Хĕн-хур айĕнче :: Кĕр сăри
Ериле
Хаяр эс, Чакка. Ытла та вĕри!
Улпут-пуçлăха хӳтерсе яма
Вăй çитеймĕ çав ĕç чăваш чĕрин.
Çенĕк-пуртăпа-и вĕсене чарма?..
Тевенеш
Чакка вăл тĕрĕс... Калăпăр, чăнах,
Кашни çын пулас çирĕп те хĕрӳ, —
Хĕсеймĕччĕç пит халăха каплах.
Ериле
Кунта, тăвансем, кирлĕ пĕрлешӳ...
Чакка
Пĕлетре, пирĕн вырăссемпеле —
Чухăннисемпе — пĕрле пулмалла...
Улпут хресченсен ăсне пĕлмелле.
Юксар
Унта юриех çынсем ямалла...
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Çур каç иртсен тин ĕçкĕ лăпланать.
Ял-йыш, кӳршĕ-кӳп киле саланать.
Ют ял хăнисем выртрĕç салтăнса.
Автан авăтать тулта шарлатса.
Ак çак вăхăтра шăпланнă ялта
Чакка юрлани янрарĕ таçта:
Иртет хурăн çулпа улпут тавраш —
Ун лавĕнчен юлать тăвăл тухса...
Каять Çĕпĕр енне мĕскĕн чăваш —
Лаши аран юртать, пуçне усса.
Каять чăваш çемйи Пушкăрт çĕрне,
Хăйĕн уйне улпут илнĕрен;
Каять тăван инçе, Самар хирне, —
Хăй ялĕнче пурнăç, ай, хĕсĕкрен...
Ан кай, чăваш, инçе, — ан сапалан, —
Ху çĕрĕнтех патвар юман пек лар!
Выçкуç улпутсене хуса ярсан,
Тăван ялунта та сан япăх мар...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...