Таната :: Шахрун
Хăрах куçлă çеç пулсан та Яка Илле тарçи Шахрун аякрине курнă. Вăрă ĕçĕпе те çын вăйĕпе пуйнă йăхран тухнăскер, хăй те ăста вăрă, вăл укçа вăйне лайăх пĕлнĕ, çынсене витĕр курса ăнланнă. Шахрун урампа утса пынă, çурăмĕпе çынсем хăй çине мĕнле пăхнине туйнă. Çынсем хушшинче ларнă чух вăл шăпăр шăтăкнелле тĕршĕннĕ те ниçталла та пăхман, анчах пуринчен ытларах курнă, нумайрах илтнĕ. Вара пурне те сăмси çине картса хунă.
Шахрун никама та юратман. Юратма мар, пурне те çапса пăрахма хатĕр пулнă. Çын хăйпе çынла калаçсан вăл хăранипе çапла калаçать тенĕ. Курайманнине сиссен вăл çынна хăйне часрах такăнтарма тăрăшнă.
Шахрун çав тери вăйлă пулнă. Лаша таканне вăл турпас таткине хуçкаланă пек хуçкаланă, тимĕр тăлла туртса татма пултарнă. Çынна çапсан тӳрех вĕлермелле çалнă. Тарăхнă вăхăтра унăн пĕртен-пĕр куçĕ вут-хĕм сирпĕтнĕ, пĕр самантра кăвар пĕрчи пек хĕрелсе кайнă.
Шахрун утти кашкăр уттине аса илтернĕ. Кашкăр пĕр еннелле — малалла пăхать, çав вăхăтрах айккинчисене те, хыçалтине те курать те, туятъ те. Шăртне тăратса та шăлне йĕрсе вал пĕтĕм тĕнчене хыпса çăтас пек утса пырать, анчах хăй хӳрине хĕстернĕ, хăлхисене çивĕччĕн выляткалать. Хăй хĕллехи сивĕ уй тăрăх майĕпен те лӳпперрĕн утать, пăхсан — хир патши ку темелле, анчах ури шăнăрĕсем хăйĕн кĕç-вĕçех тапса сикес пек туртăнкалаççĕ.
Çавăн пек пулнă Илле тарçи Шахрун та. Вăл, çĕрле тăр пĕччен хирте е вăрманта ним шухăшсăр выртса çывăрма пултарнă, анчах ялта, çынсем хушшинче, алăкне çаклатмасăр выртма хăранă.
Вăтăртан иртнĕ çын, çӳллĕ кĕлеткеллĕ те сарлака хул-çурăмлăскер, вăл курпунне кăларса та пуçне чиксе çӳренĕ. Çу сĕрнĕ пек йăлтăртатса тăракан йăмăх хура çӳçне сарлака çамки çине усса шăтса юхнă куçне çынсенчен пытарнă. Сулахай хулĕ унăн, темĕнле курăнман япала хунă пек, лаштах усăнса аннă, куçĕ çăпата пуçнелле тинкерсе пăхнă.
Курăнман япалисем чăнах та хытă пуснă Шахрун хулĕсене. Вĕсем çинчен Шуркассинче икĕ çын тĕллĕн пĕлнĕ: Шахрун хăй тата унăн хуçи Яка Илле.
Шахрун аслашшĕ çинчен Пăранькассинче паян кунчченех хăраса та тĕлĕнсе калаçаççĕ. Вăл вышкайсăр вăйлă та чăрсар пулнă, ӳсĕр вăхăтсенче ашкăнса çынсен кĕлечĕсене урăх еннелле çавăра-çавăра лартнă, лашисене çырма урлă çĕклесе каçарнă, арăмĕсене пусмăрланă. Ун патĕнче яланах çука юлнă тăванĕсемпе хурăнташĕсем пурăннă. Пĕри выльăх пăхнă, тепри уйри ĕçсене тунă, виççĕмĕшесем ăна вăрра çӳреме пулăшнă е вăрланă япалисене вырнаçтарнă.
