Атăл шывĕ юха тăрать :: Керменри çапăçу
Çапăçса, тĕнчене тĕлĕнтермĕн,
Килĕшӳ — чăн-чăн пурнăç парни.
Тĕрĕсмарлăхсене тӳрлетсе пĕтереймĕн,
Тăшманран тус туни — чи кирли.
Авалхи чăвашсем калани.
Хăйĕн хĕрне патшана качча панăранпа Абдаллах ибн-Башту йăлтах улшăнса кайрĕ. Вăл халĕ пуçне пĕкса çӳремест ĕнтĕ. Вăл халĕ пуçне каçăртса çӳрет. Вал халĕ çынсем çине те çӳлтен кăна, каçăрăлса пăхать. Сасси те хулăмланчĕ унăн. Çынсене ĕç-пуç хушма та хулăм саспа çеç хушать. Хăйне чăнласах та çурма патша тесе шухăшлать пулмалла вăл.
Таçти сăкат йăхĕсен шахчинчен патша валли çыру илсе килнĕ тесессĕн, вăл ăна хăйне пама хушрĕ.
— Пирĕн шахчи Урак ку çырăва Алмас патшана хăйне пама хушрĕ, — хирĕçлерĕ ăна килнĕ çын.
— Алмас мар, Абдалла ибн-Джавар, — тӳрлетсе каларĕ ăна ибн-Башту. — Ку пĕрремĕшĕ.,.
— Пĕрремĕш-и, иккĕмĕш-и, — чарсăрланчĕ килнĕ çын. — Саншăн вăл ибн-Джавар пуль. Пирĕншĕн — Алмас патша.
— Эс мĕн чăрсăрланан? — тарăхрĕ ибн-Башту. — Кампа калаçнине пĕлетĕн-и?..
— Кирек кам пул, санпа калаçма килмен эпĕ! — тарăхрĕ сăкăт элчи. — Мана сăкăт йăхĕсен шахчи Урак янă. Алмас патша патне!..
— Кирек кам янă пултăр! — çухăрма тытăнчĕ ибн-Башту! — Аллах ячĕпе калатăп: ăса кĕртетĕпех сана!.. Эй, кам пур унта?!. — кăшкăрчĕ алăк еннелле.
Курăнча алăкĕ яриех уçăлчĕ те тултан икĕ нукер чупса кĕчĕç.
— Ярса тытăр ку чăрсăр этеме! — кăшкăрса ячĕ ибн-Башту. — Хупса лартăр чи тарăн шăтăка!.. Виçĕ кун шывсăр-апатсăр пурăнтăр!.. Апла та ăса кĕмесен вара пуç хĕрлĕ çакма хушатăп!..
— Эпĕ — элчĕ!.. Сăкăт шахчи янă мана! — хирĕçлесе кăшкăрчĕ килнĕ çын. — Элче тивмеççĕ!..
Анчах нукерсем ăна итлесшĕн те пулмарĕç. Иккĕн икĕ аллинчен ярса тытрĕç те алăк патнелле сĕтĕрме тытăнчĕç.
— Ах, эсир апла-и-ха! — хаяррăн пăшăлтатса илчĕ килнĕ çын. Вăл аллисене ик еннелле сулчĕ те нукерсене иккĕшне те таçта çитиех сирпĕнтерсе ячĕ. — Утăрья! — кăшкăрса ячĕ вăл, хăйне хăй хавхалантарса. Çавăнтах шурă парс пек кермен стени патнелле сиксе ӳкрĕ те унта, пысăк пӳйя çинче çакăнса тăракан йывăр хĕçе-алтаспана ярса тытрĕ:
— Атьăр, килĕр ман пата, ислам йыттиçем!.. Пăлхар алтаспанĕ мĕн япала пулнине кăтартам сире! Атту эсир кунта, араб эрехĕсене ĕçсе йăлтах мăнтăрланса кайна, хăвăр мĕнле çĕршывра пурăннине те пĕлместĕр!..
