Хĕн-хур айĕнче :: Кантур-чунилли
Мĕнпур парăма вăхăтра тавай!
Анчах сăмахпах сикмест хăш-пĕри...
Сикмеççĕ камсем? — Кам путсĕр, наян,
Хăлин мужиксем... Çавсен йыт чĕри
Вĕри мунчашан тунсăхлать паян.
Тӳлев-парăма татманнисене,
Ан манăр, кăшт та хĕрхенмĕпĕр тек.
Саккун хушнине пĕлмен çынсене
Вĕрентĕпĕр ак ним кĕтмен çĕртех!
Ун пек çынсенне, çĕре пăрахса,
Сӳтерĕп тирне хулăпа касса...
Пурмис сăмахĕ халăх хăлхине
Хĕлхем пек вĕрин кĕрет пĕçертсе.
Шикленнĕ хресчен хыçать ĕнсине,
Пит-куçĕ унăн çунать ĕнĕхсе.
Тиек пикенет ят тăрăх чĕнме,
Пурмис — пурне те хăтăрса хĕсме.
Хăравçă этем ячĕ тухсанах
Сикет кăрт, пырать сĕтел патнелле.
Тӳлет парăмне укçп пулсанах,
Тăрать пашкаса хăранипеле.
Тĕрĕслерĕç ят. Камăн пур — пачĕç.
Кам-кам параймнсть тытса хăварчĕç.
Пурмис халăха тула кăларать,
Тыткăнрисене çаптарма хушать.
Хĕрӳсĕр хĕвел, аран çутатса,
Анать васкаса кăнтăр тӳпинчен.
Хаяр сивĕ çил кас-кас вашлатса
Килет çурçĕрти тĕнче хĕрринчен.
Хурал пӳрт умĕ кĕрлет хумханса.
Унта, халăхран пачах уйрăлса,
Тăраççĕ сĕнксе çич-сакăр мужик...
Пурмиспе тиек, унтах ак сутник
Васкаççĕ часрах ӳт-тире сӳме,
Хистеççĕ вĕсем теçетниксене.
Кĕлтипе хулă ак пырса ӳкет,
Ăна курнипех чĕре сӳлетет.
Çĕрте Итапай выртать тăсăлса.
Тиек ăна хăй антарчĕ пусса.
Çак кашкăр-этем, шăлсене йĕрсе,
Хăех ак пуçлать юн тăкас ĕçе.
Тăратчĕç умра икĕ теçетник,
Тиек вĕсене малтан тивертет.
— Маттур пул! Часрах!.. Вăрт-варт! — тет сутник.
Тиекĕ хĕмлет, сутникĕ тимлет.
Выртать юр çинче кăвак Итапай,
Шывак куçĕсем ун сикеççĕ пĕрмай.
Хаяр тиеккин аллисем вĕри,
Çынна хĕрхенмест ун хытă чĕри.
Пурмис мĕкĕрет: — Çапăр аллă рас! —
Каять кĕрлесе тулли хулăм сас.
Сутник, теçетник, вăр-вар васкаса,
Итапай тумне илеççĕ хывса;
Хура сăхманне сараççĕ айне,
Ўпне вырттарса хываççĕ йĕмне.
Шăп пилĕк таран кĕпине сирсе
Параççĕ паллă — ан сиклен тесе.
Ырхан Итапай, ватă пуçĕпе,
Выртать чĕтресе пĕтĕм пĕвĕпе.
Тискер чунилли пуçлать хăй ĕçне —
Касма пикенет Итапай ӳтне,
Касать те касать, суса та пырать,
Ырса çитет те сутнике хушать.
Итапай старик, тӳсеймен пирки,
Ача сассипе ярать çухăрса.
(Çапла-çке ĕнтĕ патшасен йĕрки —
«Ыр тунă» çынна çапса та ватса!)
Пĕр кăтăр çапсан, ватă Итапай
Халтан кайнипе антрашрĕ чылай.
Çапса пĕтерсен, вилнĕ пекскерне
Хураççĕ кĕртсе пуш хурал пӳртне.
Киленнĕ пурмис тавра пăхкалать,
Сив сывлăш çăтса, кăшкăрса калать:
— Ак курăр ĕнтĕ: тӳрккес çынсене
Епле эп савса манми ачашлап...
Кама чунĕ шел — таттăр парăмне!
Ун пек çынсене халех хăтарап. —
Пурмис малалла мăнаçлăн пăхать,
Сулать алăпа та хĕрӳллĕн калать:
— Çаптар лешсене!
Каçчен пĕтерес те — вĕçес кил енне...
Чĕр юн шăннă пăрлак вырăна
Кăларчĕç чĕнсе пĕр çамрăк çынна.
Ку çын — хут çинче Якку ятлăскер,
Ялта чăвашла, Чакка тенĕскер1.
Çынни ку кĕрнеклĕ, тăлпан та вăтам, —
Сăн-пичĕ хастарлă, илемлĕ, çуткам;
Çăра сар сухал ун ӳсет мăкланса,
Çине кивĕ тум вăл янă тăхăнса.
Чакка вырăсла та пăртакçă чухлать, —
Кăштах пуç тайса, хăюллăн калать:
— Пĕлетне, пурмис: эп çак хушăра
Ик çул çурă шăп пулнă салтакра!
Чирлерĕм... Ун чух ĕçлеймерĕм хам.
Ăçтан-ха, мĕнле укçа эп тупам?!.
Сăсар тирĕ ак, курăс сутмалла.
Сутам вĕсене — укçа пулмалла...
Тиек кăшкăрать: — Эс питех ан кул!
Çартан таврăнни сан çитет виçĕ çул!
Пару-тӳлевне икĕ çул татман.
Сан пек кутăнсем нумаях юлман...
Тăват тенкĕ те çирĕм икĕ пус
Санран илмелле... Ак эс мĕнле юс!
Тиек сăмахне илтнĕ-илтменех
Пурмис мĕкĕрет хĕремесленсех:
— Ăшалăр ăна чĕри çурличчен!
Тĕп пултăр кунтах, эпир кайиччен...
Вăл çапрĕ унтах Чаккана хĕрсе,
Умра выртакан пĕр хулла илсе;
Туя пек хуллăн хуçăк туратти
Тăрнать вирлĕнех Чакка çамкине.
Чакка сулăнать, чĕтрет ун тути;
Чакать вăл калла, тарăн юр çине.
Сулмаклă çапкă лекнĕ вырăнта,
Лĕпке тĕлĕнче, ӳт-тир вистенет.
Чĕп-чĕр вĕри юн юхать сурантан:
Юхать юн, тумлать — пит-куç хĕрелет.
Кӳреннĕ Чакка, питне кăшт шăлса,
Çаплах-ха калать тытăнкаласа:
— Тырри-çке пулмасть!
Укçи тупăнмасть...
Анчах та пуçăм сыв пулсан, çавах
Мĕнпур парăма татăп кăçалах...
Пурмис, мăн сухал, хĕрхенмест çынна—
Никам сăмахне чикмест хăлхана;
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...