Таркăн :: Каçхи сăмах
Чикме хули Атăл хĕррине вырнаçнă. Атăлăн сылтăм çыранĕнчи тӳпем тăррипе тӳпем аркине. Çӳлте пĕр урам, аялта тепре. Атăл, виççĕмĕш сакăлта пек, тата аяларах курăнса выртать. Кантурсем, тĕрме, мăнастир — тури урамра. Лавккасемпе пасар — халăх çывăхнерех — анатри урамра. Чи аялта, Атăл хĕрринче, çулла кăна тĕркĕш. Хĕлле, паянхи пек, ăнсăртран çех кам та пулин пырса лекет.
Чăнкă çыран айккинче те хăлтăр-халтăр çуртсем пур. Вĕсенче чухăнсем пурăнаççĕ. Михайловпа Янтул юр ашса тăвалла чакаланса хăпарчĕç-хăпарчĕç те пĕр çавăн пек пӳрт çывăхне çитсе тăчĕç. Темле çекĕлсемпе аппаланса Михайлов шалтан çаклатнă çенĕк алăкне уçрĕ. Пӳртре сĕтел çинчи çуртана çутса ячĕ.
— Хывăн, Янтул пичче. Ак кунта иртсе лар, — чӳрече патĕнчи хыçлă пукан çине кăтартрĕ йĕкĕт.
— Тавтапуç, — терĕ те Янтул хушнă çĕре мар, сĕтел умĕнчи пукан çине пырса ларчĕ, йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ. Пӳлĕм килĕшрĕ ăна. Коридор пек ансăр та вăрăм вăл. Çурта ун ку пуçне çех çутатать. Лерелле пăч тĕттĕмех. Çутă лаптăкĕнче пĕр кравать, пĕр сĕтел, пĕр чӳрече, икĕ пукан, кĕнеке çӳлĕкĕ. Пĕччене урăх мĕн кирлĕ? Янтулаччĕ çакăн пек улах кĕтес, çакăн чул кĕнеке... пĕчченлĕх.
— Авланас теместĕн-и-ха?
— Кам, эпĕ-и?! — хăраса ӳкрĕ Михайлов кĕтмен сăмахран. — Халех-и?
— Чăвашсем çамрăкла авланаççĕ вĕт. Хам эп киле... тарçа... пырса кĕнĕ чух санран нумай та аслă пулман.
— Авланакан авлантăр, ман ун пирки шухăшлама вăхăт пулмарĕ-ха.
— Укçа тăвас тесе çĕрлесенче эс кантур валли ĕç хучĕсене куçарса çыратăн пуль-çке?
— Килте хут-кăранташ тытнăран калатни? Уншăн мар эп ăна. Ман урăх шухăш-ха. Çынсенчен илтнисене хам валли асăнмалăх çыра-çыра хуратăп. Тен, хăçан та пулин кирлĕ пулĕç.
«Хут кирлĕ пулмасăр ара» тесшĕнччĕ те Янтул тăрăхласа — шарламарĕ. Урăх сăмах çине куçрĕ.
— Эп пĕлекен чиновниксем санран пуянтарахчĕ, — терĕ вăл кулкаласа. — Тепĕр тесен пурăна киле эсĕ те пуйса кайăн-ха. Сан хуçу пулнă Михеев купса та çамрăк чух чăвашсем хушшинче тиекре ларнă. Вăл та пирĕн пекех çап-çара пулнă валтан.
— Çапла... Эпĕ те чухăн мар, Янтул пичче. Ман ĕмĕт пысăк. Çĕрĕ-çĕрĕпе шухăшласа выртап эп. Çурта çутса вуласа ларма — укçа çук. Хусанти пĕр-пĕр аслă шкула вĕренме кĕрĕттĕм тетĕп — никам та илмест мана унта. Вулама-çырма эп хам тĕллĕн çех вĕренкеленĕ вĕт.
— Ĕмĕт сывлăха ĕмет. Эсĕ чи кирлине манса хăварнă пулас, йĕкĕт, çавăнпа юрлă.
— Мĕн-ши вăл?
— Çынсене çаратма пĕлменни...
