Çил-тăвăл :: Дискусси
Светлов Сергей Петрович Уйăх çинчен таврăнчĕ. Юлашки çулсенче туса пынă ĕçĕсем çинчен телевиденипе тухса каларĕ. Утрав тата Уйăх çинче ĕçлени космоса çĕнсе илес ĕçшĕн питĕ паха пулчĕ. Климат улăштармалли опыт пур, çиме юрăхлă хăвăрт ӳсекен кăмпа ĕрчетме вĕреннĕ, тухăçне талăкра вун ултă хут ӳстерекен, сывлăша тасатакан хлореллă ятлă пĕр клеткăллă водоросль сĕткенне усăллă япаласемпе пуянлатнă, вак чĕрчунсемпе пулăсем ĕрчетмелли аквариум тума пултараççĕ. Пуринчен ытла— йывăр ядроллă элемент тупнă. Çав япала ракетă техникине çĕклерĕ: вăл космос карапне тăвакан метала халиччен курман тĕреклĕх парать, метеорлă тусансене парăнтармасть.
МГУ пысăк залĕнче дискусси пуçланчĕ. Уçаканĕ— академик. Президиум сĕтелĕ хушшинче ученăйсем, космонавтсем, инженерсем. Залра пĕр пушă вырăн çук. Шăп. Шурала пуçланă çӳçлĕ академик сăмах пуçларĕ.
— Хаклă юлташсем! — терĕ вăл, залра ларакан çынсем çине пăхса илсе. — Нумаях пулмасть, эпир ас тăвассах, Совет Союзĕ космос ĕмĕрне пуçласа ячĕ. — Академик пирвайхи спутникрен тытăнса Уйăхпа Çĕр хушшинче çӳрекен ракетăсем таранах асăнчĕ, унтан çапла каларĕ: — Çынсем Марс çине çитессине, каялла таврăнассине пурте ĕненеççĕ, наукăпа техникă юлашки вăхăтра тĕлĕнмелле çитĕнӳсем турĕç. Пĕр ыйту: мĕн кĕтет çынсене çав планетă çинче (çавна пĕлсе хатĕрленмелле-çке), чĕрчунсем пур-и унта, пур пулсан — мĕскерле чĕрчун? Икĕ тĕрлĕ пăхаççĕ çак ыйту çине. Пĕрисем: Марс çинче чĕрчунсем пур, теççĕ, теприсем: çук, теççĕ. Паян икĕ енчен те тухса калакансем пур. Пирвайхи сăмаха Иван Степанович Неверов профессора паратпăр.
Трибунă çине вăтам çулсенчен иртнĕ профессор хăпарчĕ. Пысăк куçлăхне васкамасăр сăмса тутăрĕпе шăлса тасатрĕ, тăхăнчĕ, папкине уçрĕ, унтан сăмахне пуçларĕ. Ун вуласа панă докладри тезиссем çакăн пек.
1. Çĕр çинче чĕрчунсем пулса кайнă чухне виçĕ тапхăр иртнĕ. Малтан ансат çыхăнусем пулнă: углеводородсем, цианидсем тата кислородлă, азотлă, фосфорлă çыхăнусем.
Иккĕмĕш тапхăрта çак çыхăнусенчен шывра пурнăç пуçласа яракан лĕкĕ пулса çитнĕ. Виççĕмĕш тапхăрта çав çыхăнусенче йышлă молекулă япалисем пулса кайнă. Çавсенчен чĕрĕ чунсем пуçланнă.
2. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш тапхăр Марс çинче те пулма тивĕçлĕ, виççĕмĕш тапхăр унта пуçланман, мĕншĕн тесен кирлĕ условисем пулман.
3. Мĕн кĕтет Марс çинче çынсене?
Паллă, пушă хирсем. Чĕрчун унта çук, йывăç-курăк пулассине те шанмастăп, çыншăн хăрушлăх пур — пурăнма условисем çукки тата эпир пĕлмен микробсем.
Хаклă металсем тупăнĕç, анчах вĕсен усси пулĕ-ши? Çĕр çине илсе килме хăйсенчен те хаклăрах ларать. Тен, алмазсем турттармалла? Темĕн... Çĕр çинче халĕ хаклă чулсене заводсенче шăратаççĕ. Апла пулсан, кӳршĕри планетă çине мĕн тума каймалла? Пĕлӳшĕн, наукă хушнипе!
