Таркăн :: Таркăн
Çапла Чикме хулинче пĕр çын чакнă, ун вырăнне Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче пĕр ăстаçă хутшăннă. Пĕтĕм халăх хускалнă вăхăт пулнă та ун чухне, 1840-мĕш çулсем, ют çынна никамах та сăнаса тăман. Çитменне ку çынни те чи кирли пулнă — вулама-çырма, вырăсла калаçма пĕлекенскер. Кашни хăйсен ялне чĕннĕ ăна. Жалобăсем, çырусем, ыйтусем çыртарнă. Ильмук та Ильмук тенĕ.
Хитреленсе, çуталса кайнă Янтул. Хăйне ан паллаччăр тесе халĕ вăл Ильмук ят илнĕ.
Вĕсем эрехпе сутă тăвакан çуртра тĕл пулчĕç. Хĕрĕнкĕ Янтул-Ильмук алăк патĕнчи чӳрече янаххи çинче чĕлĕм туртса ларатчĕ. Шăп кăна кăмăлĕ тулнă самантчĕ ун. Эрех ĕçнĕ, анчах ӳсĕр мар, ăшăнса çитнĕ çеç. Умĕнче сăра курки, стойка çинче типĕтнĕ пулă, çăкăр татки. Кĕрсе выртма ун хваттер пур. Укçа та çук мар Янтулăн. Нумай мар, çапах эрех илмелĕх тупнă ав вăл. Çынсем хисеплеççĕ ăна кунта. Лавккаçă та мĕнле юрама тăрăшса пăхать. Тата мĕн кирлĕ çынна? Хăйĕн халичченхи пурнăçне аса илсен çех Янтул çине-çине чĕлĕм мăкăрлантарать. Те каялла таврăнми иртсе кайнă çулсене шеллесе, те ӳкĕнсе — хăй те пĕлмест-ха.
Çынсем кĕреççĕ, шавлăн калаçса е шăп-шăпăрт тăрса сăра-эрех ĕçеççĕ те тухса каяççĕ. Ăшăнма кĕрекенсем те чылай. Кусем алăк патĕнчен те иртмеççĕ. Монополи çурчĕ çул хĕрринче те, кама кăна курмастăн кунта кун каçа. Каскалакансем, сутуçăсем, ыйткалакансем. Хăнаран таврăнаканни. Ĕç шырама тухни...
Мĕн чул çын утать çĕр тăрăх, тупата! Пĕтĕм тĕнче тапраннă тейĕн вырăнтан. Пурте шыраççĕ темскер. Темле улшăнусем пуласса кĕтеççĕ. Шанаççĕ теме. Ĕç хатĕрĕсем йăтнă. Хутаç çакнă. Хăйсен иртнĕ кун-çулне çĕкленĕ. Ку вара шухăшлама пĕлекеншĕн йывăр япаларан та йывăр пулас, пĕр мучи ав çĕре çити пĕкĕрĕлсе аннă...
Никама пăхăнман çын пек ларать Янтул. Сиввĕн, чăрсăррăн пăхкалать. Хăйĕн пуриншĕн те чĕри ыратать. Пурне те юнашар лартса калаçĕччĕ, вĕсен калавĕсене итлĕччĕ — кам та пулин хăйне палласа илесрен хăрать. Кун чухлĕ çын çинче такам та тупăнĕ тесе шухăшлать.
Янтул пĕчĕккĕ чухне ăçта-ăçта тухса çӳренĕ чăвашсем? Çулталăкне пĕрре-иккĕ — юнашар яла хăнана. Çывăхри пасара. Армана. Вăрмана. Кашнинчех васкамасăр, тахçанччен хатĕрленсе. Анчах çул çинче пуш витреллĕ хĕрарăма, хура кушака, çăхана-мĕне курсан, хăть те çур çултан иртнĕ пултăр — каялла таврăннă. Ку инкеке тенĕ. Пупа курни те ырра пĕлтермен.
Халĕ сайра хăраканни. Пурте тарăхса çитнĕ. Выçă аптранă. Чирлесе хупланнă. Нимсĕр тăрса юлнă та — мĕнрен хăрамалла? Тӳре-шарасем çеç пуйнăçем пуйса пыраççĕ. Ерченĕçем ĕрчеççĕ. Ни мур хирсе пĕтерес çук вĕсене, ни хырăмĕсем тăранмаççĕ.