— Шӳт тăван эс, Янтул пичче. Вăрă тума эп хурах мар-çке. Кукăр алăллă çын пирĕн йăхра пулман. Эпĕ хам шалупах сыпăнкаласа пурăнатăп. Килтен те пулăшкалаççĕ. Иртнĕ вырсарникун кăна атте пĕр сурăх пĕççи парса хăварчĕ...
— «Сурăх пĕççи». Тата пĕрер михĕ çĕрулми кӳрсе пачĕ пуль-ха. Урăх мĕнпе пулăштăр чăваш.
— Çапла. Кĕркунне çĕрулми илсе килсе панăччĕ.
— Ăçта-ха, йĕкĕт... Аллу тупанĕнче сан хушамату пуçланакан сас палли пур, ку аван... Тепĕр вунă-вун пилĕк çултан пурнăçу мĕнле улшăнса каяссине пĕлессӳ килет-и сан?
— Эсĕ мĕн, юмăç пăхма пĕлетни? Каласа пар-ха эппин.
— Авланатăн эс. Ман пекех, киле кĕретĕн пулмалла... Мăшăру ĕçченни лекет — пĕр пӳрт ача çуратса парать. Укçа-тенкĕ çитми пулать хайхискер. Вăрçу-харкашу тапранса каять. Вăл çук та ку çук. «Çынсен упăшкисем йӳнеçме пĕлеççĕ, эсĕ пире тип çăкăрпа усратăн...» Хăв ăçта ларнине куратăн-и эс çавăн хыççăн?
— Неушлĕ тĕрмере?
— Çук, хупахра.
— Йăнăшатăн, Янтул пичче. Эп нихçан та авланмастăп. Ун пек ĕçсемпе аппаланма вăхăт çук ман...
— Валтан эпĕ те çапла калаттăм. Карян... Çутçанталăк хăйĕннех ыйтать.
— Сан тăрăхлассипе, Янтул пичче...
— Ма, тĕрĕссипех çалла. Вулăсри тиексемпе суд таврашĕнчи чиновниксен икĕ тĕрлĕ çул: е пуйса купсана тухаççĕ вĕсем е, тӳрĕреххисем пулсан, — ĕçке ярăнаççĕ.
— Ман хальхи хуçа пеккисем те пур. Тĕрĕс çын вăл.
— Çĕр çынран пĕрре-иккĕ тупăнĕ ун пекки. Писриев пристав пирки калан пуль эс? Ватă салтак пулнă çав вăлă. Ытти тăхăрвун сакăр-тăхăрвун тăхăр чиновникĕ халăх юнне ĕçекен сĕлĕхсем. Брагин тиек валтан кам пулнă? Халĕ вăл ăçта çитсе туххĕр? Мясниковсемпе Варламов хуçасем мĕнле пуйнă? Эп сана çĕр тĕслĕх тупса паратăп... Кай, çитĕ вĕсем пирки калаçса. Кунта эс хăçантанпа пурнан, йĕкĕт?
— Ăçта, ку хваттерте-и?
— Чикмере.
— Пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ. Килсенех Михеев хуçа патĕнче пурăнтăм. Унта пурнăç хĕсĕнсе çитсен вулăс кантурĕсем тăрăх тухса карăм. Алă хĕртĕр терĕм. Оринин, Тутаркас, Мăн Шетмĕ... Халь каллех хулара. Кăштах вĕренес килет ман. Кĕнекесем тупма ансатрах кунта. Эрехпе те сахалтарах ашкăнаççĕ пуль.
— Эреке тенĕрен, çук-и вăл сан?
— Ăна килте тытмастăп çав эп. Унран кантурта та йăлăхнă ĕнтĕ. Ĕçпе çӳрекенсенчен хăшĕ те пулин чиксе пырать-пыратех. Кăмăл пулсан хăть кашни кун ĕç. Ахаль сая ан кайтăр тесе сыпкаласа та пăхатпăр вара.
— Ырлăх сирĕн. (Лафа вам!)
— Ырлăхĕ-качки, пурăнма пулать. Мана килĕшет. Халăх хушшинчи ĕç. Такам та пырать унта. Темĕн те илтетĕн... Чей лартам-ха кайса, — хускалчĕ Михайлов.
— Çук, кирлĕ мар, — терĕ Янтул. — Çывăрма вăхăт. Пĕр-пĕр тумтир пăрахса пар та урайне...