Вăрă тĕлĕшенчен вара Шахрун аслашшĕне çитекенни таврара та пулман. Выртмари лашасене утланса тарасси е çывăракан хуçисем урлă каçса кĕрсе тимĕр çăрапа питĕрнĕ кĕлете уçасси уншăн чи çăмăл ĕç пулнă.
Хăй мĕнле чăрсăр пулсан та Шахрун аслашше кашкăр йăлисене çирĕп тытнă: çывăх ялсенче вăл никама та тĕкĕнмен, çаратман.
Ватăлмалăх кунĕнче Тумăрса (Шахрун аслашшĕ çапла ятла пулнă) ял çыннисене хăйĕн хытлăхĕпе тĕлĕнтерсе пăрахнă. Яшкине вăл витре кĕрекен хуранпа пĕçерттернĕ те ăна çисе ямасăр килĕнче вут чĕрттермен.
Çăкрине пуртăпа касса çинĕ (тип çăкăр перекетлĕ). Хăй хĕлле те, çулла та тимĕр пек хытса кайнă пăру тир çĕлекĕпе те çĕтĕк сăхманпа çӳренĕ.
Пĕр ĕçкĕре Тумăрса кӳрши патĕнче ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ те çĕлĕкне çухатнă. Ирхине тăчĕ тет те старик тӳрех пуçне çаварса тытрĕ тет. Çĕлĕке çук! Пӳрт йĕри-тавра шыраса çаврăннă — унта та тупăнман. Каçхине ĕçкĕре пулнă çынсенчен ыйтса тухнă, картишĕнче, урамсенче, çӳп шăтăкĕсенче шыранă — çук та çук тет çĕлĕк.
Аптăранă хуçа Тумăрсана хăй пуçĕнчи вĕр çĕнĕ çĕлĕке хывса панă. Старик ун çине çаврăнса та пăхмарĕ тет.
Юлашкинчен пĕтĕм ялĕпе шырама тытăннă усал çĕлĕке. Пур çĕрте те Тумăрса ухмаха ерни çинчен калаçнă. Чирлесе ӳкнĕ старик патне пĕлтĕр-виçĕм çулсенче кăларса пенĕ çĕтĕк çĕлĕксене йăта-йăта пынă, пахча мĕлкисене йăлтах çаратса хăварнă. Тумăрса çĕлĕкĕ ниçта та тупăнман.
Çырма хĕррине лаша шăварма аннă кӳршĕ ачи пĕррехинче пылчак ăшĕнче çаралса кайнă çĕлек выртнине курнă. Лашине шăваркаланă та ача вараланчăк çĕлĕке пӳрни вĕçĕпе чĕпетсе тытса старик патне улăхнă.
«Ку сан çĕлĕк мар пуль, мучи?»
«Манăн, манăн!.. Давай кунта».
Старик сасартăк вырăнĕ çинчен сиксе тăчĕ тет те ача аллинчи çĕлĕке туртса илсе чуп турĕ тет. Унтан вăл ăна çĕçĕпе чашт касса çурнă та хăраса ӳкнĕ ачана пĕр ылтăн укçа кăларса тыттарнă. Ача каланă тăрăх, çĕлĕк ăшĕнче, тулĕпе ăшĕ хушшинче, йĕри-тавра «тӳмесем пекех» укçа йăлтăртатнă пулнă.
Каласа параканни (халĕ вăл хĕрĕхрен иртнĕ) çак тĕлте пĕр япалана ăнланмасть. Çĕлĕкне тупнипе савăннă Тумăрса çав самантрах тилĕрчĕ кайрĕ тет те алăкне уççа пăрахса ачана кутĕнчен тапса сиктерчĕ тет.
Имĕш, тасал часрах куç умĕнчен!..
Унччен маларах е кайран Тумăрса çапла хăтланни никама та тĕлĕнтермен пулĕччĕ, анчах савăннă вăхăтра хăйне тапса ывăтни калавçа шалтах аптратнă.
«Ухмаха ермен пулсан мĕншен апла хăтланчĕ-ши вăл старик?»
