Таркăн :: Ухтиван
Ухтиван Шурчаналла анать. Ирхине Шупашкартан тухнă вăл. Халĕ, ĕнтрĕк апачĕ1 тĕлне, çуралнă çĕрелле çывхарса пырать. Хĕрĕх çухрăм ытла утнă йĕкĕт. Çапах тӳрех Шуркассине иртсе кайман, çула май вулăс ялне кĕрсе тухас тенĕ. Çамрăк Миклайпа ун арăмне часрах курасшăн вăл. Хăй яла таврăнни çинчен тусĕсене пĕлтерсе хăварасшăн. Таврари лару-тăру мĕнлине те пĕлесси килет ун, пуп тарçипе Янтулпа та калаçса пăхмалла. Килĕшнĕччĕ вăл пĕлтĕр Ухтивана.
Савтепи, паллах, Шуркассинче ĕнтĕ. Иртнĕ хутĕнче Ухтиван ăна ашшĕ патне таврăнма хушса хăварнăччĕ.
Хăй ăшĕнче Савтепи итлесси пирки иккĕленсен те хĕре шанманни çинчен çак самантра манма тăрăшать Ухтиван. Малта айлăмра шухăш тĕтри витĕр курăнса ларакан Шурча ялне те асăрхамасть тейĕн ăна. Пĕлтĕрхи сăнсем ун куçĕ умĕнче. Хăйне яла юлма тилмĕрекен Савтепи. Унăн куççульпе тулнă куçĕ.
Савтепипе юлашки хут уйрăлнă тĕлте Ухтиванăн чĕри тăвăррăн тапса илет. Юрать-ха, хĕрне кĕçех курать вăл. Ĕмĕрлĕхе çапла уйрăлас пулсан? Ӳкĕнсе вилĕн çав кайран. Шухăшламасăр пĕр утăм та тума çук иккен пурнăçра. Йăнăшмасăр пĕр кун иртмест пуль çыннăн. Ма, Савтепи ӳкĕтленĕ пек, ун чухне Ухтиванăн кăштах пурăнмалла марччĕ ялта? Вара икĕ çамрăк тепĕр хут туслашнине кура ялти сăмах-юмах йăмĕччĕ. Каççан пичче хĕпĕртĕччĕ. Савтепишĕн пулсан пур пĕрех-ха та. Вăл ниме те пăхмасть-тĕр, хăйне кăна пĕлет.
Асăрхамасăр пуснипе Ухтиван ури айĕнчен шыв чалт сирпĕнет. Аттисем лачкамах иккен ун. Çурхи кунăн илемĕ çавăнта-çке вăл: хĕвел ăшăтать те юр ирĕлсе çĕре шăварса хăварать. Часах ак çынсем çур акине тухĕç.
...Çапах та кĕвĕçсе Савтепи кăмăлне пăсмалла марччĕ ун пĕлтĕр. Пĕр-ик куна çеç те пулин яла юлма килĕшменни мĕн вăл, юнтарни е кӳлешни пулмасăр?
Чипертерех шырасан Ухтиван пĕлтĕр ялтан сасартăк пăрахса кайнин урăх сăлтавне те тупма пулать-ха. Каччă хĕршĕн ăна çĕнсе иличчен çеç хыпса çунни, хĕр сана парăннă-парăнман (е эс ăна качча илнĕ-илмен) унпа «тăранса ларни», унран сивĕннĕçем сивĕнсе пыни мĕне пĕлтерет тата? Эсĕ хăвăн еккӳне çеç тунине мар-и? Ыттисем саншăн пулсан кирек мĕн туйччăр; сана хĕр е ăрăм хăвăн ар туйăмне пусарма çеç кирлĕ, çапла-и?
Çав вăхăтрах пире йăлăхтарнă хĕр е эпĕр «манса хăварнă» çамрăк арăм урăх çынна савма тытăнсан хыпăнса ӳкетпĕр эпĕр, анчах халь тин ĕнтĕ кая пулать. Çыртăттăмăр чавсана çавăрса — май çук. Пурăн вара ĕмĕр тăршшĕпе ӳкĕнсе.
Мĕн тумалла эппин юрату нихçан та ан сивĕнтĕр тесен? Юратма пĕлмелле. Мĕнле? Чи малтан — пĕрне-пĕри йăлăхтармалла мар. Мăшăру кирек хăçан та тунсăхласа кĕтсе илтĕр сана. Ăна эс кашнинчех çĕнĕ енчен курăнма тăрăш. Ун умĕнче хăвна яланах тирпейлĕ тыт. Ку вăл эсĕ юлташна (арăмна, упăшкуна) хисепленине пĕлтерĕ. Вăл сана яланах çухатасран хăраса пурăнтăр.
