Таната :: Туптать
Ультӳç инкен кивĕ пӳрчĕ Шуркасси ялĕн анат вĕçĕнче, çармăсалла каякан çултан çич-сакăр утăмра çырма хĕрринче ларать. Пӳртпе вĕрлĕк картишне йĕри-таврах йăмрасем хупласа илнĕ. Çара туратсем хушшинче, çĕлĕк çакнă пек, шакăрах курак йăви курăнать, ирхине тĕнĕ шăтăкĕнчен тухакан шĕвĕ тĕтĕм вĕçкелет. Канма ларнă улăп пек, турачĕсемпе çĕртен тытнă ват йăмрасем кивĕ пӳрте хĕлле хаяр çилсенчен, çулла шăрăхран сыхлаççĕ. Çуркунне пӳрт тăрринче вĕçсĕр çуйхашу тапранса каять. Йăвисенче тăрмашакан кураксем картиш тулли вĕт турат тăкса тултараççĕ, каçăхса кайса кăшкăрса çут тĕнче ырлăхне мухтаççĕ.
Çак пĕчĕк пӳртре иккĕмĕш уйăх ĕнтĕ хаяр куçлă шур старик —-Кушил тимĕрçĕ пурăиать. Чаплă ăстаçă ячĕ кĕске вăхăтрах пĕтĕм тăврана сарăлнă. Сăмах ваклама юратакан ват çынна иртсе çӳрен вырăссем те, ĕмĕрте пĕрре килсе лекекен мăкшăсемпе кулленхи хăнасем — çармăссем те лайах пĕлеççĕ. Çармăссемпе çармăсла, вырăссемпе вырăсла калаçать Кушил старик. Хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшĕнче таçта та çитсе курнăскер, вăл кашнинпех «шыв пек» пуплет. Чылай халăх ăна хăй çынни тесе йышăнма пултарать. Анчах чăвашсем Кушиле çич çухрăмранах вăл чăваш иккенне палласа илеççĕ. Вăл мăшкăлласа та юптарса, хайласа та майласа калаçма тытăнсан пĕтĕм халăх кулать. Кушил вĕтĕпе — вĕтĕ, ватăпа — ватă, ӳсĕрпе — хăй те ӳсĕр. Вăл сывлăша шăршласа пăхнипех ыран мĕнле çанталăк пулассине каласа парать, мĕнле сурана мĕнпе сиплемеллине пĕлет.
Çын чĕрипе ăс-тăнне сăнама юратаканшăн Кушил-Авăстей пурнăçĕнче вăрттăнлăхсем те, ăнланмалла марри те чылай курăнма пултарать. Сăмахран, Кушилĕн арăмĕ те, ачисем те çук. (Халăх хушшинче вăл хăйне ват урçа тесе ĕнентерет.) Кил-çурт таврашĕнче те, çырма хĕррине туса лартнă тимĕрçĕ лаççинче те старик тăр пĕччен ĕçлет. Яла килсе вырнаçнăранпа унран темиçе çын та ĕнтĕ хăйсене ĕçе вĕрентме ыйтнă. Анчах старик никама та илесшĕн мар. Вăл кĕпи-йĕмне те хăй çăвать, апат пĕçерет, кил-çурт тасатать.
Унăн тепĕр мыскаралла енĕ — вăл тимĕре юратни. Тимĕрçĕ тимĕре юратнинче, çиелтен пăхсан, нимĕн тĕлĕнмелли те çук пек ĕнтĕ. Тимĕрçĕ — тимĕре юратать, сухаçă — уя хуратать. Кашнин хăйĕн ĕçĕ, хăйĕн ĕмĕчĕ. Анчах тепри çак шутсăр ăнланмалла пек курăнакан ĕçре те ăнланмалла маррине асăрхама пултарать. Кушил тимĕре юратать кăна мар, ăна вăл турăш вырăнне хурса хисеплет. Тимĕр тесен вăл çĕр хута таçта кайма та, апат çимесĕр ĕçлеме те хатĕр.
Пурăнсан-пурăнсан Кушил Чикме, Етĕрне, Кăрмăш тăрăхĕсене çитсе çаврăнать, Элĕкелле анать, Çĕрпӳре пулать. Пур çĕрте те унăн паллакансем, çывăх çынсем, тахçан пĕрле ĕçленĕ пĕлĕшсем пур. Кирек ăçта та вăл хăйне килти пек туять, çемьери пек тыткалать.
Чĕр кĕмĕл пек кашни самантрах улшăнса тăма — пĕрре хаярланма та йăвашланма е кăвакарса кайса чĕтресе ӳкме, çав самантрах хăйне алла илсе савăнăçлăн кулса яма пултараканскер, хыткан кĕлеткеллĕ те тимĕр пек çирĕп ал-ураллăскер, вăл лаççине уçсанах ун тавра халăх кĕпĕрленсе пуçтарăнать. Çынсем хăйсене яланах ĕçпе пынă пек кăтартасшăн. Пĕрин, иккен, шĕшлĕ автармалла, теприн пуртти катăлнă, виççĕмĕшĕн çурла шăллатса хумалла.
