Таната :: Çул
Ухтиван каллех çул çинче. Каллех ун умĕнче пытарăнса ларнă ялсем, вăрмансем, уйсем, çырма-çатра. Каллех ĕмĕт пек пĕрре тĕтре ăшĕнче çухалса курăнмиех пулакан, тепре ирĕке тухса ярт уççăн палăрса выртакан вĕçсĕр çул. Пурнăç çулĕ пекех, вăл шутласа кăларайми кукăрсем туса çӳрет, сĕм вăрмана кĕрет, кĕç-вĕç ишĕлсе анас пек чăнкă çыран хĕррипе иртет, хыпашласа тарăн варсене анать, куçран çухалать.
Çитрĕ-ши ĕнтĕ вăл çитес çĕрне? Тупрĕ-ши канăçсăр шыравçă хăй мĕн шыранине. Çук, çитеймен-ха. Çук, тупайман-ха.
Çул тарăн вартан тухать, тăрмаланса ту-чакăл тăрнелле хăпарма тытăнать, хăпарса çитет. Телейлĕ ту тăрринчисем!
Мăнтарăн çулĕ! Аслă та эс, хĕсĕк те, вĕçсĕр те эс, кĕске те, такăр та эс, тумхахлă та. Кашниех сан çине хăйĕн хуйхи-суйхипе, хăйĕн савăнăçĕпе тухать, кашниех сана хăй куçĕпе курать.
Анчах Ухтиван малтанлăха нимĕн те курмарĕ те, илтмерĕ те. Иртнĕ ĕçсемпе те тĕл пулусемпе анраса кайнă пек пулса, ӳсĕр евĕр танкăлтатса пускаласа вăл пахчасем хыçĕпе ялăн анат вĕçне анчĕ, хуп кĕпер урлă каçрĕ, тăвалла хăпарма тытăнчĕ. Ультӳç инкене курмасăрах килтен пăрахса тухса кайни, Савтепи: сивĕнни (ĕне хăваласа пыракан хĕр Савтепи иккенне Ухтиван пĕрре пăхсах палласа илнĕ), хаяр куçлă шур старик, — пурте пĕр çĕре хутшăнса арпашăнса кайнă, ăс-тăна путарса лартнă. Сасартăк икке пайланнă пек, вăл нимскер асăрхамасăр кĕрхи тĕттĕм уялла утать, анчах шухăшĕсем çаплах Ультуç инкепе калаçаççĕ, палламан старике тăнлаççĕ, Савтепн тенкисем чăнкăртатнине итлеççĕ. Чĕре татăлса анас пек чарăна-чарăнă ларать. Чунăм, савниçĕм, пурнăçăм, çаврăн каялла, ан пăрахса кай мана тесе кăшкăрас килет Ухтиванăн. Куç хупаххисем чĕпĕтсе кăтăкланаççĕ, пыр тĕпе йӳççĕк-йӳççĕн туйăнса каять. Ухтиван сурчăкне çăтать те каялла çаврăнса тăрать. Хăй еннелле туртакан çут çăлтăр пек, лупашкара вут çути мĕкĕлтетет.
«Ăшă-тăр ĕнтĕ унта, пӳртре, апат та тахçанах пиçсе аннă-тăр... Çывăрма выртма та вăхат çитнĕ».
Ухтиван çӳçенсе илет те куçне илмесĕр, пĕтĕм чун хăвалĕпе, антăхса кайса çутă еннелле пăхать. Шухăшĕсем пĕррĕ йăпатса та илĕртсе, тепре хăратса Ухтивана ялалла чĕнеççĕ. Ухтиван туртăнса тăрать, савнийĕпе калаçакан хĕр пек, хăйне çирĕпрех сăмахсем каласа ĕнентерессе кĕтет.
«Çаврăн каялла, çын ĕретлĕ пул, итле каланине», — теççĕ шухăшĕсем.
«Мĕншĕн?» — ыйтать Ухтиван.
«Ӳкĕнмелле пулать. Кайран чавсу çывăх пулĕ те — çыртаймăн», —харатаççĕ шухăшĕсем.
«Эпĕ пуçĕпех пăрахса каймастăп-çке, каялла таврăнатăп», — тет Ухтиван.
«Ан кай ниçта та, лар килте... — теççĕ шухăшсем. — Итле каланине».
