Таркăн :: Çăва çинче
Ĕнисене суса пĕтерсе картана хупнă, сĕтне сĕрсе нӳхрепе антарса лартнă Енчĕпек пуп хапхи умĕнче улăшкине кĕтсе тăрать. Хĕвеланăç шупкалнăçем шупкалса пычĕ те, ял хушшине кус умĕнчех каçхи ĕнтрĕк хупласа илчĕ. Сас-чĕвсем лăпланчĕç, сывлăш уçăлнă пек пулчĕ. Çывăрма выртмалла кăна ĕнтĕ — Ильмук çук. (Янтула. Енчĕпек çав ятпа çеç пĕлет терĕмĕр.) Чĕнсе кайнă ялĕ инçе те мар теççĕ-çке, ма таврăнмасть ун упăшки çаплах?
Енчĕпекĕн чĕри вырăнта мар. Пĕрмаях ăна темле инкек юнаса тăрать тейĕн, вăркать, вăркать ăшĕ. Упăшки çук чух вăл уншăн хăрать, вăл выçă çӳрет пуль тет. Çилли кăра, пĕр-пĕр пăтăрмаха ан çаклантăрччĕ тет. Упăшкипе калаçмалли ăшă сăмахсем хатĕрлесе хурать çамрăк хĕрарăм. Тем çинчен те сӳтсе явĕччĕ, темĕн те ыйтса пĕлĕччĕ вăл упăшкинчен. Урăх хĕрарăмпа пурăнса курнă-и Ильмук Енчĕпекчен? Курнă пулсан, ытти пур хĕрарăм пекех, Енчĕпекĕн хăйне чи лайăххи, юравли тесе калаттарас килет. Нумай кĕттернĕшĕн упăшкине кӳренет вăл. Анчах иккĕшĕ юлсан нимех те калаçаймасть: пĕрре-иккĕ ачашлать те ăна упăшки — харлаттарса çывăрса каять. Выртать вара çунса Енчĕпек çĕрĕпе. Упăшки ыйхă тĕлĕшпе тем мăкăртатнине, вăл кăшкăра-кăшкăра вăранса кайнисене итлесе выртать. Хăйне кăнтăрла мĕнле паттăррăн тытсан та, тен, сыв мар ун упăшки? Йывăçа шĕкĕ кăшланă пек, пĕр-пĕр чир кăшлать те кăшлать пуль ăна? Е вупăр пусать-ши? Эппин, мĕнле сыватмалла Ильмука?
Аптранă енне хăйне ӳпкелесе илет Енчĕпек. Пĕлместĕп пулĕ эп арçынна пăхма, ăна юрама, çавăнпа вăл манпа чунне уçса пуплемест тет. Нивушлĕ Енчĕпекрен икĕ хут ытларах пурăнса та ăна каласа памалли нимен те çук унăн? Тепĕр чухне кăнтăрла, екки янă самантсенче, арăмне вăрттăн-карттăн ыталанă пекки тунă хушăра, упăшки ăна темĕн калассăнах, калассăнах туйăнать-çке? Таçтан та паллă вăл ăшĕнче йывăр япала йăтса çӳрени. Çук, каласа парса ни хăйне, ни мăшăрне лăплантараймасть, апăрша. Калама, калама тăрать те — пӳлĕнсе ларать.
Питĕрнĕ алăк пек вăл. Çăраççийĕ те Енчĕнек аллинчех ĕнте, — упăшки хăйне савнине курать, туять çамрăк хĕрарăм, кăшт çех çывăхрах пулмалла, йăпатмалла пуль, — пĕлмест вăл ун пек. Пĕлсен те — вăтанать. Тен, вĕсенчен те ытла хăрани пулĕ. Тем сиксе тухĕ-ха ăна уçсан...
Çĕр тĕрлĕ шухăш Енчĕпек пуçĕнче. Йăмăкĕсене аса илет вăл, ашшĕпе Кĕмĕше шеллет. Кайса килĕччĕ вăрттăн — çулĕ инçе. Утма та ӳркенсе тамĕччĕ, самани лăпкă мар. Ăçта кайăн хĕрарăм пуççăн пĕччен? Ильмука халь курăнма юрамасть унта.
...«Килне» Янтул-Ильмук çĕрле лачкам ӳсĕр пырса кĕчĕ.
Пĕр улт-çиччĕри çут хырăмлă ача тĕттĕм пуласпа пуп картишне пырса кĕчĕ. Кил хуçи çенĕк умĕнче канса ларатчĕ, матăшкăпа Енчĕпек крыльца çинче çип çăмхалатчĕç. Микки лупас айĕнче тем ĕçĕ тытнăччĕ. Ача ун-кун пăхкаласа, карта алăкне хупса тăракан Янтула асăрхарĕ те, картишĕнче урăх никам çук пек, тӳрех ун патне иртрĕ. Пуп куçне ытлашши курăнас мар тесе мăннисем Янтула чĕнме ачана хушнă-мĕн. Ача хăйне йыхăрма килнине Янтул пĕр сăмахсăрах ăнланчĕ. Ĕçпе те, ĕçсĕр те пуп патне çӳремеççĕ чăвашсем. Кирлех пулсан урамра тĕл пулса калаçаççĕ.