Чылай чухне шĕшлĕ автараканни те, пуртă кăпăлне хывтарма пыни те хăйсем мĕншĕн килнине «манса кайса» е «черет çитмен пирки» япалисене çаплипех каялла йатса таврăнаççĕ.
«Э, юрать-çке».
«Ыран та кун пулĕ-ха...»
«Мухтав пӳлĕхçе, ăсти хамăр ялтах», — илтĕнет чĕркуççи таран усăнса аннă йĕм тĕпĕсене силлесе килĕсене саланакан мучисем хушшинче.
Лаççине уçнă-уçманах Кушил ытарлă сăмахсемпе калаçма, кулкалама та култарма тытăнать. Хушаççĕ Петĕрĕпе арăмĕ мĕнле калаçнине, Яка Илле пылчăк çине кĕрсе ӳксе хурах кăшкăрнине илтсе çынсем хырăмĕсене тытса кулаççĕ. Тимĕрçĕ çăварĕнчен тухакан кашни сăмах тепĕр кун пĕтĕм ял çине саланать.
Ĕçлессе тимерçĕ вăйă вылянă пек ĕçлет. Вăл юрласа тимĕр хĕртнине, шăхăркаланине, тутлă апат çинĕ чухнехи пек ĕхлетсе шакканине, хĕскĕчĕпе хĕрарăмсене хăмсаркаласа хăратнине курсан тимĕрçĕ ĕçĕ тĕнчере чи савăнăçлă ĕç тесе шухăшламалла.
Чарăнмасăр палкаса «камит» тунă хушăра Кушил мучи хăйĕн ĕçне пĕр самаята та манмасть. Сисмесĕрех сенĕксем пулса тăраççĕ, çава тăпсисем сыпăнаççĕ.
Хăй чухăн пек курăнсан та Кушил мучи ĕç туса панăшăн нумайăшĕнчен нимĕн те илмест.
«Юрĕ, ĕçшĕн ĕç пултăр. Май килсен эс мана Шупашкартан тимĕр-тăмăр хурса килсе парăн», — тет вăл Чăлах Эрнюка.
Яка Иллерен пĕр кунлăх лаша ыйтать. Мулкач Терушĕпе хăй ларса çӳрет.
Лаçра ĕç пĕтсен Кушил мучи пӳртне çăрапа питĕрсе илет те ял çине тухса каять. (Ялта никам та, нимĕн те нихçан та питĕрмен, тимĕрçĕ — питĕрет.) Вăл карта-хура юсатъ, çăпата туса парать, ытти ăпăр-тапăр ĕçсенче пулăшать.
«Мĕнле, Ухтиван пирки сас-хура çук-и-ха, Мултиер? Аçта çитрĕ-ши вăл?»
«Илтĕнмест-ха çаплах. Те каллех таçта кайса çĕтрĕ ĕнтĕ вăл ача».
«Çук, таврăнать... Мукаçей кĕлетне паян эсĕ хураллатни?»
«Манăн тăмалла. Ĕнер Якрава леш Шахрунĕ хăратма тăчĕ тет. Пĕр хуралçă пур вĕт — эпĕ, килне кайса çывăр, итлемесен эп кантура пĕлтереп тесе калать тет».
«Ан тив, тарăхтăр. Эсĕ юриех ун куçĕ умне курăнса çӳре, ан хăра. Шахрун кĕлет хурал тăрать, эсĕ кĕлетпе Шахруна сăнатăн, çынсем сире пурне те кураççĕ. Халăх тыррине ниçта та турттарса ямастпăр».
Якур патĕнче:
«Виçĕм кун Муркашра Григорьева куртăм. Сана салам каласа ячĕ. Пурте Якурпа Мултиер пек хăюллă пулас пулсан нимле тӳре-шара та хăрушă марччĕ тет».
Çӳрет старик. Ăслă та хаяр куçсем яланах саяаса пăхаççĕ, тĕпчеççĕ, кунти пурнăçа вырăс хушшинчипе, çармăсрипе танлаштараççĕ. Ываннине вăл сăмахпа йăпатса та ĕçпе пулăшса хăварать, выççине çăкăр пырса парать, пĕр-пĕринчен ютшăнса пурăнакансене тӳслашма пулăшать. Хăй çинчен вăл Шуркассинче пĕр-ик çынна çеç каласа панă. Ытти, кам та пулин, «кирлĕ маррине» хускатма тытăнсан Кушил мучи сăмаха пăрса ярса ыйтаканнине, пуç тăрăх шыв янă пек, сăмах купи айне туса хурать. Вăл йăваш кăмăллă «çемçешкесене», чĕмсĕрсене, «туптанман» çынсене юратмасть. Пĕр-пĕр çавнашкал «чĕлхесĕр янавар» тимĕрçĕ лаççине пырса кĕрсенех Кушил мучи ĕçлеме пăрахать.
