Таркăн :: Киремете пуç çапни
Ирхине те Янтул çунатлă туйăмпа вăранчĕ. Савăнăçĕн сăлтавнĕ çеç маннă вăл çывăрса. Ăнланмасăр пуçне кăтăр-кăтăр хыçрĕ. Сулхăн урайне çара уран пуссан аса илех кайрĕ: вĕсен ывăл ача çуралмалла-çке. Юман. Лайăх! Пурнаç малашне те çавăн пек ăнса пытăрччĕ.
Енчĕпек те вăраннă, сывланинченех паллă, ахаль çеç çывăрнă пек туса выртать. Юрать ара, кăштах ачашланса вырттăр-иç. Ырă сăмаха пĕлтерме нихçан та кая мар. Ĕне сума Енчĕпеке халь Хветле пулăшать. Янтул аллине тĕттĕмелле тăсса арăмне лăп-лăп-лăп çупăрларĕ те чĕрне вĕççĕн картишне тухрĕ.
Упăшкин кăмăлĕ лайăххине Енчĕпек те туйса юлчĕ.
Шурăмпуç тапраннă кăна-ха. Часрах каялла тавранас тесе пуп сыснисене пăхма вăрмана Янтул илĕм-тилĕмлех тăрса утать. Хĕвел тухăçĕнчи тӳпе хăймине пухнă сĕт евĕрлĕ таса кăваккăн уçăлса пырать. Пăлтăр умĕнче ура сырса ларнă май (утма çăмăл та, Янтул ура сырса çӳре пуçларĕ), ăшĕнчи вăрттăн кĕтесре вăл çапла шухăшласа илчĕ: «Кун паян та уяр пулать иккен-ха» терĕ. Куккуксем кăçал ытти çулхинчен чылай кая юлса авăтнăччĕ, кĕр вăрăм пулма кирлĕ. Эппин, хăй каланă пек, сыснисене часах пусаймасть-ха пачăшкă. Янтулсен ĕçĕ те халех пĕтмĕ. Вĕсене хăваласа ярасси пирки те сăмах пулма пултараймĕ.
Питне çурĕ те вăл каçах янтăласа хунă çур михĕ сăсăла хул çине хурса урамалла тухса утрĕ. Пӳрт умĕнче чĕмсĕр хурсем ларса юлчĕç. Киле таврăнман сурăхсем çул çинчен кĕпĕр! чупса кайрĕç. Чиркӳ тăрринчи чанасем ыйхă тĕлĕшпе чăнкăл-чанкăл калаçса илчĕç. Укăлча хапхи сассăр уçăлса хупăнчĕ.
Кĕрхи уй çăмăлланнă хĕрарăм пек сывласа выртать — канлĕн, ирĕккĕн. Пур-çук тыр-пула ял халăхĕ пуçтаркаласа кĕнĕ, суха туса пĕтернĕ те, хир аслă тӳпе айĕнче пĕр-пĕччен халь. Пуш-пушă вăл, шăп-шăпăрт.
Янтулсен ятнех пулчĕ пуль кăçал кун пек çанталăк. Малтан çил туларĕ кунĕн-çĕрĕн, çиçĕм çиçрĕ, аслати авăтрĕ — хăрушă! Халиччен пулманла. Ялта пĕр сывă йывăç юлмарĕ пуль. Такама шыранă евĕр, пĕр шăтăк-çурăк хăвармастчĕ çутатса пăхмасăр. Те тупатчĕ вара хăй мĕн шыранине, шатăртатса-çĕмĕрсе тип аçа анатчĕ. «Парне» илмесĕр те лăпланмастчĕ çанталăк. Кашнинчех аçа çапса çунтарнисем, вĕлернисем пирки асăнатчĕç. Пушарĕ патне пĕр çын пымастчĕ. Аякран пăхса тăратчĕç çеç. Ун пек вута сӳнтерме юрамасть тетчĕç. Çутçанталăк вăйне хирĕç тăни пулать-мĕн вăл.
