Таната :: Саланнă кил-йыш
Кам этемми вăл Кушил старик? Хăш ялсем? Тимĕрçĕн ячĕ чăннипе Кушил мар, Авăстей пулнă иккен.
Каярахпа тупăннă суд материалĕсем ун çинчен çакна каласа параççĕ[Чан документ. «Дело... о учинении... Авостею Янбулатову превращении себя в махометанской закон». Каярахпа хасатра пичетлесе кăларнине пĕр улăштармасăрах тенĕ пек илнĕ. Авторĕ Тимĕрçĕ Иванĕ.].
Чикме уесĕн пĕр кĕтессинче, Катăкуй ятлă ялта, ĕлĕк-авал пĕр чăваш пурăннă. Те вăл çине тăрсах вилме шутламантан, те пĕр-пĕр урăх сăлтавпа пĕрисем ăна ялта Шурут тесе, теприсем Хура Селĕп ывăлĕ Янпулат тесе чĕннĕ. Хăйне кура Янпулатăн лашаллăскер те, ĕне чунĕ те, вĕсене хупма карта-хура пекки те пулнă. Вун иккĕре чухнех авланнăскерĕн, хăй çирĕм пĕррене те арăмĕ хĕрĕхе кайсан унăн ывăл ача çуралнă. Ăна Авăстей тесе чĕннĕ. Тепĕр ачи Хвантей ятлă пулнă. Çак Авăстейпе Хвантейĕн ĕнтĕ кăкăр ачиллех таркăна тухма тивнĕ.
Хресчен тенĕ çын авалхи саманара лапах ĕне çилли вырăнĕнче шутланнă. Вăрмана сунара çӳрет тесе унран çулсеренех сăсар укçи сăптăрнă. Нумайăшĕ сăсарĕн тĕсне те курман, çапах макăрнă та тӳленĕ. Хăвăл хурт пылĕ пуçтарать тесе хресчен çыннинчен пыл укçи шăйăрнă. Çĕрпе усă курать тесе пĕр укçасăрах тыр-пул турттарнă. Шыв урлă каçса çӳренĕшĕн тесе каçма укçи, выльăх усранăшăн тесе —выльăх укçи, авланнăшăн тесе — авлану укçи, хулана çĕнĕ пуçлăх килсен ăна кĕтсе илме тесе — хăна укçи, пуçлăх урăх вырăна куçса кайсан ăна ăсатма тесе — ăсату укçи тӳлеттернĕ...
Пуçлăхсене валли тата яланах лавсем парса тăмалла пулнă. Лава каяканнисенчен хăш-пĕрисем вара тĕпсĕр шăтăка анса кайнă пекех çухалса пынă. Лашасăрри лав укçи тӳлесе тăнă.
Атăл çинчи хуласене çирĕплетме тесе тӳресем Сăр вăрманне сырса илнĕ те халăха пĕр укçасăрах вăрман ĕçне хăвалама тытăннă. Ĕçе юрăхсăррисенчен пĕрене укçи, хуйăр хуппи укçи, вăрман укçи, лав укçи, ĕç укçи пăвăртнă.
Хуçасем хыснаран чăваш çырмисене тара илнĕ те ял çыннисене пĕр тулевсĕр ĕçлеттерсе шыв арманĕсем тутарса лартнă, çитмĕл-сакăр вунă çухрăмран улăм турттарттарнă.
Пĕр-пĕр ĕçпе суда лексен тӳре-шарасем, тиексем чăваша йĕппи юлмиччен çаратнă.
Ак хайхи Янпулат пирĕн йăлтах аптраса çитет. Ик-виçĕ çул хушши вăл шăна пек пурăнса пăхать: курăксемпе пĕрле вилет те сертепе пĕрле чĕрĕлет. Юлашкинчен, мăй таранах парăма кĕрсе ларать, лашасăр, ĕнесĕр, пĕр пĕрчĕ тырăсăр тăрса юлать. Мĕн тăвас пулать ĕнтĕ унăн малашне? Янпулатпа арăме шутлаççĕ-шутлаççĕ те ялтан тухса тарма канаш тăваççĕ. Янпулат Авăстее çавăтать, арăмĕ Хвантее йăтать те пĕр тĕттĕмрех каç вĕсем Катăкуйран тухса тараççĕ. Каяççĕ мар, тараççĕ, мĕншĕн тесен ун чух никама та ялтан кăларса яман. Пĕрре çын пĕр-пĕр ял спискине лексен, «хут çине ӳксен», çав ялтан хăйне сăнчарласа илсе каймасăр е вилмесĕр те тухма пултарайман.
Çуресен-çӳресен таркăнсем Сĕве уесĕнчи Акăлча княç сотнине кĕрекен Курал ятлă тутар ялне пырса çитеççĕ.
Тарçа кĕме пуян хуçа шыраççĕ вĕсем. Хайхискер, хуçа тени те тупăнать.
«Мĕн ĕçлеме пултаратăр?» — ыйтать вăл таркăнсенчен.
«Тырă акса, тырă тума пултаратпăр», — теççĕ лешсем.
«Çук, кирлĕ мар, халĕ — кĕркунне».