Килнĕ çын аллинче алтаспан курса, хайхи нукерсем те хĕçĕсене туртса кăларчĕç. Хаяр çапăçу пуçланса кайрĕ. Чанк та чанк! тăваççĕ çутă хĕçсем. Анчах керменре янтă пурнăçпа пурăнса ытлашши мăнтăрланса кайнă нукерсем кирлĕ таран çапăçма та пултараймарĕç. Килнĕ çын вĕсен аллинчи хĕçсене часах çапа-çапа сирпĕтрĕ.
— Ну, мĕнле? Чăн-чăн пăлхар çынни хĕçпе мĕнле çапăçнине куртăр-и? — хаяррăн чашкăрса каларĕ килнĕ çын. — Астуса юлăр: Саксар эпĕ! Сăкăт паттăрĕ! Сирĕн пек юха сăмсасем кăна мар, чăн-чăн паттăрсем те çĕнтереймен мана... Кашнинех çакăнта пăталаса лартас-и?.. Е шеллес-и?!.
Анчах Саксар нимле хурав та кĕтсе илеймерĕ. Куç хупса илмелĕх самантра лешсем курăнчаран пăрçа пек сирпĕнсе тухрĕç.
— Халь ĕнтĕ, атя, санпа калаçар! — хăраса, чи аякри кĕтесе пытанса ларнă ибн-Башту патне пычĕ Саксар. — Эс-и-ха мана чи тарăн шăтăка чиксе лартаканĕ, кайран пуç хĕрлĕ çакаканĕ?
Ытла хăранипе сиксе чĕтрекен ибн-Башту текене Саксар вăрăм сухалĕнчен ярса тытрĕ.
— Танкăр-турă ытла вăрăм сухалпа çӳреме хушмасть! — терĕ вăл мăшкăлланăн. — Атя, сывпуллаш сухалупа!
Хайхискер хăраса чĕтрекенскерĕн сухалне янахĕ патĕнченех яшлаттарса касса илчĕ те урайне, шăпăр шăтăкĕ текен кĕтеселле ывăтрĕ.
— Мĕн, нимĕн те шарламастăн? — хĕçĕпе кăкăрне тирĕнтерчĕ хăраса ӳкнĕскерĕнне. — Паçăр пит хытă кăшкăраттăн... Атя, чĕлхӳне кăлар, чĕлхӳне касса илем!..
Анчах Саксар хăй аллинче сиксе чĕтресе тăракан ибн-Башту чĕлхине касса илме ĕлкĕреймерĕ. Курăнчана вунă-вунпилĕк нукер чупса кĕчĕç те тӳрех ăна тапăнчĕç. Саксар çавантах ытла тапăнакан икĕ нукера касса пăрахрĕ. Çакна курса, ыттисем чакса кайрĕç, аякран кăна хĕçĕсемпе сулкалама тытăнчĕç.
— Аха, хăрарăр-и, араб йыттисем?! — вĕсем çине тапăнса пычĕ Саксар. — Курăр, Танкăр нукересем çакăн пек çапăçма пĕлеççĕ!..
Вăл хăй хĕссе пынă кермен нукерĕсене хыçалла чакарса пычĕ. Ахăртнех, хыçалта темле пӳлĕм пулнă пулас. Хăпăл-хапăл хайхискерсем хыçалти алăка тапса уçрĕç те унта чăмрĕç.
— Аха, шăшисем пек тарса пытанас терĕр-и?!. — хыттăн кăшкăрчĕ Саксар.
Анчах лешсем ун сăмахне итлесе тăмарĕç, шалтăртаттарса алăка шал енчен сăлăп хурса питĕрсе илчĕç.
Çав хушăра Саксар та ăнланчĕ пулас: кунта ытлашши тытăнса тăма юрамасть. Кермен нукерĕсем тата нумайăн килсе кĕме пултараççĕ. Вăл яриех уçса пăрахнă курăнча алăкĕ патне чупса пычĕ те хăй утне йыхăрса, шик! Шăхăрчĕ:
— Шурут! Ман пата!
— Ми-ха-ха-ха! — ут кĕçенни илтĕнсе кайрĕ. Çавăнтах кермен картишĕнче пуçне ухса тăракан шап-шурă ут хăйне чĕнекен патне ыткăнса пычĕ.
