Таркăн :: Пăлхав тапранни
1842 çулхи хĕллепе çуркунне Чăвашра пăлхавсем çапла сарăлса пынă.
Иртнĕ 1841 çул тӳре-шара хушнипе Шупашкар, Етĕрне, Чикме округĕсенчи хресченсене мăкаçей кĕлетне хывма тесе кашни ялăн çĕрĕ çине малтанласа тăват-пилĕкшер çур пилĕк тырă акма хушнă пулнă. Тата, пуçласа темелле, уя çĕрулми ларттарнă. (Ун чухне актарнă тенĕ-ха.)
Мăкаçей çĕр лаптăкне кайран 160 çын пуçне 30—40 теçеттине çитернĕ. Кашни кил патшалăха пĕрер теçеттин — тăватшар тӳтрешке — тырă туса памалла пулнă. Ăçтан вăй тупĕччĕ хăйĕн анисене те аран-аран çеç шуратма пултаракан пĕр лашаллă хресчен ун чухлĕ çĕре тирпейлесе тăма?
Тыр-пул вăл çулхине шăрăхпа çунса кайнă терĕмĕр. Ку вăл ял халăхĕн тăхăрвун пилĕк-тăхăрвун ултă проценчĕ çурма выçă е хăр выçах юлнине пĕлтернĕ. Çĕрулми те пулин, ăна çумлама-купалама хăнăхманнипе, ана çинчех пăчланса ларнă-мĕн.
Хăш яла ан пыр — халăх тарăхни сисĕне пуçланă. Пуçлăхсене итлесе йăнăш турăмăр, пӳлĕхсене çиллентертĕмĕр, çăмăр çумарĕ тенĕ вĕсем. Тырă пулманни çитменччĕ, куланайсем ӳссе кайнă. Халăх ĕнси çинче ларакан чиновниксен хисепĕ нумайланнăçем нумайланса пынă. Тата чăвашсене темле кантур аллине (удела) памалла тет-и, мĕн-и те, вăл япала та хут пĕлмен халăхăн сехрине хăпартнă.
Патшалăх пӳрлăхĕсен Хусанти палатин управляющийĕ Нефедьев патшалăх пурлăхĕсен министрне Петербург хулине раштав уйăхĕн юлашки кунĕнче çапла пĕлтернĕ: хушнине-пĕр халиччен йăлтах туса пынă, нимĕн пирки те ӳпкелешмен çынсем халь итлеми пулса çитрĕç. Шупашкар округĕнчи чăвашсемпе çармăссем кĕпĕрне прокурорĕ патне — пире ирĕксĕрлесе уя çĕрулми ларттараççĕ, ял-йыш вăйĕпе мăкаçей кĕлечĕ валли суха тума хистеççĕ килĕрен тырăпа укçа пуçтараççĕ — пирĕн ăçта кайса кĕмелле тесе жалобăсем ярса тултарнă. Вĕсем хăйсене унччен мĕнле пурăннă — çаплипех хăварма ыйтаççĕ-мĕн. Хам пата пынисене эпĕ хытă ӳкĕтлерĕм: халăх вăйĕпе уйрăм çĕр лаптăкĕ çинче туса илнĕ тырă хăçан та пулин хăвăрах юрама пултарĕ, çĕрулми те çавах — кирлĕ кунта кирлĕ пулĕ терĕм.
Чăвашсем хăйсеннех переççĕ: кирлĕ мар — кирлĕ марах... Эпĕ вĕсене хăратса та пăхрăм. Аслă ĕмпӳ хушнине итлемесен сире пăлхавăр тăваççĕ тесе айăплĕç терĕм. Тимĕрçкассинчи Артемьев Матвипе ун тусĕсем мана çапла каласа татрĕç:
— Мĕн пулать пултăр, Çĕпĕр тĕк — Çĕпĕр, эсĕр сĕннисене пĕрне те йышăнмастпăр, — терĕç.
Эпĕ тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, ялсенче чăвашсемпе çармăссен ăс-тăнне пăтратса çӳрекенсем пур пулас, ун пек çынсене эпĕр тупса палăртса, вĕсен киревсĕр ĕçĕсене чарса лартма тăрăшăпăр тесе çырнă Нефедьев Хусантан патшалăх пурлăхĕсен министрĕ патне Питĕре.