«Вăрман касма, выльăх пăхма, карта-хура тасатма пултаратпăр».
«Ача пăхма, кил-çурт тасатма...», — мăкăртатать шанчăкне çухата пуçланă Янпулат арăмĕ.
Янпулат юлашки ăсталăхне аса илет:
«Çăпата тума пĕлетĕп».
«Юрать, юрать, çитет, — тет хуçа кулкаласа. — Эсир темле ĕçе те пултаратăр-мĕн, çимелле ĕçлесе пурăнăр. Анчах пирĕн йăли çаплалла: сирĕн махомет тĕнне йышăнмалла. Пурăнма — хура пӳрт».
Ăçта кайса кĕрĕн хура кĕркунне? Ямпулатпа арăмĕ, халиччен хаяр киреметрен хăраса пурăннăскерсем, тем пек пăшăрханаççĕ те, çапах махомет тĕнне йышăнмасăр çăкăр тупасса шанмаççĕ.
Çапла Янпулатпа унăн икĕ ачин ӳтне кастарса тутара кăлараççĕ.
Таркăн чăваш çĕрĕн-кунĕн ĕçлесе те пулин çемйи валли татăк çăкăр тупнишĕн савăнать. Кирек мĕнле пулсан та тӳре-шара, хырçă-марçă, туимкке пусмăрĕ мар-çке.
Анчах... Янпулата часах ял çыннисем шыраса тупаççĕ те хырçă илме чуптарса çитеççĕ. Ун чух йĕрки çапла пулнă: ялти кĕнеке çине ӳкнĕ пĕр-пĕр çын тарас е вилес пулсан уншăн чĕррисем тулесе тăнă. Çавăнпа таркăнсене хыснаран ытла тăван ял çыннисем шыраса çӳренĕ.
Янпулат çемйи Курал ялĕнчен те тухса тарать. Ял çыннисем ан тупайччăр тесе вĕсем ялтан яла куçса çӳреççĕ, ячĕсене те улăштарса пăхаççĕ, анчах лешсем пур пĕер тупаççĕ-тупаççех. Пуринчен ытла ял куштанĕсем тăрăшаççĕ: Янпулата тĕл пулсанах вĕсем кăшкăрашса халăх пуçтараççĕ...
Янпулатпа арăмĕ тарса çӳресе те, хăйсен кăмăлне хуçса та, тутара тухса та, тарçăра ĕçлесе те ыр кураймаççĕ.
Кĕçех Янпулат шăнса пăсăлать, юнлă сурма тытăнать. Вилсен тăван ял çăви çине выртасчĕ тесе Катăкуялла кайма тухнăскер Çĕрпӳре ĕмĕрлĕхех канăçлăх тупать. Ишекрен иртсен арăмĕ вилет.
Тăрса юлаççĕ çут тĕнчене сакăр çулхи Авăстейпе ултă çулхи Хвантей. Ăçта тата мĕнле пурăнаççĕ вĕсем вунă çул хушши — ăна никам та пĕлмест. Вун çиччĕ тултарса вун саккăра пуссан Авăстее эпир каллех тутар çĕрĕнче куратпăр. Ку тĕлелле Авăстей çурма чăваш — çурма тутартан çурма чăваш, çурма тутар, çурма вырăс пулса тăрать. Тимĕрçĕ ĕçне, çĕвĕçĕ ĕçне, каскалама вĕренет.
Шăллĕне пăхса ӳстерет.
Пуянсем ашшĕне Шурут тесе чĕнни тинех тĕрĕсе тухать: Авăстей шур ут тымарри пекех çирĕп те тӳсĕмлĕ çын пулса çитĕнет. Кашни тарăху хĕртнĕ тимĕре шăваракан шыв тумламĕ пулса тăрать.
Ĕçлеме те, савăнма та пĕлекен сарлака хул-çурăмлă сар ачана кил-çуртлă тутар хĕрĕсемех куç хывма тытăнаççĕ. Ашшĕн шăпине асра тытса Авăстей авланма васкамасть-ха. Пĕр пуç та пĕр кут — ăçталла каяс тенĕ çавăнталла ут. Макăракан та, çăкăр ыйтса кĕрĕк аркинчен çакăнакан та çук.
Шăллĕ хăйне хăй тăрантарать.
Анчах пӳрни пусма вĕçне килсен Авăстей шухăшĕ те улшăнать. Пĕр тутар ялĕнче вăл сенкер куçлă тарçă хĕрне асăрхать. Уйăхран, юнне юлнă чăваш йăлипе, Авăстей хĕре вăрласа кайса пĕрлешет.
Иккĕмĕш çулне çут тĕнчене тата тепĕр пулас тарçă хутшăнать. Ывăлне Тенепипе Авăстей Мансур ят параççĕ.
Мансур упаленме те вĕренсе çитеймест, инкек йăтăнса анать. 18... çулта виççĕмĕш ревизи (куланай пухмалли списоксем çĕнĕрен тăвас ĕç) пуçланса каять. Ревизи çинчен сас-хура тухсанах тутарсем хиртексене (Авăстей çемйине) ялтан хăваласа кăларса яраççĕ.