Кунта нимĕн ăнланмалла марри те çук. Хыт кукар Тумăрса малтанах савăнса кайнă, кайран укçине хĕрхенсе ачине хăваласа кăларнă. Çавă кăна. Лешĕ тата пăртак тăнă пулсан панă укçине каялла туртса илме те вăтанман пулĕччĕ.
Шахрун ашшĕ Лĕхтинкка тăваткал хура сухаллă та хура çӳçлĕ, яштака, илемлĕ çын пулнă. Вăйĕ-халĕпе вăл та Тумăрсаран инçех юлман. Тулли лавпа тăвалла хăпаракан лаши ывăнсан ăна тăварса лавне хăй туртса хăпартнă. Шурлăха путнă ĕнине пăявпа çаклатса туртса кăларма та çынсене чĕнсе тăман. Анчах чăрсăрлăхĕпе вăл ашшĕнчен те, такамран та ирттернĕ.
Те Пăранькассисем хăйсем чĕнмесĕр тăма хăюлăх çитернĕ, те вăл вĕсемпе хутшăнасшăнах пулман, ĕçкĕ-çикĕсенче Лĕхтинкка нихçан та ял-йышсемпе пĕрлешмен. (Ял çыннисенчен нумайăшĕ мар, çывăх кӳрши-аршисем те унăн пӳрт ăш-чикки мĕнлине курман). Ĕçкĕ вăхăтĕнче Лĕхтинкка патĕнче таçтан çичĕ ютран пуçтарăннă ăçти çуксем, вăрă сăнлă шултра арçынсем чĕмсĕррĕн ĕçсе ларнă. Вĕсем тĕттĕм пулсан пуçтарăннă та тул çутăличчен ялтан тухса кайнă. Ăçтан килнĕ те ăçта кайнă вĕсем, кăнтăрла мĕн туса ирттернĕ — ăна никам та пĕлмен. Тепĕр каç Лĕхтинкка таврашĕнче каллех урапа сассисем шăлтăртатнă, çынсем пăшăл-пăшăл калаçнă.
Чӳречисене тум-тирпе хупланă пӳртре çĕрле сас-чӳ тумасăр эрех ĕçсе ларакан шултра арçынсем çине пăхма мар, пӳрчĕ патне пыма хăранă çынсем.
Тарçисене Лĕхтинкка ĕçке пуçланиччен пĕр-ик кун малтанах килĕсене ăсатнă. Хăй кĕтӳ хăваланă вăхăтра ирхине тухнă та кĕтӳçрен ыйтнă:
«Эй, услап! Пур-и санăн кунта паллăсăр сурăхсем? Часрах çаврăнкала эс!»
«Пулма кирлĕ!», — тенĕ лешĕ хăраса.
«Апла пулсан вăл манăн çурăх», — тесе Лĕхтинкка чи пысăк сурăха хул хушшине хĕстернĕ те килнелле утнă.
Тепĕр куп сурăхĕн хуçи тупăнсан вăл тирне йĕрĕнсе кăларса пенĕ:
«Ме, илсе кай. Мĕн лĕпĕртетсе çӳретен çав йăптăхшăн. Кирлех пулсан хам сурăха парăп».
Ун сăмахĕсенчен сурăх çур пуса тăман япала пек пулса тухнă. Çавăнпа «хам сурăха парăп» тени те сăмахпах иртсе кайнă.
Ĕçе ăнăçлă ирттернĕ каçсенче, тепĕр чухне, Лĕхтинкка пĕтĕм яла ура çине тăратнă. Лăпкăн çывăракан çынсен чӳречисене пырса шан-шан-шан! шакканă та вăл сехре хăпартмăшле кăшкăрса янă:
«Пушар! Çунатпăр! Хăтăлăр часрах!..»
Ку вăл мыскара туни пулнă.
