Таната :: Салакайăк
Мăн çын вилет пулсан, чăваш йăли тăрăх, вăл хăйне кам-кам çумаллине, тупăкне камсем тумаллине, шăтăкне алтнă чух çĕр кам пуçламаллине каласа хăварать. (Çĕр пуçлама чи юратнă çынна хушаççĕ.) Мариç чĕлхи çĕтсе вилнĕ, çавăнпа вăл çынсене халь амăшĕ тупать.
Тепĕр кун ирхине виçĕ хĕрарăм çăл кутне шыв ăсма кайреç. Пĕри, малти, курка тытнă, иккĕмĕшĕ — хуран, виççĕмĕшĕ — чĕрес. Куркапа та, хуранпа та, чĕреспе те шыв тултарса килсе ăшăтрĕç.
Хĕрарăмсем Мариçе çуса тасатреç, шап-шурă кĕпе тăхăнтарса тупăка вырттарчĕç. Кӳршĕ карчăкĕ хĕрĕн пуçĕ вĕçне тупăка икĕ çур пуслăх пăхăр укçа килсе хучĕ. Амăшĕ пĕр сурăм сӳс, йĕке, турахуп, пир татакĕ илсе кĕчĕ.
Юлашки çула кайма хатĕрленнĕ Мариç кăштах куçне уçнă, пĕчек аллисем — какарĕ çинче. Çамкипе пичĕ сарăрах çутă теслĕ, тути хĕррисем — çунса кайнă пек хура. Виçĕм кун-тăватăм кун çеç савăнса юрланă хĕр, вут çине пырса кĕрсе çуннă лĕпĕш пек, тупăкра хускалмасăр выртать. Кĕлеткин ике енне хунă вăрăм хура çивĕтсем те çуннă çунат тĕпне аса илтереççĕ.
Пӳртре пăчă. Çывăракан çынна вăратасран хăранă пек, çынсем пĕр-пĕринпе пăшăлтатса калаçаççĕ. Шăпăр шăтăкĕнче çитĕннĕ хĕр татăлса макăрать, хĕрарăмсем ĕсĕклеççĕ. Пĕр Мариç амăшĕ çеç тĕпел кукрине кайса ларнă та куçне илмесĕр хĕрĕ çине пăхать. Кам та пулин пĕр-пĕр япала ыйтсан вăл шартах сиксе тăрса утма тытăнать, анчах типĕ куçĕсем çаплах хĕрĕ çинчен каймаççĕ, аллисем лармалли шыраççĕ. Карчăк манса каллех сак çине тĕрĕнет...
Ирхи апат тĕлĕнче Мариçе пытарма кайма тухрĕç. Хĕр йĕкĕр çул çуралнă теме Мариç тупăкне кил хушши алăкĕнчен мар, пĕр сыпă хӳме сӳтсе кăларчĕç.
Пĕлĕтлĕ тексĕм кун. Çĕр çумĕпе урамра çӳп-çапсем вĕçкелеççĕ, çынсем хушшинче, хӳтлĕхре юпа пек пăр! çаврăнса пите çапăнаççĕ. Мариçе пытарма пĕтĕм ял халăхĕ пуçтарăннă. Çынсен пĕр вĕçĕ таçта анатра, урам кукринче курăнать, тепри ĕнтĕ уй хапхинелле çывхарнă. Чĕмсĕр çынсен пуçĕпе пĕр шай сывлăшра малта шурă тупăк сулланкаласа пырать. Сивĕ пулсан та арçынсем çара пуçăн. Кĕрхи варкăш çил çӳçсене хускатать...
Уй хапхинче çынсене тăрантас кӳлнĕ çӳрен ут хирĕç пулчĕ. Хĕрарăм кĕлеткиллĕ лутра пуп васкаса çĕре анчĕ те лашине çула урлă çавăрса тăратрĕ.
«Кăçта каятăр? Кам хошса?»
Хирĕç никам та чĕнекен пулмарĕ. Халăх çаплах малалла утать. Кайрисем малтисене тĕксе, сиркелесе çул айккипе иртсе кайма тытăнчĕç, тăрантаспа тупăка хупăрласа илчĕç.
