кăна тӳлесе татрăм, хоспотин».
«Мĕн тӳлерĕн?»
«Сурăхсем патăм. Икĕ сурăх».
«Сурăх — укçа мар, — вĕрентӳллĕн те хаяррăн татса хурать пристав.— Укçа кирлĕ...»
Яриле паçăртанпах ĕнтĕ ывăлне кĕтет, çынсем хушшипе урамалла тайăла-тайăла пăхать. Мĕншĕн халĕ те килмест-ши Ухтиван? Паçăрах ăна Ивук чĕнсе килетĕп терĕ-çке ĕнтĕ?
Шутсăр пĕччен пек туять хăйне Яриле ют çынсем хушшинче. Унăн мĕскĕн те шиклĕ куçĕсем çĕрелле пăхаççĕ, хыткан алли кĕпи аркине йăвалать.
«Çук-çке укçа, ыр çыннăм. Пулсан эп ăна савăнсах...»
«А утă пур-и?»
«Пурччĕ кăштах...»
«Ăна турттарма пĕлтĕн пулсан укçа тӳлеме те пĕлес пулать... Йăтăр япалисене», — çапма хатĕрленнĕ аллине ĕшенчĕклĕн сулчĕ пристав каска пуканĕ çине кайса ларса.
Пунеттейсем Яриле пӳртне кĕрсе çаврăнса тухрĕç, лупасайне пăхрĕç, пахчине кайса килчĕç.
«Нимен те çук, пристав хоспотин».
«Мĕнле нимĕн те çук? — сиксе тăчĕ пристав ури çине. — Мĕншĕн çук? Мĕншĕн санăн нимĕн те çук, старик?»
Яриле пуçне чиксе темĕн мăкăртатса тăрать.
«...Хĕсĕк... Кăшт уралансан... Çитес çул...» — илтĕнет юлашкинчен хуллен.
«Мĕскер хĕсек?»
«Çĕр хĕсĕк... Çĕр улми валли... касса илчĕç... Çĕр улми лартма... Тата мукаçей тыррине... акма...»
Чулпа пенĕ пек, Яриле пуçĕ çине чăпăркка татăлса анать.
«Шăп пул... Тепре килнĕ çĕре укçа хатĕрлемесен çапса пăрахатăп».
Кайма тытăннă приставпа шущиксен умне Ивук пырса тăрать.
«Пристав хосподии, — терĕ вăл хуллен йĕри-тавра хăравçăллăн пăхкаласа. — Старикĕн те пур илсе каймалли япала».
«Мĕскер вăл?»
«Сĕтел».
«Сĕтел? — Пристав малтанах Ивук çине тĕлĕнсе пăхса тăрать-тăрать те сасартăк кулса ярать. — Чăнах та-çке! Ой молодец иккен эсĕ. Тĕрĕс! Стараста патĕнче апат пĕçерме типĕ вутă пулать».
«Пуканне те илме калас».
«Ăна та илме хушăпăр. Кала пунеттейсене...»
«Тен, алăкне те илмелле пуль?»
«Хапха алăкне-и?»
«Мар, пӳрт алăкне».
«Мăшкăл пултăр тетне? Юрать, юрать. Кала...»
Паçăрхи айăпа каçарттарнă Ивук савăнăçлăн каялла чупать.
«Упшур» команди — Мултиер умĕнче.
«Василий Иванов!» — кăшкăрать пристав. Мултиер чĕнмест.
«Василий Иваиов теççĕ сана!»
Мултиер хапха юпи çумне тăнă та аптраса пристав çине пăхать.
«Сана калать вăл, Мултиер пичче», — тет Ивук хуллен.
«Мана-и? Эпĕ Ваçли ятлă мар-çке?»
«Чиркӳре тĕне кĕртнĕ чухне сана Васили тесе ят панă. Иванов — хушамату пулать. Ан ман эс текех».
«Эпĕ Мултиер ятлине пĕтĕм ял пĕлет, — хăйĕннех перет Мултиер. — Мана урăх ят кирлĕ мар. Хушамат Сурбанов пирĕн».
Ивук ун сăмахесене вырăсла куçарсан пристав тилĕрсе кăшкăрашма тытăнать, хĕремесленсе каять:
«Ан шавла! Мултиер вăл — йытă ячĕ, илтетни? Çын ячĕ санăн — Василий Иванов... Ăнлан та астуса юл, Василий Иванов... — пристав шущиксемпе Хушаççĕ Петĕрĕ еннелле çаврăнать. — Мĕнле чĕр чунсем ку чăвашсем! Хăйсен ячĕсене пĕлмеççĕ... Чиркĕве çӳретĕн-и?»
...Кантуртисем хăйсенчен иртсе виççĕмĕш киле кĕрсен тин Ухтиван ушкăна пырса хутшăнчĕ.
«Гос-по-дин пристав, — терĕ вăл шăппăн кашни сăмаха сыпăкăн-сыпăкăн пайласа. — Кирлĕ марччĕ апла хăтланма...»
Ухтиван сассинчи вĕчĕрхенӳ, пытарăнчăк хаярлăх ват çерçие шалтах аптратса пăрахрĕ. Кам-ши вара ку çын, çавнашкалах хăюллă калаçаканскер?
«Эс... ир мĕн пирки?» — ыйтрĕ пристав куçĕсене хăвăрттăн мăчлаттарса хупса. Ăна Ивук сасартăк хăраса ӳкни те тĕлĕнтерчĕ пулмалла.
«Ытлашши ашкăнатăр, — терĕ те Ухтиван пристав çывăхнерех ярса пусрĕ. — Кам ирĕк пачĕ сире çынсен алăкĕсене кăларса çӳреме?»
Пристав, пулăшу ыйтнă пек, шущиксем енне çаврăнса пăхрĕ те пĕр утăм каялла чакрĕ. Çынсем шап пулчĕç.
«Тăхта-ха, кам пултăн вара эсĕ? Эп... паллаймарăм пулас».
Ухтиван кулса ячĕ.
«Нивушлĕ! — текелесе вăл çынсен хушшине кĕрсе кайрĕ те кутăн чакакан Ивука аллинчен çавăрса тытрĕ, танкăлтаттарса ăна пристав умне çавăтса тухрĕ. — Нивушлĕ палламастăр? Акă ман юлташ. Эпир унпа пĕрле ют ял çыннисем пирĕн кĕпере ватнине пăхса тăтăмăр. Унăн ашшĕ мана хăйĕн хĕрне качча парасшăн-ха».
«Вăра эс алăкне мĕншĕн пăстартăн?» — тĕлĕнсе ыйтрĕ пристав Ивукран.
«Эсĕ-и-ха ăна?!»
Мĕн пулнине çынсем ăнланса иличчен Ухтиван аллине çĕклерĕ те Ивука янаххинчен çатлаттарчĕ. Унтан тата тепре.
«Ме сана алăк! Ку сĕтелшĕн. Ак ку пуканшăн пултăр!..»
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...