Ырвăлĕ ӳссе çитĕнсен Лĕхтинкка тата ытларах аташса кайнă. Шахрун пур енчен те ашшĕне хывнă. Вăл вăйлă, хитре, хăлăхсăр пулнă. Кĕсйинчен унăн укçа татăлман, çăварĕнчен усал сăмах кайман. Пĕр мăшăр атти çĕтĕлнĕ çĕре кĕлетре кашта çинче тата ик-виçĕ мăшăр çакăнса тăнă.
Вĕсем ашшĕпе иккĕшĕ Çĕрпӳ пасарĕнчен куçĕсене çыхса пĕр хĕр вăрласа килнĕ те йăпансан-йăпансан ăна Чикме хулине кайса янă. Чикме хулинчен çыхса килнĕ çармăс хĕрне хăйсене йăлăхтарса çитерсен укçа парса Шупашкара леçсе хăварнă.
Çăхав пама юраман. Тӳресене пĕлтерме кантура кайнă пĕр çынна килне те яман, сăнчăрласа тӳрех Хусана ăсатнă. Теприн виллине çĕрле Шурча çулĕ çинче тупнă. Ăна Лĕхтинккасем хыçалтан пырса пуçне кистенпе çапса çурнă пулнă.
Татах нумай ашкăннă пулĕччĕç те, вĕсене пĕр ĕç такăнтарнă. Хăйсем çине ытлашши шанса вĕсем Тумăрсан кашкăр йăлине манса кайнă.
Малтан Лĕхтинккан арăмĕ çакăнса вилнĕ. Лĕхтинкка хĕрарăм тарçăсем тытнă.
Ыран чӳклеме тенĕ чух çĕрле Пăранькассинчи анатри урама пĕр çын патне тăвар турттарса килекенсем кĕрсе выртнă пулнă. Ял хушшинче унта та кунта ӳсĕр çынсем юрлани илтĕннĕ, хĕрсемпе каччăсем килĕсене утнă. Тăвар хуçисем те кăштах сыпнă пулас. Пӳртри хăйă сӳнме кăна ĕлкĕрне, çыннисем çывăрса кайнă-и, çук-и — Лĕхтинккапа унăн çыннисем пырса кĕнĕ. Лĕхтинкка урлашка хурса пӳрт алăкне тултан питĕрсе лартнă, ыттисем тӳрех тăвар ураписене сырса илнĕ те лăскама пуçланă.
Илтет пӳрт хуçи: картишĕнче çынсем хĕвĕшеççĕ. Алăкне тĕксе пăхать — питĕрнĕ. Пĕртен-пĕр чӳречи патне чупса пырать — пĕчĕккĕ, пуç та кĕмест. Çын кăмака çине сиксе хăпарать те пӳрт маччин пĕр хăмине çĕклет, маччана тухать. Унтан каштасем тăрăх пăлтăра, лупас айне... Хĕрĕнкĕ пулсан та çын ăсне çитерет: вăл хуллен кăна сăнаса тăрать, ушкăнтан Лĕхтинккапа Шахруна палласа илет те лешсем тухса кайсан тин стараста патне чупать.
Уй хапхине кăларнă хуралçăсем çутăлнă çĕре хурал çуртне виçĕ çынна, ют ял этеммисене, тытса пыраççĕ. Çăварĕсене хупласа çыхаççĕ те тĕп сакайне чăмтараççĕ.
Лĕхтинкка тухса тарасран унăн пӳрчĕ йĕри-тавра та çĕрĕпех курăнман хурал тăрать.
Ял хушши сасартăк хăрушла лăпланса ларнине Лĕхтинккапа Шахрун та сисеççĕ, чукмарсемпе çӳрекен «курăнман» хуралсене те кураççĕ вĕсем, анчах тарма шутламаççĕ. Ватă кашкăр çаплах хăйĕн хаяр ятне шанать-ха.
«Халиччен пулман ĕç малашне те пулмĕ-ха. Çӳрекелĕç те лăпланĕç», — тесе Лĕхтинкка çывăрма выртать.
Шахрун çывăраймасть. Тул çутăлнă-çутăлманах вăл тăрса аттине тасатать, çӳçне çу сĕрсе якататъ, çĕнĕ кĕне тăхăнать те ял хушшине тухса утать.
