Шурă акăш çулĕ :: Али паттăр
Икĕ эрне хушшинче тинтерех килнĕ çарăçсене те аванах вĕрентрĕç. Ара, вĕсем унччен те ăна-кăна алла илме ĕлкĕрнĕ. Çапла вара Пулат хан пине яхăн çынлă çар пухма пултарчĕ. Вĕсенчен икĕ çĕрĕ — юланутçăсем. Чи хакли вара — юланутлă тĕкĕрĕçсем. Тӳррипе каласан, чăваш çарĕ нумаях мар та, сахал та мар, пĕлсе çалăçсан çак вăйпа чылай йышлăрах тапăнса килекен тăшмана тытса чарма пулать.
Акă кĕтнĕ хыпар çитрĕ. Тăшман çарĕ Сăр урлă каçнă та виçĕ кун килмелли инçетре иккен. Сахалтан виçĕ пин çын. Ытларахăшĕ çуран, юланутлисем те пилĕкçĕре яхăн. Пулат-Керим тăшмана Кăшнар уйĕнче кĕтсе илме шут тытрĕ. Унта пысăках мар юханшыв юхса выртать. Тарăнах та, сарлаках та мар вăл, анчах унăн икĕ çыранĕ те самаях чăнкă, çинех вĕсен хушши те сарлака, тăррисенчен шутласан виç çĕр хăлаç ытла пулать.
Вырăс çарĕ хальлĕхе аякрине пĕлекен чăвашсем Кăшнар уйне çитсен сых енне хурал тăратса тухрĕç те çул çинчен лайăх кăна канчĕç, çĕр каçа тăраниччен çывăрчĕç, ирпе вуншар хуранпа шӳрпе пĕçерчĕç. Çарăçсемпе килнĕ мăчавăр апата лариччен пурне те Сурăм паттăра пуç тайма хушрĕ. Унччен вăл çарăçсен умне тухса тăчĕ те кĕлĕ турĕ:
— Эй, Мăн Сурăм, Сурăм аслашшĕпе аслă амăшĕ! Эй, Аслă Сурăм! Эпир пурте паян сире асăнатпăр, витĕнетпĕр, тав тăватпăр, пуççапатпăр.
Çырлах, Аслă Сурăм; выльăхăмăр-чĕрлĕхĕмĕрпе, тыррăмăр-пулăмăрпа, ĕнемĕр-качакăмăрпа, хурăмăр-кăвакалăмăрпа, чăххăмăр-чĕппĕмĕрпе çырлах. Пĕр вĕçĕ умри шывра пултăр, тепĕр вĕçĕ пирĕн килсенчи картара пултăр.
Çырлах, Аслă Сурăм, пире пулас çапăçура вилĕм ан пар, пирĕн кил-йышсене хĕн-асап ан пар, çырлах; кашкăрунтан-упуран, вăррунтан-хурахунтан, усалунтан-тĕселӳнтен, çын вĕлерен çарăçунтан сыхла пире...
Малтан каласси кая юлчĕ пулĕ, кайран каласси малтан пулчĕ пулĕ. Пирĕн айвансене çырлах, пирĕн кĕлле ху пĕлсе çырлах. Эпир сана кашни çул кĕтетпĕр, кĕтсе илетпĕр. Килес çул каллех кил, килес çулта каллех çакăн пек асăнăпăр. Çырлах, Сурăм!
Мăчавăр кĕллине вĕçлесен апата мĕн хатĕрленĕ çавсен татăкĕсене пĕр хутаçа пуçтарчĕ те хутаçне пĕр çарăçа тыттарчĕ, çырма тепĕр енне кайса тăшман чарăнас çĕре тăкса хăварма хушрĕ. Хăй вара хыççăн татах кĕске кĕлĕ турĕ:
— Пĕтĕм усалли пиртен кайтăр, çавăнта ăсантăр.
Çакăн хыççăн тин пурте çĕнĕ хавалпа апата пикенчĕç. Ирхи апат та, кăнтăрлахи те пулмарĕ вăл. Сăнавçăсем пĕлтернĕ тăрăх вырăссем кунта кăнтăрла иртеспе çитмелле. Çав вăхăт тĕлне чăваш çарăçĕсен выçă мар, анчах тулли хырăмпа та пулмалла мар. Çавăнпа ĕнтĕ хĕвел тӳпене шит тăршшĕ хăпарсан апата ларчĕç те какай шӳрпине какăриччен çирĕç.
