Таната :: Çурçĕр иртсен
Мяриç ашшĕне лартнă урапа çул çине тухать. Шахрунпа Ивук утар çемленкки умĕнче тăраççĕ.
«Урапа çинчен анса тармĕ-ши ку этем?»
«Çав старик-и? Ара, хуралçи мĕншĕн?»
«Хуралçи пур-ха та... Шан-ха вĕсене. Кунта килсе йăва çавăрма ăс çитернĕ çын тарма та именсе тăмĕ».
«Ăçта тартăр вара... Пуçа çапса шăтарсан эсĕ те тараймастăн».
«Ытла та тискер тыткалатăн эсĕ, Шахрун. Эс мĕн хăтлалагнине пăхса хамăн çӳç-пуç вирелле тăрса кайрĕ».
«Тупăнчĕ йăваш çын... Эсĕ хур тĕкĕпе çырсах çынсене манран вунă хут ытларах хур кăтартан».
«Кашнин хăйĕн ĕçĕ, Шахрун. Пĕри хура халăха хур шăммипе хур тăвать, тепри хурах туса хăратать. Ĕне çиллипе пĕрех халăхĕ: кам ӳркенмест, — çав пырса сăвать... Атя, çемленккене кĕрер, кунта сивĕ». «Тăхта, кайсă вут чĕртем».
Шахрун тĕттĕмелле утать. Кив вучах вырăнĕнче уçланкăра йăл-ял çутăсем курăнаççĕ, машлатса вĕрни илтĕнет.
«Тип кăвайтă илсе пырас мар-и?»
«Эс хуллентерех калаç, илтме пултараççĕ».
Вĕсем утар çемленккине кĕреççĕ. Шахрун кунта та урай варрине вут хурать. Тĕксĕм çутăра йĕркесер сапаланса выртакан япаласем курăнаççĕ. Старик сĕтелне ватса шалти алăк патне пăрахнă. Кăвайтă çывăхĕнче çĕрте çĕлĕк выртать.
«Çара пуçăнах карĕ иккен пирĕн чăваш».
«Ăçта-ха, чипер-и çĕлĕке? — Шахрун ăна илсе çавăркаласа пăхать те алăк патнелле перет. — Кун пекки манăн хамăн та пур».
Вăл çĕртен вĕлле хупписене пуçтаркаласа вутта пăрахать. Çемленккере тĕтĕмпе хутăш ирĕлнĕ карас шăрши кĕрет. Ивук старик вырăнĕ çине хăпарса выртнă. Шахрун вут патĕнче ларать.
«Итле-ха, Шахрун. Мĕнле тытса пĕтермелле ку пăтратса çӳрекенсене? Пĕрне хупса лартатпăр, ун вырăнне тата ик-виçĕ çын сиксе тухать. Пур çĕрте те Пугачев çинчен калаçа пуçларĕç, çыннисем хаярланса карĕç».
«Ху пĕлместĕн пуль ĕнтĕ».
«Хăямачĕ пĕлсе пĕтерĕ ку чухне. Иван Петрович вырăссене вăрçать, çавсем пăсаççĕ тет. Тĕрĕс те калать пулмалла. Сăна-ха эсĕ: пăтратаканнисем пурте е салтакра пулнă, с тĕрмере ларса тухнă, е, Ухтиван пек, вырăссем хушшинче çапкаланса çӳренĕ. Паян тытса кайнă старик те вырăссем патĕнче ĕçленĕ те».
«Ун пеккисене тыткалама пĕлес пулать».
«Мĕн тумалла, сан шухăшпа?»
«Е хăвăр майла çавăрмалла, пĕр-пĕр пĕчек чин тупса памалла, е хăратмалла. Е тус, е тăшман — иккĕшĕнчĕн пĕри. Ун пек чухне çын часрах туслашма тăрăшать, мĕншĕн тесен унăн çемйи пур, ачи-пăчи кулленех çиесшĕн. Аслăраххисене, вăлтана çакланманнисене — хăратмалла: пĕрерĕн-пĕрерĕн тытса хупмалла, вĕлерсе пĕтермелле».