«Çаврын калля!.. Назад! Поворачивай. Вон лелле. Киле, — тесе сар сухаллă лутра пуп юпа йăтнă старике пырса тытрĕ. — Юрамас. Çаврын калля!»
Тăрмаланчăк çӳçлĕ старик юпине çĕре антарса тăратрĕ, çамкине шăлса илчĕ. Ыттисем те чарăна пуçларĕç.
«Пăрăн, пачăшкă, — терĕ старик, паçăртанпах пупа пĕрре те куçĕнчен пăхмасăр тăраканскер. — Эпир çын пытарма каятпăр».
Чăвашсем хăйне курайманнине тахçанах сисет Салакайăк (Александр Петрович Архангельский), çавăнпа хăйне юриех хĕç-пăшалпа парăнтарнă çĕр-шыври пек тыткалать. Пĕлет вăл: ялти куштан-пуянсем, старастасем, вулăсри пуçлăхсем, — пĕтĕм вăй, — ун майлă.
Пуп юпине çĕклеме тытăннă старике сăхман çухинчен туртать:
«Юрамас тенĕ сана. Илтет-и? Калля. Яла кай. Вон унта».
«Çын вилчĕ, пачăшкă. Пытармалла ăна».
«Юрамас пытарма!»
«Мĕн пирки?»
«Юрамас! Каланă пирре. Матка кай».
Пуппа старик тавра пуçтарăннă çынсем тарăхса каяççĕ:
«Мĕншĕн пытарма чарать?»
«Ăçта хумалла вилнĕ çынна?»
«Атьăр каятпăр!»
«Мĕн пăхатăр ăна...»
Салакайак лашине халăх хушшинчен уттарса кăларать:
«Хăвасам пĕлĕр аппен. Çăваран калля чавса кăларас тесен — пытарма полтараттăр».
«Кам каялла чавса кăлартăр?»
«Мĕн пирки?»
Пуп тăрантас çине хăпарса ларать те тилхепине туртать.
«Хăвасам кăлараттăр».
«Мĕн тума?»
Темиçен лаша йĕвенĕнчен пырса тытаççĕ.
«Тăхта эсĕ, пачăшкă. Каласа ăнлантар пире... Мĕншен пытарма юрамасть? Ăçта хумалла вилнĕ çынна?»
«Ан чар пытарма, пачăшкă... Калаçмаллине кайран калаçăпăр».
«Кам вилсе? Опошки кăçта?»
«Вăл хĕр пулнă, пачăшкă. Акă амăшĕ унăн».
Салакайăк çилленсе Мариç амăшĕ çине пăхать, тилхепине турткалать.
«Сан хĕр вилеччен тор юнне супса-и, матка! Çулăхне каçарса-и?»
«Çылăхне каçарттарма ĕлкĕреймерĕмĕр, пачăшкă. Сасартăк вилсе кайрĕ».
«Чирĕкре кĕлĕ тумалла. Исе пыр...»
«Халь тин-и? Эпир пытарма кайма тухнăччĕ, пачăшкă. Каçарăр ĕнтĕ пĕррелĕхе».
«Торă каçармас. Чирĕке исе пымалла, халех. Онсăр — çылăх».
Тăрантас патне юпа йăтнă старик пырса тăрать.
«Тăна кĕр, пачăшкă. Эпĕ çак вилнĕ хĕрĕн куккашĕ пулатăп... Чирĕке эпир икĕ хут пытăмăр, эсĕ çукчĕ...»
«Апĕ ĕçпе кайса. Хозана».
«Ĕçпе мар, ĕçке кайнă пулнă вăл, — теççĕ çынсем хушшинчен. —Эпĕ ăна ĕнер Ишек пупĕ патĕнче хăнара ларнине куртăм».
Салакайăк унталла-кунталла пăхкалать те тилхепине туртать. Лаша хӳрине пăтратса илет, урисемпе тапăртатать, анчах вырăнтан тапранаймасть. Йĕри-тавра — темиçе çĕр çын кăшăл пек хупăрласа илнĕ. Ваттисемпе вĕттисем, арçынсем, хĕрарăмсем... Пурте кăмăлсăр е уççăнах кураймасар пăхаççĕ.
Пуп хăратма шухăшлать:
«Путарма юрамас эпĕ чирекре кĕлĕ томасăр. Калля чавса кăларттараççĕ. Касса пыхма хошать».