Шухăша путнă Янтул шартах сикрĕ. Ун куçĕ умĕнчех, сăмсине перĕнес пек, пĕр мăшăр пăтранчăк куç вылянса тăрать. Çынни çук та пек, куçĕсем çеç тăрса юлнă та Янтула палласа илме хăтланнă евĕр тĕмсĕлсе пăхаççĕ. Янтул вăрттăн çапла та шухăшласа илчĕ: тен, ку тахçан çак вырăнта тăнă вилнĕ çын куçĕ палăрчĕ терĕ. Тĕлĕкре куратпăр-çке çĕре кĕнĕ тăвансене, ма вĕсене çывăрман чух курас мар?
— Сана мĕн кирлĕ? — ыйтрĕ Янтул сасартăк сых ятне хыçалалла лап йăванса.
Куçсем те хăрарĕç. Вашт пăрăнчĕç те... этем пулса тăчĕç. Старик. Хура сăхманпа вăл. Çарала пуçланă мулкач тир çĕлĕкĕпе. Çăпатапа. Лутра хăй. Курпун. Стойкăн леш вĕçне кайса тăчĕ те вăл хăраса Янтул еннелле вĕлт пăхса илчĕ. Хупах хуçи «сана мĕн?» тенине хирĕç хĕвĕнчен путек тирĕ туртса кăларчĕ.
Янтул вăтанса тепĕр еннелле пăрăнчĕ. Çук, курман вăл ăна Чикмере. Хăй ун вырăнĕнче пулса курнă...
Çынсем сахалланчĕç. Ĕнтĕ кайса çывăрсан та пырать тесе кĕрĕкне тӳмеленĕччĕ Янтул, кĕптĕр-кептĕр туни илтĕнчĕ. Хайхи «куç»-мĕн. Урайне тăрăнса аннă та, вырăн çинчи пек, тирпейленсе выртрĕ. Çăпатисем хăрахшарăн хăйĕн. Пĕри тăхăр пушăт çăпати, тахçанах кивелсе ларнăскер. Тепри çĕнĕрехех, çичĕ пушăтран. Пĕрпеклетес тесе хăрах çăпатине старик шыва ярса шӳтеркелесе те аппаланнă пулас, пичĕ пĕрĕнсе, пĕчĕккĕленсе ларнă.
Шеллерĕ мĕскĕне Янтул. Мĕнпе те пулин пулăшас килчĕ ăна.
Лавкка хуçи, хăйне ват çын пек йĕркеллĕ тытма тăрăшакан çамрăк, ку енне тухнă та турткалать çеç старике.
— Ăна эс мĕн тăвасшăн? — терĕ Янтул çамрăк хуçа старике алăк патнелле сĕтĕрнине кура.
— Урама кăларап, — терĕ леш лăпкăн çаплах çĕрте тăрмашса.
— Шăнса вилме-и?
— Ма «вилме»? Выртать-выртать те шăнсан тăрса утать килне. Ĕнер те тулта уçăлчĕ вăл.
— Ан хускат, вырттăр кунта.
— Пирĕн пата благороднăйсем те килеççĕ. Курсан мĕн калĕç? Стараста та вăрçать...
— Ĕçтермелле марччĕ ытлашши.
— Ун пек кăна ĕçеççи çынсем! — тĕксе илчĕ çамрăк хуçа Янтула.— Ку ик-виçĕ çăвар та сыпаймарĕ пуль — тӳнсе те кайрĕ. Вăйĕ çавнашкал ун. Эреки çаплипех ав.
— Ăна каялла яр. Алăкна кĕле хур. Тирĕкпе юр исе кĕр.
Кăшт шухăшласа тăчĕ те хуçа — итлерĕ каланине, алăкне çеç çаклатмарĕ.
Янтул урайне ларса старикĕн питне юрпа сăтăрчĕ-сăтăрчĕ те, лешĕ куçне уçрĕ. Упаленсе тăрса стена çумне таянчĕ.
— Сĕт исе тух! — терĕ Янтул лавккаçа.
— Сĕт?! — тĕлĕнчĕ çăварне карса тăракан йĕкĕт. — Тен эрех кирлĕ?
— Итле эс каланине!