Шыв ăсма каякан хĕрсем хитре качча курсан хĕрелсе каяççĕ, çамрăк арăмсем ун хыççăн çаврăна-çаврăна пăхаççĕ. Вилĕмне сиснĕ тискер кайăк тăп-тăр кăнтăр кунĕнче яла пырса кĕнĕ пек, Шахруна та темскер çынсем çине туртать.
Анатри урамра курнă пĕччен арçын унран куçне тартать. Шахрун чĕри лаштах çурăлса каять: «Пĕтрĕм...»
Хурал пӳрчĕ тĕлĕнче ăна хирĕç икĕ çын тухаççĕ.
«Чĕлĕм туртмалли çук пуль сан?»
«Пур».
«Атя-ха эппин йапăрт».
Чĕлĕм чĕртме мĕншĕн хурал пӳртне кĕмеллине те ыйтса тамасть Шахрун, çынсем хыççăн пӳртелле утать. Алăк урлă каçнă-каçманах унăн икĕ хулĕнчеи икĕ çын уртăнать, тепри тукмакпа уринчен çапатъ. Шахрун ӳкмест. Вăл пĕрре çех силленет те, çынсем кăмака çумне кайса çапăнаççĕ. Тухса тарма тытăннă вăрă касмăкласа хунă тилхепе çине пырса кĕрет, урайне персе анатъ...
Лĕхтинкка та хурал пӳртне хăех пырса кĕрет. «Манăн ывăл кунта мар пуль?» — теме кăна ĕлкĕрет вăл, ун çине сереке уртса яраççĕ, урайне ӳкерсе аллисене хыçалалла çыхаççĕ, урисене тимер тăлăпа тăллаççĕ.
Такам пысăк хуп илсе пырать. Ыттисем Лĕхтинккана картишне сĕтĕрсе тухаççĕ, хупне саркаласа ăна хуп ăшне хурса çыхаççĕ те хĕнеме тытăнаççĕ.
Хăйне çĕре пусса ӳкерсен те, хĕненĕ чухне те Лĕхтинкка пĕр сас-чĕв те кăлармасть.
Урнă халăх та шăппăн, шăлне çыртса хĕнет.
Çур сехетрен хуп ăшĕнчен Лĕхтинккан хура пуçĕ, унтан аттисем курăнаççĕ, Малтанах кашни çапмассерен сике-сике ӳкекен хуп лăпăшах пушанса каять. Салтса пăхаççĕ — Лĕхтинкка кĕлетки тутăр татки пекех çемçелсе кайнă.
Вара ывăлне илсе тухаççĕ. Шахрун вĕçерĕнсе тарма хăтланать, ăна хăваласа çитсе чукмарпа çапса ӳкереççĕ. Шахрун сиксе тăрать те чышкисене чăмăртаса халăх еннелле çаврăнать. Çынсем хушшинчех вĕсен чĕмсĕр тарçисем те патак йăтса тăраççĕ-мĕн. Эх, вăй çитес пулсан!
Шахрун чееленме шутлать:
«Ан вĕлерĕр, тăвансем!..»
Халăх харах кăшкăрса ярать:
«Э-э, тăвансем-и! Халĕ эпир те тăвансем пултăмăр иккен».
«Çăханпа çара çерçи нихçан та пĕр тăван пулман».
Чукмар пуç тӳпинчен пырса тивет. Шахрун кĕрст! йăванса каять те çав самантрах ура çине сиксе тăрать, юнланса пĕтне питне аллипе шăлать.
Пĕр тарçи шалçапа Шахрунăн сулахай хул пуççине çапса хуçать.
«Ак сана ман хĕре мăшкăлланăшăн!»
«Ку — пирĕн юна ĕçнĕшĕн».
«Хурах пуснăшăн!»
«Ан вĕлерĕр, халăх...»