— Атте сана... мĕне... çăва çине пытăр терĕ, — пĕлтерчĕ ача хуллен.
— Мĕн тума?
— Пĕлмесп эп.
— Халех-и? Е кăшт тăрсан-и? — тĕпчерĕ Янтул.
— Пĕлмесп, — терĕ ача каллех.
— Аçу халь килтеччĕ-и?
— Пĕл...э, вĕсем вăрмана карĕç.
— Мĕн тума?
— Пĕлмесп.
— Эх, эс те çав, ман хăраххăм... Юрĕ, кайăп. Эс чупах килне.
Ача килсе кĕнĕ чухнехи пекех шиклĕн пăхкаласа кĕçĕн алăк патнелле утрĕ, ăна уçаймарĕ те çĕре выртса хапха айĕнчен шуса тухрĕ.
— Мĕн терĕ вăл? — интересленчĕ пуп. — Сана кирлĕ мар вăл.
— Тен, может, мана чĕнме килнĕ?
— Çук, сан пата мар.
Лаç умĕнче аллине çуса шăлчĕ те Янтул ыйтуллăн пăхса тăракан Енчĕпеке асăрхаман пек пулса урамалла утрĕ.
— Ача ашшĕсем анатра пурăнать! — илтĕнчĕ хыçалтан хапха умне тухса тăнă Салакайăк сасси,
— Пĕлетеп! — терĕ Янтул.
— Вара ма тăвалла каять?
— Таврăнсан калăп. Халь вăхăт çук.
«Санăн пуп мар, полицейски пулмалла-мĕн», — тесе шухăшласа пычĕ Янтул. Унтан хăй асĕнче пупа кам-кам пулма сĕннине аса илчĕ те кулса ячĕ. А мĕн — усламçăра пушкараймĕччĕ-и пуп? Мĕнле пушкарĕччĕ ăшшă. Чикана чикĕ тăршшĕ лартĕччĕ. Сысна кĕтӳçинче тата? Унта та чухах пулмалла вăл. Çынсене йĕрлеме те ăста ав...
Çăва çине Янтул чупнă пек пырса кĕчĕ.
— Ну, мĕн тумалла-ха кунта? — ыйтрĕ вăл никама курмасăр, çăва çинче кам та пулин пурри-çуккине пĕлмесĕрех.
— Ĕçлес текеншĕн ĕçĕ тупăнать пирĕн, — терĕç юпасем хушшинчен хаваслăн. Янтул умне тăват-пилĕк çын тухса тăчĕ, пурте шурчасемех пулас, курнă çынсем пек туйăнчĕç. Темиçе арçын, пĕр-ик хĕрарăм — кӳсексемпе, витре-çармапа...
— Ак тамаша, — аптрарĕ таркăн, — эпĕ çех пуш алăпа тем?..
— Апла та пăсăк мар, — килĕшрĕç çынсем. — Ху калашле, эс ĕçлекенни пулăн.
— Эсĕр пăхса тăраканнисĕм-и? Тем тутарасшăн-çке эсĕр мана?
— Ара, эс чăваш пуль? — тĕлĕнчĕ пĕри. Янтул сăнасарах пăхрĕ те ун çине ĕнер хăйне ял хушшинче çул панă старике палласа илчĕ.
— Чăвашĕ чăваш та, мучи, эп ютра çитĕннĕ çав, нумайăшне пĕлместĕп, — евĕккĕн калаçма тăрăшрĕ Янтул.
— Иккĕмĕш çул çомăр çумасть. Тепĕр чух çума-çума хăтланса пĕлĕтсем ĕне çилли пек усăнса анаççĕ. Анчах порĕ пĕр çумасть. Мĕн хăратса ярать поль тен эс çомăр пĕлĕчĕсене?
— Мĕн хăратать-ши?
— Вилнĕ çынсем, пурте мар, пӳкле вилĕмпе вилнисем, хăратса яраççĕ.
— Мĕнле майпа?
— Шăтăкран тухса кĕписемпе лапăстаттараççĕ. Ăна эп хам та темиçе корнă.
— Ма çăмăр çутарасшăн мар вĕсем?
— Чĕрĕ юлнисене курайманнипе ара. Çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă-çке вĕсем. Çавăншăн тавăраççĕ те пире.
— Тен, вĕсем халĕ те эпир калаçнине итлесе выртаççĕ? — терĕ те Янтул, ун çан-çурăмĕ тăрăх сивĕ чупса иртрĕ.
Çынсем пĕр çĕререх чăмăртанса тăчĕç. Иккен-виççĕн çине-çинех чĕлĕм мăкăрлантараççĕ.
— Ма эпĕр кăнтăрла килмен?
— Кăнтăр çутипе юрамасть. Вăл — çĕрлехи ăç.