Неверов хул пуççисене сиктеркелерĕ, пуçне чалăштарса, иккĕленӳ çуккине палăртрĕ те хучĕсене папки ăшне пухрĕ, председатель çине, залра ларакансем çине мăн кăмăллăн пăхса илсе, хăй вырăнне кайса ларчĕ.
Трибунă çине лутра çын тухрĕ. Уçă кăмăллă вăл. Хура куçĕ йăлтăртатса кăна тăрать хăйĕн. Аллинче пĕр хут татăкĕ те çук. Залра шавла пуçларĕç. Пĕр кĕтесре алă çупни илтĕнчĕ. Председатель шăнкăрав тӳми çине пусрĕ, шăпланасса кĕтрĕ, унтан лутри çине пăхса, пуçлама паллă пачĕ.
Профессор Эрри доклачĕн тĕп шухăшĕсем çакăн пек.
Марспа Çĕр пĕр çемьерен. Вĕсен иккĕшин те авал пурнăçĕсем пĕр евĕрлĕ пулнă. Марсăн, Çĕрĕнни пекех, радиоактивлă япаласем вăйлă тăнă вăхăтра вулкансем пĕрĕхнĕ, газсем, пăссем тухнă. Пăслă, углекислăй газлă атмосферă хĕвел ăшшине хăй витĕр планетă çине çитернĕ, тепĕр енчен, çав ăшша каялла тартман, атмосферă температурине ӳстернĕ.
Пĕр иккĕленмесĕр калама юрать: тахçан авал Марс çинче нӳрĕ те ăшă климат тăнă. Темиçе çĕр миллион çул маларах çав условире пурнăç пуçланса кайнă. Нумай вăхăт иртсен, пурнăç условийĕсем улшăннă вăхăтра, чĕрĕ чун биологи законĕ тăрăх климата хăнăхса пынă, пĕтмен вăл, улшăнса пынă кăна.
Марс çинче, Çĕрĕнни пек, çӳллĕ ту хырçисем палăрмаççĕ, ун пичĕ тикĕс тесен те пырать. Çакă вăл авал атмосферăпа шыв ĕçленине кăтартать: пĕр типĕ çилсем вĕрнипе çеç çӳллĕ сăрт-тусем çийĕнсе пĕтмеççех ĕнтĕ...
Çав вăхăтра Неверов профессор чăтаймарĕ, сăмах тĕртсе хучĕ:
— Мĕншĕн Марс каналĕсенче температурă ытти çĕртинчен 10—15 градус ăшăрах тăрать? Йывăç-курăк хăйсен çулçисем витĕр шыв пăслантарса сивĕннине ачасем те пĕлеççĕ. Унта йывăç-курăк ӳсет пулсан, температурă хăпармалла мар! — Хăй те кулса, те йĕрĕнсе,
çăварне кăшт чалăштарса илчĕ. — Мĕн калăн çакна хирĕç? Нимĕн те калаймăн! — Неверов залра ларакансемçине пăхса илчĕ.
Эрри такăнмарĕ, шухăшласа тăмасăрах, питĕ çивĕч каласа хучĕ:
— Шкулта ĕçленĕ чух мана ачасем те çавăн пек ыйтусем паркалатчĕç...
— Педагог! — илтĕнчĕ Неверов сасси.
— Циолковский те...
— Пĕлетпĕр! — кăшкăрчĕç залран дискуссие итлеме пынă студентсем.
Председатель татах шăнкăртаттарчĕ, шавлакансене намăслантарса пусарчĕ. Çынсем лăпланнă хыççăн, Эрри, ним пулман пек, пĕр пăлханмасăр малалла каларĕ:
— Хисеплĕ Иван Степанович тапратнă ыйтăва репликăсăрах манса хăварас çукчĕ. Мексикăри пушă хирте ӳсекен кактуссем шывне сывлăша тартмаççĕ, хăйсен температури 65 градуса çитет пулсан та. Альпăра ӳсекен сольдереллă юра хăй ăшшипе ирĕлтерсе шăтса тухать. Çĕр çинче таврари сывлăшран ăшăрах температурăллă курăк тавраш сахал мар. Марс йывăç-курăкĕ çапла хăнăхнă пулсан вара? Тĕлĕнмелли ним те çук! Пирĕн чаплă астроном Гаврил Андреевич Тихов, астробиологи наукине пуçласа янăскер, çапла калать: «Сивĕ чухне йывăç-курăк сывлăша хăй ăшшине парать, хăй йĕри-тавра ăшăрах атмосферă туса хурать, çуркунне хăйне хупланă юра ирĕлтерет те ирĕке персе тухать». Марс тинĕсĕсем, каналĕсем ăшăраххи унта йывăç-курăк ӳснине кăтартать. Тихов идейисем пĕтĕм тĕнчере çĕнтерчĕç. Астробиологи кăтартнă тăрăх, Марс çинче, условисем йывăр пулсан та, органикăллă пурнăç пурах...
