Таркăн :: Виçĕ тĕрленчĕк
Кайран, нимере савăшнă хыççăн, Уккапа Микулай, улах кĕтессенче-мĕнте — çырлара, кăмпара, хăмлара-и унта, киле таврăнман выльăх-чĕрлĕхе шырама кайсан-и тĕл пулкаланă пулсан та, ытла нумаях курнăçайман пуль вĕсем. Тĕрĕссипе каласан, хурлăх-çке вăл — хăвна юрăхлă, хăвна кирлĕ çынна тупсан унпа пĕрлешейменни. Телейлĕ-и эс, телейсĕр-и, пурнăç пур пĕр иртсе каять-çке.
Çапла пĕрне-пĕри килĕштермесĕр пурăнсах Клавьепе Микулай виçĕ ывăл ӳстерчĕç, эпĕр Уккапа сакăр ача çуратнăччĕ. Халь тин ĕнтĕ Уккан ют арçынсем пирки шухăшлама мар, пуç хыçма та вăхăт çукчĕ.
* * *
Тыр-пул туса илме вăй хунине шутламасан Михапарсем икĕ çу хушши кив пӳрт çумне çĕннине тĕксе лартас тесе тăрмашрĕç. Никĕслĕх пĕренесем кăларма кӳршĕсем пычĕç. Пӳрт умне (пăлтăра) сӳтсе мăкпа хăпартма ниме тумах тиврĕ. Унччен пуçтаркаланă юр-вар — сар çу, тăвара, шăрттан — çав кун юрарĕ. Чӳрече хашакисемпе пӳрт алăкне тутарма пĕр сурăх кайрĕ. Малтанхи çулне тата Укка йывăр çынччĕ. Унтан ача çуратрĕ вăл. Виççĕмĕшĕ те вĕсен хĕрача пулчĕ. Виç ача амăшĕн ĕнтĕ те вĕсене пăхса лармаллаччĕ, те кил-çурт таврашĕнче ĕçлемелле, те упăшкине пулăшмалла. Юрать хăй вăр-вар та, пур çĕре те çитме ĕлкĕретчĕ Укка. Ачисем те унăн выçă лармастчĕç, упăшкине те пулăшах тăратчĕ вăл. Çапла шараçланса вĕсем тата ытларах çывăхланчĕç пулмалла. Кашни кунах вĕсем пĕр-пĕрине кирлĕччĕ.
Хушма пӳртне туса кĕнĕ çул, хура кĕркунне, Укка тăваттăмĕш хĕрне çуратрĕ. Выльăх чунĕсем вĕсен пĕтĕмпе те иккĕ çех юлнăччĕ — çулланнă лашапа мăкла ĕне.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...