— Вырăнне чиперех сарăпăр-ха ăна. Эс тем каламалли пур теместĕнччĕ-и?
— Вырăнне майлаштарар-ха валтан. Сăмаха ăна выртса та калаçма пулать.
Урайне вĕсем хулăн кĕççе сарчĕç. Пуçелĕк хумалли те, витĕнме те тăлăп тупăнчĕ. Улах вырăншăн хĕпĕртесе Янтул ăшă çивитти айне чăмрĕ, пуç çинчен витĕнчĕ. Çук-мĕн, капла май килмест — пăчă. Вăл пуçне ирĕке кăларса Михайлов еннелле пăхрĕ. Йĕкĕт те выртнă. Çуртине сӳнтернĕ те тултан ӳкекен вăйсăр çутăра аллисене тăраткаласа выртать. Ăнсăртран çывăрса каяс мар тет пуль, ахăртнех. Тулта çаплах тăман асать пулмалла-ха, темле алăк лачăртатать, чӳрече кĕленчисене çил шалалла тĕкет. Пӳлĕм урла уçă хум вашкăрса иртет. Лайăх кун пек чухне пӳртре! Тулта çанталăк мĕн чул хытăрах урать, Янтул та хăйне хӳтĕлĕхре çавăн чул лайăхрах туять. Энчетрен çав самантра сан хырăму та тутă пулсан унтан ырри те çук вара.
— Хăлхана тăратрăм эп, Янтул пичче! — сас пачĕ Михайлов.
— Ĕç çук-и унта, сирĕн патра? Кантурсем тиркесех каймаççĕ эп куçарса çырнине...
— Çынна пĕлтермелли хутсем мар-çке пирĕн. Нумай чухне çавăн пек. Полици таврашĕ вĕт. Пĕр-пĕр отчет çырмалла пулсан çех васкаса ӳкетпĕр вара. Кирлĕ тесен систерĕп эп. Эс хăш ялсемччĕ çав, Янтул пичче? — терĕ Михайлов. — Хулара курнă эп сана. (Чиновниксем сан пирки тиркешсе калаçнине илтнĕ эп тес вырăнне пулчĕ пулас вăл.) Чĕлхӳ сан анатри чăвашсенни майлă. Вирьял сăмахĕсем те илтĕнкелеççĕ.
— Вăл мĕне пĕлтерет?
— Эп хама тĕрĕслесе пăхрăм. Эс пупленинчен ăçта çуралнине пĕлмĕп-и терĕм те — пĕлеймерĕм ав...
— Неушлĕ калаçнипех çын ăçта çуралнине пĕлекенсем пур?
— Пур вот.
— Ял ятне те каласа параççĕ-и?
— Ăнах каламасан та, хăш енче çуралнине чухлама пулать.
— Ан калаç?! — Янтул кăпăр-капăр вырăнĕ çине тăрса ларчĕ. —Эпĕ хăш енчисем-ха эппин?
— Пĕлеймерĕм тетĕп-çке. Анатри пек те туйăнан эс, турисем евĕрлĕ те перкелешен. Йăлтах хутăш сан.
— Çапла çав вот. Никам та пĕлмест ăна.
— Мĕне пĕлмеççĕ?
— Эп ăçта çуралнине.
— Эсĕ хăв çеç пĕлетни?
— Эпĕ те пĕлместĕп.
Шӳт тăвать тес çынна — шӳчĕ вырăнсăр пек туйăнчĕ Михайлова. Тепĕр хут ыйтма — ырă мар пек. Вăрçса каясран та шиклĕ. Луччă чĕнмесĕр ирттерес терĕ йĕкĕт. Хăй çывăрманнине систерсе хăна еннелле çеç çаврăнса выртрĕ вăл.
Янтул та выртнă.
— Эп тăлăххăн çитĕннĕ, — тесе пуçларĕ вăл пăртакран тӳлеккĕн.— Аттесĕр-аннесĕр, килсĕр-çуртсăр. Тăршшĕпех çын çинче. Пĕри шеллесе пĕр çул усранă пуль мана. Тепри — ик-виç уйăх... çур çул... Пĕр ялтан тепĕр яла... Çапла эп хам йĕре çухатнă, тĕнче касма тухса кайнă...
