Çил-тăвăл :: Прес-конференци
Светлов Сергей Петрович, атом кăмакисен станцийĕн начальникĕ, СШАран килнĕ хăнасем валли прес-конференци уçрĕ. Хăнасем Утрав пурнăçĕпе, тĕрĕсрех каласан, станци ĕçĕпе интересленеççĕ. Пуринчен ытла хăнасен пуçлăхĕ, патвар пӳллĕ Чолон ятлă ученăй, нумай ыйту пачĕ. Пĕрре те тĕк тăма пĕлмест вăл. Сарлака çăварĕ йăл-йăл кулкаласах тăрать.
Прес-конференци икĕ сехете яхăн пычĕ. Мĕн-мĕн çинчен кăна ыйтса тĕпчемерĕç-ши хăнасем!
Юлашкинчен Чолон ятлă ученăйпа Светлов хушшинче çакăн пек калаçу пулса иртрĕ. Ыттисем ăна тимлĕн итлесе ларчĕç.
— СССР атомпа водород вăрçи хатĕрĕсене хирĕç тăрать, анчах атом вăйне вара алла çирĕпрех те çирĕпрех çавăрса илме тăрăшать. Сирĕн кунта, тĕрĕссипе каласан, вăрçă хатĕрĕсене чакарма мар, ӳстерме тăрăшаççĕ, — терĕ Чолон.
— СССР пĕр хула çине те атом бомби пăрахман-ха, — тавăрчĕ Светлов. — Термоядерлă вăрçă хатĕрĕсене пĕтерес тĕлĕшпе тунă договора та чи малтан эпир сĕнтĕмĕр...
— Каçарăр сăмахăра пӳлнĕшĕн, — терĕ Чолон. — Халăхсем термоядерлă вăрçă хатĕрĕсене хирĕç, вăл тĕрĕс, анчах эсир хăвăр мĕншĕн атом вăйĕпе аппаланатăр?
— Атом вăйĕпе эпир мирлĕ ĕçре усă куратпăр, — терĕ Светлов. — Пирвайхи атом станцине СССР тунă, атом пăр çĕмĕрене те Пăрлă океана чи малтан эпир кăлартăмăр, çавна та ан манăр.
— Атом кăмакисен станцийĕ ячĕпе эсир тĕнчери халăхсене кăна улталамастăр-ши? Сирĕн ĕмĕт водород вăйне ерипен салатса кăларасси мар-ши?
— Вăл пĕтĕм тĕнчери ученăйсен ĕмĕчĕ. Водород вăйне ерипен салатса кăларас меслете эпир темиçе çул маларах тупнă. Халĕ эпир водород вăйĕпе халăха усă кӳресшĕн.
— Пĕчĕк Утрава ăшăтса-и?
— Пĕр енчен, пуçласа янă ĕçшĕн çак Утрав пĕчĕк япала мар. Тепĕр енчен, эпир Арктикăн çак кĕтессинче урăхла климат тума тытăнтăмăр. Çурçĕрти пăрлă океанра пысăк улшăнусем пуласси инçе мар. Арктикăри çĕрсем пăр айĕнче. Эпир çав çĕрсене ăшăтса пурнăç парасшăн, çĕр айĕнче выртакан пуянлăха алла илесшĕн.
— Пăрлăхсем ирĕлнипе, шыв тулса материксене аяла тăвать-çке, — çаплах тĕпчет Чолон. — Пирĕн пичет тĕрĕс шавлать апла?
— Каçарăр, тархасшăн, — йăл кулчĕ Светлов, — эпир ирĕлтерекен пăрлăх пысăк мар. Тата — кирлĕ тĕлте пăрлăхсене ирĕлтеретпĕр, тепĕр тĕлте пăрлăх массине çавăн чухлех ӳстеретпĕр.
— Атом кăмаки мĕнле принциппа ĕçлет?
Водород бомби мĕнле принциппа саланса кайнине эсир лайăх пĕлетĕр ĕнтĕ, — тет Светлов. — Водородлă бомбă арканнă чухне пысăк температурă, темиçе миллион атмосферăллă пусăм саланать. Водород бомби сасартăк саланать пулсан, эпир ĕнтĕ тахçанах водород атомĕн ăшĕнче пытанса тăракан вăя ерипен кăларма вĕрентĕмĕр. Пĕр сăмахпа каласан, термоядерлă вăя алла илтĕмĕр.
— Плазмăна мĕнле установкăра тытса тăни çинчен тĕплĕнрех каласа параймăр-ши? — сăмах вăлтасшăн пулчĕ американец.
— Ун çинчен калама ир-ха, — тавăрчĕ Светлов.
— Питĕ кăмăллă калаçатăр эсир. Сирĕнпе тĕплĕнрех калаçма пĕр-пĕринпе тепĕр хут курнăçаймăпăр-ши?
— Ырă шухăшпа килекен хăнана кирек хăçан та кĕтсе илме хатĕр, — каллех йăл кулчĕ Светлов.
Çакăнпа прес-конференци пĕтрĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...