Ивук юлташе çине тĕлĕнсе пăхать.
«Ай, Шахрун... Эп сана ун пек мар тесе... Пăх-ха эсĕ...»
«Мана старастана суйлас пирки Иван Петрович мĕн калаçать?»
«Иван Петрович килĕшнĕпе пĕрех темелле. Атте çуркуннеччен тăхтас тет. Валтан вăл туй туса ирттересшĕн».
«Эпир Паçапа тахçанах... пĕрлешнĕ».
Кăштах чĕнмесĕр ларнă хыççăн Ивук каллех паçăрхи юррине аса илет:
«Ĕлĕкрех чăвашсем йăвашрах пулнă теççĕ. Кантуртисем пырса кĕрсен пĕр çын юлмиччен тарса пытанатчĕç тет. Халĕ иртсе кай-ха пĕр-пĕр ял витĕр. Çунакан яла пырса кĕнĕ пек пĕçерет».
«Хĕр мар-çке эсĕ сан çине савса пăхма. Кантур йĕке хӳри, укçа сăптăракан... Нумайăшĕн çимеллисем те яп-яка».
«Иккĕн-виççĕн пĕр тăрук килсе кĕресрен хăрамастăн-и эсĕ, Шахрун? — ыйтать Ивук. — Полицине васкарах каялла таврăнма каламаллаччĕ».
«Ун пек çынсем ушкăнпа çӳремеççĕ, Ивук, — тет Шахрун. — Ăйху килсен эсĕ вырт та çывăр, мĕн тумаллине эпĕ хамах майлаштаратăп».
«Çывăрма терĕ. Çакăн пек чухне ăçта çывăран. Хырăм та выçа пуçларĕ. Васканипе эпир апат илме манса каннă».
«Ирхине Паçа илсе килет. Çимеллисем кунта стăрикĕн те пулма кирлĕ, — тесе Шахрун çемленккене ухтарма тытăнать. Вырăн пуçĕнчи вĕллерен вăл çăкăр сăмси те виçĕ чăкăт туртса кăларать, вырăн айĕнчен уйранлă кăкшăм илет. — Тĕрмешнĕ вăхăтра мĕнле йăванса кайман ку?.. Кирлĕ пулсан пыл та татса пама пултаратăп».
Вĕсем старик выранĕ çине апата лараççĕ.
«Пылне ирхине çийĕпĕр, — тет Ивук — Кăнтăр çутипе ку шăтăка йăлтах тĕрĕслесе тухас пулать-ха. Тен, унта мĕн те пулин пытарса хунă? Кĕрсе пăхман-и эсĕ шалти пӳлĕме?»
«Çук, кĕмен. Паçăр уçса пăхрăм та — веллесем курăнчĕç».
«Ку йăвана тупни пире иксĕмĕре те пулăшать. Эпĕ часрах тиеке куçасшăн...»
«Саншăн тăрăшса çӳреп пуль эпĕ, кĕтсех тăр. Манăн хамăн шухăш».
Тулта кушак макăрни илтĕнет.
«Ку мĕ-ĕн?»
«Илтетен пуль сассине?»
«Ийе путекки мар-ши?»
Ивук çиме чарăнать.
«Çапах та, ача, çĕрле хăрушă кунта. Вилнĕ çынсем тепĕр чухне темле чĕрчун та пулса çӳреççе тет».
«Вут патне нимле усал та пымасть, вут таса япала».
«Асту пымĕ. Пĕррехинче пирĕн ялсем çак вăрманта пĕр кĕтӳ арçури курнă. Çĕрле, çынсем çывăрса пĕтсен, вут патне пуçтарăнса ларнă тет те шăкăр ăшăнса лараççĕ тет. Чăлах Эрнюк вăрттăн пĕр ывăç тăвар илнĕ те вут çине чашлаттарнă. Эх, тарчĕç тет...»