Çапла çăвĕпе тăвăнса та пăчăхтарса тăчĕ. Тулашрĕ çанталăк. Хăйпе хăй кĕрешрĕ. Çумăр пăт-пат ӳкетчĕ те чарăнатчĕ. Унтан вуçех те çуми пулчĕ. Вара хура кĕркуннеччен те пĕрре нӳретмерĕ çĕр питне. Йăсăрланса-пăтранса тăракан тӳпе витĕр хĕртнĕ тимĕр пек çунтаратчĕ хĕвел. Эрни-эрнипе, уйăхĕ-уйăхĕпе. Хытăран хытă. Тырăсем вĕтенсе ларчĕç. Шыв-шур типрĕ. Выльăх тăкăна пуçларĕ...
Ыраш акса хăвараймарĕç. Акнă пеккисем те тусан ăшĕнче пĕрчĕ халлĕнех выртатчĕç. Çумăр çурĕ, анчах кайран, çĕр сивĕнсен.
Ачаллах ютра çитĕннипе чăвашсен йăли-йĕркисеие начар пĕлет Янтул. Енчĕпексен ялĕнче кăштах ăнкара пуçланăччĕ вăл — тухса каймалла пулчĕ ав. Кунта каллех вырăс кил-йышне лекрĕ. Çитменне пĕр çурт урлă та мар хăть, юнашарах — вулăс кантурĕ, ăна тытса каяс полицейскисем, тиекĕ-хăямачĕ. Чăваш çыннисемпе хутшăнма май та çук пек. Хăйсен ĕçлемелли кунсем вĕсен, хăйсен уявĕсем, йăлисем. Чăвашăн пурнăç никĕсĕ — ĕç. Çĕр ĕçĕ. Ачине вăл тăват-пиллĕкрех ĕçе явăçтарать. Малтан ача хăйĕн йăмăкне е шăллĕне пăхать-ха. Унтан чăх-чĕп е хур-кăвакал астуса çӳрет. Тата пăртак ӳсерехпе анкарти хыçне выльăх çитерме тухать. Ака-сухара ут пуçне тăрать...
Ватăлса çитсен пĕчĕккĕ чухнехи ĕçĕсене каялла май туса каять — чăх-чĕп хураллать, ача пăхать.
Пулас кинне те чăваш ĕçченнине шырать. Хĕрне ĕçчен киле парасчĕ тет. Унăн ăруран ăрăва куçакан пурнăç йĕркисем, сăнавсем, ĕненӳсем нумай иккен. Çын патне ĕçсĕр ан çӳре тет вăл. Пĕр енчен — чăрмантаратăн. Тепĕр енчен, ирхине-мĕн кайсан усал тĕлĕк курнă çын сана хăйĕн тĕлĕкне сунма пултарать. Кам килекене пултăр тет. Пирĕн пуç çинчен ăна пӳлĕх сиртĕр тет.
Кӳрше-арша кăнтăрла кайма юрать, вăл вахăтчен тĕлĕк вăйĕ пĕтет иккен. Кайсан-тусан та çын патĕнче сăмах чĕнмесĕр ан лар тет чăваш.
Хăй патне аякри çын пырсан пирĕн пĕлĕш ăна апат лартмасăр кăларса ямасть. Нимĕн пулмасан та, çăкăрпа тавар та пулин хурса парать. Ыйткалакана та кăмăл тăвать.
Ялтан пынă çын малтан алăк патне çех тĕршĕнет-ха. Иртсе лар тесен кутник çине-мĕне ларать. Вăл хисеплĕ çын пулсан ăна пусахласах тĕпелелле сиктереççĕ. Тĕпел шăтăкне мар, вăл хĕрарăмсен вырăнĕ, малти сакă çине. Хĕрарăм алăк патĕнчен тӳрех тĕпел кукрине чăмать. Пăш-пăш-пăш-пăш илтĕнет вара унтан.
Кĕлĕ тунă чухне чăваш «алăк патнĕ кĕрӳ пар, тĕпеле кин пар» тесе кĕл тăвать.
Аякран килнĕ çынна чăваш килĕнчен тухсах ăсатса яма тăрăшать. Çарамасах тухать те ăна хапхаран кăларса хапхине те хăех хупса кĕрет. Хăни те хăй хыççăн хупса хăварасшăн пулать те, хуçи ăна хуптармасть. «Хам хупăп, эс ан чăрман, чипер кай» тет.
