Хĕн-хур айĕнче :: Турă ячĕпе
Мĕнле ăспала шăтартăн капла?
Асту, чĕрĕллех каян çĕр тĕпне!
Пуçна çăлас-тăк — укçа памалла!..
Чакка
Пĕр тенкĕ те çук. Ан кĕтĕр манран.
Пĕтсен те пĕтем, çунам тамăкра...
Эпир ак халь те пурнатпăр аран:
Халех тамăкра, ялан асапра...
Пуп
О-о, мĕн калаçать, усал киремет!..
Кăна пурмиса калатпăр халех.
Сана юсама вăл аван пĕлет.
Е халь — виç тенкĕ тӳле ирĕклех!
Течук
Укçа памасан, виç пуç выльăхна
Тытатпăр паян... Каçмасть ку сана!
Ăш кӳтнĕ, аптранă, шăртланнă Чакка
Чăтса тăраймарĕ. Кăштах вăл чакать,
Унтан кăшкăрать те урипе тапать,
Сасартăк пупа çӳçрен çулăхать:
— Эсир те çапла-и, чиркӳ çыннисем?
Чĕр пуççăн çиесшĕн этем пурнăçне,
Сире эп, на вăт, хĕсме вĕрентем!
Ак кам вăл тамăк сунать çынсене! —
Тесе вăл тытăнчĕ пупа лăскама.
Тайпи, Ятарин чараççĕ ăна.
Тăсланкă течук тухать те тарать,
Йăлт-ялт пăхса çеç вĕçет урама.
Хăранă сутник Чаккана чарать,
Чунтан йăлăнса хушать лăпланма:
— Эй, Чакка ачам, пĕтрĕн хăвна ху...
Ăсран тухрăн-им? Мĕскер хăтланан?!
Мана та — усал... Каçмасть ĕнтĕ ку! —
Тесе ӳкĕтлет сутник Утихван.
— Хăвна лекиччен, часрах тухса кай!
Эс ху та — йытă, лăркан вĕсем май! —
Тесе кăшкăрать Чакка сутнике.
Унтан, алăка яр! уçса ярса,
Малтан сутнике, ун хыççăн пупне
Ярать сирпĕтсе, çурăмран тапса.
Пуппала сутник, хапхаран тухсан,
Юнарĕç тăрсах Чакка еннелле.
Чакка шарламасть. Хăвмарĕ хыçран.
Кĕрет те пӳртне ларать тĕпеле.
— Эс пуль-ха кăна, Ятарин, айван?
Ак халь мĕн кĕтет ĕнтĕ паянтан?!
— Эп мар çав, пичче... Пĕлетĕп, хăруш!
Ăна пĕркуннех шăтарчĕ Илюш, —
Каларĕ хуллен хавшак Ятарин.
— Илюш вăл — ача. Эс хушнă эппин...
Ăна чармалла пулнă сан апла!
Ак тӳс халь ĕнтĕ: мĕскер курмалла?! —
Вăрçать тарăхса аптранă Чакка.
Нимскер чĕнеймест Ятарин ăна.
Тайпи те ĕнтĕ лăпланма пĕлмест:
— Пĕтетĕн халь... пĕтрĕн! — тет вăл,
кăшт йĕмест.
Чакка
Пĕтсен те пĕтеп — мана ырри çук:
Ак кĕç куланай ыйтаççĕ каллех.
Пуç сыв юласса ан та кĕт ун чух,
Киле пăрахам та тарам ак халех...
Килейччĕр хайхи хусах-таркăнсем:
Каям вĕсемпе — ирĕкре çӳрем...
Тайпи
Чаккаçăм! Чакка!.. Эсĕ хăтăлан.
Пире кам валли тăкса хăваран?!
Ачу-пăчупа ăçта ман каяс?
Пĕтес-тĕк пĕтес, — пĕрлех пурăнас...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...