Хăвăрттăн алăк уçăлса каять те, çемленккене Мариç кĕрсе тăрать. Ивук хăраса стена çумнелле тĕршĕнет. Килнĕ çын хĕр иккенне курсан тин ăна чун кĕрет. Малтанах Шахрун та ниçталла мар пулса каять.
Чупса килнипе Мариç çырла пек хĕрелсе кайнă, хăвăрт-хăвăрт сывлать. Вăл пĕрре пĕрин çине, тепре теприн çине пăхса илет. Хĕрĕн çиçсе тăракан пичĕ хуллен-хулленех тĕксĕмленме тытăнать. Хул айне хĕстернĕ çыххи çĕре укет, Мариç ăна та асăрхамасть.
«Атте ăçта?»
Шахрун ăнланать: ку — старик хĕрĕ. Вăл тăрать те хĕрĕн çулне пӳлет.
«Аçу тула тухрĕ-ха. Эсĕ лар, пике, ăшăн. Вăл халех кĕрет».
Мариç вырăн хĕррине тĕренет те çавăнтах каялла сиксе тăрать. Вăл кашни хускалмассеренех Шахрун çине уçă варкăш перĕнет, тулти таса сывлăш шăрши кĕрет. Шахрун ним ĕçлемесĕрех тарласа çӳрекен пăсăк куçлă Паçана аса илет те ку çĕнĕ сывлăшра ӳсĕрĕлсе ката пек пулать.
Кунта мĕн пулса иртнине Мариç те ăнланма тытăнать. Сапаланса выртакан япаласем. Çĕмрĕк сĕтел...
«Эсир — камсем?»
Эх, сывлăшĕ, сывлăшĕ!.. Чĕтрене ернĕ Шахрун ихĕлтетсе кулса ярать:
«Çынсем, пике, çынсем... Лар, ма лармастăн?»
Вăл сиксе ӳксе хĕре çисе ярĕччĕ, унăн ал-урипе çаплах темскер çыхса тăрать-ха.
Мариç Шахрун ури айĕнче ашшĕн çаралса пĕтнĕ çĕлĕкне курать. Тухса тарма хăтланнă хĕре Ивук ура хурса ӳкерет; сиксе тăрать те Мариç, шăна пек, каллех алак патнелле ыткăнать, — Шахрун ытамне çакланать. Аллине пĕçернĕ хулă пек авкаланакан çамрăк хĕр кĕлетки лексен вăрă урсах каять. Ахаль чухне хитрисене шăл витмест-и? Халь ăна кунта вăйпа илме пулать!..
Шахрун пĕрре тытнипех Мариç сăхманĕн тӳмисем татăлса вăркăнаççĕ. Вăл хĕре урайне пусса ӳкерет. Вара чамăртаса çеклесе илет те шалалла йăтса кĕрет. Шахрун тапнипе пĕчĕк алăк шалтлатса уçăлать... хупăнса ларать... Маччаран тăпра тăкăнать.
Шалта кĕрмешни илтĕнет, хĕр чĕрене çурса кăшкăрса ярать. Çивĕч сасăсем сасартăк хупланса лараççĕ. Ахлатнисем, хăрăлтатни...
Вара йăлтах пăчланать.
Çапла иртет çамрăк ĕмер — хĕр ĕмри. Уншăн çут тĕнче ишĕлсе анать, хĕвел хупланать. Анчах чĕре юлакансемшĕн çĕр çул, пин çул каяраххи пекех, хевелĕ те хай вахăтĕнче тухать, çилĕ те вĕрет, тулта та çавах сивĕ, тĕттĕм...
Ивук вырăн çинче четресе ларать. Шахрун пуснипе урайĕнчи вут сапаланса пĕтнĕ, сӳнме пуçланă. Çемленккере вут пуççи шăрши кĕрет. Ивук урисене усса итлекелесе ларать-ларать те сас-чĕвсем йăмсанах вырăн çине хăпарса выртать.
...Шахрун тухнă. Вăл хай хыççăн алăкне çаклатать, хыпашласа Ивук çумне пырса ларать.
