Хĕн-хур айĕнче :: Пĕрре, çурхи каç...
Каларĕ пырса... Малти ращара
Темле этемсем...
Пăшаллă-хĕçлĕ тет пурте хăйсем,
Выртаççĕ канса тет ĕшне варринче...
Ик-виç каç Хумпуç уйĕнче çавсем
Çӳрерĕç тет шăппăн хăш-пĕр ялсенче...
Ак халь кунталла тухнă тет килме.
Хăйсем Юксара тĕкĕнмен, тивмен...
Çавах та хăрушă! Камсем-ши капла? —
Калать Ятарин шиклĕ сасăпа.
—Тур çырлах анчах,Тем курас татах?!
Камсем-ши вĕсем?! — теейрĕ Тайпи.
Кĕтмен хыпарпа сӳлет ун чĕри.
— Ĕнер кăнтăрла-ха, эс çукчĕ ун чух, —
Пуçлать калама вăл шăппăн, пикенсе:
Шаккарĕç тултан... Эп пӳртрен сик тух!
Шутларăм ял-йыш çынни пуль тесе.
Тухап та куратăп — палламан çынсем!
Пĕри, çамрăкскер, хапха патĕнче.
Çунса пăхаççĕ хăйĕн куçĕсем.
Тепри, вăрăмскер, тăрать çул çинче.
Пыратăп утса пĕр хăраманçи...
«Мĕн кирлĕ? — тетĕп, — мĕнле ĕç пирки?»
— Пире кирлĕччĕ çак килĕн хуçи,
Чакка тенĕскер, — тет хай çамрăкки.
«Мĕскер тума вăл? Эсир кам, ăçтан? —
Ыйтатăп та хам хăрап ачалла.
Ĕç пурччĕ... Эпир кӳршĕри ялтан...
Курса калаçасчĕ çав Чаккапала.
Кала-ха, ăçта вăл? — тĕпчеççĕ çавсем.
«Чакка килте çук», — терĕм ик-виç хут.
Вара аранах хăпрĕç хайхисем.
Паллах, тем тесен те вĕсем — темле ют...
Чăнах, мĕн ĕç пултăр таçти ял çыннин
Пирĕн пиччепе?! — терĕ Ятарин.
Нумай та иртмест — хапха уçăлать.
Ятарин шăлт-шалт! пӳртне питĕрет...
Анчах, никам мар, — Чакка таврăнать,
Ун ырнă лаши аран сĕтĕрнет.
— Ак çитрĕ пичче!.. Тинех хайхискер...
Эп леш хурахсем пуль тесе, темскер...
Лаша тăварас... лăштах пултăм тин, —
Теет те тухать тула Ятарин.
Чакка ак пӳртре. Урине салтса,
Кĕрет те ларать сĕтел хушшине.
Тайпи, уйран ăсса, тип çăкăр касса,
Апат хатĕрлет упăшки умне.
Тата, çул çинчен шăм-шак çемçетме,
Ăсать вăл сăра пĕчĕк чӳлмекпе.
Ятарин кĕрет лаша тăварса.
Тайпи тараватлăн ыйтать савăнса:
— Ăçта-ши каплах, çӳрерĕр нумай?
Хăрарăмăр-çке... Кĕтетпĕр пĕрмай.
Чакка, пуçне кăшт сулласа илсе,
Хуллен тытăнать сăмахне сĕрсе:
— Ну-и, хăямат! Хуплантăмăр шалт...
Лава тытаканĕ вăл тĕп хуçи мар.
Хуçи хăй лере... Хуплаççĕ çынна!
Лав хакĕ пирки кайрĕç кутăна.
«Сум та пиллĕкех1 тытса», — тет, вăрçать.
Лавран çитмĕл пус катса хăварать!
Вара хай хуçи патне кĕтĕмĕр.
Анчах унта та тĕнккевлентĕмĕр...
Тяпукпа Лярук — мулкачпа пĕрех,
Çав хуçа патне такки кĕмерĕçех.
Вĕсем ялта çех маттур та хаяр;
Хула хушшинче — çĕршĕннĕ хăяр!
«Эс кĕр те, эс кĕр» тесе тавлашса,
Сехет иртрĕ пуль, тăраççĕ хытса.
Хуçин тарçи пур, — кĕртмест, тамаша!
Çапах эп кĕтĕм, унпа çапăçсах...
Э-эх, çурчĕ таса-а-а!.. Хуçи, самăрскер,
Ларать сарăлса. Сăн-пичĕ тискер.
Каларăм çакна. Хăтăрма пăхать:
«Çитет вăтăр пус!» — тесе кăшкăрать.
— Тархасшăн, — тетĕп, чунтан йăлăнап, —
Сăсар, тилĕ тирĕ нумай пирĕнте...
Пуçтарăп саншăн çак çитес кĕрте.
Уçсам кăмăлна... — терĕм те хуçа
Тинех çемçетет хаяр пит-куçа.
«Юрать, ыйтнинех сире эп парап...
Анчах пĕр-ик кун ĕçлĕр ман патра;
Кашни лав пуçне вуншар пус вара.
Складран таварсем турттарма ярап.
Каятăр-и?» — терĕ. Йӳнрех те — мĕн тен?!.
Ĕçлерĕмĕр вăл укçа тӳличчен
Виç кун, — тет Чакка, йăвашшăн кулса.
Унтан пер тапхăр уйранне сыпса,
Алне чавсалать те сĕтел хĕррине
Пуçлать калама мĕн-мĕн курнине:
— Эх, Атăл çинче —
Ав ăçта тĕнче!..
Мĕн чухлĕ этем! Мĕн чул баржăсем!..
Баржисем çине тир, курăс, çăм, сӳс
Тиеççĕ чыхса мĕскĕн бурлаксем.
Выççи хуплать çав: кĕрĕшнĕ те — тӳс!
Туртаççĕ — чул туртнăн;
Юрлаççĕ хурлăн...
Пит йывăр пулас пурнăçĕ вĕсен:
Мĕн чухлĕ тӳсӳ, вăй кирлĕ иккен!
— Мĕскер вăл бурлак? Илтетĕп эп тин...
Баржи те темскер? — ыйтать Ятарин.
— Бурлак вăл — этем. Мăн баржăсене
Туртаççĕ вĕсем шыв хĕррисемпе;
Лаша вырăнне ĕçлеççĕ вĕсем.
Баржи — пысăк ким... Тĕрлĕ таварсем
Пиншер пăт таран тиеç ун çине.
Туртаççĕ вара, — тет Чакка шăллĕне...
Хавассăн пырать пĕр вĕçсĕр сăмах.
Çур каç та çитет. Тулта сĕм... шăпах.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...