Хĕн-хур айĕнче :: Пуçлăхсем пăваççĕ
Çитет, ватсупнă! Хаяр калаçан!
Хăвна кура мар, чĕлхӳ викчĕн сан...
Сутник! Эс ăçта? Халех тупăр лав,
Çыхсах ку çынна хурăр лав çине.
Уес хулинех кайтăр вăл антрав.
Унта, суд хыççăн, патăр хăй чунне.
Тевенеш
Ăсатăр, юрать... Савăн, Алапит!..
Ват çын эп, хамшăн хыпмастăп-ха пит.
Анчах ман килте ачан ачисем!..
Пĕтеççĕ вĕсем йĕрсех, тăлăхсем...
Никам та çук! — тет Тевенеш хуллен.
Ак çак вăхăтрах çыхаççĕ ăна.
Çыхса тăлласан, кăларчĕç пӳртрен.
Вăл тухнă çĕре пырать хуп çуна.
Çак хуплă çуна тĕпне пăрахса,
Ăсатрĕç часах ват Тевенеше.
Пĕчикçĕ пуху — ял-йыш — хумханса,
Пуçа пĕшкĕртет хĕнпе кӳлешсе.
Хурал пӳртĕнче ĕçсем пĕтсенех,
Кантур таврашсем халăхпа кайсах
Чакка кил-çуртне тустарчĕç тĕппех.
Анчах никама тупмарĕç çапах.
Каçпа, пуш çурта хупса питĕрсе,
Пур пек выльăхне каяççĕ хуса.
Пурмис та кайрĕ çил пек вĕçтерсе,
Шăнкрав сасси çеç юлать янраса.
Çанталăк сăнне сĕм-тĕттĕм витсен,
Арпа ăшĕнче выртакан Тайпи
Илтет ак сасă ӳпле умĕнчен.
Кăртах ун сикет хăравçă чĕри.
— Тайпи хĕрсем, тух, кайрĕçĕ лешсем,
Чĕнет ку сасă чуна йăпатса.
Сăркарĕç Тайпин юн тымарĕсем,
Часах вăл пĕлет ку çемçе сасса, —
Алинкĕш сасси — çинçен янăрать!
Выртмарĕ Тайпи текех хăраса:
Çумри ачине вăратса йăтать,
Арпа айĕнчен çĕкленсе тухать.
Алинке
Ну, Тайпи хĕрсем, пытантăр — аван:
Ах, сирĕн килте ухтарчĕç паян!..
Ват Тевенеше ячĕç çыхтарса.
Мĕнпур ял-йыша хучĕç хăратса.
Шырарĕç сире тĕппи-йĕррипе,
Килте анчах мар — мĕнпур кӳршипе...
Лаши-ĕнине, сурăххи-мĕнĕпех
Кантур еннелле ăсатрĕç хуса.
Тата халăха — Чаккана халех
Тытса ямашкăн хăварчĕç хушса.
Пӳртпе хапхăра, тĕкĕсем лартсах,
Никам кĕме çук — питĕрчĕç çапсах...
Тайпи
Пĕтетпĕр, — вилĕм! Пĕтет вăл тинех!
Хĕрӳ чĕрипех пĕтет-çке ку... эх!
— Ан йĕр-ха ытлах чун татса, Тайпи.
Тен ак каçару, тепле, пулмĕ-ши...—
Тесе йăпатса, шăннă Тайпине
Алинкĕш кĕртет хăйĕн кив пӳртне.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...