Тепĕр çырура — ăна 1842 çулхи пуш уйăхăн (мартăн) 14-че çырнă — Етĕрне округĕнчи исправник ĕçне тăвакан Михайлов Хусан çар губернаторне чăвашсене пăлханма хĕтĕртекенсенчен хăш-пĕрин ятне пĕлни çинчен хыпарлать: вĕсем Борис Кононов Тороповпа Иван Сергеев Пономарев иккен. Пĕри Çĕрпӳ округĕнчи хысна хресченĕ, тепри Шупашкар мещенĕ. Вăл Куснар ялĕнче арман тытать. Иккĕшĕ те вырăс. Ялтан яла çӳресе вĕсем çынсен ячĕсене çырса параççĕ. Хăйсем хушшинчен суйланă çынна юлашки çулсенчи йывăрлăхсене тĕп тутарма кĕпĕрне хулине яма сĕнеççĕ.
Çав ĕç валлиех Ĕтĕрне уесĕнчи Ассакасси, Упи, Кĕçĕн Шетмĕ, Чермĕш вулăсĕсенче пурнакансем çын пуçне вунпилĕк, çирĕм, çирĕм пилĕкшер пус укçа пуçтарнă. Хăйсен çыннисене çăмăллăх шырама Хусана яма хатĕрленеççĕ.
Çар губернаторĕ халăха хускатса çӳрекенсене тыта-тыта хупма хушса çырнă-мĕн. Хусан архиепископĕ Владимир та çав юррах юрланă: ĕненекенсене пуçлăхсен сăмахне итлеме, вĕсене пăхăнса пурăнма ӳкĕтленĕ. Турă та ним ӳпкелешмесĕр асап тӳссе ирттернĕ, пире те чăтса пурăнма хушнă тенĕ.
Етĕрне округĕн начальникне пулăшакан Краснов темĕнле салтак йăхĕнчен тухнă салтаках (кантонист) ялсем тăрăх çынсене хĕтĕхлесе çӳрени çинчен асăнать. Тепĕр этем тата, Матвеев Микихвĕр ятлăскер, Киселев реформи пуçлансанах ăна хирĕç калаçма тытăннă-мĕн те, халĕ те пулин çав япала халăхшăн сиенлине ĕнентерме чарăнмасть.
...Матвеев Микихвĕре Шурча вăрçи хыççăн тытса хупнă пулнă. Вара, аллă пĕртискере; судпа айăпласа пин хут (!) чĕр хулăпа çаптарнă та кил-йышĕнчен уйăрса инçете Çĕпĕре ăсатнă. Вăл Ильменкасси çынни пулнă-мĕн.
Пăлхану хĕлхемĕ 1842 çулхи пуш уйăх вĕçнелле Шупашкар, Çĕрпӳ, Чикме округĕсене те сике-сике ӳкнĕ.
Киселев реформи, Киселев реформи тенĕрен, кĕскен ун пирки те каласа хăвармалла пуль. Мĕнле япала иккен-ха вăл, çав йăлăхтармăш реформа? Тата Киселев тени хăй кам пулнă?
Уралпа Пермь таврашĕнчи (1842), кăшт каярахпа чăвашсем хушшинчи (1841—1842) пăлхавсене официаллă документсенче çĕрулми пăлхавĕсем тенине пĕлетпĕр-ха эпĕр. Чăвашра вăл пăлхава Шурча вăрçи тенĕ. Ун чухне мĕнле çăлтавсене пула чăвашсем çĕкленни те паллă пире. Пурнăç тӳсме çук хĕсĕнсе çитнĕ пулнă пирĕн асаттесен аслашшĕсен.
Ку сăмахсене илтсен шухăшлама пĕлекен этем шалтах тĕлĕнĕ: пирĕн халăх хăçан лайăх пурăнни пур тейĕ. Ку чăнах та çапла ĕнтĕ. Чăвашсен 95—97% ĕмĕрех çурма выçă пурăннă. Юрĕ, халăх пăлхав пуçланин пĕр сăлтавĕ çакă пултăр. Ытти йӳтĕмсем мĕнре?
Çине-çинех тырă пулманнинче.
