Хĕн-хур айĕнче :: Хаяр тавăру
Пĕр сăхă сив каç... Автан авăтсан,
Кушлавăш туйми ыйха туртнă чух,
Пахомкка пулкки тухать вăрмантан.
Кĕрет вăл яла. Сас-чӳ тавраш çук.
Çывраççĕ пурте. Амаç Мики çех,
Лаша шăварма тухма тапратсан,
Курать кантăкран çакна пĕчченех.
Чухлать вăл тӳрех вĕсене курсан:
— Эх ну, савăнăç!.. Итле, Эрнепи,
Пахом утаман çитрĕ ак каллех! —
Терĕ вăраннă арăмне Мики.
Вара çывраймарĕç вĕсем ирчченех.
Пахом ушкăнĕ тăвалла иртсе
Часах çухалать Мики куçĕнчен,
Хаяр йытăсем çеç, вĕсене сиссе,
Хамлаççĕ сиксех хапха умсенчен...
Ак, катăк уйăх хуллен хăпарса,
Хăрах куçĕпе яла пăталать;
Кăвак çутине ял çине сапса,
Хура пӳртсене ыйхăпа лăпкать.
Микин ыйхă çук, шăппăн тинкерсе
Кашни сас-чĕве вăл илтет, тишкерет;
Часах ак, часах шăв-шав илтĕнсе,
Пур ял çĕкленсе тăрасса кĕтет.
Инкек-синкеке кĕтмен çын — сутник
Лапка тăрринче туртать ыйăха;
Нимле хуйхă çук. Çавах ун ăш-чик
Темле лăпкă мар, — кансĕр шăм-шака.
Пăчă хура пӳрт... Сутник ăнтрашсах
Усал ыйхăра выртать тĕлленсе:
«Çулла пек, ялтах, палланă çулпах
Анать кĕпере вăл тислĕк лавĕпе.
Анса çитет çеç — кĕпер кисренет...
Ак, йывăр лава кĕпер тӳсеймест!
Ай-уй, çĕмĕрлет — шăтăрт-шат! тискер!..
Тӳнет ак, тӳнет, ишĕлет кĕпер!
Сутник те пĕрлех чăмать çĕр тĕпне».
Чун хăпнă сутник çĕклерĕ пуçне.
«Чим! Ай... Ку мĕскер? Чăнах-çке шăт-шат!»
Вăраннă сутник тинкерсех итлет:
Тул енчен такам, чăнах та — шалт-шалт!
Хытах шаккаса пӳрте чĕтретет.
Вăраннă кил-йыш чĕпме те хăрать:
«Ку, тем, ырра мар!» тесе шикленет.
Сутник, ватă çын, ялт сиксе тăрать:
— Кам çав?.. Мĕн унта? — тесе çихĕрет.
Чакка
Ку эпĕ — Чакка... Уç-ха, алăк уç!
Хам ĕçĕм пирки санпа сăмах пур.
Пит кирлĕ пулсан — хампах манăн пуç:
Халех тытса çых, кирек ăçта хур!
Сутник
Çĕрле ан çӳре, — ыран ирпе кил...
Çук, çук, кӳртместĕп... хуть те шăнса вил!
Чакка
Кӳртместĕн пулсан, вăйпах эп кĕреп:
Асту, алăкна ватса çĕмĕреп!..
Кӳртместĕн-и?! — тет тарăхнă Чакка.
Унтан вăл хыттăн çапать алăка.
Тăр-тар! кисренет катмар хура пурт.
Шалта — шăй та шай! çемье çĕмĕрлет:
— Атте, ах, атте! Ах турă, ан кӳрт!
Кăшкăр ял-йыша! — тени илтĕнет.
Ак çак хушăрах улт-çичĕ хусах
Сапур пуçĕпе кисрĕç алăка,
Ик-виççĕ киссен, алăк шăлтăрах,
ĕрпеклĕн ванса, ӳкет татăлса.
Алăк ӳксенех, хусахсен пулкки
Кĕрет вăркăнса сĕм-тĕттĕм пӳрте,
Сехри хăпнă çын — сутник карчăкки
Тĕн витĕр пăхса вăйпа çихĕрет,
Сутникĕ пĕччен, малти кĕтесре
Мăн сăнă тытса тăнă та чĕтрет:
— Чакка, эх шуйттан, эс мĕншĕн пире
Хуплан Пахомпах?! — тет вăл хирĕçсе.
— Эп мар, хăвăрах чĕнтертĕр ăна...
Сире уншăн тав! — пуç тайрĕ Чакка.
Сутник Чаккапа харкашнă тĕлте
Пахом хăй кĕрет хăй çутнă пӳрте.
— Акă, ял пуçĕ — хăй пурмис йытти!
Ик чухăн киле тĕп турăр шалтти!..
Кулаймăр ĕнтĕ текех халăхран!..
Лаврушка, майла! — терĕ утаман.
«Майла!» тесенех пĕр вăрăм хусах,
Çиллессĕн вăрçса сутнике тытать.
— Лавруш! Мĕн тума? Тивес мар аплах.
Çемйи-çке ытла хытă макăрать...
Шалкă...— тет Чакка. Леш тăрать хытса.
Тĕпел еннелле уттарнă Пахом,
Лавруш чарăнса тăнине кура:
— Эс мĕн тăратăн? Хĕрхентĕн-им? Хо?!.
Халех тирпейле! — тесе кăшкăрать.
Лавруш, сутнике хăлт-халт! Сĕтĕрсе,
Ик-виç хусахпа тухса çухалать.
Пахом хаяррăн хушнине илтсе,
Чакка ăна тек чĕнме хăяймасть.
Йĕрет, çуйăхать, çĕмĕрлет кил-йыш.
Пахом пĕрре çеç тапса кăшкăрать:
— Лăпланăр!.. Чакка, çăварсенчен чыш!
Çĕлен ăратти — хăйне çеç хаклать!..
— Ну атьăр, ачсем, ĕçе пĕтерер,
Ĕçе пĕтерсен, ĕçер те çиер.
Ыран ирпеле кантура вĕçер,
Тевенеш ватта хăтарса килер, —
Васкатрĕ Пахом; тухать вăл пӳртрен.
Ыттисем пурте — унăн хыçĕнчен.
Пӳрт ăшĕ янрать. Кил-йышĕ улать.
Çĕмрĕк алăкран сив сывлăш палкать.
Ял-йыш шăп тăрать.
Яла хусахсем килнине сиссе,
Унта-кунта çеç анчăк ханклатать.
Патри сĕм вăрман ларать тĕлленсе.
Ак, Алапитĕн лĕпсĕркке йытти
Сасартăк сиксе хартлатма пуçлать.
Чăл-пар сирĕлет пуян ыйăхи.
Тăрать вăл хуллен, кантăкран пăхать:
Мăн пӳрт тавралли капмар хуралтсем
Шăпах-ха лараççĕ шулапсем йăтса.
«Вăрă кĕме çук-тăр шăтăк хушăксем», —
Алапит чунне ярать йăпатса.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...