Шурă акăш çулĕ :: Хасан хана шыраса
1
Юсуфпа Керим мĕн теттĕмленичченех Атăл хĕррипе малалла кайрĕç, анчах каçма таврашĕ çав-çавах курăнмарĕ-ха. Вара вĕсем ирччен канса илме шутларĕç. Утсене те кантарма вăхăтчĕ. Тата — чи кирли — вĕсене шăвармалла та çитермеллеччĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕ çĕре анса янаварĕсене йĕвенрен çавăтрĕç те çултан пăрăнса вăрмана шаларах кĕчĕç, шывпа тулли пысăках мар лупашка патне çитсен вĕсене шăварчĕç, унтан хăйсен чĕн пиçиххийĕсемпе тăлларĕç те курăк çине ячĕç, вара ая хыр-чăрăш лăсси сарса çывăрма выртрĕç. Сых енне вăхăт-вăхăт вăранса таврана сăнакаларĕç пулин те кун каçа ырса çитнĕ икĕ çамрăк ир енне хытах тĕлĕрсе кайнă.
Вĕсем çывăхрах ют лаша тулхăрнипе шарт сиксе вăранчĕç. Иккĕшĕ те харăсах ялт! тăрса ларчĕç, унталла-кунталла пăхкаларĕç. Юнашарах, чăнах та, хушка пуçлă хăмăр лаша кĕтĕнет. Юсуфпа Керим урхамахĕсем вара çисе тăраннă пулас, кĕтмен хăнана кăсăклансах куçласа тăраççĕ. Инçех мар, çул хĕрринерех икĕ кустăрмаллă арпа урапи тăрать. Ун çине темле ăпăр-тапăр хурса тултарнă, çав ăпăр-тапăр çинче пĕр хĕрарăм çывăрать. Çĕр çинче урапа çумĕнчех тепĕр çын — самаях тĕреклĕ арçын выртать. Лаши тепре тулхăрса илчĕ пулсан та хуçи йăшăл та тумарĕ. Епле нимĕнрен хăраманскер ку? Икĕ вăй питти çамрăкпа юнашар вырнаçса ним шухăшсăр хуп турттарать. Хĕрарăмĕ кăна лаша сасă панă хыççăн ку енне çаврăнса выртрĕ. Тутăрне куçĕ çинех антарса çыхнипе унăн пичĕ курăнмарĕ, çапах хусканăвĕсенчен вăл самаях çамрăкки палăрчĕ.
Юсуфпа Керим пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Кун çутала пуçланă, çапах ытла ирччĕ-ха, хĕвел тухасси те палăрмастчĕ. Чăн та, йĕри-тавра кайăксем каçса кайсах чĕвĕлтететчĕç-шăхăратчĕç-юрлатчĕç ĕнтĕ. Анчах çын вĕсемпе ăçтан танлаштăр?
— Канăр халĕ, ан васкăр, — илтĕнчĕ çак самантра хулăн сасă. Арçынни ку ытла тимсĕр мар иккен, Юсуфпа Керима сăнасах выртнă. Пиччĕшĕпе шăллĕ пĕр-пĕрин çине тепре пăхса илчĕç те тӳп кăна тӳнсе выртрĕç. Ара, ку çынран усаллине кĕтмелле мар-тăр. Унăн ырă мар шухăш пулнах тăк вăл вĕсене тахçанах тем тума пултарнă.
Тата нумай тĕлĕрчĕç-и вĕсем, сахал-и — хăйсене хайхи палламан арçын тĕккеленине туйрĕç.
— Эй, йĕкĕтсем, çула хатĕрленме вăхăт! — аса илтерчĕ вăл. Сăнран пăхсан ăна хĕрĕх çулсем пама пулать. Çӳллĕшпе вăл Юсуфпа Керим пекрехех, анчах самай тĕреклĕрех. Сарлака хул пуççиллĕ, йĕтĕн кĕпе айĕн кăкăр сенкерлисем хăватлăн мăкăрăлса тăни палăрать. Ал лапписем те чăмăртасан, тупата, шыв кăкшăмĕ мăнăш пулаççĕ. Çӳçĕ-сухалĕ мăкланса ӳснĕрен арçыннăн питне питех астуса юлма та çук. Анчах вичкĕн хура куçĕпе тачка сăмсине тӳрех асăрхатăн. Пĕтĕмĕшпе илсен ку çынра темĕнле ăнланмалла мар хăват тапса тăнăн туйăнать.