Ку — пĕрре. Иккĕмĕшĕ акă мĕн.
Ху юратнине мăшăрна е савнине малтан пĕрре кала та урăх ун çинчен çăварна та ан уç. Чăн юрату вăл сăмахсăр та паллă. Тусу е мăшăру сана: эсĕ юратмастăн пулмалла мана, нимĕн те шарламастăн тесен, эсĕ ăна савнă çинчех йăл кулса ил те ытала кăна тусна. Ху ăна юратнине, каярахпа, хăнăхса пынăçем, хисепленине кулленех тенĕ пек тупа тăва-тăва ĕнентерме хăтланни, тусу (упăшку, арăму) умĕнче хăвна ун чури евĕрлĕ тытни тусна санран сивĕтет кăна. Э, ку мана икĕ ĕмĕр пурăнсан та пăрахас çук, килте ман шанчăклă-ха тет те вăл кăсăкраххисем, кăткăсраххисем çине пăхма тытăнать. Вĕсемпе çыхланса каять. Хĕрарăм çине тăмасан кил-йыш саланать çапла.
Пĕлместпĕр эпĕр юратма, акă мĕн тет вăл хăйне хăй.
Ухтиван хĕрелсе каять те йĕри-тавра çаврăнса пăхать. Пĕр чун та çук ун çывăхĕнче çак самантра. Çутçанталăк çеç ăна, хăйĕн уйрăлми пайне, çурхи илемпе хавхалантарса малтан мала хăвалать. Пултарсан, кăмăлу туртсан хăтъ тĕнче хĕррине çит. Е çӳлелле вĕç. Этемĕн ĕмĕтне кура пур еннелле те вĕçсĕр çул уçăлса пырать çын умĕнче. Никама та кӳрентермест çутçанталăк, эсĕ камран та пулин мĕн енчен те пулин катăк çуралнишĕн те тиркемест, питлемест сана. Кирек мĕнле пулсан та ни ытлашши мар эсĕ уншăн, ни ют мар; ун ачи эсĕ. Сивĕпе шăнтсан та, шăрăхпа çунтарсан та тарăхнипе шăнтмасть, курайманнипе çунтармасть сана çутçанталăк, эсĕ вăйлипе вăйсăррине, тӳсĕмлипе тӳсĕмсĕррине çеç тĕрĕслесе пăхать. Хĕне кайсан сана хăйĕн ӳсентăранĕсемпе, уçă сывлăшĕпе, таса шывĕпе, хĕвел ăшшипе сиплеме тăрăшать. Ниепле те пулăшаймасан çеç сана вăл хăйĕн ытамне илет. Çĕртен пулнăскер, эсĕ каллех çĕр пулатăн. Çут тĕнчене юлнисем — сан йăху-тăванусем, вĕсен юлташĕсем, пĕтĕм халăх — малалла тăрмашĕç çĕр çинче. Эсĕ, пĕр этем, вĕсен хушшинче çук пулăн.
Кун пекех шутламасан та, çакăн евĕрлĕ сĕмленсе утакан Ухтиван сасартăк кулса ярать. Пĕччен мар-çке вăл çут тĕнчере. Мĕн чул тус ун Шупашкарпа ялсенче. Тата ӳкĕнсе пыма ват çын та мар вăл. Пурăнмалла та пурăнмалла-ха ун халăхпа пĕрле.
Тен, пăрахса хăвармалла пулман Ухтиванăн Савтепие пĕр-пĕччен? Тӳре-шарасене яла кĕртес мар тесе ял кĕперне ватакан хĕр, тен, Шупашкарта та аптрамĕччĕ? Нуша кулачă çиме вĕрентет тенĕ-çке.
Ун чухне вăл хĕр мар, Ухтиван арăмех пулĕччĕ.
Яла Ухтиван ниçталла мар туйăмпа пырса кĕчĕ. Савăннă темелле ăна, çав вăхăтрах тарăхни те палăрать ун ăшĕнче. Кунта ун чи хаяр тăшманĕсем халăхран кулса пурăнаççĕ-çке. Ял хушшипе пуçне çĕклесе те утса тухма пултарĕччĕ вăл. Тен, тивĕçчĕ те пуль. Кирек мĕн тесен те хăйне хăй тăрантаратъ йĕкĕт. Анчах ялти ватăсем умĕнче хăйне сăпай тытмаллине те манмасть çамрăк. Çитменнине ывăннă вăл паян. Çурхи çилпе куштăрканă пичĕ çине йăваш кулă йĕрĕ хытса ларнă та ун, çӳллĕскер, урам варрипе ним уямасăр лаплаттарса утса пырать вăл. Анаталла çурхи шыв сиксе юхать. Ачасемпе йыт-качка хĕвĕшет урамра. Йыттисем пăр çинче шăва-шăва ӳкме хăтланса Ухтивана хавассăн вĕрсе ăсатаççĕ, ачасем йĕкĕтĕн атти çине ăмсанса пăхса юлаççĕ, ваттисем сăнĕпе шĕвĕр çĕлĕкĕнчен йĕкĕт чăваш иккенне палласа вăл кам таврашне пĕлме тăрăшаççĕ. Кантурпа чиркӳ умĕнчен иртет Ухтиван, хушлăхпа çырма хĕррине анать, каçма урлă леш енне каçать.