— Ма пĕр-пĕр çын патне ывăллăха кĕмен?
— Хăш-пĕр çĕртен эп хам тухса тарнă, теприсем мана хăйсем аяккалла ăсатма тăрăшнă. Тымарсăр йывăç эп. Асра пурччĕ ман темле сăмах — те ял ячĕ, те пĕр-пĕр тăван-пĕлĕш ячĕ, халь ăна та маннă ĕнтĕ. Анне вырăнне çех чĕрем варринче пĕр çутă пăнчă тăрать. Тата хамăр киле кăштах астунă пек. Тĕрĕссипе кил те мар пуль вăл. Санăн пулмасть-и çавăн пек? — терĕ Янтул малалла. — Нумай чухне эп хам та хам мар, темскер, этем сӳсленчĕкĕ. Пĕр пайĕ кунта, Чикмере, пурăнать — апат çиять, эреке ĕçет, ĕçлет выльăх пек. Чăн-чăн эпĕ çав хушăра таçта ирĕкре çӳрет, çуралнă кĕтесĕме шырать. Пĕр çурри ман — сӳннĕ кĕл; ăна текех нимĕн те хускатмасть ĕнтĕ. Ĕçме-çиме пултăр та ăна çывăрма ан чăрмантар çеç...
— Анаталла анма вăй хумалла мар çав, — терĕ Михайлов кравать çинчен. — Ут та ут сулăмпа. Ура хăех илĕнсе пусăнать. Тăвалла хăпарма вăй кирлĕ. Ялан астуса тăмалла хăвна. Хистемелле. Паянхи пек, пĕчĕк çĕнтерӳсем те пулин туса пымалла.
— Хăшĕ-ха вăл — паянхи çĕнтерӳ?
— Ара, сана аннӳ чĕлхипе калаçма вĕрентни.
— Ăна эп нихçан та манман.
— Манман та, калаçма вăтаннă-çке. Чăвашран писнĕ пулнă эс, вырăс çумне чунупа çыпăçайман. Çĕрпе пĕлĕт хушшинче эс.
— Мана таптанă пек таптанă пулсан хальччен эсĕ, тен, тăванусенчен çех мар, хăвăнтан ху та писĕттĕн. Пурнăç тăршшĕпех ура айĕнче тыт эс çынна. Çăварлăхласа ларт ăна, тĕрмене хупса питĕр. Лăска, турткала, хĕсĕрле, мăшкăлла, кул унран кашни утăмра! Апат çинĕшĕн сăмахла. Чăваш тетĕн эсĕ. Пĕлессӳ килсен, вăл ят ман вара-васака витнĕ. Хам чăвашне ыйхă тĕлĕшпе аса илсен пуçран тукмакпа çапнă пек тăрса лараттăм. Пурăнас килми пулса çитрĕ. Çут тĕнчене курмăттăм. Шухăшла-ха эсĕ: куçлă-пуçлă, алăллă-ураллă çынна хăйĕнчен хăй йĕрĕнекен туса çитереççĕ! Мĕн пултăр унран хăрушши? Çапăттăм та ватăттăм вăй çитес пулсан. Çăва патне йăлтах. Пĕр тĕрĕслĕх çук тĕнчере. Мĕншĕн сысна сĕтел хушшинче саркаланса ларать, тивĕçли — шăпăр шăтăкĕнче? Ухмаххи вĕрентет, ăслин ăна пуçне чиксе итлесе тăмалла. Ĕçлекенни чухăн, ĕçлеменни пуян. Пӳлĕхçĕ ăçталла пăхать, ма тӳрлетес мар çавна? Ну? Е вăл та хуçасем майлă-и? Е киремете сутăннă-и вăл?
Михайлов кхм! тесе ӳсĕрнĕ пекки турĕ.
— Йĕркеллĕрех калаç-ха, Янтул пичче. Пӳлĕхçĕ-киремечĕ таранчченех ан хускат, çĕрле вĕт çапах.
— Э, чăнах-çке, каçар тархасшăн. Ытла тарăхмалла та ара.
— Ну, итле-ха, Янтул пичче-э, — терĕ Михайлов тăстарса. — Юрамасть-çке ун пек...