«Кам касма хушать?»
«Вулăс калать. Кантор. Иван Петрович...»
«Мĕн тăвăпăр апла пулсан? — тет Мариçĕн куккашĕ. — Тепрер кун вырттарсассăн вăл çĕрме тытăнатъ...»
Салакайăк качăк туртса Мариç амăшне хăй патне чĕнсе илет.
«Итле, тухлач. Тора омне хорма окçа кирлĕ. Пĕр çирĕм-вăтăр манит... Аслисемпе эпĕ вара хам пупляп».
«Çук-çке манăн пĕр пус укçа та...»
«Кирлĕ полсан — топать».
Кăшт аяккарах итлесе тăнă Ухтиван çынсене сирсе пуп патне утса пырать.
«Эсĕ этем-и е этем мар-и?»
Хăй умне тарăхнă йĕкĕт тухса тарсан пуп шикленсе тăрантас хыçнерех тĕршĕнет, çынсем çине пăхать.
«Кам ку? Она мĕн кирлă?»
«Эсĕ манпа калаç! — тет Ухтиван пупа аллисемпе тăрантас хĕррине çатарласа тытса. — Çыннăн хĕрĕ вилнĕ, упăшкине тытса кайнă, эс — укçа антратса тăратăн».
Пуп аллисене кăкăрĕ çине хĕреслесе тытса куçне хупнă пек тăвать: «Торă ирĕкĕ, ачам, пурте эпир торă аллинче, Торă хушмасăр поç тӳпинчи пĕр çӳç пĕрчи те татăлса окмеç».
«Уç эсĕ куçна, пачăшкă. Кур, сана пула миçе çĕр çын ахаль кĕтсе тăрать! Ку вăл — турă ирĕкĕ-и? Кантур йыттисем ак çак хĕре вăрманта мăшкăлласă вĕлерчĕç, — турă ирĕкĕ! Ашшĕне тытса кайрĕç, — ăна та турă çапла çырнă-и?.. Хуш пытарма, пачăшкă, атту... Тем пулма пултарать».
Салакайăк (куçне чарса пăрахрĕ те лашине туртса çапрĕ. Çӳрен лаша хартлатса сасартăк чĕвен сикрĕ, çынсем аллинчен вĕçерĕнсе малалла талпăнчĕ. Ĕлкĕрнисем аяккалла пĕрхенчĕç. Тăрантас урапи такам урине таптаса кайрĕ, турта пуçĕ теприне çапса ӳкерчĕ.
Кĕç-вĕç персе анас пек юнашар танкăлтатса чупакан Ухтиван тăрантас хыçне сиксе хăпарчĕ. Вара пуп çине ӳпĕнсе тилхеперен тытрĕ. Çынсем хушшинчеи ĕрĕхсе тухнă лаша тăрантаса кăр-р! çавăрчĕ те тап чарăнса тăчĕ.
Ухтиван çĕре анчĕ.
«Эсĕ Салакайăк мар, çăхан иккен, пачăшкă, — терĕ вăл, — хуш часрах пытарма, атту эп санне пуçна çапса çуратăп! Ниçта та тарса хăтăлаймастăн эсĕ манран».
«Путарăр кайса!» — терĕ пуп сывлăшне аран-аран çавăрса.
«Текех чăрмантармăн-и?»
«Чăрмантармăп...»
«Асту, пачăшкă! Ку вилнĕ хĕр çинчен татах сăмах-юмах тапратсан хăна айăпла...»
Ухтиван тилхепине пачĕ. Сехре хăпнипе чĕтрене ернĕ пуп лашине ялалла çавăрчĕ.
«Çăлăр! Хăтарăр! Вĕлереççĕ!..»
...Каçалапа Ухтиван ялтан тухса утать. Мариç амăшĕ хайне мĕнле ӳкĕтлесен те вăл ку ялта пурăнма шутламасть. Пĕр енчен, вăл пĕчĕк тăлăх-турат мар, çитĕннĕ арçын, тепĕр енчен — ăна ĕç хушнă. Чи малтан унăн Григорьевсен ялне Тептене кĕрсе тухмалла. Унтан... унтан ăçта каймаллине Ухтиван халлĕхе хăй те пĕлмест-ха.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...