Тӳлевсем калама çук ӳссе кайнинче. (1835—36 çулсем тĕлне хырçă-марçăпа куланайсем çын пуçне 14 тенкĕ те 33 пуса çитнĕ пулнă. Татайман парăмсем тепĕр çавăн чухлĕшер пуçтарăнса ларнă. Çывăхри пуçлăхсем çаратнă.)
Çак инкексем çумне 1837—1838 çулсенчен тытăнса Киселев реформин «ырлăхĕсем» хутшăннă.
Реформине ăна çĕр ĕçлекене çăмăллăх кӳрес тесех тунă тет-ха тăвасса. Хаçатсенче ун чух çапла çырнă. Çапах чи малтан хресчен пирки мар, хăйсем пирки шухăшланă пуль тӳре-шара. Унччен мăкаçей кĕлетне хывмалли тырра çулсерен килĕрен пуçтарма тивнĕ-çке-ха. Килти пӳлмене кĕнĕ пур-çук тырра никамăн та ачисене выççа хăварса ют алла парас килмен курăнать. Çавăнпа ăна çынсенчен вăйпа тенĕ пек турта-турта илнĕ. Çĕнĕ йĕрке тăрăх, пуçлăхсен шухăшĕпе, ятарласа уйăрнă лаптăк çĕр çинче халăх вăйĕпе çитĕнтернĕ тырра мăкаçей кĕлетне кайса пушаттар çеç, пĕтрĕ те ĕç.
Анчах каярахпа кунта та палăртса хунă пек пулаймăн çав.
Çĕнĕ реформа «авторĕ» Павел Дмитриевич Киселев (1788—1872) — Российăри паллă çын пулнă. Хресчен пурнăçне пĕлет, улшăнусене асăрханса туса ирттерме юратать тенĕ ун пирки. 1837 çултанпа вăл —патшалăх пурлăхĕсен министрĕ. (Çав вăхăталлах Киселев граф Хусан кĕпĕрни тăрăх курса çӳренĕ пулнă.) 1838—1840 çулсенче хысна аллинчи хресченсен пурнăçне çăмăллатас тесе хускатнă реформа — Киселев реформи — çĕр ĕçлекенсен кун-çулне йывăрлатнă кăна. Кĕпĕрнери, уесри, вулăсри унчченхи тӳре-шара кĕтĕвĕ çумне кашни округра, вулăсра, ялта çĕнĕрен темен чухлĕ чиновник, старшина (кулава), полици салтакĕ, вахтер, стараста хутшăннă. Пурне те вĕсене халăх шучĕпе çитерме, ĕçтерме, тумлантарма тивнĕ.
Ăçтан туптăр мĕскĕн хресчен харам пырсене çырлахтармалăх укçа-тенкĕ, юр-вар, тыр-пул? Атăл тăрăхне е хуласене кайса ĕç шырама чăваш вырăсла пĕлмен. Ютра кастарса çӳремелĕх чылайăшĕн хăюлăх та çитмен пуль.
Пур ĕçе те хресчене хăйĕн кăмăлне хирĕç тутарнă тӳре-шара. Хăратса, юнаса, хĕнесе итлеттернĕ. Хăйĕн анине сухаламалла чух ăна мăкаçей пуссине хăваласа кăларнă. Ялĕ-ялĕнче пахчасенче унчченех çĕрулми тукаласа илнине пăхмасăр, хресчене пусăхласах ăна уя ларттарнă.
«Во многих казенных деревнях «земляные яблоки»1 сажались гораздо прежде картофельного террора, — тесе çырнă вырăссен аслă писателĕ А. И. Герцен хăйĕн «Былое и думы» ятлă асаилӳсен кĕнекинче. — Но русскому правительству то-то и противно, что делается само собою. Все надобно, чтоб делалось из-под палки, по флигельману2, по темпам3.
* * *
1842 çулхи пуш уйăх (март) пуçламăшĕнче Хусана службăна çĕнĕ çар губернаторĕ Сергей Павлович Шипов генерал-адъютант килнĕ пулнă. Ака уйăхĕн (апрелĕн) 4-мĕшĕнче вăл Петербурга шалти ĕçсен министрне Шупашкар, Етĕрне, Чикме округĕсенчи хресченсем мăкаçей кĕлечĕ валли тӳре-шара касса илнĕ çĕре суха тума килĕшменни çинчен васкаса пĕлтернĕ. Тата пĕрре итлеменнипе çеç те çырлахмаççĕ-мĕн вĕсем, çав йĕркене пĕтĕмĕшле йышăнасшăн мар иккен.