— Мĕн — юрамасть?
— Ытла... ачаш... чунлă пулмалла эс. Ун пек кашни утăма, кашни сăмаха, çын мĕнле пăхнине картса пырсан пурăнма та çук-çке тĕнчере. Пурте пĕр кил-йыш эпир хулара. Кĕпĕрнере те. Вырăсĕ. Чăвашĕ. Çармăçĕ... Такам та пур пирĕн. Кашни халăх çынни хăйне тулса çитнĕ çăпан пек туйса çӳреме тытăнсан хăйне çеç çын тесен... Ыттисене шута илмесен, йывăр пурăнма. Майĕ те çук пуль пурăнма. Пирĕн килĕштерме пĕлмелле пĕр-пĕринпе. Çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть тенĕ. Вăрçаççĕ те ăна, тӳрленеççĕ те. Унсăр пурнăç малалла каймасть. Тĕрлĕ халăхсем хушшинче те çавах. Юнашар пурăнатпăр, çавăнпа пĕр чĕлхе тупмалла пирĕн. Пĕр савăта тултарна чул ванчăкĕсем пек. Пурте çивĕч кĕтеслĕ вĕсем. Савăтне тахçанччен силлесе тăрсан чул катăкĕсем пĕр-пĕрин кĕтессисене якатаççĕ те, шакки чул пулса пĕр-пĕрин çумне çыпăçаççĕ.
— Кай та туп эс ман арăмпа пĕр чĕлхе...
— Арăмпа çех мар, вырăссемпе, ытти çынсемпе...
— Ку юмаха та илтнĕ эп.. Ытти халăхсен малашлахĕ пур иккен, чăвашăн çех ни иртни, ни пуласси çук. Паянхи кунĕ те тĕксĕм ун. Çапла-и? Пурте мана эп япăх çын иккенне ĕнентересшĕн. Вырăс пулнă пулсанах эс чипер çынччĕ, халь чăваш та — ниме юрăхсăр теççĕ. Эпĕ пĕтсе пыракан халахăн юлашки-тĕлешкийĕ тейĕн...
— Кам сана ун пек калама хăйтăр? Паçăрхи хуçа пеккисем-и?
— Пур калакансем. Каламасан систерсе тăраççĕ. Ĕçе илнĕ чухне систереççĕ.
— Камсем?
— Хуçасем. Пуçлăхсем.
— Тĕрĕс мар вăл пурне те пĕр шая лартни. Усаллисем, ухмахсем такам хушшинче те пур. Вăл шутрах вĕреннисем хушшинче те. Пĕлтĕр пăрахутпа иртекенсем пирĕн хулана чарăннă та, пĕр çинçешке майра манран ыйтать: «Сирĕн халăхăн чăн ячĕ мĕнле?» — тет. Эп калап: «Чăваш», — тетĕп. Майра ыйтать: «Каçарăр та, вăл мăшкăлласа чĕнекен ят çех мар-и вара?» — тет. «Еврейсене жид тенĕ пекки?» —тет... Ман шухăшпа, эсĕ хăвна пĕр çын, икĕ çын тарăхтарнине пĕтĕм халăх çине яратăн. Йăнăш вăл ун пек. Мана илес тĕк, вырăссем чухлĕ мана никам та пулăшман. Сĕм тĕттĕм чăваш чĕппине хулана илсе килсе вырнаçтарчĕç, хăйсенле калаçма, вулама-çырма вĕрентрĕç. Тумлантарчĕç, тăрантса усрарĕç. Халь эпĕ чăвашла-вырăсла çех мар, çармăсла та перкелешетĕп. Ĕç хучĕсем çырма хăнăхрăм. Кĕнекесем вулатăп... Паллах, пире, вырăс мар халăх çыннисене, юратманнисем те пур. Камсем килĕштермеççĕ пире? Хуçасем, хăш-пĕр пуçлăхсем. Тата çын ăсĕпе пурăнакансем. Мĕншĕн килĕшместпĕр эпир вĕсене? Шăллă пулнăран. Пурăнма ĕмĕтленнĕрен. Пурнăçа хамăр майлă йĕркелеме тăрăшнăран. Паçăрхи хуçа мĕн терĕ ав? Вĕсем пире çех мар, хăйсен хăюллă тарçисене те çавăн пекех юратмаççĕ.
