Таркăн :: Савтепипе Ухтиван
Ăш вĕçнĕ Савтепи Шурчаналла васкать. Вĕлт-велт-вĕлт утать. Шурă катан пир кĕпепе вăл, шурă тутăрпа. Кĕпин умĕпе аркине кĕрен çиппе тĕрленĕ. Ик аллинче икĕ сулă, пӳрнисенче пăхăр çĕрĕсем. Ун пек çĕрĕсене ялта виçĕ пуслăх укçаран тăваççĕ. Шухăшĕ аякра пулсан та хăй пĕлтĕртенпе юсаннине вăл тĕл пулнă арçынсем хăй çине мĕнле пăхнинчен те, ăшĕнче вăй вылянинчен те туйса пырать. Вĕçсе ӳкĕччĕ çакăнтан Шурчана Ухтиван умне, шел, çынна çунат паман.
Ухтиванпа çармăс ачи Шуркассине пырса кайнине тепĕр кун ирхине тин пĕлнĕ Савтепи. Ухтиван каллех таçта каясси пирки те çавăн чухне илтнĕ. Унччен ик кун ниçта тухмасăр хатĕрленнĕ пулнă вăл Шурчана куçма: ашшĕпе пĕрле вырăн таврашĕсене майлаштарнă, кĕпе çунă. Çамрăксем яла пыни çинчен илтсен чупса тухнă урама — кая пулнă. Вара ашшĕне хĕр япалисене леçсе пама хушса хăварса Шурчаналла ыткăннă. Хуса çитмелле ун каччăсене, Ухтиванпа чуна уçса калаçмалла, хăтармалла ăна инкекрен. Мĕнле инкек кĕтет йĕкĕте, ăна Савтепи хăй те пĕлмест. Чĕри çеç вырăнта мар унăн, çавă канăç памасть ăна. Иккĕшĕ пĕрле пуласси те, Ухтиван кайса ĕлкĕреймерĕ пулсан, çак калаçуран килмелле пек туйăнать.
Ухтивана вăл Шурча укăлчинче курчĕ. Ялтан тухнă та Яриле ачи тăвалла утать. Çурăмĕ хыçĕнче пушă хутаç ун. Пуйма каякан вилсе килнĕ, вилме каякан пуйса килнĕ тет-и-ха? Çара пуçăн вăл, тусанлă атăпа, çуса тăхăннă улача кĕпепе. Сăнĕ пусăрăнчăк. Тен, эппин, унăн та ялтан каясси килмест, çитмен пурнăçĕ çеç хăвалать йĕкĕте?
Шеллерĕ Ухтивана хĕр. Килте пулнă пулсан тытса ыталĕччĕ ăна, кунта унпа юнашар çеç утса кайрĕ. Пĕр-пĕринпе ăнланакан çынçем пек, Ухтивана куçĕнчен пăхса, йăл та йăл кулкаласа пычĕ Савтепи. Те чăрсăрлăх вăл унăн, те хăйĕн хитрелĕхне ытлашши шанни. Çав вăхăтрах хăй Ухтиван умĕнче айăплине те манмасть сар пике. Ячĕ вараланнине те асрах тытать. Юратать те вăл йĕкĕте. Ăна вăл Ивукпа çыхланса кайсан та савма пăрахайман. Çемçе чунлă пулнăшăн çилленет те Ухтивана. Вăл хăйне юратма пăрахманнине те пĕлет. Унсăр ма килĕччĕ Ухтиван Шурчана? Чирлĕ вăхăтра та асăнчĕ вăл Савтепи ятне.
Мăнтарăн этем чунĕ те çав. Савăнсан та, хурлансан та — йăлтах хăйĕн витĕр кăларать вăл. Аманать вара, сипленет. Ĕмĕрлĕхе сусăрланса юласси те часах ун. Пĕр хушă сăмах чĕнмесĕр утрĕç çамрăксем. Çул хĕрринчи йывăçлă вар тĕлĕнче Ухтиван тăп чарăнса тăчĕ.
— Эс ăçта кайма тухрăн, хамăр ял?
— Эс ăçта каян — эпĕ те çавăнта. Сана хӳтĕлесе çӳреме.
Ку сăмах хальхинче шӳт çеç иккенне вĕсем иккĕшĕ те чухлаççĕ-ха. Анчах Савтепи сăнĕнченех курать Ухтиван — чĕнсен те мар-ха, кача пӳрнипе кăчăк туртнипех пырать хĕр унпа.
