Таната :: Кам айăплă
Пĕр каçхине Ухтиван кӳрше кайрĕ. Мултиер ачисемпе лаçра ларатчĕ.
«Тĕрĕс-и вăл, мана авланма юрамасть тени? Ивук сӳтрелсе ларчĕ. Йăли çапла тет».
«Мĕн эсе килнĕ-килменех авланассисем çинчен... — текелесе Мултиер кулма хăтланчĕ те сасартăк ачисене кăшкăрса пăрахрĕ. — Миçе каламалла сире, лаçран тухса кайăр тесе! Çӳреççĕ ура айĕнче пăтранса».
Чип-чипер ларакан ачасем тăчĕç те картишне тухрĕç.
«Эсĕ хуллентерех калаç, — терĕ Мултиер, алăк патне пырса пăхса, — Ачасем вĕсем сăмах акма юратаççĕ...»
«Пустуй пуль вăл, сăмахĕ?»
«Мар, терĕсех. Мана Яка Илле каласа пачĕ. Малтан ăна эпĕ тĕ пĕлменччĕ.»
Мултиер алтăр чавма тытăннă иккен. Вăл ĕçне илсе çавăркаласа пăхрĕ те каллех сак çине пăрахрĕ.
«Ĕçлени те ахалех. Куртăн пулĕ, — илсе карĕç çӳпçене. Сутас тесе тăраттăмччĕ...»
«Эпĕ каярахпа кисе çитрĕм çав».
«Юрать-ха, хăна тытса каймарĕç. Эп ĕнтĕ çакланчех тенĕччĕ. Сана тытма хăтланнă пулсан эпир те, Якурпа иксĕмер, пырса çулăхасшăнччĕ».
«Хам та телĕнсех кайрăм. Янаххине тытрĕ те килнелле утрĕ. Ивукĕсĕр приставĕ те ним тума пĕлмерĕ пулас».
Иккĕшĕ те кулаççĕ: Мултиер — темшĕн ирĕксĕртерех те юлташĕ çине шикленсе пăхса, Ухтиван — чунне йăпатнă пĕчĕк ача пек, уççăн та хĕпĕртесе. Ан тив, кĕске вăхăта çеç пултăр, çапах вăл кăмăлне пусарчĕ, халăх умĕнче ун сăмахĕ çиеле тухрĕ.
Мултиер йӳле пилĕкĕн, ярханах. Вăл кăтра сухалне чĕпеткелет, пĕчĕк куçĕсемпе Ухтиван çине пăхать.
«Малашне эсĕ асăрханарах çӳре, ачам. Яка Илле таврашĕ хăйне мăшкал тунине нихçан та манмасть. Мĕнле те пулин тавăрма тăрăшĕç».
«Вăл паллă ĕнтĕ».
«Эсе юриех лăпкă пул. Путек пек çӳре. Вĕсем чĕрре кĕме тытăнсанах аяккалла пăрăн...»
«Хăйсем пăрăнччăр, — тет Ухтиван хĕрелсе кайса — Эп хăраса ӳкем, тепри хăратăр... Вара вĕсем пуç тăрнех хăпарса лараççĕ».
Мултиер шыв тултарса ĕçет, хăрушă япала калама хатĕрленнĕ пек, сывламасăр тăрса çăварне карать те аллине кăна сулать.
«Çук, çук, асăрханни чăрмантармасть. Эсĕ пĕлместĕн-ха. Санăн шутсăр лăпкă çӳремелле».
«Санăн та-и?»
«Эсĕ мана ан тĕкĕн-ха, тăхта. Сăмах сан пирки пырать, Ухтиван. Эпĕ сана нихçан та усал сунман. Итле каланине. Пĕр хушă та пулин тӳс. Чăтса ирттер мĕнле те пулин. Аллу амансан алсу ăшне чик, пуçу çурăлсан çĕлĕкпе хупла тенĕ. Анчах никама та ан текĕн, ан çиллентер. Ĕнер те эсĕ шутламасăртарах хăтлантăн. Кирлĕ марччĕ вăл».
Ухтиван тем ырă маррине сисме тытăнать. Мĕншĕн унăн çеç лăпкă пулмалла? Лаçра çурма тĕттĕм. Урамра лаша тулхăрни илтĕнет. Лупас айнелле ачасем тум-тир сетĕрсе иртрĕç. Мултиер сăнĕ кăшт çеç шуррăн палăрать.