Тухса каяс умĕн хăнине: «Лар-ха ĕнтĕ, лар, ан васка, калаç-ха», — тесе ӳкĕтлеççĕ. Лешĕ: «Çитĕ, калаçрăм, шавларăм», — тет те çĕлĕкне илсе тухса кайма тапратать. Кил хуçисем: «Чим-ха, тăхта, ăсатса ярăпăр», — теççĕ. Арçынна вара арçын ăсатать, хĕрарăма — хĕрарăм. Е вĕсен çитĕннĕ ачисем тухаççĕ ăсатма. «Лармарăн», — теççĕ вара каякан çынна ӳпкелешсе. «Лартăм, çапла хăвăр пырса çӳрер тата», — тет каяканни.
Çĕрле ăсанакантан чăваш ыйхине илсе каясран хăрать. Ăна çаплах калать вара: «Эсĕ ман ыйха илсе ан кай», — тет. Те ăсатса янипе ыйхи çухалмасть, çынна çине тăрсах ăсатса яма тăрăшаççĕ.
...Ахаль кунсенче те çын патне кайма-килме кăткăс. Ăна пĕлмелле те кăна астумалла. Паллă кунсенче вара пушшех. Çăварнире, сăмахран, малтан пырса кĕрекене минтер çине улăхтарса лартаççĕ. Чăхсем çăмарта туччăр теççĕ. Тата çăмартине те кама сутсан чăххи çăмарта нумай тунă, çулсеренех çав çынна сутаççĕ. Çăмарта сутиччен ăна малтан кама çитернине те шута илеççĕ-ха. Çăмăл алăллă çын çинĕ пулсан чăхсем çăвĕпе çăмарта тăваççĕ теççĕ, йывăр алăлли çисен сахал тăваççĕ пулать.
Пăлхавăшни кунĕ килтен никама та пĕр япала парса ямаççĕ — телей каять теççĕ. Вăхăтлăха çеç те ан ыйт — илейместĕн.
Калăм кунĕ ирхине çын патне кайма тата шиклĕрех. Ăна çулталăкĕпе асра тытаççĕ. Çыннăн выльăхĕ-чĕрлĕхĕ ăнмасан айăпĕ санра пулать. Çав çын килнĕччĕ, ун ури йывăр пулчĕ теççĕ.
Çуркунне хире выльăх кăларнă кун та çынна япала пама юрамасть-мĕн — телей каять.
Вăл тĕлĕшрен хĕвел ансан ахаль кун та тепри килтен пĕр япала кăларса ямасть. Нимĕн те! Каллех çав сăлтавпа — çыннăн телей каясран чунĕ çук.
Пĕр-пĕринпе япала улăштарма та хăрушă иккен: ăслăраххин ăсĕ теприне кайма пултарать имĕш.
Çын хапхи умĕнчен иртнĕ чухне хăвна ху астусах тăр. Лешсем ăçта та пулин кайма хатĕрленнĕ тĕк — çул урлă ан каç. Çул ăнмасан айăпĕ сана лекет. Урама тухсанах сана курсан та отвечĕ сан çине тиеннĕ пек пулать: сана куртăмăр, çул ăнтăр теççĕ. Эс пуш алăпа пулсан аван мар, япалапа пулсан аван тенĕ.
Тата япали те мĕнле япала-çке. Хĕрарăмăн витринче шыв пултăрччĕ теççĕ, пуш витрене куриччен курманни. Çул урлă каçакана чарăнса тăма хушаççĕ: тăхта-ха, эп иртсе каям теççĕ. Хăшĕ-хăшĕ вăрăм çула кайнă чухне пилсĕр çынна тĕл пулсан е каялла çаврăнать, е чăпăрккине пăрахса хăварать.
Çуран чăваш аташса кайсан çăпатине улăштарса сырать. Лашипе аташсан тăварса пĕккине кутăн туса кӳлет.
Çĕн ĕçе вырсарникун, тунтикун, кĕçнерни кун тытăнаççĕ. Ытларикун вĕçен кайăк та, çĕлен-калта тă йăва çавăрмасть тенĕ. Тырă çинче вырсарникун «çурла кăлараççĕ». Вăл чи çăмăл кун шутланать-мĕн.