«Кĕретни?»
Ивук чĕнмест. Çӳхе алăк витĕр тулта вăрман кашлани илтĕнет, шалти пӳлĕмре хĕр татăлса макăрать-йĕрет.
«Кĕçех хĕл ларать», — тет Шахрун кĕтмен çĕртен. Вăл тăрать те вут пуççисене пĕр çĕре пуçтарса хурать, вĕре-вĕре вут чĕртет. Тăвăр çемленкке стенисем çинче мелкесем сиккелеме тытăнаççĕ.
Шахрунăн сулахай алли чĕп-чер юн, ывăç тупăнĕнчен какай татки усăнса тăрать. Шахрун ăна кĕпе çĕтĕкĕпе туртса çыхать.
«Çитет ĕнтĕ юнтарса выртма, Ивук...»
«Эсĕ хĕрне кăларса яратни, çук-и?»
«Хамăра часрах килсе тытчăр-и? Ниçта та каймасть вăл».
Ивук вырăн çине тăрса ларать.
«Эх, Шахрун, Шахрун, лекетĕнех-ха та эсĕ пĕрре...»
«Нихçан та лекместĕп, — тет Шахрун. — Мана тытас пулсан сире, кантур йыттисене, вуншар хут тытса хупмалла. Пĕлетĕп эпĕ...»
«Кирек мĕн ту та, сасси-хури ан тухтăр».
«Тухмасть, ан хăра. Кантуртисем хамăр çынсем. Эсĕ лар-ха, эпĕ тухса пăхкаласа çӳрем. Кăмăлу пулсан пике патне кĕр».
Вăл тухса каять. Алăк хупăнма та ĕлкĕреймест, Шахрун каялла сирпĕнсе кĕрет, урайĕнчи вутта тапса салатать.
«Мĕн пулчĕ?»
«Шăп пул. Çын килет».
«Итле-ха, Шахрун... Эсĕ хăвах тыт, эпĕ кайран тухăп».
Шахрун Ивук çăварне хупласа лартать, айăккинчен кат! тĕкет.
«Ан чĕн!»
Ура сассисем алăк патне çывхараççĕ. Çын сывламасăр итлесе тăрать. Шăп.
Ивук Шахрун вырăн çинчен тăрса кайнине сисет... Тулти çын темĕскер ырă маррине туять пулас, алăка шăкăрт! тутарса çаклатса лартать те ӳсĕркелесе илет.
«Мучи, эсĕ кунта-и?»
Хирĕç никам та чĕнмест.
Унтан хытăрах:
«Мучи тетĕп, эсĕ кунта-и?»
Ухтиван сасси! Ăна шалти пӳлĕмри хĕр те уйăрса илет. Вăл сасартăк алăкне шакăртаттарма тытăнать те пĕтĕм вăйран кăшкăрса ярать:
«Тар, Ухтиван!... Т-тар, Ухтиван!.. Т-тар, Ухтиван!..»
Шахрун алăка тапса кăларать, тула сиксе тухать.
«Кил, Ивук!»
Шахрун тухнă çĕре Ухтиван уçланкă хĕррине çитет. Хăвалаканни чееленме шухăшлать: малтан вăл алли-урисене хăнăхтарать, вăйне упрать, васкамасть, çав вăхăтрах Ухтивана та куçран çухатмасть. Тилĕ мулкачă чухлĕ çурри те чупаймасть, çапах та вăл мулкача тытса çиет. Ан тив, Ухтиван тулăксăр чупса вăйне пĕтертĕр, пӳлĕнме пуçлатăр, вара тин ăна Шахрун хăваласа çитет, пусса антарать. Хальхинче вăл Ухтивана пур пĕрех алăран вĕçертмест. Тул çуталиччен тытаймасан ыран кăнтăрлаччен хăвалать те — тытать-тытатех...