«Юрĕ, Мултиер пичче. Йăвашланăпăр. Нумаях пулмасть пирĕн сурăхсене хăваласа кайнă. Ĕнер сан çӳпçӳне тиесе кайрĕç... Чĕнмĕпĕр. Ан тив, ашкăнччăр хăйсем пĕлнĕ пек».
Мултиер сиксе тăрать те лаç алăкне шалт хупса лартать, алтăрне сакайнелле илсе перет. Маччаран шăпăр! тăпра тăкăнать.
«Мĕлле ăнланмастăн эсĕ, Ухтиван, — тет вăл йăлăннă пек сасăпа, Ухтивана хирĕç пырса тăрса. — Сăмах сан пирки çеç пырать, пĕл эс çавна! Пĕчĕк ача пек ухмаха персе ан лар. Ытах кам та пулин кӳрентерсен мана систер. Акă çĕр çыртса калатăп... Кур эсĕ... Акă... Уйăхшăн-хĕвелшĕн эпĕ вăл çынна кайса ислететĕп. Вăй çитмесен Якурпа иксĕмĕр кайса хĕнетпĕр! Тĕрĕс калан-эс, ун пеккине ахаль хăвармалла мар. Анчах эсĕ ан хутшăн унта. Юрать-и, сăмах паратни?.. Ун пек пултараймасан, эппин, пĕрер çуллăхха-икке ялтан тухса кай».
Ухтиван аллине тăсса Мултиере тытать те хăй патнелле туртать. Тарласа чăм шыва ӳкне шакăр шăмăллă Мултиер малтан аяккалла туртăнать, унтан лăпсăр! çемçелсе Ухтиван çумне пырса ларать.
«Тавтапуç, Мултиер личче, — тет Ухтиван ăшшăн, хуллен. — Эп сан кăмăлна пĕлетĕп. Халь ĕнтĕ арçынпа арçын калаçнă пек калаçар. Мăн çынна куçкурла выляни килĕшмест. Кала — мĕн пулчĕ?»
Мултиер тӳрленсе ларать.
«Ним пытармасăр-и?»
Ухтиван чĕнмест.
«Эппин, итле, — тет те Мултиер сасартăк пăшăлтатса калаçма тытăнать. — Эпир санпа иксĕмĕр серепене çакланнă».
«Серепене? Мĕнле серепене?»
«Чăн-чăнне, тухмалла маррине...»
«Нимĕн те ăнланмастăп...»
«Ах тур санпа... Авланма юраманни нимех те мар-ха. Çын авланмасăр та пурăнма пултарать. Хăрушши унта урăххи... Вĕлерме пултараççĕ».
«Кама? Мĕншĕн?»
«Сана... Яка Илле ял тăрăх сăмах акса çӳрет тет. Кĕрӳ каччи пулнă çын мăшăрĕпе пĕрле пулмалла тесе калать тет».
«Çĕрпе пĕрле-и? Чăнах пур-ши ун пек йăла?»
«Ĕмĕрне те пулман! Такам ухмахĕ шутласа кăларнă ăна».
Ухтиванăн темшĕн хăсас килсе каять, пуçĕ çаврăнать. Вăл такампа тавлашасшăн, мана улталарĕç, эпĕ пĕлмен тесшĕн, анчах кампа тавлашăн кунта? Мултиерĕ малтан хай те нимĕн те пĕлмен, стариксемпе ятлаçни — усăсăр япала. Ĕçне часрах татма çеç пулăшĕ вăл.
Ухтиван стена çумне таянать. Мултиер алăк патне пукан çине кайса ларнă. Алăк кăштах уçă пулас, Ухтивансен картишĕнче лаша ассăн сывлани илтĕнет.
«Вăл йăла çинчен нумайăшĕ илтнĕ-ши ялта, Мултиер пичче?»
«Çамрăксем питех мар пулас та... Ват çынсем илтнех ĕнтĕ. Мĕлле, ялтан тухса каяс тетни?»
«Тепле-çке... Çук мар-и... Таврăнни те нумай пулмасть те-ха...»
Ухтиван калаçнинченех паллă: унăн çăвар ăш-чиккийĕ типсе ларнă. Мултиер айĕнчи пукан лачăртатать.
