Хĕн-хур айĕнче :: Салтаксен тискерлĕхĕ
Апшур каманти килни тăват кун.
Хĕрсех вăл шырать Пахом ушкăнне.
Ку хушă ялта çук пĕр лăпкă чун, —
Кĕтеççĕ пурте усал ĕçсене.
Кушлавăш ларать пăта çинчи пек,
Кĕтет вăл отряд калла пырасса.
Нумайăшĕ тарнă кил-йышĕсемпех.,
Пуян тавраш çеç юлнă лăпланса.
Хăш пуянсем те паян ирпеле
Килне питĕрсе, мулне тиесех
Вĕçтернĕ таçта — Хумпуç еннелле.
Çтенкке, Митрахван та тарнă çемйипех.
Апшур каманти каллех çитесрен
Хăраççĕ вĕсем темрен те ытла:
Хальччен чăваша курман салтаксем
Кулни, çаратни — чăтма çук яла!
Шăп кăнтăр тĕлĕш. Уяр та вĕри.
Кас-кас çил анчах уçать сывлăша.
Вил çын пек — тапмасть Кушлавăш чĕри;
Путать вăл йăлтах салху шухăша.
Ĕç çи пек, шăпах урам хушшинче.
Сайра çеç чăх-чĕп е йытă чупать.
Ак çак вăхăтра Текей умĕнче
Ик-виçĕ арçын тăни курăнать:
Текей — хăй, Итрен, Хура Яратав
Тăраççĕ унта тем канашласа.
Вĕсем те кичем. Çук нимле йăслав.
Автан авăтни çех тăрать янраса.
Иртет ак самант. Сасартăк уйра,
Вăрман еннелле, лăркать йыт сасси.
Нумай та иртмест унтах, Тукасра,
Шăлтăр-р-р! илтĕнет урапа кусси.
— Çитеççĕ пулас?!. Çавсем!.. Салтаксем!..
Мĕнле хăналас?! — хумханать Текей.
Ак пурте сасса хускалчĕç вĕсем, —
Пурин те чĕри чĕтрет те сикет!
Яла çитсе кĕчĕ вĕçе-вĕçĕн лав.
Кашни лав çинче ик-виçĕ салтак.
Пуçланчĕ кĕçех шăв-шавлă йăслав;
Ял мар, вăрман та янрарĕ хытах.
Анканă, выçă, лӳппер салтаксем
Кашни кил енне чупаççĕ юртса:
Лутра та чухăн вĕрлĕк хапхасем
Лăчăр та лачăр ӳкеç тайăлса.
Ум-хыçлăн пыран лавсем, лашасем
Капланчĕç çитсе хурал пӳрт умне.
Ĕшеннĕ вирьял чăваш лавçăсем
Имшеррĕн пăхаççĕ пĕр-пĕрин çине.
Малти лаз çинчен сикет офицер.
Çĕклет вăл алла: — А ну-ка, сигнал!..
— Тӳ-тӳ! тӳ-тӳ! тӳ-тӳ!..
— Тӳ-тӳ-тӳ! тӳӳӳ-тӳ-тӳ!..
Янрать йĕс труба. Йĕрет пушă ял.
Ку вичкĕн янрав çӳçенчĕк, тискер.
— Тӳ-тӳ! тӳ-тӳ! тӳ-тӳ!..
— Тӳ-тӳ-тӳ! тӳӳӳ-тӳ-тӳ!..
— Тӳ-тӳ-тӳ!!!
Нумай та иртмест... ик-виçĕ самант, —
Йăлтах пухăнать арканнă отряд.
Çырма хĕрринчи пуш пура хыçне
Хăюлăх пухма тăнă виçĕ тус
Хускалнăччĕ çеç салтаксем енне:
— Çук, Текей пичче, пымастăп, хуть пус!
Хăрап, ырра мар, — терĕ Яратав.
Текей шăртланать, вăрçса пăрахать:
— Патши хамăршăн салтак янă ав...
Юрать-и тарма?.. Кам ырă тăвать?! —
Тесе ӳкĕтлет хумханнă Текей.
Анчах Яратав чунĕ çемçеккей —
Никам ӳкĕтне тăмасть тăнласа,
Çырма тĕппеле шăвать тăвалла.
Итрен те хăрать. Çапах та хытса,
Текей хӳттипе утать малалла.
Хурал пӳрт умĕ. Сип-симĕс çерем.
Ват чăрăш кашлать çерем варринче.
Унтах — ĕшеннĕ утсем, лавçăсем;
Пĕр ушкăн салтак — лавсем умĕнче.
Тин çеç пухăннă çуран салтаксем
Стена пек тăраççĕ, ретĕн тăсăлса.
Ик ватă калрал, чулланнă çынсем,
Кĕтеççĕ приказ, юпа пек хытса.
Хурчка пек каскăн, яштак офицер,
Ырхан ял çине мăнаçлăн пăхса,
Хура пӳртсене сăнать тек темскер, —
Утать хăй хĕçне чăнкăртаттарса.
— Ребята! — тет вăл пуçлăх сассипе. —
Çӳрерĕмĕр нумай, тӳсрĕмĕр чылай.
Çурерĕмĕр луçă-упа йĕррипе.
Ну, уншăн кунта кантарăп самай.
Халех ку ялта пуху пухтарап.
Сире валли ак кашни çын ятнех
Пĕрер пуç така тытса пустарап.
Пăлхавçăсене вĕрентер тинех!..
Хĕрӳ офицер сăмах çапнă чух
Текейпе Итрен çитеççĕ утса.
Вашă плахороть!.. Спасибă тем чул...
Улпут чарăнать, тĕллет çаксене:
Сутник-и эс... кам? — тет вăл Текее.
Та, та, çĕн сутник... Эх, тӳссе хĕне!..
Пĕр ырă тумтир юлмарĕ çие...
Çак çын ашшĕне вĕлерчĕç касса...
Эх-хех!.. — тет Текей, маларах пырса,
Анчах офицер тăмасть итлесех,
Текей иатĕнчен иртет тӳртĕнрех.
Офицер
Ну, çитĕ, сутник, — халех пуху пух!
А эс, çамрăкки,
Виç пăт така ашĕ халех тупса тух!
Текей
Вашă илахороть!.. Никам çук ялта...
Пур халăх таçта... шалта — вăрманта...
Офицер
Суян!..
Текей
Суймастăп. Чунтан...
Офицер
Суятăн, сысна... Лекмен-и сана!..
Текей
Чăнах... чă... чăнах.
Ваше ллахороть. (Ӳксе пуç çапать.)
Ак, шырăр йăлтах,
Кашни киле кĕр, хăть...
Юлсаччĕ вун çын пуль, —
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...