Çил-тăвăл :: Хăна
СШАран килнĕ ученăйсен ушкăнĕн пуçлăхĕ Чолон станци начальникĕ патне палăртнă вăхăтран çирĕм минут иртерех пычĕ. Светлов ĕçрен таврăнманччĕ-ха. Килте Вадим çеçчĕ. Вăл хăйĕн диссертацийĕпе ларатчĕ.
Чолон куçĕнче савăнăç хĕлхемĕ çиçрĕ те çавăнтах пытанчĕ.
— Чаплă инженер ывăлĕпе паллашма питĕ хавас, — терĕ вăл, Вадим аллине силлесе. — Пулас çăлтăр! — Каччă çине ăшă куçпа пăхрĕ. — О, çамрăк тус, акă сире асăнмалăх нумай пулмасть тухнă çĕнĕ кĕнеке. «Гренлаидири пăрлăх айĕнчи ту породисем». Сирĕншĕн усăллă пулĕ. — Варă вăл ним каласа ĕлкĕреймен Вадима хитре хуплашкаллă хулăн кĕнеке тыттарчĕ.
Вадим тав турĕ, американец автографне пăхрĕ. Çав вăхăтра хăйне ӳкерсе илнине сиссе те ĕлкĕреймерĕ.
Ученăй çаплах сӳпĕлтетрĕ, пӳлĕмре пӳске пек чупкаласа çӳрерĕ.
— Автоматлăскер, çĕнĕ маркă. — Вăл кăмăлсăрланма тытăннă Вадима пĕчĕк фотоаппарат тыттарчĕ. — Ӳкерекен япала çине тĕлле те кнопкине çеç пус. Ыттине пурне те хăй тăвать. Секречĕ пысăк мар. Тархасшăн. Акă мана ӳкерсе илĕр-ха.
Американец диван çине ларчĕ.
Вадим ытти çĕршыври ученăйсемпе халиччен калаçса курман. Вĕсемпе темле пулмалла? Анчах Чолон тархасланинче усал шухăш сисĕнмест, ученăй мăн кăмăллă марри çеç палăрать. Ана мĕншĕн пӳлĕмре ӳкерсе илес мар? Фотоаппарат епле ĕçленине те пĕлес килет унăн.
Çакăн хыççăн Чолон Вадима хăй çумне лартрĕ. Кĕçех иккĕш те сигарă туртса ячĕç. Пӳлĕме пуçа анратакан тутлă тĕтĕм сарăлчĕ.
Лайăх тумланнă Чолон (паян вăл урăх костюмпа) пĕрре хăй çине, тепре Вадим çине пăхса илчĕ.
— О, çамрăк тус, сире американецран уйăрса илме хĕн. Мĕнле фирмăран илетĕр костюм? — ыйтрĕ вăл.
— Ательере çĕлетрĕм. Пирĕн питĕ чаплă ăстасем пур, — тавăрчĕ Вадим.
— Утрав çинчех-и? — тĕлĕнчĕ ученăй.
— Утрав çинче те, пур тĕлте те. Пирĕн çынсем те лайăх тумланма юратаççĕ.
— О, çаплах пулĕ! Утрав çинче çын сахал марри палăрать, — терĕ американец. Хăй Вадим мĕн каласса чăтăмсăр кĕтрĕ. Ун шухăшĕпе, çамрăк каччă шикленмесĕр калаçма пултаракан çын пек. Анчах Вадим ним те шарламарĕ-ха.
— Пирĕн çамрăксем тумланма питĕ юратаççĕ, —
каллех хăйĕнне пуçларĕ американец. — Лайăх каччăсем костюмĕсене кунне темиçе хут улăштараççĕ. Модă çав тери хăвăрт улшăнса пырать. Унтан юлса пăх-ха. Хĕрсем ун пек çамрăксене каччă вырăнне те хумаççĕ.