Ухтиван пĕр ыйтăвах перет.
«Мĕншĕн? Меншĕн?»
«Пĕтетĕн. Пĕр юхăм варрине лексессĕн — сыв пуççăн юлассине ан та шутла», — теççĕ шухăшĕсем. Ухтиван пĕр вăхăта парăннă пек пулать: «Вара мĕнле? Каймасан — мĕнле?» — тет те вăл шухăшĕсем малалла мĕн каласса кĕтет. Таçта вăрттăн кĕтесре шухăшĕсене темескер вĕсилетсе, хавхалантарса тăрать:
«Лайăхрах калаçăр. Ĕнентерĕр ăна. Сăмах чĕнейми тăвăр».
«Киле таврăн, — теççĕ лешсем, — пусăрăнса пурăнма вăрен. Çынсемпе хирĕçме пăрах. Сывалса çит».
Ухтиван хăлхисене чанках тăратать:
«Никампа та хирĕçмелле мар-и? Хама мăшкăллакансемпе те-и? Аттене вĕлерекенсемпе те-и?»
«Вĕсемпе харкашса вĕçне тухаймăн. Вĕсем вăйлă, нумаййăн. Лăплан. Тӳсĕмлĕ пул. Мăшкăллакалĕç те йалăхса çитсен хăйсемех пăрахĕç. Усала хирĕç ваттисем ырă ĕçпе тавăрма каланă. Чулпа перекене ăвăпа пеме хушнă. Савтепи пăрахсан ялта урăх хĕрсем те пур...»
«Самахран, Паçа... Çапла-и?»
Ухтиван çаврăнать те, такамран тарнă пек, хăвăрттăн тĕттĕм уялла утса каять. Ури айĕнче кĕрхи çĕр тӳплетсе пырать, хăлхисенче çил шăхăрать. Малта вăрман кашлани илтĕнме тытăнсан Ухтиван сасартăк утма чарăнать.
Ара, хăйсен утарне урăх ура ярса пусмасса сăмах панăччĕ-çке вăл паян, мĕнле хăват илсе кĕчĕ ăна унта каялла? Кам этемми вăл — шур çуçлĕ старик?
Пуçĕ çаврăннипе Ухтиван тайăлса каять те сулăмпа кăна малалла сĕнккет. Çывăхрах вăрман сывлать ĕннĕ. Йываçсем хушшипе вут çути курăнать.
Ĕнтĕ вăрман кашлать, вăрман кашлать,
Çулçă çумне çулçă ай хушас тет пуль.
Кĕркунне-и? Аптрамалла пĕр те пĕр шухăшласан: Савтепи, вăрман... тăвар... Мĕншĕн вĕсем пурте пĕр тăрук аса килеççĕ? Тата ăçта тăвар? Мĕншĕн — тăвар?
Утма чарăнсах Ухтиван пуçне чикет те чылайччен шухăшласа тăрать. Çăварне хăй тарĕ юхса кĕнине сиссен тин вăл çанни вĕçĕпе çамкине шăлса илет.
Çук, текех чарăнса тăма юрамасть. Унăн пĕр ĕç, пĕр тĕллев: çул...
Ухтиван утать. Малта — Упа кати. Шуркасран çитмĕл çичĕ еннелле те тухса кайма пулать, анчах Ухтиван вăл çулсенчен пĕрне —хаяр куçлă старик каланă сула суйласа илнĕ. Вăл утать. Çултан пăрăнас марччĕ, ӳкес марччĕ тесе вăл куçĕсене чармакласа пăхать, питне сăтăра-сăтăра илет. Вут çути çара йывăçсем хушшипе çывăхрах пек курăнатъ ĕнтĕ. Вут чĕртнĕ пулсан унта çынсем те пулма кирлĕ. Кунта чарăнсан, вăйран кайса ӳксен — тăрасси те пулмĕ.
...Ухтиван юлашкинчен хăй уринчен урине те аран-аран ирттерсе тайкаланса пынине асăрхать. Пĕтĕм шăмми тăрăх сăрлатса кăкăрĕ чикет, ӳслĕк тăвăна-тăвăна килет. Вăл тепре, иккĕ, виççĕ ярса пусать те вутран инçех мар çĕре ларать.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...