Хĕн-хур айĕнче :: Хуптĕрлӳ
Çурхи вут хĕвел сăнне хĕретсе
Хăпарчĕ çумри вăрман хыçĕнчен,
Тачка пĕлĕтсем кахаллăн ишсе
Шăваççĕ сайран çут кăнтăр енчен.
Çĕрпӳрт çыннисем пурте хатĕрех:
Мĕн кирлĕ — ăна тиенĕ йăлтах.
Ак кĕç-вĕç, ак халь хусканас пекех, —
Хăшсем лав çине ларнă майлансах;
Сасартăк хыçра, кив сукмак çинче,
Çатрак-хăрăка — çатăрт! тем çĕмрет.
Кĕç тӳп-тӳп! сассем. «Ак пĕтрĕ тĕнче!..»
Шăпах таркăнсем, — пĕри те сикмест.
Унччен те пулмасть, чĕтренчĕ вĕтлем1.
Ак тухрĕ... мĕн ку?! Янккас кăвак луç2!
Вун-вуник йӳпшерлĕ мăн мăйракисем
Пыраççĕ выртса. Чупать каçăр пуç...
Ак ун хыççăнах, çил пек, кустарса
Тухать юланут — Ивашка хусах.
— Часрах тармалла! Килеççĕ хуса...
Хĕмлерĕç, ай-вай! — тет вăл кăшкăрсах...
Лавруш
Ăçта ыттисем?..
Ивашка
Хура вар тăрăх вĕçтерчĕç вĕсем...
Хăрушă иккен салтак пулисем —
Йĕрсе, шăхăрса хăваççĕ хыçран...
Эх, ырă вăрман, хӳтлерĕн аван!..
Çакна илтсенех, тиенĕ лавсем
Кĕшĕл! хускалаççĕ вăрман çулĕпе;
Чакка — çемйипех... Шикленнĕ çынсем
Пыраççĕ пăхсах хăйсен хыçнелле.
Сĕм хырлăх, хырлăх... Ак ĕшне хĕрри...
Пыраççĕ лавсем хăвăрт кустарса.
Ак çак самантрах ушкăнтан пĕри:
— Хăваççĕ! — тесе ярать кăшкăрса.
Пăхаççĕ пурте часрах хыçалла,
Кураççĕ: чăн та, çил пек вĕçтсрсе,
Пĕр ушкăн салтак юланутпала
Килет инçетрен çĕр çĕмĕрттерсе.
— Пăрахăр лавсе... вĕçер утланса! —
Васкатрĕ Лавруш. Пĕччен таркăнсем,
Кашни, хăй лавне вăр-вар тăварса,
Утланчĕç харăс, — ак ирĕк вĕсем!
Вĕçер, ну! — теет Лавруш кăшкăрса,
Сиктерчĕç пурте хунав хушшипе.
Лавруш теп! Лавруш!.. — тесе
çуйхăрса,
Юлать ак Чакка ачи-пăчипе.
Кунта Ятарин та чăтса тăраймасть,
Çумри вăрмана кушак пек чăмать.
Тăмарĕ Чакка та тĕнсе, пӳлĕнсех, —
Çăласшăн çапах вăл хăйĕн çемйине,
Ак вăл хыпăнса, çул-йĕр-мĕнсĕрех,
Чăмать лавĕпе хырлăх хушшине.
Нумай та кайман — лавĕ хирĕнет:
Унта та кунта — кăмăр3, çатрака, —
Лаши пĕр каска çине тĕрĕнет.
— Тĕп пултăр ку лав!.. Чуп, Тайпи, васка!
Тарар çуранах... ан юлăр манран...
Тавай ачана!..— теейчĕ Чакка.
Пĕчĕк Илюша хăй алне тытсан,
Чăмать хайхискер хунав чăтлăха.
Чупать вăл, чупать маттур луçăлла,
Хунав-чăтлăха сирсе ик енне,
Çатрак туратсем вăльт-вальт каялла
Çапса илеççĕ хыçри Тайпине.
Çур çухрăм яхăн чупса пăшăхсан,
Шуйханнă кил-йыш канма ак ларать.
Йĕри-таврари ват хырлăх вăрман
Каш-каш кашласа темскер канашлать.
— Ах ку, ăш хыппи, мĕн пулĕ капла?
Пăхăр-ха йĕрре — паллах, курăнать!
Тин шăтнă курăк çемçе-çке ытла, —
Ура тивсенех тĕшĕрĕлсе анать.
Капла йĕр тăрăх тупĕç йĕрлесе!
Чим-ха, пăртак çеç итлесе ларар, —
Шикленчĕ Чакка... Ак шăллĕ çитсе —
Лараççĕ канса пурте юнашар.
Канать, канашлать хĕн-хурлă çемье
Каш-каш кашлакан ват хыр айĕнче.
Шачăрт! тăвайса турат хуçăлать.
Унтах, инçе мар, хыçри йĕр çинче
Пĕр-ик хут мăр-мăр! сас мăкăртатать.
— Йĕрлеççĕ, пичче!.. — терĕ Ятарин.
— Шыраççĕ... çавсем... тарар! — тет
Чакка.
Сехри хăпнипе — вăй та çук Тайпин.
Тăраççĕ вĕсем — тапратрĕç чупма.
Сто-о-й!.. — кăшкăраççĕ хаяр сасăсем.
Çавах та Чакка, ачине йăтса,
Хырсем хушшипе тапса сирпĕнет.
Ах, Чакка!.. — йĕрет Тайпи йынăшса.
Ак вăл чупаймасть — ӳкет кĕç, ӳкет.
Тайпи евĕрлех йăшнă Ятарин,
Сехри хăпнипе, хăйне хăй пĕлмест.
Шăнăрлă Чакка — тытаймĕç-çке тин! —
Пăлан евĕрлех сиксе ĕрхĕнет.
— Стой! та стой! — теççĕ каллех сасăсем.
Ак пăшал сасси: пăнн! пан! янăрать.
Ши! ши-и! шăхăраççĕ тăхлан пульăсем.
Çут сывлăш чĕтрет, вăрман йынăшать...
«Мĕн пулĕ капла?!» — çӳçенет Чакка,
Ларать вăл часрах пĕр каска çине.
Пăхать каялла — никам çук унта!
«Эх, турă, лекрĕç лешсен аллине!..»
Вут пек пĕçерет Чакка шăм-шакки,
Çан-çурăм çине вĕри тар тапать...
Шари те шари! макăрать ачи,
Часрах вăл ачин çăварне хуплать.
«Капла юрамасть... хамăн парăнас...
Пĕтес-тĕк пĕтес — çемьепе пĕрле...»
Хĕрӳ шухăшсем, çиçĕм пек, пит час
Иртеççĕ çиçсе Чакка пуçĕнче.
Ак тăчĕ, итлет: «Ăçта-ха кусем?!»
Вун утăм утать калла итлесе.
— Стой!!! — тесе ячĕç тискер сасасем.
Умри вак хунав каять чĕтренсе.
Тăп! тăчĕ Чакка, пăхать сас енне:
Хунав хушшинчен пăшал кăнтарса
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...