Вадим тумланма юратать, анчах кунне темиçе костюм тăхăнаймасть вăл. Тепĕр тесен тата, апла тума кирлех те мар. Ку американец кулмасть-ши унран е хăйсен пурнăçне ытла илемлетсе кăтартасшăн мар-ши? Пăхăрха, эпир капитализмла патшалăхра сиртен ла-йăхрах пурăнатпăр, тенĕ пек.
— Сирĕн унта урăх ĕç те çук-тăр çав, — тĕксĕмленчĕ Вадим; хăй çав вăхăтрах ăшĕнче ӳкĕнсе те илчĕ: хăнине кӳрентермерĕ-ши?
Чолон Вадим сăмахĕсене хăлхине те чикмерĕ тейĕн, çаплах уççăн шăкăлтатса калаçать.
— О, пирĕн çамрăксем питĕ чечен тумланаççĕ, — терĕ вăл тепĕр хут. — Деловой çынсен яланах пурте пур. О, да! Сирĕн, çамрăк тус, мĕнле ученăй степенĕ? — ыйтрĕ Чолон.
— Диссертаци хатĕрлетĕп. Халлĕхе степень çук-ха.
— О, аван, аван! Эсĕ инженер-и?
— Инженер.
— О, аван, аван. Чаплă инженер ывăлĕ, тата чаплăрах пулас çын.
— Темĕн... Чапа тухма пысăк пĕлӳ кирлĕ.
— Сăпайлă çын эсĕ! — мухтарĕ американец Вадима. — Тĕрĕс, тĕрĕс, çамрăк тус, пысăк пĕлӳ кирлĕ. Анчах, нумай пĕлес тесен, çак Утрав çинче ан юл. Кунта ăмăрт кайăк çуначĕсене сарма вырăн тупас çук. Тепĕр енчен, кам пĕлет, пăрланнă çĕр ирĕлсен, çак Утрав океана шуса ан тухтăр. О, интереслĕ шухăш пырса кĕчĕ ман пуçа. Пирĕн патăрта сан пек инженер çак станци пекки уçса яма пултарать!
— Ман пек инженерсем мĕн пĕлеççĕ? Пысăк япала тума пысăк опыт, чикĕсĕр нумай ăсталăх кирлĕ! — терĕ Вадим.
— О, çамрăк тус, çамрăк тус, хăвна ху çӳле хуманни питĕ аван япала. Тепĕр енчен, чăн-чăн çамрăк çав эсĕ, — ассăн сывласа илчĕ американец. — Сан аллунта аçу секречĕ. Эсĕ пур, ача пек, уру çине тăп-тăп тăраймастăн.
Вадим шартах сикрĕ.
«Мĕн вăл, сăнать-и мана е чăнах та сутăн илесшĕн-ши? — шухăшларĕ вăл. — Вăт сарлака çăвар... Вĕреннĕ çын... Ученăй...»
Вăл ура çине тăчĕ, тути унăн чĕтре пуçларĕ, тарăхнипе сăмах та çавăрса калаймарĕ.
— Эпĕ шӳт туса, шӳт туса, çамрăк тус, — терĕ Чолон, çакна сиссе. — Совет çынни çамрăкранах паллă çав, çăл шывĕ ăçтан тухнине курмасть. Пирĕн...
Çак вăхăтра Светлов машини сасси илтĕнчĕ. Американец тата васкавлăрах калаçма пикенчĕ.
— Шӳт вырăнлă пулман пулсан, каçар, çамрăк тус. Пĕр ыйту, пĕчĕк сĕнӳ çеç: пирĕн пата хăнана пыр, диссертаци теми тĕлĕшпе калаçăпăр, канашсем парăпăр. Пирĕн ушкăнта пĕтĕм тĕнче пĕлекен çынсем пур.
Светлов кĕнине курсан, США ученăйĕ калаçма пăрахрĕ, хул пуççине сиктерсе илсе, хăпартланарах ларчĕ. Халĕ вăл палламалла мар улшăнчĕ, хăйне мăнаçлăн тытса, пуç тайрĕ.