Юсуфпа Керим хăпăл-хапăл тăрса шыв кӳлленчĕкĕ патне кайрĕç те пит-куçа, ал лапписене йĕпеткелесе илчĕç, унтан учĕсен тăллисене вĕçертсе пиçиххисене çыхрĕç, янаварĕсене патнерех çавăтса килсе çăка тураттинчен кăкарчĕç. Çула май çын çав хушăра çилпе тӳннĕ хăрăк кĕреш çине çимелли — пашалу, тăварласа типĕтнĕ така какайĕ, симĕс сухан — кăларса хучĕ. Пашалăва чĕрĕклетсе хуçрĕ, какайне те вăрăм çĕçĕпе чĕрсе тăватта пайларĕ.
— Ну, йĕкĕтсем, çула тухиччен пăртак çырткаласа илер, — сĕнчĕ вăл Юсуфпа Керима, унтан урапа çинчи хĕрарăма та чĕнчĕ: — Хĕрĕм, эс те ан. Кунта арçынни-хĕрарăмми пайланса тăмалли вырăн мар.
Хĕрарăм арпа урапи çинчен анчĕ те шыв кӳлленчĕкĕ енне кайса çухалчĕ. Пăртакран таврăнсан каллех урапа кутне кайса ларчĕ. Юсуфпа Керим тин çеç вăл çап-çамрăк хĕр пулнине курчĕç.
— Юрĕ, унăн хăйĕн хуйхи, — хаш сывласа каларĕ арçын, — эпир вара атьар апатланса илер. Ваттисем выçă хырăмпа кун пуçлама хушман.
Юсуфпа Керим çак самантра тин хăйсем ĕнертенпе мĕн тери выçса çитнине туйса илчĕç. Анчах кашни тĕпренчĕк апат ылтăнран хаклă чухне ют çын çимĕçне епле-ха сĕмсĕрленсе çиме пултарăн? Çакна арçын ăнланчĕ пулас, кăмăллăн калаçа пуçларĕ:
— Атьăр пирвай паллашар, эппин. Мана Эпеç тесе чĕнеççĕ. Эпĕ — тимĕр-тăмăр ăсти. Тимĕрçĕ эппин. Эсир камсем?
Юсуфпа Керим хăйсен ячĕсене каларĕç.
— Эсир çарăçсем пек туйăнать, — терĕ вара Эпеç. — Халĕ те кӳпепе çӳретĕр. Йывăр мар-и? Анчах... сирĕн çумра ухă та, сăнă та, хĕç те çук. Ну, ку вăл манăн ĕç мар. Апатран вара ан пăрăнăр. Унран асли çук. Тата уни-куни нимĕн те ан шутлăр. Паян эпĕ сире пулăшăп, кирлĕ чухне эсир мана пăрахмăр тесе шутлатăп. Туятăп, эсир Пăлхартан пулас, сирĕн унтан нимсĕр-мĕнсĕр тухса тарма тивнĕ курăнать. Эпĕ ĕнер шăпах ун айккипе иртсе пыраттăм. Пăхатăп: вăрманта хуларан тухса тарнă çĕршер-çĕршер çын çӳрет. Çак хĕре те, — пуçне урапа енне сĕлтрĕ Эпеç, — вăрманта тупрăм. Никама ан шарлăр та, ăна Уксах Тимĕр çарăçĕсем ушкăнпа пусмăрланă иккен. Вара вăл та хуларан тухса тарнă, вăрманта çакăнса вилме шутланă. Юрать-ха шăпах çав самантра Аллах мана унта илсе çитерчĕ... Пĕр сăмахпа, эпĕ тăшман йышăннă вырăнпа иртме хăюлăх çитереймерĕм, каялла çаврăнтăм. Халĕ урăх çул шырама тивет ĕнтĕ... Ну, юрĕ, атьăр, çырткалар мĕн пуррине.