— Халех! — Йĕкĕт пӳрте чăмрĕ те тăм чӳлмекпе сĕт йăтса тухрĕ.
— Ĕç! — тесе Янтул чӳлмеке старик умне лартрĕ.
Пăртакран урама тухрĕç вĕсем. Старик çаплах тăна кĕрсе çитеймест-ха. Такăнать, сулăна-сулăна каять, Янтул çавăтман пулсан паçăрах ӳкмелле.
Пулать те иккен çын кĕлетки. Çăп-çăмăл! Типĕтнĕ пулă пек. Çил вĕрнипе вĕçсе кайĕ. Хăй çапах эрех ĕçме пынă. Юрать-ха, Янтул сĕт ĕçтерчĕ ăна. Ирĕксĕр ĕçтерчĕ.
Урам вĕçĕнче старик çĕре шуса анчĕ те... юсанкалама тытăнчĕ. Питне тепре юрпа çурĕ. Çĕлĕкне тӳрлетсе тăхăнчĕ.
— Ку сан пӳрт-и? — ыйтрĕ Янтул хăйсем тĕлĕнчи тĕттĕм купа еннелле кăтартса.
— Пирĕн.
— Ну, çывăр эппин кĕрсе. Ырă каç пултăр.
Старик Янтула кĕрĕк çаннинчен ярса тытрĕ.
— Ан... мĕн ту... Лайăх мар... Пулăшрăн. Пирĕн патра çывăр.
Янтулăн хăйĕн те кĕрсе курас шухăш пурччĕ. Пĕлмелле-çке — мĕнле пурăнать çавăн пек çын? Килĕнче камран именет вăл?
— Палламастăн пуль эс мана?
— Мĕлле палламасп? Паллап.
— Ан калаç?! Ăçта курнă?
— Хамăр ялта.
— Ну, ĕнтĕ ара... Унпа çеç сахал. Эп унччен курман-и тетĕп.
— Ниçта тухман та эп — ăçта курас? Мухтаççĕ сана ялта. Ырă çын теççĕ.
Пӳрте кĕрсенхи пĕрремĕш шăршă хурлăхан шăрши пулчĕ. Ăçтан-ши ку хĕл кунĕнче хурлăхан шăрши тесе шухăшласа Янтул-Ильмук старике кĕрĕкне хывса тыттарчĕ.
— Салтăн, — терĕ ăна кил хуçи таçтан тĕпелтен. Старик утса çӳрени илтĕнет, хăй çук та çук. Унтан шăп пулчĕ вăл. Янтул кĕтсе тăчĕ-тăчĕ те аллине ун-кун тăсса пăхрĕ. Сылтăмра кăмака лекрĕ, сулахай енче — çын урисем. Алă тĕртĕннипе йăшăл-яшăл хускалчĕ такам. Кăптăр-каптăр турĕ ун çинчи хытанка кĕрĕк. Янтул кăмака çумне тĕршĕнчĕ.
Чӳречерен юр çути кĕрет-мĕн, пӳрт ăш-чикки шупкалнă пек туйăнчĕ. Шупкалниех те мар-ха, çăра тĕттĕм кăшт çеç кăвакарчĕ, шĕвелчĕ те, пӳртри япаласем хăйсен тĕлне аса илтере пуçларĕç. Сăмахран, алăк патĕнчи сăрăрах лаптăк — путмар пулас. Е кутник-и? Лерелле — вăрăм сак ĕнтĕ. Пукан çеç ниçта çук. Курăнмасть. Çĕре ларса хывăнни килĕшмест. Йӳнетет çынна. Ют çĕрте пушшех ырă мар. Урайĕ те темле-çке.
Янтул сак çине иртсе ларма шутларĕ. Хуллен хывăнма та пулĕ, выртма вырăн та пăсмĕччĕ ăна. Пĕр-пĕр япала çине çеç пырса тăрăнас мар. Хăрах аллипе куçне хупласа, теприне малалла кăнтарса темиçе утăм турĕ те вăл çын çине пырса кĕчĕ. Яшт туртса илчĕ аллине этем. Янтул хăраса каялла чакрĕ.
Йĕри-таврах çын тем кунта? Пурте вăраннă та шăппăн итлесе выртаççĕ пулас. Старик те чĕнмест. Пĕр Янтул çеç, ухмах пек, çĕрле ют пӳртре пăтранса çӳрет.