Апат хыççăн çарăçсем çапăçăва хатĕрлене пуçларĕç. Хăшĕ хатĕрĕсене юлашки хут тĕрĕслерĕ, хăшĕ ахаль те çивĕч хĕçне хăйрарĕ, юланутçăсем йĕнер-пускăча, йĕвен-çăварлăха тĕрĕслесе тухрĕç. Çапăçура кашни вак-тĕвек пурнăçпа вилĕм хакĕпе танлашма пултарать.
Акă умра таçта аякра хура тĕтĕм йăсăрланса хăпарчĕ. Ку вăл сăнавçăсем тăшман çывхарни çинчен паракан паллă. Çар ушкăнĕсен пуçĕсем хуша пуçларĕç:
— Юланутçăсем, сылтăмри катана кĕрсе пытанăр!
— Тĕкĕрĕçсем, хальлĕхе хыçаларах кайса тăрăр, лашăрсене çумрах тытăр!
— Çураннисем, малти рет — çыран хĕррине тухăр, иккĕмĕш рет — хыçаларах кайса выртăр, ан курăнăр!
Çарăçсем пуçлăхсем хушнине хăвăрт пурнăçлаççĕ. Эппин вĕсен хăрани-мĕнĕ хальлĕхе палăрмасть. Ку аван.
Акă ĕнтĕ тăшманăн малти ушкăнĕ курăнса кайрĕ. Икĕ теçетке юланутçă çырман тепĕр енне пырса чарăнчĕç, ку енче тăракан чăваш çарăçĕсене курсан хăйсен хушшинче тем канашласа илчĕç, вара каялла вĕçтерчĕç. Кĕçех хирĕçри çырана вырăс çарăçĕсен пысăк ушкăнĕ килсе çитрĕ. Ун хыççăн вырăссем татах та татах çитсе каплана пуçларĕç, кунта урăх никам та çук пек васкамасăр тапăну ретне тăрса тухрĕç. Мала сăнă тытнă, кӳпе тăхăннă, хулканпа хӳтĕленнĕ çарăçсем вырнаçрĕç. Анчах тăшман тапранма васкамарĕ-ха, унăн çар пуçĕсем çырма хĕррине пыра-пыра чăвашсем тăракан енне пăхкаларĕç, тем канашларĕç. Пулат-Керим çырма хĕррине вырăссем курмалăх икçĕр çынна çеç тăратса тухрĕ. Тĕпрен илсен вĕсем — çуран тĕкĕрĕçсемпе вăрăм сăнăллă çарăçсем. Аялтан çӳлелле хăпарса тапăнакан тăшман çарăçĕсене çав вăрăм сăнăсемпе тирсе антарма питĕ меллĕ... Паллах, вырăс çар пуçĕсем чăвашсен йышĕ чылай ытлараххине ăнланаççĕ. Анчах мĕн чухлĕ вĕсем? Мĕнлерех çарăçсенчен тăраççĕ? Кăна тăшман пĕлмест пулмалла, çавăнпа иккĕленет. Вырăнĕ те тапăнса çапăçма вырăссемшĕн питĕ мелсĕр. Çĕрпӳ хулине илме килнĕскерсем вĕсем чăвашсем хăйсене çакнашкал çĕрте кĕтсе илессе шутламан курăнать.
Пăртакран вырăс çар пуçĕсем хăйсен умне пĕр тĕреклĕ юланутçа кăларчĕç. Ку вĕсен паттăрĕ пулать ĕнтĕ. Илья Муромец текенни. Чăнах, аякран пăхсан та çынни ку çав тери вăйлă та тĕрекли палăрать. Лаши те унăн ахаль утсенчен икĕ хут тĕреклĕрех, урăххи ку çынна йăтса çӳреймест те пулмалла. Вырăс пăхаттирне курса Пулат-Керимăн чунĕ сӳлетсе илчĕ, чĕри пăлханса тапăлтата пуçларĕ. Ара, унăн ывăлĕн Алин çак çынпа çапăçма тивет-çке!