Апатланнă хушăра çула май çынсем татах калаçкаларĕç. Эпеç тăхăмĕ Урал тăвĕсем патĕнченех-мĕн, пăлхар-пушкăрт йышĕнчен. Ашшĕ унăн чукун шăратас енĕпе ăсталаннă, тем тĕрлĕ хуран туса сутнă. Анчах хуран вăл пĕрре шăратса кăларсан ĕмĕрлĕх япала, ăна ытти çĕре караванпа ăсатма та меллĕ мар, ма тесессăн йывăррипе лав çине пит нумай тиеймĕн. Вара кил-йышри арçынсем! тимĕр-хурçă япаласем те тума ăсталанса çитнĕ. Ашшĕ вилсен Эпеç, телей шыраса, Пăлхар çĕршывĕн лайăхрах аталаннă енне кайнă, пирвай Пӳлере, унтан тинтерех вăй иле пуçланă Хусана куçнă. Аслă Пăлхара кĕме вăл шутламан, ма тесессĕн унта ăстасем ахаль те нумаййине пĕлнĕ. Анчах, Эпеç каласа кăтартнă тăрăх, юлашки çулсенче Хусанта пурнăç палăрмаллах улшăна пуçланă. Хулана чуп халăх çыннисем — кăпчаксемпе нухайсем нумай пырса тулнă-мĕн, Çитменнине — чи куштаннисем. Вĕсем ытти халăхсене, вăл шутра хирти пăлхарсене те тустарса-çаратса мул нумай пухнă та халĕ пĕр вырĕнта тĕпленсе пурăнма шут тытнă, чул çуртсем, керменсем лартма тытăннă. Вăл-ку юрĕччĕ-ха, килнĕ çынсем йыш хушăннă май тĕп пăлхарсене ним вырăнне хуми пулнă. Калаçасса та халĕ Хусанта ытларах кăпчакла калаçаççĕ-мĕн. Çавăн пирки Хусана килсе хула шайне çитернĕ Хасан хан та тӳсеймен, çичĕ-сакăр çул каяллах унтан тухса кайнă иккен.
— Эппин Хасан хан Аслă Пăлхартан пирвай Хусана пынă-ха? Унтан ăçта кайнă-ши вăл? — ыйтрĕ Юсуф. — Эпир шăпах ун патне çитесшĕнччĕ.
— Пĕлместĕп, — терĕ Эпеç. — Хам та ун патне кайма хатĕрччĕ. Анчах тĕнче аслă, унта паллă хана та часах тупаймăн.
— Халь вара ăçталла çул тытатăн? — кăсăкланчĕ Керим.
— Ман шутпа, Пăлхар çĕршывĕн малашлăхĕ курăнмасть. Çавăнпа эпĕ турккăсем патне куçса каяс тетĕп. Тĕрлĕ ал ĕç ăстисене унта хапăлпах йышăнаççĕ тенине илтнĕ. Хусантан Чĕмпĕре çити Атăл пысăк кукăр тăвать, çавăнпа çула малтанлăха лашапа тухрăм. Каярах шывпа Сарă тăва çитиччен анăп та унтан Крыма кайăп тесеччĕ. Хусанта халĕ монголсемпе килнĕ Çăпĕр тутарĕсем те Крымран хăпарнă тутарсем те нумай. Вĕсем каланă тăрăх, Крымпа турккăсен çĕршывĕ хушшинче карапсем кайса-килсех тăраççĕ.
Пиччĕшĕпе шăллĕ хирĕç нимĕн шарламарĕç. Çакна Эпеç хăйне майлă ăнланчĕ курăнать.
— Сивлетĕр пулĕ-ха мана, — терĕ вăл. — Йывăрлăхран тарать ку тетĕр пуль. Çук, ачасем, пурнăç йывăрлăхĕнчен эпĕ пĕртте хăрамастăп, кирлех тĕк выçăлла-тутăлла пурăнма та хатĕр. Анчах çынна çын хисеплеменнине тӳсме пултараймастăп. Тепĕр тесен, эсир хăвăр та çапăçура пуç хума шутламан пек туйăнать, ав, юлашки хĕçе пăрахса тарнă. Çук, эпĕ сире сивлеместĕп. Пăлхартан чылай айккипе иртрĕм пулин те хула мĕнле çуннине аван ăнлантăм. Пĕлетĕр-и, ун тĕлĕнче пĕлĕт хĕп-хĕрлĕ вĕлкĕшсе тăратчĕ. Халăх вара хуларан çунакан йăвари кăткăсем пек тарать. Ав, ку хĕрача та... — урапа кутĕнчи хĕр енне пуç сулчĕ Эпеç, анчах калас сăмахне капаса пĕтермерĕ.