— Пур-ши кунта кам та пулин? — терĕ вăл хăйпе хăй калаçнă пек. Сас тăвас тесе çеç ыйтрĕ. Хирĕç никам та шарламарĕ. Шăп-шăпăрт!
Янтул кăмака патне таврăнчĕ. Тепĕр тесен, хăпарнă та выртнă ăшă çĕре. Вăрă-хурах йăвиех мар пуль-ха. Вăрăсем тесен те, вăрламалли ун нимĕн çук.
Кăмака сакки çине тĕренкелесе кăçатне хыврĕ вăл, Кăмака çине хăпарчĕ...
Кĕрĕкĕ ăçтине пĕлес пулсан пĕр самант та тăмастчĕ вăл кунта текех! Кăмăка çинче те çын, аçа çапасшĕ пуçне! Урлă-пирлĕ саркаланса выртнă та туртать кăна ыйха. Ырха-а-ан хăй. Ача ĕнтĕ, паллах. Тарăхнă Янтул ăна пĕр хĕрринелле тĕксе ячĕ те кăмака çине тӳнчĕ. Таçтан кĕрекен хурлăхан шăрши те тӳрлетеймерĕ ун кăмăлне.
...Паян та, иртнĕ уйăхра та... мĕн хăй астăвассах çын патĕнче вăл, ют çĕрте, суранлă ӳт-тирпе урамра çарамас ларнă пек. Пĕтĕм иртен-çӳрен лексе ыраттарать сана: пĕтĕм пурнăç çын куçĕ умĕнче, çын аллинче. Канас тенĕ чух канма çук...
Пĕр эрне пурăнса курасчĕ пĕччен, хăв тĕллĕн, ирĕккĕн...
Хăйпе юнашар çывăрнă ача çĕре аннипе вăранчĕ Янтул. Лешĕ тайăлса кайнă пулас та, Янтул уринчен çатăрласа тытрĕ. Алли çемçе хăйĕн. Янтул йăшăлт та тумарĕ. Урине çеç хытарчĕ. Пӳрт хуçисем кăмака хутса янă, сывлăшра çуннă çатăркапа тул шăрши тăрать.
Лайăх каннă та Янтул, çĕрле ахалех хурланнă пек туйăнать ăна. Ма ун пекех хуçăлмалла? Мухтав пӳлĕхçе, текех никам тарçи те мар Янтул. Парăмлă та мар. Тăрас тесен тăрать вăл, выртас тесен выртать- Вăл мар çынсене, çынсем ăна пуç çапаççĕ. Пурне те кирлĕ вăл. Ĕлĕкхи пек, сĕтел хушшинче те çийи-çими лармалла мар. Аннă таран çи те, кайран ĕçпе татăл. Çийĕнчех татăлаймасан та темех мар. Хăçан та пулин пурĕ пĕр кирлĕ пулатăн вĕсене.
Мĕн тери лайăх сăмахсем — тарçă мар, чура мар. Никама та пăхăнмалла мар. Ирĕк чун эс! Никам та вăрçмасть сана. Вăрçаймасть. Çĕре пăрахса та таптаймасть. Кайăк пек ирĕк эс. Кирек ăçталла вĕç. Кирек ăçта анса лар. Йăва çавăр...
Хăйĕнченех сисет Янтул. Çын аллинчи пурнăç этемĕн шухăшне тăллать-мĕн, хăйне çĕр çумнелле пусать, чунне вĕчĕхтерет. Сăнчăрти йытă пек эс. Читлĕхри кайăк пек. Сăнчăрти йытă тараймасть. Читлĕхри кайăк вĕçеймест... Сăмахĕсене те тупнă вĕт-ха. «Хĕсмет». «Тарçă». Хĕсмечĕ çынна хĕсмелли. «Тарçи» «тар» сăмахран. Тар юхтарма кĕрĕшнĕ çын.
Халь ирĕкре те Янтул, — пурне те ыталаса чуп тума хатĕр. Çĕре сиксе анать те ак вăл хăйĕн çĕнĕ тусне — старике пĕр-пĕр ăшă сăмах калать. Ан тив, савăнтăр çын...
Унччен Янтул пуринпе те туллашса çӳретчĕ, халĕ туслашса çӳрет.