Шахрун Ухтивана уя кăларасшăн. Çул çине тухсан Ухтиван пĕр самант пек чăнах та иккĕленсе тăрать, темиçе утăм хирелле те ярса пусса пăхать. Шахрун вăл хушăра ăна сылтăм енчен пӳлсе илет, сулăмпа кăштах маларах та иртсе каять. Ивук çул çине тăрса юлать.
Тăшмансен шухăшне Ухтиван та тавçăрса илет. Вăл каялла палт çаврăнать те Ивукпа Шахрун хушшинченех вăрмана кĕрсе каять.
Шахрун халь унтан пĕр вунă-вун пилĕк чалăш кайра пырать. Ивук — ун хыçĕнче. Ухтиван йывăçсем хушшине кĕрет те каялла çул çине сиксе тухать: тип туратсем хушшинче сас-чӳ ытла аякка илтĕнет. Ухтиван тунă кукăра Шахрун тӳрĕ тухать. Вĕсем халĕ пĕринчен-пĕри çич-сакăр чалăшра. Шахрун тĕттĕмре Ухтиванăн кĕлеткине те лайах уйăрать, вăл хашкаса сывланине илтет.
«Çук, хăтăлаймасть Яриле ачи!»
Малти пĕтĕм вăйран, ăна хăвалаканни хыçалтан çурма сулăмпа та шухăшласа-виçсе кăна чупаççĕ пулин те, икĕ çын хушши сахалланнăçем сахалланса пырать. Ухтиванăн çăпатисем ярт шуса каяççĕ те, вăл кăшт çеç çĕре персе анмасть. Ун лек вырăнсенчен Шахрун е аяккалла пăрăнать, е сыхланса иртет, утăмĕсене ӳстерет. Пĕри кашни çул кукрине кĕрет, ăна хăвалаканнисем ялан тӳрĕ тапаççĕ.
Шахрунăн алли-урисем паçăрах хĕрсе çитнĕ ентĕ. Вăл хăйĕн кашни тымарринче вĕри юн тапса тăнине туять, вăйне ниçта хураймасăр тăвăнать. Çĕрлехи вăрманта çынсем хашкаса сывлани, шăн çĕр çинче урасем тӳплетни илтĕнет.
Шахрун халĕ йĕри-тавра мар, Ухтиван çине кăна пăхать, пĕр çавна çеç курать. Çул кукринче вĕсем иккĕшĕ те пĕр вăхăтра лупашкана кĕрсе ӳкеççĕ. Шахрун турĕ тухма хăтланса анса каять. Ухтиван — çул çинче. Ку вăл Хупăхан варĕн пуçламăшĕ. Сиксе тăраççĕ те — вĕсен хушши каллех çавăн.чухлех. Алла тăсас — алă çитеймест. Патак пулсанах çапса ӳкермелле ĕнтĕ — патак çук.
Шахрун тепре чееленме хăтланса пăхать. Вăл Ухтиван патне çывхарса, çывхарса пырать те лап! çĕре ӳкет, такăнтарма сылтăм урине тăсать. Ухтиван сиксе ӳкме ĕлкĕрет, Шахрун тăриччен темиçе утăм аяккалла тарать.
Чупсап-чупсан тин хăйĕн йăнăшне ăнланса илет Шахрун: каялла мар, малалла ӳкмелле пулнă, вара чип-чиперех Ухтивана уринчен тытса ӳкерме пулатчĕ.
Ухтиван вăрман хĕррипе, Шахрун çул варрипе чупаççĕ. Хыçалта инçех те мар Ивук хашăлтатни илтĕнет. Ухтиван сасартăк хуллентерех чупма тытăнать, каялла çаврăна-çаврăна пăхать. Тен, вăл ывăнса çитрĕ? Анчах Шахрун тытма тесе аллине тăссанах вăл, кушак пек, чĕрĕ туратран чап! çавăрса тытать те вăрмана сикет, тĕме тăрринелле тапаçланса хăпарса каять.