Мĕнтен килет вăл? Тĕттĕм халăх ăс-тăнне пăтратса çӳрекенсем нумайланнинчен. Çĕнĕ çар губернаторĕ, халĕ çеç килнĕ пулсан та, çав киревсĕрсен ячĕсене те пĕлме ĕлкĕрнĕ-мĕн. Акă вĕсем: салтакран таврăннă Архипов Микихвĕр, Кив Шăхаль ялĕнче пурăнакан тиечук Тихоплесский Кĕркури, Рязань кĕпĕрнинчен килнĕ Ильин Василипе Тельков Андрей. Кусем иккĕшĕ те çĕр ĕçĕпе пурăнаççĕ-мĕн. Эпĕ вĕсене пурне те, ячĕсене унччен асăннă Тороповпа Пономарева та, тытса арестлеме хушрăм тесе çырнă Шипов.
Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче патшалăх пурлăхĕсен Хусанти палатин чиновникĕсем хресченсене «кирлĕ пек тăн кĕртме» пăхăнми пулнă уессем тăрăх саланса пĕтнĕ. Уйрăм ĕçсен чиновникĕ Гарткевич Етĕрне уесĕнчи темиçе вулăса кĕрсе тухнă, пуп куçарса панипе «айăпа кĕнĕ» чăвашсене чĕнтере-чĕнтере ятланă, пурăнма вĕрентсе хăварнă. Çĕнĕ йĕркесене йышăнманшăн протокол (ун чухне рапорт тенĕ) çырма тытăнсан чăвашсем — кас-пус хăть — пĕри те хăйсен ячĕ-хушамачĕсене пĕлтермен. Пире ял-йыш калама хушман тенĕ кăна. Теприсем чĕннĕ çĕре те пыман. Е казак ярсах çине тăрса йыхăрсан пĕччен-иккĕн пырас вырăнне пĕтĕм урамĕпе кĕпĕрленсе пынă.
Куснар ялĕнче хирĕç тавлашакан, пуçлăхсем каланине итлемен çынсенчен пĕрне Гаврилов Мĕтрие Гарткевич сивĕ пӳрте хуптарнă пулнă. Çавна пĕлсен хурал пӳрчĕ патне пĕтĕм ял халăхĕ пуçтараннă. Кăшкарашса, Гарткевич еннелле чышкăсем кăтартса хĕрсе кайнă çынсем хупнă этеме ирĕке кăларттарнă, чӳрече кантăкне çапса çĕмĕрнĕ. Тем калама хăтланакан чиновнике вĕсем çăвар та уçтарман. Лешĕ хăй ертсе килнĕ вулăс пуçлăхĕнчен пулăшу ыйтнă.
Кулава, Максимов Çĕпритун, аллине çеç сулнă.
— Часрах тухса кайăр эсĕр кунтан! Е халăха çиллентерме пăрахăр.
— Мĕн терĕн?! Эсĕ хăвăн ĕçне манса кайнă, выльăх! Чар эсĕ çыннусене çăвар карма...
— Чарса пăхăр-ха, пултарайăр-и?
— Эп сана!... Эп сире!..
— Юрĕ, ыттине кайран каласа пĕтерĕн, — тенĕ юлашкинчен Гаврилов Мĕтри чăвашла тӳре-шарасен мăшăр лаша кӳлнĕ тимĕрлĕ çунине çавăрса тăратса. — Хăпарса лар часрах, унсăр çуран тăрса юлан.
* * *
...Çурхи уйра тăна кĕчĕ Гарткевич. Сиксех четрет иккен вăл тарăхнипе, намăс курнипе. Пăх-ха эсĕ: мĕнле сумлă çынна хӳтерсе кăларса ячĕç ялтан. Сайра çынна çеç шанса паракан ĕçсемпе çӳрекене, çар губернаторĕпе калаçма пултаракан паллă чиновнике! Тата камсем хӳтерсе кăларчĕç-ха? Йăваш тенĕ чăвашсем! Мăшкăл мар-и ĕнтĕ вăл? Чăн-чăн мăшкăл вĕт. Арăмĕн хăлхине пырса кĕрсен кулса вилĕ çав. Ун пек пуласса эпĕ тахçанах пĕлнĕ тейĕ. Упăшкинчен кулмалли тата тепĕр сăлтав тупăнать вара.