— Çапла вăт...
— Итле-ха, йĕкĕт, мана йăлăхтарчĕ ку калаçу. Вĕрентме çăмăл вăл, пурăнма йывăр. Пурте вĕрентеççĕ мана. Пуп вĕрентет, хуçа вĕрентет... Арăм пекки те пулин урса кайса вĕрентет. Халĕ ак эсĕ вĕрентме тытăнтăн. Пурте ăслă эсир, пĕр эпĕ çех тăп-тăр ухмах. Тăн парса эсир çыннăн алли-урине çыхса лартатăр. Пурăнтăр вăл хăй пĕлнĕ пек...
— Вĕрентсе мар эпĕ. Пĕрле шухăшласа пăхас терĕм çех. Ман хамăн вĕренмелле те вĕренмелле-ха... Сана ирĕк парас пулсан... Кирек ăçта кай, кирек мĕн ту тесен эсĕ мĕн тăвăттăнччĕ?
— Хамăр енне яла пăрахса кайăттăм. Ватăлса виличченех урăх ниçта тухмасăр пурăнăттăм.
Малалла мĕн пулассине асра тытса каласан ку тĕлĕшпе ĕмĕт тулать Янтулăн: каять вăл яла. Анчах пĕр-ик уйăхранах тунсăхлама тытăнать, хулари шăв-шава, ачисене, Михайлова ăшшăн аса илет...
— Яла пăрахса кайма сана мĕн чарса тăрать, Янтул пичче? Тух та ут.
— Хам çуралнă яла кайма-и? Икĕ япала чарать. Пĕри — хамăр ен ăçтине пĕлменни. Тепри — унта кайма хатĕрленсе çитменни. Чунпа хатĕр мар эп килтен тухса кайма. Çыврăпăр-и?
— Халь ман ыйăх уçăлса карĕ те ĕнтĕ...
Вĕсем шăпланчĕç те тахçанччен çаврăнкаласа выртрĕç. Михайлов Янтула шеллерĕ. Мĕнле ĕшенсе çитнĕ вăл! Çиелтен сывă çын пекех хăй. Чунĕнче пĕр сывă кĕтес юлман пуль. Йăлтах ванса пĕтнĕ, мĕскĕн. Хаярланса ларнă. Мĕнле пурăнĕ вăл çынсем хушшинче?
— Службăра ларасшăн мар пулмалла эс, Янтул пичче.
— Куçарса çырма киле илнĕрен калатни? Килĕштерейместĕп эп çынсемпе. Шăртлă теççĕ вĕт мана.
— Эсĕ ху мĕнле шухăшлан?
— Мăшкăлланине тӳсес килмест ман. Ирĕксĕрлесе тĕне кĕртнине курмăттăмччĕ эп. Чăваша ытти халăхсенчен катăк тесе ĕнентерме хăтланнине илтмĕттĕм.
— Ма пĕрех хут тĕне...
— ...кĕрес килмест! Ан та ӳкĕтле! — кăшкăрса ячĕ Янтул.
— Ну, ĕнтĕ ара... Чăвашсенчен нумайăшĕ Христос тĕнне йышăннă, вырăс ятне илнĕ. Çулсем пĕрле пирĕн вырăссемпе...
— Эпĕ те урăх еннелле утмастăп! Анчах пур пĕрех чăваш халлĕн юласшăн. Вара мĕн, юрамасть-и ун пек?
— Юрасси-юрамасси... Пирĕн аттесем шыва кĕнĕ те, уншăн нимĕн те улшăнман-çке вĕсен? Çав-çавах киреметрен те хăраççĕ, чиркĕве те çӳреççĕ.
— Эп кĕместĕп чиркĕве, икĕ питленсе Христос тĕнне те йышăнмастăп. Аттепе анне мана Янтул ят панă, вĕсем тĕне кĕмен чăвашсем пулнă. Тĕп чăвашсем. Эпир халь вĕсемпе пĕр енче тăратпăр. Пĕр кил-йыш эпир. Христос тĕнне йышăнса сутмастăп эпĕ аттепе аннене.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...