— Тен, эпĕ хĕр шырама каятăп? — кулчĕ Ухтиван.
— Эпĕ те каччă шыратăп, — тĕрĕссипе каларĕ Савтепи. Шӳт пек çеç ирттерсе ярасшăнччĕ те ăна вăл, сасси чĕтренчĕ.
— Апла пирĕн çулсем пĕрре тесшĕн-и эс?
— Пĕрле, — терĕ Савтепи. — Çуралнă ял еннелле.
Ухтиван хутаçне тӳрлетсе çакрĕ.
— Юрĕ, тавтапуç. Эс таçта ĕçпе çӳреттĕнччĕ пулмалла, сывă пул. Инçе ăсатсан час таврăнмасть теççĕ, — аллине тăсрĕ вăл.
Савтепи пĕр утăм каялла чакрĕ.
— Айткалакан мар пуль эс пĕрмай хутаç çакса çӳреме? Аçуна вĕлерекенсем ялта иртĕхсе пурăнаççĕ.
— Вăхăт çитсен вĕсем те выртсах макăрĕç-ха. Сăра курки йĕркипе çаврăнать тенĕ.
— Тепле-çке. Кĕтсе илсе пулĕ-ши вăл вăхăта?
— Çĕрпӳ тăрăхĕнче çапăçаççĕ ав. Вырăссем те çĕкленнĕ тет. Эп çавăнта çитсе курасшăн. Хуçасем ашкăннине пăхса лариччен... çапăçса пуçа хурам, — тесшĕнччĕ те вăл, юлашки сăмахне каламарĕ.
Савтепин шурă пичĕ кăштах хĕрелчĕ.
— Эс пĕрмай таçта инçетре. Калаçса чуна пусарăттăм тепĕр чух, сана курса çеç те пулин савăнса пурнăттăм, эс çук та çук. Килтĕн те ак каллех куçран çухалатăн. Тата мĕн чухлĕ кĕтмелле сана хальхинче? Ăçта шыраса тупмалла чĕре çунма тытăнсан?
Сăмахне калас мар, калас мар тесе тăнă çĕртенех Ухтиван хăй те сиссе юлмарĕ — печĕ ячĕ çапла:
— Амма шырамалла сан мана? — терĕ. — Ан шыра эс, ан кĕт. Пирĕн хушшăмăрти çыхăнусем тахçанах татăлнă.
— Тархасшăн ун пек ан калаç, Ухтиван! — кăшкăрса ячĕ Савтепи.— Нимĕн те татăлман пирĕн. Татăлма та пултараймасть. Татăлмаллах татăлас пулсан эп çут тĕнчере те пурăнмастăп. Никам та çук манăн сансăр пуçне.
— Хуллентерех эс, çынсем килеççĕ, — чарчĕ ăна Ухтиван.
— Килĕçин, — терĕ Савтепи.
Çулпа икĕ хĕрарăм Шурчаналла иртсе кайрĕç. Каччăпа хĕре вĕсем курман пекех пулчĕç. Савтепи пуçне чикрĕ те аллисене çĕрелле ярт усрĕ. Шурă кĕпи умне куççуль шăпăртатса анчĕ.
— Ивукран хăпнă эпĕ. Тĕнчере çук вăл маншăн, — терĕ вăл хуллен. — Яка Илле халь темиçе хут та ывăлĕ валли хăтана ячĕ, эп пат татсах каларăм: ăна качча пымастăп терĕм. Хам çӳллĕш укçа купаласан та кирлĕ мар вăл мана. Юлашкинчен Яка Илле хăй пычĕ, эп ăна пӳрте те кĕртмерĕм.
— Ытла çăмăллăн пулса иртеççĕ сан пурте. Тытнă — юратса пăрахнă — сивĕннĕ... Тепĕр хут савнă. Хăшĕ вĕсенчен чăн, хăшĕ суя, эсĕ ху та пĕлместĕн пулмалла. Пурте вăхăтлăх сан. Нимĕн те çук ĕмĕрлĕх.
— Сана юратни — ĕмĕрлĕхе. Вăл — чăнни. Ивукпа вăхăтлăха çыхланни — суя япала. Уншăн эпĕр иксĕмĕр те пĕр пек айăплă, эпĕ çеç мар.
— Хăшĕ-ха вăл, ман айăп?