Сунарçăсем йĕрлекен кайăк пек, Авăстей енчен енне çапăнса çӳреме тытăнать. Бурлака кайса пăхать, мăкшăсем хушшинче ĕçлет, Самар тăрăхнелле анса çаврăнать, чăвашсем патне килет.
Чăваш хушшинче вăл — тутар, мăкшăсем патĕнче — чăваш пулать. Чĕлхесĕре персе пăхать. Кĕтӳ кĕтет. Кăмака çапать. Çӳпçе чавать...
Пĕр çĕртен Авăстее укçа памасăр кăларса яраççĕ, тепĕр çĕрте юлашки тум-тирне хывса юлаççĕ. Вăл патак та çиет, мăшкăл та тӳсет, выçă та ларать.
Çуралнă ялĕнче «Хусан тутарри» тӳресен аллине çакланать те çул çинче хуралçине Сăр шывне тĕксе ярса Атăл çине тарса ӳкет.
Çапла тата вунă çула яхăн иртсе каять. Вăтăра çитнĕ Авăстейĕн пуçĕнче шурă пĕрчĕсем курăна пуçлаççĕ. Çĕре кĕнĕ Мансур вырăнне Тенепи тата икĕ ача çуратса парать.
182... çулта таркăнсене тытса тĕрмене хупса лартаççĕ. Ыйтаççĕ, тĕпчеççĕ: камсем, мĕнле çынсем? Мĕншен капла сетĕрĕнсе çӳретĕр теççĕ.
Авăстей хăй мĕн пĕлнине, астунине йăлтах каласа парать. Ашшĕпе амăшĕ ăçта куç хупнине çеç пĕлмест вăл: пĕчĕккĕ пулнă.
Тӳре-шарасене тарса çӳрени те, тутар тĕнне йышăнни те тӳсме çук тарăхтарать. Авăстейпе Хвантее тимĕрлесе Хусана ăсатаççĕ.
«Мĕнле-ха эсир тутар тĕнне йышăннă?» — теççĕ.
Лешсем пире атте ачаранах тутара кăларса хăварнă тесе каласа параççĕ.
Хусанти тӳресем тĕпченĕ хыççăн вĕсене Сĕве хулине ăсатаççĕ, хут çырса яраççĕ:
«Обрезанных и превращенных из чюваш в махометанскую веру и с их детьми мужеска и женска полу возвратить по прежнему в чювашу».
(Тутара тухнă чăвашсене... каялла чăваша кăлармалла.)
Сĕве хулине çитсенех Хвантейпе Авăстее Христос тĕнне йышăнма хистеççĕ. Лешсем килĕшмеççĕ пулас, Сĕве хулинчен тӳресем Хусана тепĕр хут ыйтса çырса яраççĕ, таркăнĕсене те тĕттĕм касаматрах тытаççĕ-ха. Уйăх ытларах иртсен Хусантан хут персе çитет. Унта çапла çырнă:
«Ежели обрезанные и превращенные в махометанской закон из чюваш обоих полов по призыванию и добровольному увещеванию, креститься не похотет, учинить им за то наказанье... бить плетьми нещадно...»
Çак хута илсен сăнчăрланă Хвантейпе Авăстее Сĕве хулинчи çĕнĕрен тĕне кӳртнисен (новокрещенсен) кантурне илсе каяççĕ. Сĕверен мăнастир архимандричĕ вĕсене темле те ӳкĕтлесе, темле те хăтăрса пăхать, анчах лешсем ним тусан та парăнмаççĕ, ӳкĕте кĕмеççĕ. Тутартан тухас пулсан Авăстейĕн арăмĕпе ачисенчен уйрăлса кайма тивет-çке.
Хвантейпе унăн пиччĕшне хĕллехи шартлама сивĕ кун урама илсе тухаççĕ. Халăх умĕнче çарамаслантарса чĕн-чĕр юна ӳкиччен хĕнеççĕ. Вара арăмĕпе ачисенчен уйăрса тутар чиккинчи чăваш ялне Кĕçĕн Елчĕке пырса яраççĕ, ашшĕ туимккине те, хăйсене «тивеç» куланая та çав ялта тӳлесе тăмалла, тутар ялне нихçан та пырса кĕмелле мар тăваççĕ.
Уйăхран Авăстей Тенепи çакăнса вилни çинчен пĕлет. Çав каçах вăл Елчĕкрен тухса тарать те ачисене вăрласа вырăссем енне кайса çухалать.
Хвантей чикме тăрахĕнчи пĕр яла киле кĕрет. (Мариç ашшĕ çавă пулать те ĕитĕ.)
Вунă-вунпилĕк çул хушши Авăстей çинчен каллех нимĕн те илтĕнмест. 1835—1842 çулсенче çеç Авăстей — Кушил чăваш çĕр-шывĕнче курăна пуçлать. Юлашки хут Янбулатов чăваш ятне 1848 çулхи суд документĕнче асăннă. Çав çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче ăна çакса вĕлернĕ. Анчах ку — кайран пулнă ĕç. Халлĕхе...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...