«Хамах пушă кирлĕ те çав, сӳккеней. Ухмах!.. Эрехсем ĕçсе сӳпĕлтетсе çӳретĕп. Тьфу!»
Ухтиван килне кайма тухать. Мултиер пӳрчĕ тăрринче качака улăма чăштăртаттарать. Уйăх çути, хĕллехи пек, шурă, шурă. Урам хушшинчи йăмрасем улăхри утă капанĕсем пек, вĕсен айĕнчи лапчăк пӳртсем пĕчĕк купасем пек курăнаççĕ.
Пурнăç сасартăках, куç умĕнчех — икке уйрăлать. Халиччен курни-илтнисем, тӳссе ирттернисем, пурăнни — пĕр енче, Ухтиван, пĕр-пĕччен, — тепĕр енче. Пĕр сăмах, çыра пек, вĕсене ярт уçă йĕр туса уйăрса тăратать. Ку санăн пурăннă чухнехисем пулнă, ак ку — хальхисем. Йăмрасем, пӳртсем, уйăх — пĕтĕм çут тĕнче йăлтах урăхла курăнса каять.
Мĕн кăна памĕччĕ-ши вăл ĕнерхи куна каялла тума май килсен, çав пĕр сăмах тĕнчере пулас пулмасан! Çĕр тĕрлĕ хĕн-хур, асап пултăр, анчах — халăхпа пĕрле.
...Ир енне çенĕк алăкне хуллен шăкăртаттарчĕç.
«Кам унта?»
«Çывăрмастăн-и, Ухтиван?»
Мултиер. Вăл кĕчĕ те хыпашласа пукан тупрĕ, тахçанччен çулупа чаккаса чĕлĕмне чĕртрĕ. Вара хаш! сывларĕ те Ухтиван вырăнĕ çине куçса ларчĕ.
«Сисместĕн-и, кам ĕçĕ ку?»
«Ара, пĕтĕм ялĕпе çыпăçрĕç те...»
«Э, çук, эсĕ яла ан айăпла-ха. Ялĕ тăра тăтăр. Кунта пĕр çын çех айăплă».
«Кам?»
«Яка Илле».
Ухтиван вырăнĕ çине тăрса ларчĕ.
«Тăхта-ха... Мĕне кирлĕ пуль ăна?..»
«Э-эх, çавна та туймастăн. Вăл сана малтан тарçа илес тесе çӳрерĕ-и? — терĕ те Мултиер хăех каласа хучĕ: — Çӳрерĕ. Эсĕ — килĕшмерĕн. Кайран Паçи юратса пăрахрĕ. Яка Илле сана киле кĕртесшĕн пулнă. Намăсне пăхмасăрах хăвăр пата пырса тархасланă. Эсĕ — каллех килĕшмен. Килĕшме мар, çăмăлттайланса çамрăксене каласа çӳренĕ. Вара Яка Илли тарахнă та...»
«Те çавă-ха ăна».
«Çавă! — терĕ Мултиер, хыттăн пăшăлтатса. — Эпир Якурпа халь анчах Някуç мучи патне кайса килтĕмĕр. Пурне те Яка Илле хускатрĕ тет. Ман хĕре пулмасан никама та ан пултăр тенĕ ĕнтĕ вăл... Мана та çавă улталарĕ. Шăп туй пуçланас кун... ман çӳпçене туянчĕ».
Ухтиван Мултиере хул пуççийĕнчен тытса лăпкарĕ.
«Килсе каланăшăн тем пекех, Мултиер пичче. Эс ман пуç çинчи хуйха сирсе ятăн»,
«Сирĕлесси сирĕлсех пĕтмен те-ха вăл...»
«Малтан эпĕ ытла анраса ӳкнеччĕ. Хура пĕлĕт пек кисе хупларĕ те, вĕçĕ-хĕрри те курăнмастчĕ. Халĕ çăмăлтарах ĕнтĕ, инкекĕ ăçтан килесси те паллă».
«Ял халăхĕ сан майлă, Ухтиван. Эпĕ çав Шахрунсене çех шанмастăп, Вăл таçти вăрă йăхĕ теççĕ. Пĕччен чухне эсĕ асăрханарах çӳре. Ытлашши чĕрре кĕме те кирлĕ мар».
«Юрĕ, Мултиер пичче, юрĕ».
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...