— Эпир çапăçуран хĕç пăрахса тарман, — пусăрăнчăк сасăпа каларĕ Юсуф.
Эпеç, ку манăн ĕç мар тенешкел, алă сулчĕ те пашалупа аш татăкĕ илсе хĕрача патне кайрĕ, ăна çиме хистесе пăхрĕ. Лешĕ хутланса ларчĕ, апата тем пек ӳкĕтлесен те тĕкĕнмерĕ.
— Эпир çапăçуран хĕç пăрахса тарман, — тепре каларĕ Юсуф Эпеç таврăнсан. — Эпир тыткăнран тарнă.
Эпеç пиччĕшĕпе шăллĕне самай тĕсесе пăхрĕ, унтан урапи патне тепре кайса ай сарăм улăмĕ айĕнчен икĕ ятаган илсе килчĕ.
— Çар хĕçĕ манăн çук, анчах сире çаксене пама пултаратăп, кирлĕ пулĕç, — тесе ятаганĕсене Юсуфпа Керима тыттарчĕ. — Тен, турккăсем патне пĕрле кайăпăр? — сĕнчĕ пăртакран. — Ушкăнпа хаваслăрах. Тата шанчăклăрах. Ку чухне çул çинче тем пулас пур.
— Çук, эпир çĕршывăмăра пăрахса каяймастпăр. Пире апла тусан çылăх пулать, — терĕ Юсуф.
— Шел. Ну, хăвăрăнне хăвăр пĕлĕр, — терĕ те Эпеç лашине тытса килчĕ, урапана кӳлсе тăратрĕ.
Нумай кайрĕç-и, сахал-и — хайхисем каçма патне çитрĕç-çитрĕçех. Каçма тени вăл — самай пысăк тăваткал сулă. Унăн икĕ хĕррипе кашни енче тăватшар кĕсменçĕ ларса тухнă. Хуçи хыçалта авăрласа çирĕплетнĕ сарлака хусăк евĕр хăма умĕнче тăрать, ăна пăркаласа сулла кирлĕ çĕрелле тĕллесе тытать. Атăл урлă каçакансем кунта хальхинче нумаях пулмарĕç, çавăнпа пирĕн тăватă çула май юлташ лаши-урапи качки йĕркеллех вырнаçрĕç. Вĕсемпе пĕрле тата те-миçе çын пулчĕç. Уксах Тимĕр Аслă Пăпхара тапăннине пурте пĕлеççĕ иккен. Чăн та, çыннисем пĕри те тăшмана курман, ма тесессĕн Тимĕр çарĕ кунта çитеймен. Ара, Атăл хĕррипе сĕм вăрман тăсăлать, кунта утлă çарпа хирти пек çил кăларса çӳреймĕн. Çынсем шутланă тăрăх, Уксах Тимĕр Аслă Пăлхара парăнтараймасть-мĕн, ма тесессĕн Пулат хан хулана пур енчен те хытă хӳтĕленĕ, çарĕ те унăн йышĕпе Уксах Тимĕрĕннинчен пĕртте кая мар имĕш. Юсуфпа Керима унашкал калаçăва итлеме пушшех йывăр пулчĕ, анчах вĕсем никама нимĕн шарламарĕç. Эпеç те сăмах хушмарĕ, вăхăтран вăхăт кăна пиччĕшĕпе шăллĕн куç хĕррипе тимлĕн пăхкаласа пычĕ.
Ăтăл урлă каçсан Керим сулă хуçипе ылтăн çĕрĕ парса татăлчĕ, Эпеç хăйпе çула май хĕрачашăн сулăçа кĕмĕл манит тыттарчĕ. Кĕтмен пайташăн савăнса кайнă сулăç вĕсене çырана ансан та чылай вăхăт пуç тайса тăчĕ.
— Ну, халь ĕнтĕ хăшĕ хăш еннелле çул тытăпăр? — ыйтрĕ Эпеç урхалăха хытарарах çыхнă май. — Манпа турккăсем патне кайма çаплах шутламастăр-и-ха?
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...