«Ну, тата мĕнле инкек килсе хуплăрĕ-ха сана? Лашуна тахçанах сутса янă санне, пăруна кантуртисем пусса çинĕ, хăна темиçе хут вырттарса çаптарнă. Тата мĕн пулчĕ? Тен, юлашки тырруна шăлса кайрĕç пуль?»
«Яка Илле укçа тӳллемест...»
«Мĕн укçи?»
«Пĕлтĕр ана хăмла сутнăччĕ те...»
«Вуçех тӳлесшĕн мар-и?»
«Тӳлесшён мар çав. Эп сана кĕркуннех парса татнăччĕ пулмалла тет. Укçашăн çак куç кĕскине парса ячĕ».
Кушил мучи, хĕнеме хатĕрленнĕ пек, шăртланса «янавар» йĕри-тавра уткаласа çаврăнать, куç кĕски таткине тытса пăхать. Хаш та хаш сывлать.
«Мĕн тăвас тетĕн ĕнтĕ?»
«Нимĕн те тăваяс çук пуль вăл усала. Тӳресене каласа пăхсан çех...»
«Паянах кайса кала».
«Ăçта, кантура-и?»
«Кантура çав. Старастана пĕлтерсен те юрать. Вĕсем сан çинчен манса кайнăччĕ пуль-ха, кайса аса илтер. Анчах малтан хырçă тӳлемелĕх укçа хатĕрлеме ан ман, унсăрăн сана хуралçă кантур çывăхне те ямасть. Пилĕк-ултă чавса пир ил — парнелĕх. Юлашки чăххуна пусса чик».
Хăраса ӳкнĕ «янавар», сăнчăрти кайăк пек, лаç тăрăх кускалакан тимĕрçе çине тĕлĕнсе пахса тăрать. Те чăн калать вăл, те юри сӳпĕлтеттерет — ăнланма çук.
«Вăл çаплах ĕнтĕ...» — текелет мĕскĕн старик.
«Чăххуна та пус».
«Тепле-çке... Пирĕ те çукрах та...»
«Çукрах çеç-и-ха? — тесе Кушил-Авăстей сасартăк «янавар» умне чарăнса тăрать. — Йăлтах якалăйман иккен-ха татах. Эппин, эсĕ Чикмене е Хусанах кайса килме тăрăш. Чи аслă тӳрине шыраса туп та: çапла-çапла те, мана Яка Иллесемпе сирĕн чиновникĕрсем çаратаççĕ те. Çула тухас умĕн карчăккупа емĕрлĕхех сыв пуллашсан та юрать, мĕншĕн тесен... вăл сăмахсемшĕн сана... касамата хупса питĕреççĕ».
Çын Кушил старик хăйĕнчен тăрăхланине сиссе сак çине кайса ларать.
«Аптранă кăвакал евĕр...» — текелет вăл, вĕркĕчпе хăлаçнă пек, вĕркĕч çинелле тинкерсе пăхса.
«Аптранă кăвакал мар, алтранă чăх пӳль эсĕ! — тесе çиллипе чыхăнса мăлатукне лаç кĕтессинелле вăркăнтарать Кушил мучи. — Санпа калаçса та ывăннă ĕнтĕ эпĕ. Эх, Ярук тусăм, Ярук тусăм, ватă çын эс, çапах тавçăрса илейместĕн. Хăвна кашкăр сăтăр туни çинчен эсĕ упана каласа парасшăн. Кантурта кам ларать? Яка Илле ачи. Чикмере те Яка Илле ачисемех лараççĕ. Мĕн тума лартса тухнă вĕсене тĕрлĕ кантурсене? Сана çаратма, мана çаратма, ыттисене хĕстерме. Яка Илле те вĕсен урапи çинчех. Эсĕ вĕсем çинчен вĕсене хăйсене каласа парасшăн. Çапла пулмалла-и санăн? Кала-ха: çапла пулмалла-и пирĕн?»
Кушил мучи сассинче тарăхни, кӳренни, хута кĕрсе калаçни илтĕнет. Шурă çӳç пайăркисем унăн çамки çине усăнса аннă, хăлха тăррисем тăм илнĕ пек шурса кайнă.
«Чĕлхесар янавар» шикленсе тимĕрçĕн хаяр куçĕсенчен пăхса илет те нимĕн те чĕнмест.