Çак самантра вырăссен енчен тӳтӳтлетни илтĕнчĕ. Унтан пĕр хытă саслă çын çыран хĕрринех пычĕ те чăвашла аран ăнланмалла кăшкăрса пĕлтерчĕ:
— Вырăс пăхаттирĕ Илья Муромец чăваш пăхаттирне çапăçăва чĕнет! Пур-и сирĕн ăна хирĕç тăма пултаракан çын?
Пулат-Керим Эпеçĕн аслă ывăлне Асана мала кăларчĕ. Ашшĕ пекех хăватлă сасăллă вăл, мĕнпур вăйран кăшкăрсан çухрăмран илтĕнĕ. Хан хушнипе вăл вырăссене хирĕç кăшкăрчĕ:
— Пирĕн Али паттăр сирĕн арпа миххипе çапăçма яланах хатĕр!
Çакăн хыççăн чăвашсен умне Али тухрĕ. Унăн айĕнчи хура тур лаша малти урисемпе чăтăмсăррăн кукалесе тăрать, пуçне уха-уха илет. Вăл самаях тĕреклĕ, чи пахи вара — вăрăм ураллă, пĕрре тапса сиксен те тепĕр лаша иккĕ сикнĕ чухлĕ ыткăнать.
— Эппин сирĕн Али çырма тĕпне антăр! Çавăнта çапăçĕç паттăрсем. Сирĕн сӳсленчĕке çавăнтах пытарма меллĕрех! — кăшкăрчĕ вырăс пĕлтерӳçи.
Чăнах та çырма тĕпĕнче самаях анлă та вăрăм лапам пур. Паттăрсене çапăçма унта аванах ĕнтĕ, шел, вĕсенчен хăшне те пулин çăлма тивсен час пырса пулăшаймăн. Анчах таврара халăх умĕнче çапăçмалли меллĕ вырăн урăх ниçта та курăнмасть. Мĕн тăвăн, килĕшмех тивет.
Вырăссен енчен каллех тӳт сасси вăрăммăн илтĕнчĕ. Ăна чăваш тӳчĕ хуравларĕ. Вара икĕ çырантан икĕ паттăр хуллен анма тытăнчĕç. Акă вĕсем пĕр-пĕринчен çĕр хăлаçра хире-хирĕç чарăнса тăчĕç, сылтăм алла сăнă, сулахаййине — хулкан тытса тытăçăва хатĕрленчĕç. Каллех вырăссем енчен тӳт кескен те час-час кăшкăртса илчĕ. Унччен те пулмарĕ икĕ паттăр учĕсене вырăнтанах малалла сиккипе ячĕç, пĕр-пĕрин патне çил пек ыткăнчĕç. Иккĕшĕн те сăннисен хурçă вĕçĕсем, хирĕç тăрана кăкăртан тĕлленĕскерсем, хӳтĕленме çĕкленĕ тимĕр хулкансене пырса тăрăнчĕç, анчах ăна шăтарса кĕреймерĕç. Вăйлă сапăннипе сăнă аврисем шартах хуçăлчĕç. Пĕр-пĕринчен иртсе кайнă паттăрсем учĕсене каялла çавăрчĕç те халĕ ĕнтĕ чукмар çĕклесе каллех пĕр-пĕрне хирĕç вĕçтерчĕç. Икĕ чукмар аслати пек шартлатса çапăнчĕç. Вĕсен тĕреклĕ те сулмаклă пуçĕсем чăл-пар çеç саланса пĕтрĕç. Паттăрсем каллех учĕсене çавăрчĕç те йĕннисенчен туртса кăларнă хĕçĕсене хĕвел питтинче йăлтăр-ялтăр çиçтерсе пĕр-пĕрин патне ыткăнчĕç. Хĕçпе хĕç çапăнать — çулăм тухать, хĕç хулкана лекет —лашасем тӳсейменнипе кайри урисем çине лараççĕ. Вăйлăн сулать Илья Муромец, анчах Алие лектерме йывăр, çамрăк вăл, вăр-вар. Çав хушăрах вăл хăй те хĕçне сисĕнмеллех сулмаклăн сулать. Тарăхса çитнĕ Муромец акă мĕнпур вăйне пухса хĕçне Али енне тепре сулса ячĕ. Али те çакна кура хирĕç пĕтĕм вăйран çапрĕ. Иккĕшĕн те хĕçĕсем алăран тухса ӳкрĕç, хăйсем те вĕсем ут çинчен йăванса анчĕç, çавăнтах ура çине сиксе тăрса алă вĕççĕн тытăçса кайрĕç. Çавна май Ильян та, Алин те тимĕр калпакĕсем хывăнса ӳкрĕç. Çак самантра Илья Алие хăй çумĕнчен тĕксе ячĕ те сасартăк сылтăм аллине çĕклерĕ. Али халиччен паттăр шучĕпе кĕрешсе курман, анчах сылтăм алла çĕклени хирĕç тăраканĕ парăннине пĕлтернине чухлать. Анчах, вăл илтнĕ тăрăх, ун пеккине выртакан çыннăн тумалла. Муромец вара ура çинче чип-чипер тăрать. Апла ку мĕне пĕлтерет? Али пĕр самант нимĕн тума аптрарĕ.