Тусĕсем пурăнакан пӳрт çывăхĕнче Ухтиван картишĕнчен тухакан Миклая курса хĕпĕртесе ун патне чупса пырать, вырăс йăлипе ăна ыталаса чăмăртать.
— Мĕнле пурнан, тăванăм? Тахçанах курас килетчĕ сана, ерçӳ пулмарĕ. Çын аллинче вĕт эпĕр. — Вăл Миклай тавра пăхкаласа çаврăнать.— Те ӳснĕ эс, те çитĕннĕ, улшăннă пек темле. Тасалнă.
Миклай та савăннă.
— Куллен яшка çияппăр, — тет вăл кулкаласа. — Ӳсме çăмах пулăшать.
Ухтиван сăн-пичĕ халь чĕп-чĕррĕн курăнать. Йăл та йăл кулать вăл, тусне çурăмĕнчен çупăрла-çупăрла илет.
— Мăшăру сывах пуль?
— Сывă пулмасăр. Халь йăвăр вăл.
— Йăвăр çын-и? — тавçăрса илет Ухтиван. — Питĕ лайăх! Сан пек тепĕр ăстаçă çуралтăр. Эс таçта каясшăнччĕ-и?
— Лавккана. Унта карян. Халь апат хатĕр. Яшка.
Вĕсем пӳрте кĕреççĕ. Тулли кĕлеткеллĕ Сульха вăтанса хырăмне саппунпа хуплать.
— Хăна килнĕ, — тет вăл алă тытнă май кĕтевлĕн кулкаласа. — Пĕччен мар пуль вĕт эс?
Ун-кун пăхкаласа тăракан Ухтиван çăвар уçма ĕлкĕриччен калаçăва темшĕн Миклай васкаса хутшăнать.
— Тата миçен пултăр пĕр çын? Çăвăнма пулăш эс ывăннă этеме.
Шăлăннă хушăра Ухтиван Савтепин мĕнле те пулин япалине е вырăн таврашне курмăп-ши тесе пӳрт ăш-чиккине пăхса çаврăнать — нимĕн те курмасть. Эппин, Ухтиван шухăшланă пекех вăл: ашшĕ килĕнче.
— Савтепи килкелесе çӳрет-и?
Те хăйсем хăраса шухăшлани тӳрре килнĕрен Сульхапа Миклăй шартах сикеççĕ.
Арçынтан маларах хĕрарăм тăна кĕрет.
— Ăçта вăл — Савтепи?
— Мĕнле ăçта? — аптраса ӳкет Ухтиван. — Ялта мар-им вăл?
— Çук вăл кунта. Шуркассинче те çук. Ниçта та çук! — тесе çухăрса ярать те хĕрарăм питне аллисемпе хупласа пӳртрен чупса тухать.
Икĕ çамрăк пĕр самант ним калама пĕлмесĕр лараççĕ сĕтел хушшинче. Унтан Ухтиван тăрса алăк патне кайса пăхать.
— Макăрать, — тет вăл каялла таврăнса. — Çухалма пултараймасть Савтепи! Çухалмалла мар вăл! Çын йĕп мар çухалма!
— Пĕлмесп. Çухалнă. Сасартăк. Ялтанах, — мăкăртатать çармăс йĕкĕчĕ. Арăмне пула вăл та макăрас патне çитнĕ.
— Хăçан çухалнă вăл, Миклай? Кам панче пурăнатчĕ ун чух? Килĕнче-и е сирĕн патра-и?
— Поп панче. Перн пата çывăрма çеç килкелетчĕ. Хăтана пыратчĕç тет ун патне номайăн.
— Аппен, тен, вăрласа кайнă ăна? Шырамалла часрах! Ма ларатпăр эпĕр лăпкăн?
— Ильмук пичи шыраса таврăннă паян. Поп хошна полнă.
— Ма пуп хушмалла ăна шырама? Мĕн ĕç пур ун Савтепи çумĕнче?
— Пĕлмесп. Сульхаран ăйт.
Ухтиван алăк патнелле ыткăнать, тухса сирпенет. Картишĕнче çил хапхи лачăртатни илтĕнсе юлать.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...