Садпа хурт-хăмăр таврашне куç ӳкесрен лаша йуç шăмми çакаççĕ. Хапха тăррине така мăйраки, пӳрт алăк тăррине янах шăмми чиксе хураççĕ. Вара киле тăшман пырса кĕреймест тенĕ. Кĕрсен те тăвас тенине тăваймасть тет. Шухăшĕ çитмест.
Хăш чухне ача-пăча макра пулать, хирĕçет, йĕрет. Ăна: «Ме сана путек», — тесе темĕн тыттарнă пекки тăваççĕ. Вара ача путек пек йăваш пулать тенĕ.
Пурăнман ача-пăчана мĕн ачине кура е ӳссен хулăмсăр качча парассипе, хĕрлĕ кĕпе тăхăнтармассипе, кĕпе çухине сылтăм енне тумассипе «хăратаççĕ». Ун пек çеç те сахал-ха. Иккĕ-виççĕ çитиччен кĕпе тăхăнтармасса, çӳçне кастармасса сăмах параççĕ.
Арçын ачана çуралсан ашшĕ кипкипе чĕркеççĕ. Кăвапине шĕшлĕ хурса касаççĕ. Ашшĕ пек ăста пултăр теççĕ. Хĕрачана хĕрарăм кипкипе чĕркеççĕ, кăвапине йĕке хурса касаççĕ.
Пыран-килен çынна чăваш алăк янаххи çине лартмасть: хурт ĕрчемест тет.
Тырă шăркана ларнă вăхăтра ача-пăчана хытă кăшкăрса шăхличĕ е шăпăр калама хушмаççĕ. Ун пек чухне, йывăр хĕрарăмсем мĕнле сыв мартарах пулаççĕ, тырă та çавăн пекех сыв мартарах пулать тесе пĕлеççĕ. Çавăнпа ăна шăхличĕ шăхăртса, шăпăр каласа хускатма кирлĕ мар, ан тив, вăл хăй ĕçне тутăр, çитĕнтĕр теççĕ. Ун чух чăпăркка-пушă шартлаттарма та, пир тĕртме те, урăх сас тума та юрамасть-мĕн.
Янтул пушă чух чăвашсем ĕçре. Каннă вăхăтра та ял çыннисене килĕсенче тупма йывăр: е кăмпара-çырлара вĕсем, е ĕçкĕре, е хĕлле пулсан сунарта. Тупсан та питех калаçасшăн мар ял халăхĕ Янтулпа: пуп хӳрешки теççĕ.
Чăвашсем çурма пытарăнчăк пурăнаççĕ. Хуллен калаçаççĕ. Шурча çыннисен чĕлхи те хăйне майлă: коккăр-маккăр, тоттăр, çăккăр, çамçа, пак теççĕ. Янтул хăй те «малтан» тес вырăнне «валтан» тет. г
Чăвашсем мĕнпе «сывланине» туйса илме Янтула... Салакайăк пулăшрĕ. Кашни кун вăл мĕншĕн те пулин тиркет чăвашсене, вĕсем хăйне итлеменшĕн тарăхать. Пуп килĕшменни Янтула килĕшет. «Киремет», «уй чӳк» тенисене илтет Янтул, тӳре-шара чăвашсене çăварлăхласа лартма хăтланнине курать. Хăй тăратчĕ вăл çыран хĕрринче, сисмесĕрех тенĕ пек пурнăç авăрне çакланчĕ...
Çинçе1 пуçланнăччĕ кăна-ха ун чухне. Хветле хурăнташĕсем тăрăх ĕçкĕ шырама тухса кайнă. Микки нумай та çӳреймерĕ — тахăш ялтан пĕр хĕре ертсе таврăнчĕ. Çинçере кĕпе пĕветнĕ тесе ял çыннисем ăна, çав хĕре, йĕпе кепипех çапкаласа илнĕ иккен. Сăмах та витермеллех лекне пулас, унтанпа самай вăхăт иртнĕ пулин те, çаплах нăшăклатса ларать-ха вăл.
Хĕр ачашланса ларнипе мар, упăшкине ун çумне хушса хăйне хăй вĕчĕрхентерсе ячĕ Хветле. Упăшкине вăл сых ятне çеç кĕвĕçет. Микки ют хĕрарăмсем патне çӳрес çын мар — чирлĕ вăл. Ăна çамрăклах асат хуçнă. Анчах уç кăмăллă: калаçать, кулать... Сăнĕ те селĕм — кăвак куçлă сарă вырăс. Чăвашла ăста. Ӳсĕрпе çеç хуçине çĕрти-çӳлтине хăварми вăрçать.