...Ухтиванăн юлашки халĕ пĕтсе çитет, куçĕ хуралса килет. Çĕлĕкĕ унăн паçăрах таçта хывăнса ӳксе юлнă, хăрах ури салтăннă. Вăл тайкаланса туратсем çине пыра-пыра тăрăнать, анраса пĕр вырăнта тапăртатса тăрать, куçĕсене сăтăрать. Пĕтĕм тĕнчене темĕскер карса илнĕ пек, мĕнле пăхсан та нимĕн те курăнмасть. Çурăм хыçĕнчех Шахрун сывлать. Ухтиван питне аллипе хуплать те, тăшман çарĕ витĕр тухнă пек, малалла шăвать, шăвать, шăвать. Тĕме айкки хăпарнăçем чăнкăрах. Ура айĕнче хăйăр ишĕлет, тăкăнать...
Ирĕк вырăна тухрăм тесе куçне уçнă Ухтиван турата перĕнсе каялла çаврăнса ӳкет. Çук-ши ал айĕнче патак та пулин, иçмасса!..
Ухтиван вăрмана кĕрсе кайнă çĕрте Шахрун чарăнаймасăр малалла танкăлтатса чупса иртет. Тĕме айккинче вăл темиçе хут та ӳкме тăрать, туратсенчен çаклана-çаклана ларать. Юлашкинчен акă сăрт тăрри, уçланкă! Унăн варри тĕлĕнче çын мĕлки палăрать. Апла Ухтиван инçех тарайман иккен-ха. Савăннă Шахрун ярса пусать те темĕнле шăтăка анса каять. Тăрса чупма хăтланать — чăнкă çырана пырса лексе каялла шуса анать. Хăш енчен килнĕ те ăçталла каймалла — нимĕн те ăнланмасть Шахрун. Вăл тăват уран упаленкелесе шăтăкран тухăть. Пăхать — ăна хирĕç çын патак йăтса чупса килет. Ухтиван хăй тапăнасшăн-и? Шахрун йăпшăнса ларать те ун çине аялтан сикет. Икĕ çын çыхланса ӳкеççĕ. Пĕрре пĕри, тепре тепри çиеле тухать. Çапăçу меслечĕсене Шахрун ытларах чухлать-мĕн. Вăл аялтанах çынна чĕркуççийĕпе çӳхе çĕртен тапать те, лешĕ лăпсăр çемçелсе каять, аллисене вĕçертет. Шахрун тăрса пĕтĕм кĕлетки йывăрăшĕпе çыннăн кăкри çине ларать. Кăмăрчак ваннă пек, кăкăр шăмми шăтăртатать, çын ахлатса сывласа ярать...
Шахрун çаплах шанмасть-ха. Вăл пилĕкĕнчи пиçиххине салтса çыннăн аллисене хыçалалла туртса çыхать те тин ури çине тăрать, савăнса вăрмана çĕмĕрттерсе кăшкăрать:
«Ивук!»
Никам та чĕнмест.
«Иву-у-ук!»
«Мĕн-ĕн?»
Сасă чирлĕ çыннăнни пек аран-аран тухать, çывăхрах, юнашарах илтĕнет. Шахрун итлекелесе тăрать те татах кăшкăрать:
«Ивук, ăçта эсĕ? Кил часрах, тытрăм эпĕ Ухтивана».
Шахрун ури патĕнче çын йăшăлтатса илет.
«Ах!.. Ай!..»
«Ивук?»
Çын тăрса ларма хăтланать те каллех ӳкет.
«Ах... Шахрун-и ку?»
«Эпĕ, — тесе Яка Илле тарçи Ивук çумне хутланса ларать, унăн аллине салтать. Ивук çаплах тăмасть-ха. — Ухтиван ăçта? Курмарăн-и эс ăна?»
«Ай... Эпĕ ăçтан пĕлем... Ах, кăкăра пĕ... кхм, кхм... пĕтерчĕ. Хăпарса сикрĕ те вăл... тара пачĕ».
Шахрун çăмăллăн сывласа ярать.
Палламан ăна Ивук.
«Ухтиван пулчĕ пулĕ, халĕ кăна пĕри çавăнталла тарса кĕчĕ».
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...