Шахрун «эп айăплă мар» тесе каласшăн, чĕлхи çаврăнмасть. Унăн сылтăм куçĕ те шăтса юхнă ĕнтĕ, пуçĕ те темиçе çĕртен шăтнă. Сулахай алли пуш çанă пек усăнса тăрать. Хăй, йытă пек, çаплах енчен енне çаврăнкалать-ха, юнланса пĕтнĕскер, сылтăм аллипе пуçне хуплать.
Хăш-пĕр чухне иккĕн-виççĕн пĕр харăссăн çапаççĕ Шахруна. Шахрун кайса ӳкет те каллех ури çине сиксе тăрать.
Çынсем тĕлĕнсе каяççĕ. Мĕншĕн вăл вилмест? Такам çĕнĕ сăмах кăларса ярать: Шахрун икĕ чĕрелле, вăл çавăнпа вилмест...
Çамрăк вăрра ахлатса пĕтĕм вăйран пуç урлă çапаççĕ. Шахрун лап йăванса каять те упаленсе те пулин каллех ури çине тăрать, сулкаланса çынсене хирĕç ярса пусать. Лешсем хăраса кĕпĕр! каялла чакаççĕ.
Çав самантра урам вĕçĕнче шăнкăравлă урапа сасси илтĕнсе каять.
«Кантуртисем!..»
Çынсем чăл та пар тарса пĕтеççĕ. Урапа хурал пӳрчĕ тĕлне кĕрлеттерсе çитсе чарăнать те, ун çинчен... Яка Илле сиксе анать. Çынсем тăна кĕрсе ĕлкĕриччен Шахрун ун урапи çине выртать, шăхăрса ярать. Лаша хирелле тапса сикет.
Яка Иллене çавăрса тытаççĕ, эсĕ вăрра тартрăн теççĕ. Патак та унтан-кунтан леккелет.
Яка Илле хăй çĕр çĕмĕрсе кăшкăрашма тытăнать, лашине тупса пама ыйтать, эпĕ сирĕн яла сума суса çĕтĕк-çатăк пуçтарма килтĕм тет.
Шахрун çапла тарса хăтăлать.
Ытти вăррисене хулăпа ăшĕсене чиксе пăтратаççĕ те лашисем çине лартса ялтан кăларса яраççĕ.
Пилĕк-ултă çул хушши Шахрун çинчен нимĕн те илтĕнмест.
Пĕррехинче Чикме пасарĕнче Яка Илле патне пĕр чалăш хул пуççиллĕ те хăрах куçлă тискер этем пырса тăрать.
«Паллаймастăн-и, Илле пичче?»
Ытла çывăха пырса тăнă çынтан кăштах аяккалла чакса Яка Илле хăйĕн кĕсйисене тытса тĕрĕслесе пăхать, урапи çине шăналăк витсе ярать.
«Çук, вĕлерсен те палламастăп».
«Эп сан çинчен кашни кунах аса илсе çӳрерĕм».
«Хĕр-упраçах мар-ха эп ман çинчен ун пек аса илме».
«Хĕр-упраç мĕн вăл... эсĕ мана вилĕмрен хăтартăн».
«Шахрун-и эсĕ?»
«Çавă пулатăп».
«Ай-уй, хитрелетсе янă сана».
Яка Илле пичĕ çинче ни тĕлĕнни, ни ытлашши савăнни курăнмасть. Тĕл пултăмăр — уйрăлса каятпăр тесе шухăшлать вăл. Атă пекех хуралса кайнă çара урипе тепĕр урине хыçкаласа илет те Яка Илле Шахрун çине пăхать. Лĕхтинкка ывалĕ шĕвĕр тăрăллă çĕлĕкпе, çăпатапа. Çармăссенни пек шурă сăхманĕ те çĕнех мар.
«Сана пула эп патак та çирĕм ача».
«Пĕлетĕп... Атя-ха, Илле пичче, хупаха кайса апат çыртар».
«Укçу пур-и хăвăн?»
«Ан хĕрхен ĕнтĕ вунă пусна. Эпĕ сана уншăн пĕр япала каласа парăп».