— Стой! Ты кто, малец что ли? — ыйтрĕ унран Муромец. — У тебя даже бороды нет.
Вырăсла питех чухламан Али ăна ăнлансах çитереймерĕ.
— Али я, — терĕ вăл. — Пулат Али, хан ывăлĕ.
— Сколько тебе лет? — ыйтрĕ вырăс пăхаттирĕ.
Кăна Али аванах ăнланчĕ.
— Вунулттă. Шестнадцать, — терĕ вăл.
— Шестна-адцать?! — тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ Муромец. — Ах ты, срань нижегородская, хочешь меня опозорить? Хочешь, чтобы потом надо мной весь русский народ потешался? Презирал за избиение младенца?
Тепĕр тесен, вăл кама мĕн каласа ятланине Али ăнланмарĕ, пăхаттир питĕ хытă çилленнине çеç чухларĕ. Лешĕ çав хушăра ун патнерех çывхарчĕ те алă пачĕ.
— Все, больше не деремся, — терĕ вăл. — А ты молодец. Расти быстрее, будешь настоящим богатырем.
Çын кăмăл тумасан ăна хăвăнпа вăйпа çапăçтараймăн. Кунта йĕкĕтсем хушшинчи тупăшу мар, хăйĕн йăли-йĕрки. Али вырăс пăхаттирĕ хĕçне илсе хăйсеннисем патне хăпарнине пăхса тăчĕ-тăчĕ те хăй те хĕçне тупса чăвашсем енне хăпарчĕ. Хуçисем хыççăн учĕсем те пуç усса пыраççĕ, хăйсене айăплăн туяççĕ тейĕн. Икĕ енĕ те хăйсен паттăрĕсене нимĕн шарламасăр кĕтсе илчĕç. Ара, мĕн пулса иртрĕ вĕсен хушшинче? Ма пăрахрĕç вĕсем çапăçма? Çакна никамах та ăнкарса илеймерĕ-ха. Кĕçех вырăссем енчен вирлех хирлешни илтĕнчĕ. Илья Муромец çар пуçĕсене тустарать иккен.
— Мĕн тет вăл?
— Ма ятлаçать вырăс пăхаттирĕ? — кăсăкланчĕç çынсем.
Хăш-пĕр сăмахсем лайăхах илтĕннĕрен вырăсла пĕлекен пĕр çарăç вĕсене куçарса пычĕ. Илья Муромец вырăссен çар пуçĕсене хăйне ачапчапа çапăçтарнăшăн ятлать-мĕн. Лешсем чăвашсем ăна хирĕç çамрăка кăларасса пĕлмен тесе тӳрре тухасшăн. Пăхаттир вара урăххи çине те куçрĕ, ма вăрçăпа килтĕмĕр çак чăвашсем патне, кама кансĕрлеççĕ вĕсем тесе тустарма тытăнчĕ. Чулхула вай-пучĕ ыйтнипе килтĕмĕр теççĕ-мĕн ăна çар пуçĕсем. Илья Муромец вара вăл ма хăйĕн çарне ямасть, пире хăйшĕн нуша кăтартать теме тытăнчĕ. Пĕр сăмахпа, вырăссен хушшинче вăйлă хирĕçӳ пуçланчĕ. «Çапăçăр хăвăр, эпĕ ку киревсĕр ĕçе хутшăнмастăп», — терĕ те юлашкинчен Илья Муромец хăй хыççăн хăпарнă лашине утланса юртăпа çапăçу хирне пăрахрĕ те кайрĕ.