Саксар ун çине сиксе утланчĕ те кермен хапхи еннелле çил пек ыткăнчĕ.
Ирхине ирех хăй керменĕнче мĕнле çапăçу пулса иртнине пĕлсессĕн, Алмас патша урсах кайрĕ:
— Кур-ха, кермене килсе кĕрсех епле хур кăтартаççĕ! — кăшкăрашма тытăнчĕ вăл. — Халех пĕтĕм çара пухатăп та çав путсĕр сăкăтсен çĕрĕ çине илсе каятăп. Нимĕн те хăвармастăп: пĕтĕмпех çунтарса яратăп!..
Ку хушăра ибн-Башту йăлтах тăна кĕрсе çитрĕ. Вăл хăй йăнăш тунине те, патша хăйĕн çарне пухса сăкат йăхĕсем çине кĕрсе кайни пĕтĕм пăлхар йăхĕсене хăйне хирĕç тăратма пултарнине те вăл ăнланчĕ. Вăрçă тухсассăн унта кам çĕнтересси паллă мар. Çакăн пирки шухăшласа, вăл патшана часрах лăплантарма тытăнчĕ.
— Аслă патша, ку ĕçе шухăшласа тăвас пулать, — терĕ. — Эпир халĕ питĕ пысăк ĕç пуçларăмăр. Хамăр Аллах чурисем пулса тăтăмăр. Халĕ пире Аллах хăй çунатти айне илнĕ. Ытти пăлхарсене те Аллаха хисеплеме вĕрентмелле. Кунта вăрçăпа çеç ĕç тухмасть. Малтанласа пирĕн Аллаха килĕштерменнисемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшмалла. Кайран кăна, вĕсем сахалăн юлсан, хĕçе йĕннинчен кăларма юрать...
— Мĕн сенетĕн вара эсе? — тĕлĕнсе ыйтрĕ патша... — Паçăр ним çукран вăрçă кăларнă çын халĕ ăна тăшмансемпе килĕшӳ тума чĕнет.
— Ислам йăли-йĕркине эпĕ лайăх пĕлетĕп, — калама тытăнчĕ ибн-Башту. — Аслăран та аслă Мухаммед пророкпа та пĕррехинче çакăн пек ĕçсем пулса тухнă. Вара вăл хăйне пăхăнман араб йăхĕсемпе çапăçса ятне ярас темен...
— Мĕн тунă вара вăл? — чăтăмне çухатса кăшкăрсах ыйтрĕ патша. — Кала часрах!..
— Пророк хăй майлă араб йăхĕсене Янахпур шывĕ патне куçса кайса тăма хушнă, — каласа пама тытăнчĕ ибн-Башту. — Чăнах та, хăй вăл хăйĕн чи çывăх çыннисемпе çав Янахпур шывĕ хĕррине кайса чатăрсем лартнă. Часах ун патне шанчăклă йăхсем пырса чатăрĕсене лартнă. Юлашкичен вара ытти араб йăхĕсем те унта куçа-куçа пынă. Çапла вара пророк пĕр нимĕнле вăрçăсăрах пĕтĕм араб йăхĕсене хăй майлă çавăрнă.
— Пирĕн те çапла тумалла тесе шутлатăн-а? — иккĕлленнĕн ыйтрĕ Алмас.
— Аллах пулăшса пырать пире. Пророк çулĕпе кайсан эпир ним вăрçă-харçăсăрах пĕтĕм пăлхар йăхĕсене хамăр майлă çавăрăпăр...
Патша кăштах шухăшласа тăчĕ.
— Юрĕ эппин, — терĕ юлашкинчен. — Атя, эсĕ каланă пек пултăр. Пĕлтер эппин: пĕтĕм пăлхар йăхĕсене эпĕ Чавшыр патне пуçтарăнма, хăйсем патшапа пĕрле иккенне пĕлтерме хушатăп. Кам та кам эпĕ хушнине итлемест, эпĕ хушнă тĕле пымасть, ăна Аллах хушнă пек, Аллах панă хĕçпе ăса кĕртетĕп...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...