— Каçарăр, господин инженер, вăхăтсăр килнĕшĕн. Çумăр пĕлĕчĕсем мăкăрланнине куртăм та васкарăм. Сирĕн кунта çанталăк халапри пек улшăнса тăрать. Васкани питĕ лайăх пулчĕ: çумăра лекмерĕм, чи хакли тата — сирĕн ывăлăрпа паллашрăмăр. Хисеплĕ çамрăк ученăй.
— Çумăр ӳккелени курăнмарĕ-ха, — терĕ Светлов.
— Çумăр çумасть-и? — чăнах та тĕлĕннĕ пек пулчĕ американец. — Апла питĕ лайăх, питĕ лайăх! Кунта хĕвел ахаль те курăнмасть...
— Пулĕ-ха хĕвел, курăнĕ, епле кăна пулĕ! —терĕ те Светлов, американеца ларма сĕнчĕ. Вадима шыв хĕррине хумсене сăнама кайма хушрĕ.
Хире-хирĕç ларнă çынсем малтан пĕр-пĕрин çине сăнаса пăхса илчĕç, унтан сăмах хăнасем епле вырнаçни çинчен пычĕ, каярахпа çанталăк çине, сывлăх çине куçрĕ.
Кăшт чарăнса тăнă хыççăн американец темскер каласшăнччĕ, аначах çав вăхăтрах Светлов патне вăрăм çын кĕчĕ. Кăмăллă сăн-питлĕ. Вăрах ларма хатĕрленне Чолон сасартăк кайма тăчĕ, ют çын килни ун визитне кĕскетнине палăртрĕ. Светлов ăна кайма чармарĕ, ăсатма тухрĕ, тулта темшĕн пайтах тытăнса тăчĕ. Каялла пӳлĕмне таврăнсан, диван çине йывăррăн лашлатса ларчĕ, хăвăрт-хăвăрт сывла пуçларĕ.
— Ирсĕрскер, сутăн илесшĕн! — такама юнарĕ вăл, сывлăшне çавăрса янă хыççăн.
— Мĕн эсир, Сергей Петрович? — ăнланмарĕ вăрăм çын; те хăйне айăплаççĕ тесе, ура çине тăчĕ.
— Ларăр, Валентин Владимирович. Ăста биолог ху, çапах ăнланмастăн. СШАна чĕнет мана. Вăл вăрттăн калаçмалли сăлтавпа килнĕ, çавăнпа васкарĕ, мана хăйне ăсатма ертсе тухрĕ.
— Ун çинчен сăмах тапратас пулать. Халех, вăраха ямасăр! Ан тив, пĕтĕм тĕнче пĕлтĕр! — хĕрсе кайрĕ биолог.
— Мĕнле калаçмаллине пĕлет вăл! Куçа-куçăн тăрса çеç, çын умĕнче мар: итлекенсем ан пулччăр! Ун хыççăн сăмах тапрат-ха. Вăл элеклесе панипе хуçисем шав тапратаççех! Çапла, — ассăн сывласа ячĕ Светлов, — хăйсен йăлине ниепле те пăрахмаççĕ вĕсем.
— Итле-ха, Сергей Петрович, ученăй мар пулĕ вăл çапла хăтланать пулсан, а?
— Хăйсен правительстви вăл ученăйсен ушкăнĕн пуçлăхĕ иккенне ĕнентерекен хут панă.
— Пĕлме çук, ученăйсен хушшинче те ун пеккисем пулаççĕ-тĕр çав, — ĕненнĕ-ĕненмен каларĕ биолог.
— Мĕнле çынсене яраççĕ! — тарăхса каларĕ Светлов.
— Ну, юрĕ, сур та пăрах ун çине... Анчах биологăн шухăшĕ çавăнтах улшăнчĕ:—Çук, çук, хамăрăннисене пĕлтер, ан тив, сăначчăр.
— Кирлĕ те пулĕ.
