Хĕн-хур айĕнче :: Пăлхавлă пуху
Хĕвел хăпарать... Хăлхаллă хĕвел.
Юпа пек тӳп-тӳр, çап-çут хăлхасем,
Кăваккăн-хĕрлĕн çиçсе, пĕрешкел
Курнаççĕ хура вăрман хыçĕнчен.
Вăрман варринчи çавра таса уй
Сив çил каснипе хытса тĕлĕрет.
Уй тăрăх çил май йăлтăркка хăрпу
Хĕвел çутипе йăлкăшса вĕçет.
Шăпăрт... Янрамасть хура вăрманта
Çурхи пек чечен кайăксен юрри:
Хура çăхан çеç тепле, кранклатса,
Уй урлă вĕçет — çак çеç мĕнпурри;
Е выçăхнă тил, мулкач йĕрлесе,
Вăрман хĕррипе шăвăнса юртать;
Кĕрĕт çийĕпе тип юр вĕçтерсе
Вĕсен йĕррине якатса лартать.
Кушлавăш ялĕ те, сивчир шăнтнă пек,
Ларать çӳçенсе, сывлать пăлханса.
Лутра пӳрчĕсем ял талккишĕпе
Тăраççĕ ирех тĕтĕм палкатса...
Хурал пӳртĕнчен виççĕр хăлаçра
Ларать тайăлса çĕмрĕк укăлча.
Çав укăлчари таса уçлăхра,
Çул икĕ енче тăрать ик шалча:
Вĕсен тăрринче этем пуçĕсем
Вăш-вăш вĕçтереççĕ çӳçне-сухалне.
Кусем — Алапит... сутник тенисем, —
Ялти куштансем пĕтнĕ каçхине!
Хăлхаллă хĕвел шăвать сисĕнми,
Çитет вăл часах сĕм хырлăх тĕлне;
Ун ылтăн çутин имшер пайăрки
Пĕр вăхăт кĕрет Текей пӳрт ăшне.
Малти кĕтесре, тĕк тӳшек çинче,
Пĕччен тăсăлса выртакан Пахом
Каçхи мухмăртан пуç ыратнипе
Каять вăранса, анаслать: — О-охом!..
Çитет!.. — тет те вăл сикет те тăрать.
Ак çак самантрах, Пахом тăнă чух,
Хуралçă хусах алăка шаккать:
— Кам унта?..
Xуралçă
Алтын... Сивĕ, тӳсме çук! —
Пахом час тăрса алăка уçать.
— Миçен хуралта?
Xуралçă
Сахал: виççĕн çех.
Вĕсем те ыйтаççĕ халех улшăнма...
Пахом
Ну, халь вăраннă... кала, кĕччĕрех.
Кăшкăрт рожокна, юрать пухăнма...
Хуралçă хусах, васкавлăн тухса,
Пуклак рожокпа мĕкĕрет виç хут.
Чĕнен çурăк сас каять янраса, —
Яла сăркатать вăл темиçе минут.
Нумай та иртмест, Текей кил-çуртне
Тулаççĕ пырса ялти хусахсем.
Пахом вĕсене калать шухăшне,
Калать — мăн пуху пухасси çинчен.
Сенкер инçетри вăрман хыçĕнчен
Имшеррĕн пăхать хĕрӳсĕр хĕвел...
Пахом хусканать... Хресчен хушшинче
Хăй ĕçне тума тупать вăл ăс-мел.
Пур чухăн ун май... Кăнтăрла çитсен
Пухать вăл ялти мĕнпур арçынна.
(Паллах, «ыр патша» ятне чĕртнĕрен
Курасшăн пурте çак паттăр çынна.)
Пахом пурмис мар, Пахом тиек мар, —
Чухлать вăл ĕç çыннĕн чунне çавăрма;
Пахом йăваш мар, — хĕрӳ те хаяр,
Анчах вăл çемçе хĕн-хурлă çынпа.
Ак халь те пухха пыран çынсене
Чыслать вăл, лăпкать:— Эй, тăван!—тесе.
Чĕнмесĕр тăран хăравçăсене
Вĕри сăмахпа ярать çĕклесе.
Вăл акă вăрăм, çамрăк хусаха
Илсе пыртарать такмакпа укçа.
Чĕлхи ун çапать хĕрӳ сăмаха,
Алли майĕпе такмака уçать.
— Ку вакă укçа... кĕмĕл-пăхăр... мул, —
Тет вăл, çынсене сăнаса пăхса.—
Анчах та унта терт, асап тем чул...
Вăл сирĕн тартан пулнă шăранса.
Текей, Алапит çак укçасене
Пуçтарнă сирĕн ĕнсе çийĕнче.
Ку — сирĕн укçа. Эп чухăнсене
Паратăп ăна... Ак, йышăн, хресчен!
Анчах та пĕлĕр: пуянсене мар!
Кам ĕçре пиçсе тар-шур юхтарать,
Апла пулин те пурăнать начар, —
Çак укçа йăлтах çавсене пулать...
Пахом пухури пур хресченсене
Чĕнет йĕркипе хăй патне пыма.
Ывçипе укçа вăл парать вĕсене,
Сĕнет — малалла туслăн пурăнма.
Пырас пек çынсем пухăнса çитсен
Пахом сак çине тăрать хăпарса:
Пуçлать вăл сăмах каçхи ĕç çинчен,
Калать вырăсла тĕплĕн çавăрса.
Пахом сăмахне пит ăнланмалла
Иваш куçарса калать чăвашла.
Каçхи пысăк ĕç çинчен пĕлтерсен,
Пахомка пуçлать хĕн пурнăç çинчен:
— Хресчен!.. Хура халăх!
Çунан эс, тӳсен...
Мĕскер саншăн лайăх?
Мĕне эс кĕтен?!
Çултан-çул хаяррăн
Хĕсеççĕ сана,
Инкек-хĕн усаллăн
Пусать кăкăрна...
Пурмисĕ-таекĕ
Тӳлевшĕн сĕвет,
Пур пурнăç сĕтекĕ
Вĕсемшĕн типет.
Таçти çĕр улпучĕ
Касать çĕршывна,
Нӳхреп куçлă пупĕ
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...