Таната :: Палламан çын
«Здрасте!» — илтĕнчĕ çав самантра такам сасси хыçалтан.
Каççан пичче шартах сикрĕ те чĕлĕмне çĕре ӳкерчĕ.
«Кам?.. Мĕн? — текелесе вăл тăмасăрах каялла çаврăнчĕ. — Мĕн тетĕн çак эсĕ?»
Каç ĕнтрĕкĕнче лутрарах хура этем кĕлетки курăнса кайрĕ. Вăл атăпа, вырăссем тăхăнакан кĕске тăла сăхманпа. Пуçĕнче ӳпĕнтернĕ чĕрес евĕр ларакан темĕнле çӳллĕ калпак. Тĕттĕм пула пуçланипе сăнĕ палăрсах каймасть. Тата эрехе пула Каççан пиччен куç-пуçĕ те улшурах кăтартать. Кантурти тес ăна — вăл кантуртисем еверлĕ мар, иртен-çӳрен тес — ытла таса тумланнă. Тен, пĕр-пĕр сăхăм-сутуçă пуль? Кирек мĕнле пулсан та, сых ятне, Каççан пичче ун умĕнче хăйне ухмаха пеме шутларĕ. Чĕлемне пешкĕнсе илчĕ те вăл пуçне чалăштарчĕ:
«Мĕн каларăн çак эсĕ? Манăн хăлхи те питех мар та...»
«Аван-и! — терĕм. — Ют çын пĕрене çине Каççан пиччепе юнашар ларчĕ те атти çине пăхрĕ. — Самаях вараланнă иккен эпĕ».
«Ара, çанталăкĕ çавнашкал мар-и... Кĕркуннĕ-çке».
«Саншăн кĕркунне те çуллахи пекех ав. Урусем ытла чыслă».
«Чысли-качки... Эпир кĕл чăххисем-çке, çур ĕмĕре кăмака çинче ирттеретпĕр, сирĕн пек ялтан яла...»
«Мĕнле «ялтан яла? — терĕ те ют çын Каççан пичче çумне каçса ларчĕ. — Эсĕ, мучи, пĕлмесĕр ан калаç-ха. Эпĕ ĕçпе çӳрекен çын».
«Мĕн ĕçпе?» — тесшĕнччĕ те Каççан пичче, — чĕнмерĕ: именчĕ.
«Эсĕ миçере?» — терĕ кăна.
«Ку тата мĕншĕн пулчĕ?» — тĕлĕнчĕ ют çын.
«Ара, мана мучи тетĕн те».
«Тата мĕнле чĕнмеллеччĕ-ха сана?»
«Шăллăм темелле мар-и тетĕп эпĕ».
«Сана-и?»
«Мана çав».
«Мĕн пирки?»
«Эпĕ хĕрех тăваттăра».
Палламан çын тĕлĕнсе ши-и! шăхăрчĕ те пуçне пăркаларĕ.
«Эп сана старик тесе. Ватти-вĕттипех сана пичче теççĕ те...»
«Ахаль вăл. Хисеплесе çапла калаççĕ, — терĕ те Каççан — сасартăк хăраса ӳкрĕ: — Эсĕ ăçтан пĕлетĕн ман ята?»
«Мăнарни пасарĕнче калаçса тăтăмăр-çке, мантăн-им?»
«Хăçан? Вилсен те астумастăп. Пасарне кайманни те пĕр ĕмĕр ĕнтĕ?»
«Яка Иллепе тăраттăр. Иксĕр те ӳсĕрччĕ».
«Тăхта-ха, ырă çыннăм. Эс ман пĕтĕм ăш-чикке хускатрăн. Хăш ялсем вара эс — пурне те пĕлекенскер?»
«Урпашсем эпĕ. Илтнĕ-и?»
«Пулмалла таçта çавăн пек ял. Анчах... тыттаратăн пулас эс кăштах. Яка Иллепе эпĕ хамăр ялта çех ĕçнĕ, пасарсем тăрăх çӳремен».
«А, пулĕ те, шăллăм. Тен, кăштах тыттаратăп та пулĕ. Суйма пĕлекен — пуйма та пĕлет теççĕ. Пĕрре манăн та пуйса пăхас килет-ха. Анчах пĕр çитменлĕх пурри чăрмантарать: сан пек йăпшăнса пурăнма пĕлместĕп».
«Каларĕ тата... Эпир вĕт, пăчăр пек, турат çинчен турат çине çеç...»
«Эп хама тарăхтаракана тӳрех шăл урлă çапатăп. Р-раз — и готово! Ну, сывă пулса юл-ха, Каççан тусăм, манăн кунталла васкамалла».
«Çулу ăнăçлă пултăр эппин. Чипер кай».
Анатри урамра Каççан пичче палламан çынна тепĕр хут хăваласа çитрĕ.
«Тăхтах-ха, ыр çыннăм. эпĕ сан ятна ыйтма манса кайнă».
«Уншăнах ма чупса асаплантăн? Ӳлĕмрен пĕлеттĕн. Пелмесен те тем мар. Мана Григорьев теççĕ».
«Кĕркурух салтак-и?»
«Çавă».