«Лашуна сутса ячĕç тетĕн, пăруна пусса çинĕ. Пĕртен-пĕр хĕрӳ те çичĕ ютра йĕрет. Тата Яка Илли те куç кĕретех çаратма пăхать, вăл та пайсăр юласшăн мар. Мĕн турăн эсĕ, «аптранă кăвакал», çак вăрă-хурахсене хирĕç? Куççуль тăкса çӳрерĕн-и? Мĕнле çăмăллăх пачĕ вăл сана апла хăтланни?»
Çын пуçне усать те çаплах нимен те шарламасть. Кушил мучи кăштах кĕткелесе тăрать, итлесе пăхать те ун çумне пырса ларать.
«Куратăп — йывăр сана. Анчах пусăрăнса çӳренипе ним усси те çук. Пĕри йăвашланса лар, тепри сăмах ан чĕн — мĕн пулĕ пиртен? Хаярланас пулать. Чĕвен тăма вĕренес пулать. Куннине кун çук тенине илтнĕ-и эсĕ? Чĕрĕп пек хутланса пурăниччен, выçă асапланса виличчен — çапăçса вилни çĕр хут авантарах. Куратăн-и, вырăссем мĕн хăтланаççĕ? Хăйсене çаратакансене тытаççĕ те шыва переççĕ, вутта пăрахаççĕ, çурчĕсене çунтара-çунтара яраççĕ. Тĕл пултăр тăшман, аçа çапасшĕ! Е эпир чĕрĕ çынсем мар-и? Е пирĕн пурăнма тивĕç çук-и? Вĕсен ури айĕнче сывламасăр выртиччен пĕрех хут çурт тăрне хăпарса хурах кăшкăрам, — чуна çăмăлтарах пулĕ. Вĕсем мана çаратаççĕ пулсан, — манăн мĕншĕн çăвара карса ларас? Е пирĕн вĕсене пăвма алă çук-и? Вĕсене улталама пуç çук-и? Чеелĕхе хиреç — чеелех, ултава хирĕç — ултав!..»
Кушил мучи сасартăк шăпланать те тăн-н итлесе тăрать. Унăн кăвакарса кайнă питне ерипенех чĕрĕ тĕс çапать, чĕтрекен аллисем вĕркĕчĕ аврине çавăрса тытаççĕ. Лаççа пĕчĕк ача йăтнă çамрăк хĕрарăм пырса кĕрет.
«Тĕтĕрсе параймăн-ши ачана, мучи?»
«Куçахрĕ-и-мĕн?»
«Ашшĕ куçăхрĕ пуль тет. Ĕнер ыйткалакансем кĕрсе выртрĕç те, çавсемпе хытă ĕрлешрĕ. Паян иртенпех ĕммеç».
Янаварпа калаçнă хыççăн Кушил мучин кăштах кăмăлĕ пăсăлни сисĕнет. Вăл урăх сăмах чĕнмесĕрех тухса аллисене юрпа çуса кĕрет те вучах патне пырса тăрать.
Шухăша кайса пĕр авăк кăвар çине кури-курми куçпа пăхса тăрать. Тухса кайма тытăннă старик ӳсĕркеленине илтсен тин тимĕрçĕ йӳле янă вăрăм кĕпи аркине хутлатса каска пуканĕ çине кайса ларать.
«Кӳр-ха ачуна, кин... Ну, мĕн-пулчĕ сана, Хĕлип тус? Каллех йăшрăн-и? Кĕрхи чĕпĕ пек, пуçне чалăштарнă та, никам çине те пăхмасть... Ăçтисем терĕн пуçтараканĕсем? Самар енчи чăвашсемех апла? Ха, эсĕ... Самар çынни самăр çын текенччĕ те ĕлĕк, халĕ унта та якалчĕ пуль çав ĕнтĕ... Чĕртсе пар-ха çав кăмпана, кин. Турăран ырлăх, этемрен сиплĕх. Ылтăн чăрăш çинче ылтăн шăпчăк, çав ылтăн шăпчăк çине хăçан та хăçан хура халах куçĕ ӳкет, çавăн чух тин Хĕлип çине куç ӳксе çĕнтертĕр... Эсĕ ху кăштах леррех кайса тăр, кин, атту алăкран çил кĕрет... Çитмĕл çичĕ чăрăш çинче ара чул куккук... Пуçтараканĕсем миçенччĕ? Хĕрлĕ çыр, Хĕрлĕ çыр амăшĕ кепе, кепе амашĕ, хăçан та хăçан çавсем çине куç ӳкет, çавăн чух тин çак Хĕлипе куç уксе çĕнтертĕр...»
Тĕттĕм пулас умĕн тимĕрçĕ лаççине çĕтĕк сăхман тăхăннă ыйткалакансем виççĕн пырса кĕреççĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...