— Епле пурăнаççĕ вĕсем унта? — ыйтрĕ Неверовпа юнашар пăшăлтатса лараканни. — Йăвăç-курăка кислород кирлĕ-çке. Наукă кăтартнă тăрăх, унта çав газ питĕ сахал!
— Профессор Эрри халех Марс çинче çынсем пурăнаççĕ тесе халап яма пуçлать! — пурте илтмелле каларĕ профессор Неверов, мăн кăмăллăн пăхса.
— Залра ларакансем татах хумханса кайрĕç, креслăсем чакăртатрĕç, кӳршĕ кӳршĕпе тавлашать, шавлани анчах илтĕнет. Уйрăм сăмахсем кăна палăркалаççĕ:
— Ан пӳл, Иван Степанович!
— Ан парăн, Неверов юлташ!
— Марс çинчен тавлашу тахçантанпах пырать, тĕрĕссине кайса курнă çынсем кăна калĕç.
Эррк васкамарĕ, председатель ларакансене лăплантарасса чăтăмлăн кĕтсе илчĕ, унтан татăклă, çирĕп ĕненсе, çапла каларĕ:
— Çын пуррипе çукки çинчен каярахпа, коллегă, каярахпа. Паллă ĕнтĕ унта çын çукки. Çĕр çинчен экспедици яман-ха.
— Залра кулкаласа илчĕç. — Марсиансем пурах, — илтмĕш пулса тăсрĕ Эрри. — Татах калатăп, ун çинчен каярахпа. Кислород çинчен ыйтаççĕ. Кирлĕ ыйту, ним те калас çук. К-и-с-л-о-р-о-д Марс çинче пурах! — аллипе трибунăна çапрĕ Эрри. — Углекислăй газ кӳрши— кислород. Радиоастрономи пĕлтернĕ тăрăх, космосра гидроксил тупнă, вăл шыв саланнинчен пулакан япала. Шывпа кислород юлташĕ гидроксил.
Тепĕр тесен тата, кислород ан пултăр, тейĕпĕр. Пурнăçа чарма пултараять-ши çав сăлтав? Марс чĕрчунĕсем углекислăй газа ăшне илсе кислородне кăларсан? Мĕншĕн ăна ĕненмелле мар? Хамăр эпир сывлăшри кислорода илсе сывлатпăр пулсан, ытти планетăсенче те çаплах пулмалла-и вара? Çук, пурнăç тени вăл условисенчен килет, условисемпе килĕштерет.
Тата ак çакна илер. Чĕрчун ăшĕнче кӳкĕрт кислоти пур. Марс чĕрчунĕсем Çĕр çинчи электричествăллă угорьпа электричествăллă скат евĕрлĕ пулсан? Кӳкĕрт кислотинчен электричествăпа кислород мĕнле кăларнине шкул ачи те лайăх пĕлет, — терĕ Эрри, Неверов ен-нелле пăхса. Леш йăшăлтатса илчĕ. Эрри малалла каларĕ: — Мĕншĕн пурнăçа çĕр атмосфери кăна упраса тăрать теме пултаратпăр? Тĕрĕс мар. Марс çинче пурнăç пурах. Унта ăслă чĕрчунсем те...
— Эсĕ калани наукăпа килĕшмест, Эрри! — пӳлчĕ Неверов майли.
Залри хумханса кайнă çынсем кĕрленине Эррин микрофонти сасси çĕнтерчĕ:
— Эпир пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ: Марс каналĕсен сарлакăшĕ 20—40 километра яхăн. Шыв сапса тăрсан анчах йывăç-курăк йышăнса тăракан вырăн çавăн пек сарăлма пултарать. Тата çакна ас туса илĕр. 1946—1948 çулсенче Франци астрономĕ Дольфус унта çипçинçе геометриллĕ тĕрĕс йĕрсем тупнă. Уйăх обсерваторийĕ ăна çирĕплетрĕ. Кусем вĕсем çырма-çатра теекенсем пулĕç. Анчах вĕсем çав тери тӳрĕ юхмаççĕ-çке. Çапла шухăшлани тĕрĕс пулмалла. Марс çине каякан
çынсен ют планетăри чĕрчунсемпе тĕл пулма хатĕрленмелле. Чăн-чăнах ăслă чĕрчунсем пулсан? Мĕнле йышăнĕç вĕсем çынсене? Эпир коммунистсем, марсиансене сиен тăвас çук, пулăшмалла кăна вĕсене. Капитализмлă патшалăхсем мĕн тăвĕç? Çĕр çинче колониализм пĕтсе ларнине кура, Марса çавăрса илмĕ хатĕр вĕсем. Америкă материкне ĕлĕк çавăрса илнĕ вăхăтри пек ан пултăр.