Гарткевич ларчăк çинчи лавçа çурăмĕнчен тĕкет.
— Эпĕр ăçта каятпăр, мужик?
— Вулăс правланине, ваше ство! — кăшкăрать ĕнтĕркенĕ лавçă сасартăк.
— Хуллентерех эс. Çавăр каялла..
— Ăçта, яла-и?
— Яла сана. Шупашкара.
«Виртлешсе калаçмалла марччĕ. Ытлашши вакланса кайрăм», ӳкĕнсе шухăшларĕ Гарткевич. Ялти патăрмаха аса илнипе çилли капланса хăпарчĕ ун. Çитес çĕре çитсенех ку ял пирки сехре хăпмалла çырса тултарать те ак вăл, ăна губернирен казаксем килсе аркатаççĕ. Леш мĕнччĕ-ха, Гавриил Даниловчĕ-и, Дмитрий Гавриловчĕ-и, эпĕ сив пӳрте хуптарни? Хут çинче пур-ха ун ячĕ. Унпа вулăс старшинине кутузкăна сĕтĕрсе кайччăр, аслисене хисеплеме пĕлччĕр.
Анчах вĕсем, ял çыннисем ĕнтĕ, ун пекех пăлханманнине лавçăпа казак та, тăлмачă пуп та курчĕç-çке, суйса çырнă тесе хамах сăмах тивмĕ-ши? Тепĕр тесен, мужиксене кам ĕнентĕр? Çапах арăм илтесрен те шиклĕ. Çук, юрамасть пуль çав кунта казаксене чĕнтерме. Пурăнасса сĕм ĕçсĕрех пурăнаççĕ те-ха харам пыр казакĕсем, манран килес пулсан пĕрер уйăх вăрман кастарăттăм эп вĕсене тесе лавçăпа юнашар ларса пыракан салтакăн мăнтăр купарчи çине йĕрĕнсе пăхать чиновник.
Хырăмĕ ун тахçанах хыр тăррине хăпарнă. Пупĕ те тăмсайскер лекрĕ. Килне илсе кайса хăналас вырăнне çаплах халăх хушшинче тĕккелешсе çӳрет, темĕншĕн укçа пуçтарать; мĕскĕнĕн кĕсье тулли пĕр пуслăх — икĕ пуслăхсем пуль ĕнтĕ. Ун пек укçапа пур пĕр пуяймастăн.
Апатланма тесен, çула май Çĕрпӳ хулине кĕрсе тухма тивет пуль ĕнтĕ.
* * *
Ку ĕç тепĕр ик-виçĕ кунран пулса иртиĕ. Хайхи Гарткевич ун пирки Етĕрнĕ округĕн начальникне Верцелиуса çырса панă, лешĕ патшалăх пурлăхĕсен Хусанти палатине хыпарланă.
Уйрăм ĕçсен чиновникĕ теекен Гарткевич тăватă вулăсра пулнă хыççăн хăраса ӳкнĕ. Пур çĕрте те халăх пăтраннă. Никама никам итлемен. Никама никам пăхăнман. Малтанах чиновник карта хыçĕсемпе çӳренĕ пек çеç çӳренĕ-ха. Ĕçсене ытлашшиех хутшăнман. Хăй кам иккенне те кашни утăмрах пĕлтерме васкаман. Çапах пăлхавçăсен ячĕсене чылай çĕрте пĕлме пултарнă вăл. Ун çинчен кирлĕ çĕре çырса янă.
Исаково (Кĕçĕн Шетмĕ) вулăсĕнчи чăвашсем халăх вăйĕпе суха тума килĕшме мар, Гарткевич калаçнине те итлесшĕн пулман. Эсĕ пусăхласа сĕннине йышăниччен пĕрех хут пуçиле кайса пĕтер тенĕ вĕсем. Ачасем вулăс правленийĕн чӳречисене чулпа пере-пере ватса пĕтернĕ.