Вырăс çар пуçĕсем пăлхана пуçланă çарăçсене лăплантара пуçларĕç, кăшкăра-кăшкăра та пăрахрĕç. Йĕрке туса çитерсен çапăçăва хатĕрленме хушрĕç. Каллех тӳт сасси илтĕнчĕ. Акă вырăссен сахалтан çур пин çарăçĕ çырманалла чупса анчĕ, тарăн мар юханшыв урлă каçса чăвашсем тăракан енне хăпарма тытăнчĕç. Пулат-Керим тĕкĕрĕçсене хатĕрленме хушрĕ. Вырăссем хăпарса çитме çеç тытăннăччĕ, вĕсем çине сасартăк ухă йĕпписен чăн-чăн çумăрĕ тăкăнчĕ. Ытла çывăха хăпарнисене чăваш çарăçĕсем вăрăм сăнăсемпе те тиркелерĕç. Хулканпа тем пек витĕнсен те çавăн чухлĕ çĕмренрен ăçтан хăтăлăн. Тапăнакансенчен нумайăшĕ аманчĕ, унта та кунта ыратнипе тата пулăшу ыйтса кăшкăрнисем илтĕнчĕç. Çак самантра Пулат-Керим хĕç тытнă аллине çĕклесе тăчĕ-тăчĕ те çырма еннелле сулса ячĕ. Ку ĕнтĕ çырма пуçĕнчи сĕвемрех вырăнта тăракан утлă тĕкĕрĕçсене паллă пани пулчĕ. Лешсем чăвашсем патне хăпаракан вырăссен хыçне хăрушшăн кăшкăрашса сиккипе пырса кĕчĕç те тăшмана ухăпа хыçран вĕтелеме тытăнчĕç. Вырăс çарăçĕсем çаврăнса хӳтĕленме çеç хатĕрленнĕччĕ — утлă тĕкĕрĕçсем куçран та çухалчĕç ĕнтĕ. Аптранă вырăссем тепре унталла-кунталла туртăнкаланчĕç те каялла, тепĕр çыран çине тара пачĕç. Унтан пĕр ăстрăм каллех хирĕçӳ-харкашу шавĕ илтĕнсе тăчĕ. Вара çыран хĕррине пĕлтерӳçĕ тухрĕ, пирвай тӳтне нăрлаттарса чăвашсене хăйне итлеме ыйтрĕ, унтан кăшкăрса каларĕ:
— Эй, чăвашсем! Эпир сирĕнпе тек çапăçас мар терĕмĕр. Пире кунта йăнăшпа ертсе килнĕ тесе шутлатпăр. Пирĕн хушăмăрта нимĕнле хирĕçӳ валли те сăлтав çук. Çавăнпа эпир çапăçма пăрахатпăр. Халĕ аманнисене çырмаран илсе тухатпăр та каялла каятпăр.
— Юрать! Эпир ăнлантăмăр! — хан хушнипе хирĕç кăшкăрчĕ Асан.
Çакăн хыççăн çĕре яхăн вырăс хĕçсемпе хулкансене пăрахса çырмана анчĕç, вилнисемпе аманнă юлташĕсене хăйсен енне йăтса хăпарчĕç, вĕсене лавсем çине тиесен нимĕн шарламасăр каялла тапранчĕç. Пулат-Керим юланутçăсен пĕр ушкăнне тăшман чăннипех кайни-кайманнине сăнама ячĕ, халĕ те-ха вырăнтах ларакан сăнавçăсене те çакăн çинченех пĕлтерсе тăма хушрĕ. Çапла пĕр сехете яхăн кĕтрĕç. Хайхи вырăссем чăнахах каялла кайни çинчен хыпарсем килме тытăнчĕç. Вара Пулат-Керим хăйĕн çарне тăватă рете тăратса тухрĕ те пурне те çĕнтерӳ ячĕпе саламларĕ.
— Пирĕн пата килес тăшмансене пурне те çакнашкал шăпа кĕттĕр! — вĕçлерĕ вăл сăмахне.
— Çапла пултăр! Çапла пултăр! Çапла пултăр! — янăрарĕ таврара çарăçсен хăватлă сасси.