Хĕрне Микки Чаплине тупса килнĕ. Хула майри пек чипер лешĕ — çинçе пилĕклĕ сарă хĕр. Хитре пичĕ çеç куççульпе хуралнă. Шурă кĕпи те темиçе çĕртен вараланса пĕтнĕ.
Хăйĕн «патшалăхне» ют хĕрарăм пырса кĕнипе тарăхнă Хветле лаç тăрăх шухăшлăн утса çӳрет, савăт-сапипе кĕмсĕртеттерет.
Вăл вутă илме картишне тухнине кура Микки те сăлтав тупса ун хыççăн туналарĕ.
— Сана мĕн пулчĕ, Феня?
— Ним те пулман-çке, ма ыйтан?
— Эп куçсăр мар-çке, куратăп.
— Эс ăна мĕн тума киле ертсе килтен? Ман умра мухтанма-и?
— Ара, хĕнеççĕ те çынсем, мĕнле пырса чармăн?
— Паттăр тупăннă. Килне ăсатса хăварма юрамастчĕ-и?
— Килĕнчен илсе тухрăм та эп. Çынсем лăпланиччен, ан тив, лартăр ĕнтĕ кунта.
Вĕсем лаçа кĕчĕç. Хĕр питне çунă-мĕн те çуталса кайнă, шур тутăрне тӳрлетсе, капăрланса ларать.
— Эсĕ мĕн, çинçере ĕçлеме юраманнине пĕлмен-и? — тарăхса ыйтрĕ Хветле.
— Ăна пурте пĕлеççĕ, — терĕ хĕр çĕтĕлсе, хăйне патак лекнишĕн Хветле айăплă пулнă пек.— Ирхине те ял тавра пĕлтерсе çаврăнчĕç.
— Вара ма хăлăхсăрланмалла пулчĕ?
— Кирлĕшĕн, — терĕ хĕр чăрсăррăн.
Хветле те чĕрре кĕре пуçларĕ.
— Ваттисен йăлисене тытми пултăмăр. Кашни хăй пĕлнĕ пек пурăнать халь. Çавăнпа выçлăх çине выçлăх тапранчĕ. Кăçал та тырă пулмасан кĕркунне сана тата хытăрах лекме пултарать.
Енчĕпекпе Янтул пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Хĕр шарламарĕ хальхинче.
Хветле те кăштах лăпланчĕ курăнать.
— Эс кам хĕрĕ? — терĕ вăл пăртакран.
Хĕрĕн çилли-пăшши иртсех пĕтмен иккен-ха.
— Аттен, — терĕ вăл кĕскен.
— Аçу мĕн ятлă?
— Пĕлес çук эс ăна.
— Шуркассисене-и? Хамăр ялсенчен лайăх пĕлетĕп.
— Каççан теççĕ.
— Эс Савтепи пуль-çке? Кай, кай, кай. Çамрăксене халь чăн та палласа пĕтереймĕн. Нумай та пулмасть ачаччĕ, мĕнле çитĕнсе кайнă. — Хветле сассинче, вăл мĕнле пăхкаланинче Хветле Савтепи çитĕннинчен мар, ун çинчен илтнĕ сăмахсенчен, ун чиперлĕхĕнчен тĕлĕнни сисĕнчĕ. — Каççан пичче мĕнле пурăнать? Пиртен салам кала эс ăна. Тахăш енчен вăл пире туртăм та тиветчĕ пулас та, халь манса пĕтнĕ ĕнтĕ.
Кĕçех Савтепи тавра Хветле, Ĕнчĕпек, Марфа Ефимовна çаврăнкалăма тытăнчĕç. Пĕри хĕрĕн кĕпине пăрса çакрĕ, тепри хĕре хăйне çăвăнма пулăшрĕ, виççĕмĕшĕ апат хатĕрлерĕ, Савтепи çӳхе çитĕпе кăкăрĕ тĕлĕнчен аялалла пĕркеннĕ те лаç кĕтессинче шалта кичеммĕн пăхкаласа ларать. Çывăхра арçынсем курăнсан çеç сăнĕ чĕрĕлет ун, куçне-пуçне вут хыпса илет. Çиттине тӳрлетме хăтланнă пек туса хăйне асăрхаттарать вăл...