Ассакасси вулăсĕнчи халăх вара Хусан чиновникĕ курăннă-курăнман ăна хирĕç хар кăшкăрса пăрахнă, унпа пĕрле килнĕ казакпа рассыльнăя кантур крыльци çинчен туртса антарнă, вулăс тиекне (писаре) хĕнесе пĕтернĕ. Çак самантра ялтан тухса каймасан хăйне мĕн кĕтнине ăнланнă Гарткевич. Вăл лавне хăваласа çитме хушса часрах уялла танкканă.
Чăвашсене халь тин ĕнтĕ сăмахпа çеç итлеттереес çук, вĕсем пурте эпĕр хушнисене хирĕç çĕкленнĕ, малашне вĕсемпе çирĕпрех пулмасан кайран ӳкĕнмелле ан пултăрччĕ тесе çырнă чиновник земски суда.
* * *
Пăлхавçăсен хисепĕ ӳснĕçем ӳссе пынă. Юлашки вăхăтра çĕнĕрен палăрнисем çаксем: унччен вулăсри кулава пулнă Юнкă çынни Романов Макар, Чиркӳллĕ Тутараньсем Иванов Карачăм, Иванов Ваçлей, Михайлов Энтри; Аначкасси çыннисем Иванов Аверкипе Çтаппан; Тепте ял этемми, унччен те пĕр-ик хут айăпланнă паттăр Сидоров Çтаппан (Палатай); Пушкăрт ял çыннисем Никитин Пракахвипе Алексеев Кавĕрле; Çатрасем, ял халăхне сӳлтен хушнă йĕркесене йышăнма чарса тăнă Дмитриев Энтри; Хураçка ял çынни Сергеев Макçăм, Урпашсем Григорьев Хĕветĕр (ку çынна уйрăмах астуса тăрăпăр), Кожваш çармăсĕ, штатра тăман тиечук (псаломщик?) Алеев Макçăм т. ыт. те, т. ур. те. Нумаййăн вĕсем, хăюллă çынсем.
Шурча вăрçи хыççăн Палатай Çтаппанне (Сидоров Степана) çар сучĕ пин хут шпицрутенпа (хулăпа) çаптарса тăватă çула каторгăна ăсатнă. Иванов Ваçлее пилĕк çĕр хут шпицрутенпа çаптарнă та больницăран сывалса тухсан икĕ çула крепосла ĕçе янă. Григорьев Хĕветĕре те хулăпа хĕненĕ, анчах, те сывлăхĕ япăхрах пулнипе, ăна юлташĕсенчен сахалтарах лекнĕ: хулăпа çĕр хут çапнă. Çĕр хут çеç çапнă тесшĕнччĕ те — вăтантăм ун пек çырма. Хама ун вырăнне лартса пăхрăм та, çара ӳте хулăпа пĕрре туртса çапнине те чăтаяс çук терĕм. Григорьева пĕрре мар. вунă хут çеç те мар-ха, çĕр хут çапнă чĕрĕ хулăпа. Чылайăшне тата пиншер хут та çапнă-çке-ха! Ун пек пĕтĕм çурăм тирĕ ашланса кайнă пуль? Çавăнпа Романов Макар больницăра уйăх çурă выртнă пулнă. Паттăр Палатай Çтаппанĕ çирĕм çичĕ кунран тухма пултарнă сипленсе.
Урпаш ялĕнчи пăлхавçăсем хушшинче икĕ пĕр тăван Григорьевсем палăрса тăнă: асли, Васили, çирĕм ултă çул салтакра муритленнĕ хыççăн 1838 çулта килне унтер-офицер ятне илсе таврăннă. Çамрăкла килтен тухса кайнă та ватăлсан каялла килсе кĕнĕ вăл. Ун шăллĕне, хĕрĕх улттăри Хĕветĕр ятне, эпĕр кăшт çӳлерех асăннăччĕ. Тепĕр уйăхран хыпса илес Шурча вăрçине вĕсем иккĕшĕ те хастаррăн хутшăннă. Халăх пăлхавне хĕç-пăшалпа аркатса тăксан ытти пăлхавçăсемпе пĕрле Григорьевсем те, пиччĕшĕпе шăллĕ, Çĕпĕре çакланнă.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...