— Мана хĕртен кам арăм туса ячĕ? Эсĕ мар-и? Пĕр пăсăлнă хĕре ун хыççăн тепĕр утăм тума йывăр тетне? Тата: кашни хĕр качча кайма ĕмĕтленет. Сана ун чухне авланма юрамасть терĕç — эсĕ Çĕр кĕрӳ каччийĕ пулнă: мăшăрланнă пекки тунă. Е тĕрĕс каламастăп-и эп?
— Тĕрĕс калатăн, — йышăнчĕ Ухтиван. — Анчах кивĕ йăли вăл халĕ те улшăнман-çке. Мана халĕ те мăшăрланма юрамасть.
— Ун вырăнне эпĕ улшăннă! — пуçне çĕклерĕ Савтепи. — Кивĕ йăласене асаттесем-асаннесем пăхăнччăр, пирĕн малалла пурăнмалла, Унтан. Ма ытти çамрăксем — Павăл унта, Ивук, Микулай — çĕр вăрлама кайма килĕшмен, эсĕ килĕшсе лартнă, хăвăн аллуна-уруна тăлланă. Мĕншĕн? Мана юратнăран пулна-и вăл?
— Кăна та тĕрĕс каларăн, — килĕшрĕ Ухтиван.
— Вара тивĕç-и эс мана çав кĕççе пит Ивукпа, ултавçăпа питлеме?
— Каçар, — терĕ те Ухтиван Савтепие ыталаса илчĕ. — Ăна эпĕ мар, ман ăшри кĕвĕç калаçать. Мĕнле çунмарăм пуль эп эс мана пăрахса кайсан!
— Ун вырăнне ӳлĕмрен çынсем пирĕн çине пăхса кĕвĕçсе макăрччăр. Эпĕр савăнса пурăнар. Ивука тарăхтарас тесе эпĕ юри вулăса куçса килтĕм, ан тив, тĕмсĕлсе пăхса çӳретĕр... Ма эпĕр ют çынсем пек тăратпăр?
— Эпĕ кĕçех утмалла терĕм те...
— Ăçта васкамалла сан?
Вĕсем çул айккине пăрăнса кĕчĕç те пĕр кив тунката çине ларчĕç. Капла пĕр-пĕрин сăне курăнманнипе Савтепи Ухтиван умне тухса тăчĕ. Хăйĕн чиперлĕхĕ тата ытларах арçын куçне тăрăнмалла, хăйне пĕтĕм илемĕ-ырлăхĕ-ясарлăхĕ-мĕнĕпе арçынна сĕннĕ евĕрлĕ саркаланса тăчĕ тени ытлашширех пулĕ. Ку вăл арçын кăмăлне хускатас тесе юри хуçкаланни-мĕн туни мар, тĕрĕсрех каласан, вăл çеç мар, ăна çутçанталăк çапла туса янă: çĕр те пĕр хĕре-арăма валеçсе памалли пур капăрлăха, сипетлĕхе, çураçулăха, йăрăслăха, илеме пĕр çынна тĕксе панă — ме, усă кур çак пĕтĕм пуянлăхпа, савăн тенĕ. Çавăнпа Савтепи кирек ăçта пырсан та арçын куçне чи малтан унăн хĕрарăмлăхĕ курăнса каять.
Ухтиван пăхрĕ-пăхрĕ те Савтепи çине хаш сывласа ячĕ.
— Шел, каятăп паян.
— Сана кам хăваласа ярать? — тесе Савтепи Ухтиван арки çине кĕрсе ларчĕ, ун аллисене тытса хăйне ыталаттарчĕ. — Ан кай ниçта та. Шурчара та пурăнма пулать, хамăр ялта та лайăх...
— Эс хуçалăх таврашне пĕлместĕн çав, хĕрĕм, — кулнă пекки турĕ Ухтиван. — Саншăн ялан пиçнĕ-хуçнă,...
— Э, ан кала, халь эп яшка та хамах пĕçереп. Хăш-пĕр япалана пĕлмен вырăнне эп сана ытти енчен савăнтарăп. Çын çине тухса çӳреме те вăтанмăн эс манпа...
— Тавтапуç, Савтепи. Çапах ялта пурăнас тесен çынна темĕн те кирлĕ: кил-çурт та, çиме çăккăр та, юр-вар та. Пур-и вĕсем ман? Пӳрт пекки пурччĕ, тăшмансем ăна та пулин çунтарса янă ав.
— Атте калать: эсĕ Çĕр кĕрӳ каччийĕ пулма килĕшнĕшĕн ял халăхĕ сана ĕмер тăрантарса-тумлантарса усрамалла тет. Çурт-йĕр те лартса пама тивĕç тет.