Кам евĕрлĕ-ши марсиансем? Çын пек-ши е урăхла сăн-питлĕ-ши? Алексей Толстойăн Аэлити кĕтмест-ши пире? Пĕр япала пурсăмăршăн та паллă: çын евĕрлĕ чĕрчун çеç ăслă пулма пултарать, тесе калаймастпăр эпир. Аслă чĕрчун тĕрлĕ сăн-питлĕ, кĕлеткеллĕ пулма пултарать.
Эрри хăйĕн докладне хитре ӳкерчĕкпе вĕçлерĕ:
— Пин çул иртĕ. Марспа Венерă çыншăн юрăхлă пулса тăрĕç. Уйăх, Меркурий, Плутон çинче тата Сатурн, Уран, Нептун спутникĕсем çинче наукă станцийĕсем пулĕç. Хĕвел системине пĕлсе çитсе унпа усă курасси çавăнпа пĕтĕ-ши? «Çук! — тенĕ К. Э. Циолковский. — Çын массă тата атмосферă пур планетăсем çинче çеç мар, хăй туса янă сооруженисем, астероидсем çинче те çуртсем лартма, вăрман, тыр-пул ӳстерме, кӳлĕсем тума пултарĕ...» Çын вăйĕшĕн космосра чару пулмĕ!
Эррие хут çине çырса ыйтусем пачĕç. Профессор вĕсене тивĕçлĕн хуравларĕ.
— Ыйту: Уйăх çинчи обсерватори телескопĕпе Марс мĕн пысăкăш курăнать? Пурте пĕлетĕр, чи пысăк телескоппа пиртен 100 миллион километрта тăракан Марс вунă пуслăх укçа пек çеç курăнать. Уйăх çинчен те вăл çавăн пекех курăнать, анчах унта сывлăш çук,
çавăнпа планетă пичĕ çав тери таса палăрать. Çĕр çинчен атмосферă витĕр космоса пăхни таса мар чӳрече кĕленчи витĕр тавралăха пăхнă пек çеç.
Тепĕр ыйту: Мĕншĕн Марс каналĕсем çуркунне полюс енчен тĕс илсе пыраççĕ? Çĕр çинче çуркунне экватортан полюс еннелле пырать-çке? Марс каналĕсем йывăç-курăк ӳсекен лаптăксем пулсан, мĕншĕн вĕсем полюс енчен ешерме тытăнаççĕ? Тĕрĕс. Марс çинче çавăн пек тĕлĕнтерекен япаласем пур. Ман шухăшпа, вăл унта ăслă чĕрчунсем пурăннине кăтартать. Мĕншĕн çапла тăваççĕ вĕсем — çитнĕ çынсем хăйсенчен ыйтса пĕлĕç.
Виççĕмĕш ыйту: Юлашки вăхăтра автоматлă станцисем Марс çинче кратерсем йышлă пулнине палăртрĕç. Кратерсене метеоритсем тунă пулсан, паллă ĕнтĕ, Марс хăйĕн ĕмĕрĕ хушинче сайра атмосферăпа пурăнни курăнать. Питĕ сивĕ те типĕ климатлă планетă, сайра атмосферăллă пулнипе космосран килекен радиацине тытса чарайманскер, органикăллă пурнăçа пуçласа ярайнă-ши?
Каласа пама тăрăшăп. Марс çинче кратерсем Уйăх çинчи пекех йышлă мар. Марс астероидсен çулĕпе юнашарах çӳрет. Паллă ĕнтĕ, ун çине метеорсем сахал ӳкмен, анчах, автоматлă станцисем кăтартнă тăрăх, юлашки вăхăтри планетă пичĕ çавăнти пурнăç тĕрекленсе çитсен çеç пулса тăни курăнать. Кратерсем каярах пулса тăнă япаласем.
Эррине трибунă çинчен хĕрӳллĕн алă çупса ăсатрĕç.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...