— Мĕнле ĕç-ха?
Никам та шарламарĕ. Янтул кайма хатĕрленсе алăк еннелле ярса пусрĕ.
— Пуш арман авăртса тăма ман вăхăт çук. Темĕн тумалла пулсан кунта эсĕр мансăр та нумаййăн.
Пĕчек ушкăн Янтула хупăрласа илчĕ.
— Э, çок, — терĕ старик, — кайма юрамасть. Ыттисем хăйсен тӳпине ĕçленĕ — шалча каснă, шыв ăсса килнĕ. Халь сан пулăшмалла пире.
— Мĕн тумалла?
— Икĕ вилене кутăн шалча çапмалла. Текех ан ашкăнччăр вĕсем.
— Кутăн шалча?! Мĕнле япала вăл — кутăн шалча?
— Санпа калаçма йăвăр, ачам. Эсĕ пурте пĕлекен йăласене пĕлместĕн.
— Эппин, ăмма чĕннĕ эсĕр мана?
— Кирлĕ пулнăран чĕннĕ. Пире киремет пăхакан каларĕ. Атя, ут эс пирĕн хыççăн, мĕн тумаллине хăвах курăн.
Вĕсем çăва çинчен тухрĕç, пĕр шăтăк тавра пуçтарăнса тăчĕç. Çын пытарнă вырăн-мĕн те вăл, тăпри путса аннă пулас.
— Пĕри çакă, — терĕ старик. Вара икĕ хĕрарăмран пĕрне хушрĕ: — Яр шывне, кин.
Шыв, йывăç хăвăлне янă пек, ним тытăнса тăмасăр, шăмпăртатса анса кайрĕ. Старик пĕр çын аллинчен шĕвĕртнĕ вăрăм юпа илчĕ те ăна вилнĕ çын тăпри варрине тăрăнтарса лартрĕ.
— Вилнĕскер вилнипех пултăр, никама та ан хăраттăр малашне.
Янтула кисĕп пек йывăр кӳсек тыттарчĕç.
— Çапса ларт çавна курăнми, Ильмук ачам.
Янтул çав самантра хăйне курăнман кантрапа çыхланса ӳкнĕ пек туйса илчĕ. Ирĕке тухма хăтланнăçем тата ытларах çыхланатъ тем вăл? Вăт сана «Ильмук», ак сана ялти кив йăласем, çемье. Чикме хулинчен ун тухса тармалли май пурччĕ-ха, вăрçса-ятлаçса та пулин чунне пусаратчĕ. Халĕ «ирĕкре» вăл, анчах ни вăрçма, ни тарма пултараймасть. Вĕренлесе лартнă ăна. Сутма илсе каякан выльăха урапа хыçне кăкарнă пек кăкарса лартнă. Урапи ăçталла каять — Янтул-Ильмук та çавăнталла сĕтĕрĕнет.
Нивушлĕ урапи çине хăпарса ларма çук пĕрре? Ăçтан пуçланчĕ ун пĕрремĕш йăнăш утăмĕ?
— Эс мĕн туса тăран, ыр çыннăм?
Янтул юман кӳсекне çĕклесе çапрĕ те, чалăш лектернипе шалçи палт йăванса кайрĕ, кӳсекĕ кăшт çеç аллинчен вĕçерĕнмерĕ.
Старик ăна хăйне майлă ăнланнă-мĕн.
— Э, ху та хăратни? — терĕ вăл вилнĕ çын шăтăкĕ еннелле пăхса, йĕкĕлтесе. — Çапла вот, тӳс халь.
Хуллен таккакаласа Янтул малтан шалçине çирĕплетсе лартрĕ, ăна пӳ çитмелĕх антарчĕ. Вара тукшанне майĕпен çĕклесе шарт çапрĕ те, шалçа çурри таран путса кĕчĕ. Тепре çапсан хытă япалана çитсе перĕнсе каялла тапрĕ. «Тупăк хупăлчи», — терĕ Янтул. Эппин, виççĕмĕш хутĕнче пĕтĕм вăйпа тӳнклеттермелле, тупăк хăмине çурса этем кĕлеткине ватса тухтăр, ăна çĕр çумне пăталаса ларттăр. Çапла шухăшланипех унăн çӳç тĕпĕ хускалчĕ. Çумăр пĕлĕчĕсене хăратма пултараканскер, вилнĕ çынĕ, хăйне шалçа вĕçĕ перĕнсен сасартăк çухăрса ярсан?
— Нумай тăратни тата эс? — тарăха пуçларĕ старик. Виççĕмĕш хут мĕнле çапнине Янтул астумасть, шалçи çĕрпе танлашнине курчĕ те вăл хăй ĕхлетсе сывланине çеç илтсе юлчĕ. Кусекĕ çĕре ӳкрĕ ун, хăй каялла йăванса кайрĕ.
— Сана мĕн пулчĕ? — хăраса ыйтрĕç çынсем.
— Чĕрене темĕн тăрăнчĕ, — терĕ Янтул пăртакран.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...