— Ийя çав. Пурте янтă. Пурăн вара улпут пек.
— Ма, пулăштăр ял. Эсĕ яла пулăшнă-çке?
— Калаçар мар текех ун çинчен, Савтепи. Халăх ĕнси çинче пурăнма ни чăлах мар эпĕ, ни куçсăр мар. Хам ĕçлесе çиме хăнăхнă эп. Çĕр кĕрӳ каччийĕ туни ултав пулнă вăл. Яка Иллесен ултавĕ. Мана тытса пăркăчламалли мăйкăч. Серепе. Шел, каярах юлса ăнлантăм эп ăна.
Ухтиван мĕн каланине ăнлансах петереймесен те, шеллерĕ ăна Савтепи. Йĕкĕте çурăмĕнчен çупăрларĕ вăл, çаврăнса тутинчен чуп туса илчĕ.
— Эппин... пирĕн патра пурнăпăр. Атте юратать сана.
Ухтиван хĕре каска çине çĕклесе илсе лартрĕ те хăй ура çине тăчĕ.
— Ниçта та киле кĕместĕп эп, намăс вăл, авланма та юрамасть мана кунта, яла та пымастăп халь, ан çиллен, Савтепи. Мана юлташсем кĕтеççĕ. Пĕтĕм çĕрте çапаçу пуçланас пек тăрать те, самана лăпланмасăр та пĕрлешейместпĕр пуль эпĕр.
Хĕр Ухтиван мăйĕнчен пырса уртăнчĕ.
— Эппин мана та хупа пĕрле илсе кай. Кирек ăçта. Хăть тĕнче хĕрне! Кирек мĕнле пурнăç пултăр, чăтатăп эп. Вăй çитнĕ таран сана та пулăшма тăрăшăп.
— Юрамасть, тăванăм, йăмăкăм, кăвакарчăнăм. Вăрçă вăрçасси хĕрарăм ĕçĕ мар вăл. Аçуна пулăш эс. Мана кĕт. Пĕр-пĕр пăтăрмах сиксе тухмасан, тен, хĕлле тепре килсе çаврăнăп.
— «Тен»... Итле-ха, ăнлан-ха, Ухтиван. Чĕре сисет ман, е халь пĕрлешер эпĕр, е ĕмĕрлĕхе уйрăлса каятпăр. Иккĕшĕнчен пĕри. Е халĕ, е нихçан та! Мĕнле шеллеместĕн эс мана, чунăмçăм, савнийĕм?
— Шеллетĕп, юрататăп сана, Савтепи, çавăнпа килне хăваратăп та. Тĕнчере савăнăçран ытла хурлăх нумай. Пĕрмай çын панче ютра, çын аллинче. Çук, халлĕхе килтех пурăн-ха. Хăвна та тĕрĕслесе пăх —çирĕп-и сан кăмăлу.
Ухтиван тăрăх шуса анса каска çине выртнă Савтепи куççуль витĕр тепре йĕкĕт çине пăхрĕ.
— Мана хĕрхенмесен аттене хĕрхен. Пире иксĕмĕре те юратать вăл, калама çеç хăймасть. Кайса курăнар ун куçне, савăнтарар ват çынна. Çула тухмаллах пулсан ыран ăсатăпăр сана.
— Каççан пиччене эп хам та килĕштеретĕп. Лайăх çын вăл. Ĕçчен, тӳлек. Анчах пыраймастăп сирĕн пата халь. Сăлтавне каларăм сана — çул пулмасть. Сывă пул, Савтепи. Ан ятла мана. Чипер юл.
Хускалмасăр ларакан хĕрĕн куççуллĕ питне чуп туса илчĕ те Ухтиван йывăр кăмăлпа çул çине тухрĕ, тăвалла утса кайрĕ. Çул кукрине çитес чух иккĕленме тытăннă йĕкĕт каялла çаврăнса пăхрĕ; хĕр курăннă пулсан, тен, пĕр талăка-и е ытларах та-и юлатчĕ те мар-и яла. Вара, тен, икĕ çамрăкăн пурнăçĕ йăлтах улшăнса кайĕччĕ. Шел, çĕре тăнсăр пулса ӳкнĕ Савтепие асăрхамарĕ Ухтиван, пушă тунката çеç курăнчĕ ăна. Вăл çаврăнчĕ те малалла утса кайрĕ.
Икĕ çамрăк çапла уйрăлчĕç ĕмĕрлĕхе.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...