Ытти чухне шавлама юратакан Яка Илле кăлин-н! пăхса шухăшласа илет те килĕшет. Вĕсем Атăл хĕрринчи пĕчĕк хупаха кĕрсе яшка çиеççĕ. Каялла таврăннă чухне Шахрун пĕр хушлăхра чĕлĕм чĕртме чарăнать.
«Эп сана, Илле пичче, пĕр ĕç тупса парас теп».
«Тупса пар-ха эппин».
«Ав çав лупашка хĕрринчи çурта куратăн-и?.. Эс ун пекех ан пăх, çынсем асăрхĕç... Леш симĕс тимĕр витнине мар, уйрăммăн лараканнине...»
«Ну, вара?»
«Унта кĕçĕр пĕр пуян майра выртать. Патшана хирĕç пырать тесе ывăлне Çĕпĕре ăсатнă. Çурт хуçи текенни те пĕр карчăк кăна. Чӳречин пăтисене эп йăлтах кăларса хунă, пыр тă хуллен илсе çеç тăрат».
Шухăшепе Яка Илле кăшкарса ярса çынна çухаран çавăрса тытасшăн, анчах хăй кампа калаçса тăнине астăвать те нимĕн те тумасть.
«Пӳртне эсĕ ху кĕретĕн-и?»
«Çук, эсĕ кĕретĕн».
«Этемми кăшкăрма пуçласан?»
«Вăл санран килет ĕнтĕ. Ăна часрах пăвса пăрахас пулать».
«Çын чăх чĕппи мар-çке. Чĕппе ăна тытнă та мăйне пăрса лартнă».
Пасара çитсе кĕрес умĕн Яка Илле чарăнать.
«Тăхта-ха, Шахрун... Мĕншĕн эсĕ вăл майрине ху вĕлерместĕн? Укçа сана хăвна та кирлĕ-çке?»
«Кама кирлĕ мар тет укçа. Сана курман пулсан ăна эпĕ ахаль те хам тирпейлесшĕнччĕ. Сана куртăм та — ырă ĕçшĕн ырă ĕçпе тавăрас килсе кайрĕ. Сан çинчен атте те ырă ятпа асăнатчĕ. Атя, пуй ĕнтĕ пĕрре»,
«Пуйма терĕ... Пулĕ пĕр-пĕр пăхăр укçа. Уншăн вараланма та...»
«Эс итле каланине. Пăхăр мар, ылтăнĕ нумай. Ан хăра, мана пĕр укçи те кирлĕ мар. Мĕн чул тупан — йăлтах хăвна пулать. Мана эс ун вырăнне ху патна тарçа ил. Ĕçлемелĕх вăй пур ман. Ак алăсене кур-ха».
«Тарçа? Ан тĕлĕнтер, Шахрун. Тумăрса йăхĕ тарçа кĕмĕ ĕнтĕ».
Шахрун куçĕ хаяррăн йăлкăшса илет.
«Ытлашши калаçма юратан эс, Илле пичче! Манăн хамăн шухăш. Пĕртен-пĕр ăнăçуллă ĕç тĕл пулнăччĕ, ăна та ав сана паратăп».
Хăюллă хурах умĕнче Яка Илле хăйне хуллен-хулленех пĕчĕк ача пек туйма пуçлать.
«Ара, эп мĕн тетĕп... Туман тиха пилĕкне хуçма иртерех. Тарçăсем пирки ыран калаçăпăр, ĕç хыççăн».
«Манăн хамăр ял çывăхĕнче пурăнас килет. Аттене çапса пăрахнă çынсене тунсăхларăм».
«Палласран хăрамастăн-и?»
«Кам паллатăр халь мана. Каярахпа палласан та нимех те мар, ун чухне эсĕ ятлă çын пулатăн».
Хăйĕн ыйтăвĕ вырăнсăррине Яка Илле те ăнланать. Хăрах куçлă алпастăна халь никам та ĕлĕкхи хитре Шахрун тесе калас çук.
«Мĕнле, килĕшрĕмĕр-и, Илле пичче?»
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...