Тата тепĕр мыскара. Çывăрма май çук чухне ăна ыйхă килсе хуплантаратчĕ. Халĕ çур кун йăваланса выртсан та никам ним каламĕччĕ — ыйхи çук. Пыр та ăнлан эс этеме.
Сас-чĕв илтĕнменрен Янтул пӳртре никам та юлман тесе урайне анчĕ те — туллиех çын иккен. Тата пурте шултăра. Пӳрт ăш-чиккине кăмакаран ӳкекен çутă çеç çутатать, çитменне çыннисем пурте тум-тирпе те, ăнланма çук — те ытларахăшĕ арçын, те хĕрарăм. Тĕпелти кăмака умĕнче çеç вĕрипе хĕремесленсе кайнă хĕр тăрать, Янтул-Ильмук еннелле кулса пăхать.
— Эс мĕн епресе тăран? — терĕ Янтул кирек мĕн каласан та сăмахĕ килĕшессе пĕлекен çынла тӳрккессĕн. Çĕнĕ куна вăл çапла пуçларĕ.
— Санран мар эп, Кĕмĕшрен, — тавăрчĕ хĕр лăпкăн.
— Хăшĕ вăл — Кĕмĕш? — Йĕри-тавра кăн-кан пăхрĕ те Янтул пĕр çын пуçне чиксе тăнине асăрхарĕ. Ыттисенчен лутрарах-мĕн вăл. Пичĕ те пĕчĕккĕрех. Кĕрĕкĕ те шалпа-ар.
— Эсĕ-и? Ма кулмалла санран? Унран ма кулмалла?
— Сан кулмалла мар, пирĕн çеç кулмалла, — терĕ кăмака умĕнчи хĕр. — Аттепе çывăрап пуль тесе вăл... сан çумăнта çывăрнă.
— Ан аташ эс, эп арçын ачапа çывăртăм, — ĕнентерме хăтланчĕ Янтул.
Пĕтĕм пӳртри халăх кулса ячĕ.
— Ма ахăратăр? — ыйтрĕ Янтул хыçалалла çаврăнса. — Эп чăнах та арçын ачапа ыталанса çывăртăм.
Тата хытăрах кулса ячĕç. Ним калама пĕлмерĕ Янтул.
— Мĕн пулнă вара сире?
— Вĕсем эс суйнинчен кулаççĕ, — ăнлантарчĕ кăмака умĕнчи хĕр.— Арçын ача çук пирĕн.
— Ан калаç?
— Тĕсĕ те çук.
Хĕр пулкки-и-ха кунта? Унпа куçĕсем çиçеççĕ кăна. Старик пирки аса илчĕ Янтул.
— Кил пуçĕ ăçта сирĕн?
— Атте-и? — Тĕпелти хĕр малти сак еннелле кăтартрĕ. Унти хĕрсем айккинелле пăрăнчĕç.
Ĕнер таврăнсан пĕр саманта канма ларнă пулмалла старик, стена çумне таяннă та çывăрсах кайнă. Халь те пулин ыйха туртать. Пĕр аллинче ун Янтул кĕрĕкĕ. Тепринче хăй çĕлĕкĕ пулнă та, вăл урайне ӳкнĕ. Янтул кĕрĕкĕн аркисем те урайĕнче.
Хĕрсем сумлăн ашшĕ çине пăхса тăраççĕ.
Пӳртре сивĕ. Кăмака çинчен аннă хыççăн пушшех сисĕнет. Янтул хуллен кĕрĕкне туртрĕ. Старик яшт тӳрленсе ларчĕ, пĕшкĕнсе çĕлĕкне илчĕ. Çынсем çине макăл пăхрĕ те тĕрексĕр урисем çине çĕкленчĕ.
— Тухса выльăхсене апат парас.
— Патăмăр апат, — терĕ пĕр хĕрĕ.
— Çинчĕк те пуçтармалла.
— Ăна та пуçтарса хутăмăр, — тавăрчĕ тепĕр хĕр сасси сăпайлăн.
Старик тĕттĕмелле çиллессĕн тинкерчĕ.
— Эсĕр пур ĕçе те тума пултарайман-ха, пĕлетĕп. Сире шансан...— Вăл алăк патнелле тĕкĕлтетрĕ, тухса кайрĕ.