«Калатăп çав мĕн тесе... — тесе тăрса юлчĕ Каççан — Унпа вăл çавăн пек. Таçтанах пĕлме уплать».
* * *
Пĕр ансăр тăкăрлăкра çĕрле икĕ çын тĕл тулчĕç. Каçран пыни темскер шыранă пек хăтланса çӳрекен мĕлке çине пăхрĕ те Яка Иллене палласа илчĕ. Вара хăй те пĕкĕ пек авăнса киверне хывса тытрĕ.
«Здрасте!»
«Кам ку?»
«Эпĕ».
«Кам — эсе?»
«Ара, эпĕ, Петĕр».
«Мĕнле Петĕр?»
«Кашташри Хура Петĕр ывăлĕ... Петров Петр пулатăп ĕнтĕ эпĕ».
«Ха, эсĕ!.. Палласах каймастăп пулас эп сана... Каçĕ те ытла тĕттĕм».
«Ан та кала... Тĕп сакайĕнчи пекех. Ку эсĕ пултăн пуль, Яриле мучи?»
«Ухмахна-и? Вилнĕ вăл тахçанах».
«Чăнах-и? Апла Каççан пичче пуль?»
«Тьфу сана! Кашмашсем тет, хăй Яка Иллене паллаймасть».
«Яка Илле? Мĕнле Яка Илле? Унашкал çынна эп халиччен те илтмен».
«Калаттăм та эп сана пĕрре. Пустуй лĕпĕртетсе çынсене хăратса çӳретĕн. Атя, иртсе кай ху çулупа. Кăсьясем майăкласа çӳретĕн пулмалла эсĕ».
«Эпĕ хам кăсьяна пӳлĕхçĕ хăтартăрччĕ тетĕп».
«Шутсăр тулли-им вăл сан?»
«Шутсăрах мар та, пур кăштах».
«Кам вара эсĕ?»
«Сутуçă».
«Ăçта кайрăн»
«Пасара».
«Мĕн илтĕн?»
«Пăрçа».
«Ак телей!»
«Мĕн телейĕ! Ани çине акрăм та, улпут сысни вĕренчĕ те çирĕ ячĕ».
«Ак инкек!»
«Мĕн инкекĕ. Улпут сыснине çапрăм та пěр кěлет аш пулчĕ»
«Ак телей!»
«Мĕн телейĕ! Улпут кушакки вěренчě те аша çирĕ ячě».
«Ак инкек».
«Мĕскер инкекĕ! Улпут кушаккине çапрăм пăрахрăм та калпак туса тăхăнтăм».
«Ак телей!»
«Мĕскер телейĕ! Калпака пасара тăхăнса кайрăм та, улпут майри курчĕ те туртса илчĕ».
«Майра тенĕрен, ачамкки... Пулăш эс мана çакăнтан каçса кайма, пĕр çĕре каймалла».
«Мĕскер вара кунта?»
«Шыв кӳлленсе ларнă. Урам талккишĕпех».
«Мĕнле каçăпăр?»
«Йăтса каçар. Сан урусем йĕпенсен те нимех те мар».
«Атăпа-ха эпĕ».
«Вара мĕскер? Атя часрах».
«Кил, лар эппин».
Яка Илле мекеçленкелесе паçăрхи палламан çыннăн çурăмĕнчен уртăнчĕ.
«Тытрăн-и чипер?»
«Атя кайрăмăр».
Палламан çын майĕпен шампăрттатарса шыва кĕчĕ. Анчах кӳлленчĕк варри телне çитсен тăруках çĕрелле пĕкĕрĕлме тытăнчĕ.
«Ан часрах, Илле тусăм, ӳкетĕп».
«Чăт тата пăрак!»
«Çук, пултараймастăп».
«Укçа парăп, тархасшăн, йăтса тух».
«Ах, пĕтрĕм! Ӳкетĕп! Ӳкрĕм!»
Яка Илле черкуççи таран вараланчăк шыва шăмпăрт çеç кĕрсе ӳкет. Палламан çын йăпăр-япăр типĕ çĕре тухрĕ. Ун ури сассисем илтĕнми пулсан тин тăкăрлăкра тарăхнă Илле айкашма тытăнчĕ:
«Эп сана куншăн, сысна пуçĕ!... Аçа кикен турачĕ! Тăрпалтай! Кĕççе пит! Тытамак тытса хутлаттăрччĕ сана, эсремет ăраттине!»
Яка Илле çăварĕнчи пылчăклă шыва сура-сура кăларать те çĕнерен пуçласа ярать:
«Сысна пуçĕ! Тăм çамка! Пулмас! Шуйттан çăпатин çĕрĕк кантрийĕ! Калăттăм та эп сана пĕрре, мур хирсе кайманскере!.. Тьфу, чорт! Ухмах! Тăрнаккай! Шĕвĕр! Ханттар! Тӳлтӳк! Эп сана парăп чипер çынсене мăшкалласа çӳреме. Эп сана куншăн... Хурах! Хура-ах!»
Çурçĕр çитеспе Григорьев (палламан çын çавă пулнă) Кушил старик патне çĕр выртма кĕчĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...