Каçхине те кунтах çĕр каçрĕ Савтепи. Тепĕр кун та, виççĕмĕш кунĕнче те килне таврăнмарĕ.
Юлашкинчен пурăнмаллах куçса килчĕ вăл Шурча ялне.
Малтан ун çумне кантур тиекĕ Ивук çыпăçса пăхрĕ. Çыпăçса пăхрĕ çеç-и тата! Сухăр пек çыпăçрĕ. Вĕсем унччен пĕр хушă çывăх пулнине кунти халăх сиссех те юлман пулас. Каярахпа Ивук хăйĕн хăш-пĕр тусĕ умĕнче ун мухтанма хăтланнине ĕненме май килмен. Микки патне ĕçпе чупса каçнă Ивук Савтепие курсан ĕçĕ çинчен те манса кайрĕ темелле. Хĕре, ĕлĕкхилле, çынсен умĕнчех кулкаласа ыталама тăчĕ те вăл, лешĕ куçне сиввен ялкăштарса ун аллине сирсе хучĕ. Тула тухса калаçас тесе Савтепие кил картине чĕнчĕ Ивук — килĕшмерĕ хĕр. Манăн санпа ним çинчен калаçмалли те çук терĕ. Лавккаран канхвет-монпансьесем илсе килсе пачĕ Ивук, — кучченеçне илессе илчĕ Савтепи, анчах хăй çимерĕ, Ивук куçĕ умĕнчех ăна лаçри çынсене валеçсе пачĕ. Савтепипе вăрттăн калаçмалли пур тесе тиек лаçри çынсене пĕр вăхăт картишне тухма хушрĕ — вĕсемпе пĕрле Савтепи те кĕлетки-çурăмне илĕртӳллĕн пăркаласа лаçран тухса кайрĕ.
Кулма манчĕ Ивук. Савтеписĕр пуçне никама курми пулса ларчĕ, мĕскĕн. Хĕреле-хĕреле каятчĕ те ним тума, ним калама пĕлместчĕ. Ашшĕне Каççан килне хăтана ярасси патне çитсе тухнă Ивук, анчах хирĕçнĕ ĕç пур пĕр майла-шăнмарĕ курăнать...
Тахçанах пĕрре эрех ĕçме палăртса хунăччĕ Янтул. Тен, пĕр уйăхсем каяллах пуль. Ун валли вăрттăн укçа та усратчĕ-ха, ĕçме çеç ăнкайлă вăхăт тупайманччĕ. Е çав самантра юлташ пулмасть, е тата мĕн те пулин сиксе тухать. Ĕнер Микки эрех пирки сăмах тапратсан Янтул лавккана тухса чупма та хатĕрччĕ, килте ют çын пурри чăрмантарчĕ. Унтан васкавлă ĕçсем тупăнчĕç. Каçхине тин пушанчĕ те вăл, ун чухне ĕçсе ларма каятчĕ ĕнтĕ. Çĕрлехи ĕçкĕн мĕн пайти? Ĕç те выртса çывăр. Ĕçсе-ĕçсе ăна кăшт та пулин савăнса çӳре.
Çапла пĕр-ик эрнесем те иртсе кайрĕ пулас.
Паян ирхине Янтул татăклă шухăшпа вăраннăччĕ: ку укçана йăтса çӳресе çитет терĕ вăл. Паян тĕп тумалла ăна. Аллине шăлаварĕн сулахай кĕсйине чиксе пăхрĕ. Вырăнĕнчех укçи-пухчи. Ăçта кайтăр вăл? Енчĕпекшĕн пулсан кĕсйӳсене хăть ылтăн чиксе çӳре. Малтанхи арăмĕ ĕнтĕ ку хушăра вăл укçана вунă хут та кăларса илнĕччĕ. Янтул кĕсйисем мĕн те пулин чиксе çӳренипе мар, арăмĕ пĕрмай ухтарнипе тăпăлса тухатчĕç пулмалла.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...