Хĕрсем ăна çул парса хисеплĕн пăхса юлчĕç. Вăл кĕрсен тиркешсе калаçнине те ним хирĕçлемесĕр итлерĕç.
Янтула палларĕ старик. Вăрттăн кăна куçĕпе виçсе илчĕ те пуçне пĕкрĕ. Çапах вăл хĕпĕртенине сисрĕ таркăн.
Апат çинĕ чух хĕрсенчен тĕлĕнсе ларчĕ Янтул. Ашшĕ пĕр мăкламас ĕнтĕ, лутра, ырхан, хĕрĕсем пĕринчен пĕри хитре, яштака. Патша хĕрĕсем тейĕн. Ячĕсем те хăйсене кура-мĕн: Енчĕпек, Кĕмĕш, Мерчен, Емпике, Хĕрпике, Селиме. Ултă хĕр. Хăшĕ камне çеç пĕлсе пĕтереймест-ха Янтул, иккĕшне кăна паллать. Чи кĕçĕнни, хăйпе кăмака çинче çывăрни, Кĕмĕш ятлă-мĕн. Çинçе те çӳллĕ пулнăран Янтул ăна каярахпа шӳтлесе Хăмăш тесе чĕне пуçларĕ. Пĕр вуниккĕ-вунвиççĕсенче вăл. Чи аслине, ирхине кăмака умĕнче тăрмашнине, Енчĕпек теççĕ-мĕн. Пур енчен те çитĕнсе çитнĕ вăл. Виçеллĕ таран тулли, сăнĕ-пичĕ çеç шуранка. Ун вырăнне куçĕ такама çисе ярĕ. Хăть те паянах качча тытса пар ăна.
Вăл тĕлĕшрен ун хыççăнхи тепĕр виçĕ хĕрĕ те пĕве кĕнĕ. Вĕсем те маттур. Хурт амисем пек çӳреççĕ: вăрăм, çинçе пилĕклĕ. Пичĕсем çеç ырхантарах. Умлă-хыçлах тăватă туй тума пултарать старик.
Амăшĕ вырăнне шутланать пулас кунта Енчĕпек. Амăшĕ вилнĕ тет-мĕн вĕсен.
Сĕтел çинче икĕ тирĕк. Пĕринче симĕс яшка. Тепринче чăмăрла пĕçернĕ çĕрулмипе чĕкĕнтĕр. Çĕрулмийĕ вĕтĕ. Яшкине çăратма темĕн те ярса тултарнă: типĕтнĕ пултăран тути те пур унта, купăста çулçи те, çĕр улми турамĕсем те, шушу таткисем те. Тутă кĕме сар çу янă. Юрма çех çитмест. Çăкăр та çук. Ытти енчен пырать. Çиме пулать. Тунсăха пушшех лайăх анмалла. Янтул юратсах çирĕ.
Чикмере чух вăл хăй ютрине манайман. Кунта та вăл ют çынсем патĕнче, анчах килтинчен те килти пек туять хăйне. Такам ун алли-урине çех мар, чĕлхи-çăварĕ таранччен çыхса тăнă кантрана лаштăр салтса янă тейĕн. Çăмăл ăна, ирĕк. Пурте тăван — çыннисем те, вĕсен чухăнлăхĕ те. Хăй калаçнине итленĕ май хăйĕнчен хăй тĕлĕнсе ларать Янтул. «Неушлĕ эпех çавăн пек калаçатăп?» тет. Кашни сăмахĕ вырăнлă ун. Кашни шӳтĕнчен кулаççĕ...
Хĕрсем ашшĕшĕн те, хăйсемшĕн те савăннă. Вĕсем патне таврари паллă çын пынă-çке. Вăл вырăсла калаçма ăста, хут çинчи сăмахсене вуласа илме, çырма пĕлет теççĕ. Таçта та çитсе тухнă пуль вăл, темĕн те курнă, илтнĕ пуль, çавăнпа хăрамасть никамран та.
Енчĕпекĕн ку çынна ыран та, ӳлĕмрен те хăйсен килĕнче курас килет. Çав вăхăтрах темшĕн чунĕ сӳлетет.
Кĕмĕш, мăн çын пек, тутине саппунĕпе хуплать. Ун çумĕнчи хĕр кулма чарăнаймасăр Енчĕпек çурăмĕ хыçне пытанать...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...