— Итле-ха, Сергей Петрович, ман интереслĕ хыпарсем пур, — терĕ биолог. — Тĕлĕнтерет радиоактивлă изотоп. Вăл кăтартнă тăрăх, кунта тăхăр пин çул маларах питĕ сивĕ климат пулнă, ун хыççăн вара хальхи климат пуçланса кайнă. Климат сивĕ чухне кунта нимĕнле чĕрчун та пулман...
— Çĕр кăмрăкĕ вара ăçтан пулса тăнă?
— Вăл питĕ авал пулса юлнăскер. Çивĕ климатпа ăшă климат тапхăрĕсем кунта пĕрин хыççăн тепри пула-пула иртнĕ, — терĕ биолог.
— Иртнĕ япала иртнĕ пултăр, ун çинчен пушă вăхăтра калаçăпăр. Халĕ мĕн тума шухăшлатăр вара эсир, биологсем?
— Эпир кунта тем те илсе килнĕ: Каспи тинĕсĕнчен лотос, Цейлонран пальмă, Африкăран баобаб, хамăр тулă вăрлăхне, Крымран иçĕм çырли, вăрман улми тата ыттине те. Пирĕн шухăшпа, вĕсем Утрав çинче лайăх ĕрчемелле пек туйăнать. Тахçан авал çак енчи çĕршывра тĕрлĕ йывăç-курăк ӳснĕ. Хăвах каларăн, çĕр кăмрăкĕ çук япаларан пулман ĕнтĕ. Тата темскерле кăмпа шăркисене тупрăмăр, чĕртсе ярасса шанатпăр. Утрав çинче вăйлă кăмпаллă вырăнсем пулнă. Сăра чӳлмекĕ пысăкăш чулланнă кăмпа тĕл пулчĕ. Çавăн шăрки пулсан... Çавна чĕртсен...
— Чулланнă кăмпана-и? Култаратăн, Валентин Владимирович. Историксем апла мумисене чĕртĕç, ха-ха-ха! — кулса ячĕ Светлов.
— Чулланнă кăмпана мар, ун шăнса ларнă çĕр айенче сыхланса юлнă шăркине!
— Апла пулсан... Ăнăçлăх сунатăп.
— Часах полярти çу вăхăчĕ çывхарать, унччен çур аки ĕçне туса пĕтересчĕ. Пысăк программă пачĕç.
— Лешсем ыйтаççĕ пулĕ? — пăхрĕ биолог çине Светлов.
— Çапла, пĕрремĕш экспедици хатĕр, теççĕ. Эпир кăшт тытса тăратпăр, тесе пĕлтерчĕç Мускавран.
— Хатĕр, хатĕр, — çирĕплетрĕ Светлов.
— Ăçта каймаллине пĕлтермерĕ-и?
— Уйăх çине. Ун хыçĕнчен эпир... Микроклимат тума вĕренсе çитсен...
Çиçĕм çиçрĕ. Аслати кĕрлесе илчĕ. Çумăр çывхарать. Часах вара çав тери вăйлă çил-тăвăл килсе çапрĕ. Тĕттĕмленчĕ. Икĕ ученăй, чӳрече умне пырса, пĕлĕт выляннине сăнаççĕ, Хумханакан йывăр пĕлĕт, Утрав çине шывланса анса, пĕтĕмпех хупласа хурас пек туйăнать. Тата çавра çил пĕлĕчĕ çывăхарать. Ăна сирсе ямалла.
Биологпа инженер пӳлĕмрен тухрĕç.
Çил ахăрать. Шултра çумăр çитрĕ, витререн тăкнă пек çăвать, куçа уçма çук. Çавра çил юписем çухалчĕç. Тинĕс асар-писер айкашать. Кăпăклă хумсем, çырана пырса çапса, çӳлелле сирпĕнсе сикеççĕ. Шыв, шыв, пур енче те шыв. Светловпа биолог, пĕр-пĕрне алăран тытса, тинĕс хĕрринелле утаççĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...