— Çак юханшывăн тепĕр енче вара çĕнĕ ял лартма хушатăп! — пĕлтерчĕ хан. — Ăна Сурăм ятне парăпăр. Вăл паян пире хытă пулăшрĕ, тăшмана сехре ярса хăратрĕ. Эппин ăна тивĕçлĕ вырăн пултăр кунта.
Ханран ирĕк ыйтса мăчавăр та халăх умне тухрĕ.
— Эпĕ тата паянтан Алие паттăр ятне пама сĕнетĕп. Вăл чăнахах та чăваш ятне, чăваш çарăçĕн сумне паттăррăн хӳтĕлерĕ. Халех тивĕç вăл чыслă ята, малашне вара татах вăй илĕ-ха.
— Çапла пултăр! Çапла пултăр! Çапла пултăр! — каллех хăватлăн янăрарĕ Кăшнар уйĕнче пин арçын сасси.
3
Хусан енчи чăвашсем патне ывăлĕсем валли хĕр шырама каймашкăн Пулат-Керим тепĕр уйăхран çеç пултарчĕ. Хăйпе пĕрле вăл, паллах, Пулатпа Юсуфа тата нукерсен вунă çынран тăракан ушкăнне илчĕ. Сĕве урлă каçиччен çул çинче пурте унчченхи пекехчĕ, анчах Сĕве леш енче тем пулнă-çке, юланутпа та, лаша кӳлнĕ çăмăл урапапа та Хусан енне темĕн чухлĕ çын туртăнать. Атăл каçминче мăн сулла тем вăрăмăш черет кĕтет. Ытларах чаплă çынсем: бексем, мăрсасем, турхансем, сутуçăсем. Пулат-Керим çыннисем вĕсенчен ма пурте Хусана кайни çинчен ыйтса пĕлме хăтланчĕç, анчах сăлтавне пĕри те путлĕн ăнлантараймарĕ, пире хан пуçтарать тесе хуравланипех çырлахрĕç.
Хусанта пурне те кальгара, сакăр юп пуçлă, тăватă минаретлă çĕнĕ мечет умĕнчи тӳртума пухăнма хушрĕç. Апат çимелле марри çинчен уйрăмах асăрхаттарчĕç. «Тен, кунта пиччене те курăп, хан ăна та чĕннех ĕнтĕ», — шухăшларĕ Пулат-Керим. Шухăшĕ чăнах та тӳрре тухрĕ.
Юсуф нихçанхинчен яка тумланнă. Халачĕпе шăлаварĕ симĕс пурçăнран, уринче — сарă сахьян атă. Пуçне шап-шурă пусма явакласа чалма çыхса янă, çавна пула Пулат-Керим пиччĕшне тӳрех палласа та илеймерĕ.
Тĕл пулчĕç, ыталашрĕç, пĕр-пĕрин, арăмĕсемпе ачисен сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлчĕç.
— Пичче, мĕн пулса иртет кунта? — ыйтмасăр тӳсеймерĕ Пулат-Керим.
— Кунта-и? О, кунта паян ĕмĕрсем пĕлтерĕшлĕ самант. Эпир Хусан ханлăхĕ туса хуни çинчен пĕтĕм тĕнчене пĕлтерес терĕмĕр. Ку мечетре вара Хусан ханлăхĕн пуçне уйăрса лартнă ятпа паян чаплă кĕлĕ иртмелле.
— Сан Чăваш тăрăху та кĕрет-им унта? Эс паян пит чаплă тумланнă, — ыйтрĕ Пулат-Керим.
— Эпир те, чăвашсем, çак ханлăхра пулăпăр, — çырлахнăн ăнлантарчĕ Юсуф.
— Ханлăхне ма вара Хусан ятне патăр? Пирĕн патшалăх мĕн çуралнăранпа Пăлхар патшалăхĕ пулнă, — ӳпкелесе илчĕ шăллĕ.
— Паллах, пирĕн ханлăх Пăлхар патшалăхĕ вырăнне çуралнă, — пит çирĕппĕнех мар ăнлантарчĕ Юсуф. — Анчах вăл урăхларах патшалăх. Эпир Пăлхар пек çемçешке пулмăпăр, хамăршăн çине тăма та, ыттисене пăхăнтарма та пултарăпăр. Унсăрăн ку чухне нимĕнле патшалăх та тытăнса тăраймĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...