Хĕн-хур айĕнче :: Чакка — ял-йыш судĕнче
Урать, хирĕçет пур куштан шайкки,
Çаплах тăрăнать пĕр Чакка çине...
— Эй, халăх! — тесе пуçларĕ Мики, —
Парас-и вара Чаккана тивме?..
Чăнах-и кунта, Итрен тăснă пек,
Ял пĕтнĕ пирки айăплах Чакка?
Çук, ку тĕрĕс мар! Пур типшар, инкек
Ăçтан тухнине шутлăр-ха пуçпа:
Инкек тымарри — кантурпа пупра...
Ăна сирме те май пулнă пулсан,
Çаплах Чаккара-и айăпĕ вара?
Çук! Çук! Ку йăлтах ялти куштанран.
Пире Чакка мар, — ăна çиенсем —
Яла ĕмекен куштан-пуянсем
Çитерчĕç тĕксе çак кун-çул патне.
Ак халь çавăнпа — тӳс инкексене!
Митрахван
Сую çыпçăнмасть! Тархасшăн, ан суй.
Пĕлетпĕр: эс те Чаккаран юлман...
Çтенкке
Мики, эс шăн тăр... ан çуйăх пустуй!
Атту тусупа пĕрлех тĕп пулан!
Ак çак вăхăтрах, çуйхашнă тĕле,
Татах ушкăн çын пырать пухăнса.
Кусем хушшинче — Лярук, Ериле...
Текей те тин çеç тăрать-ха пырса.
Мики чарăнмасть. Хĕрет вăл пушшех.
Çумри Чаккана хăйпе хӳтлесе,
Калать малалла вăл хăйĕн шухăшнех.
Итрен каманти хирĕçет йӳçĕхсе.
Мики
Чаккан пĕр айăп: вăл хăй чухăнни.
Пит чухăн пирки пуппа пурмисе
Хырçи-марçине татса тăманни.
Ак мĕн Чаккана хучĕ пĕтерсе...
Лярук (кăшкăрса)
Чиркӳпе кантур —
Çиеççĕ, ах тур!
Тӳсме çук сĕвеççĕ пур хырçă-марçа,
Мĕн-ма туяс мар çак хĕн пурнăçа!..
Мики
Пурнатчĕ Чакка... Ăна Алапит
Салтака сутса тĕп турĕ, ял-йыш!..
Итренпе Яратав
Ан кар çăварна пит!
Митрахван
Пар!.. Пар ăна! Чыш!.. Çăварĕнчен чыш!..
Пуху хумханать. Итрен, Яратав —
Хĕрӳ Микие илеççĕ тытса.
Каллех ак — шăй-шай! Тĕрмешӳ.
Пăлхав...
Итрен ушкăнне лартаççĕ чарса.
Ериле
Мики калани тĕрĕс вăл, чăнах...
Мĕскершĕн капла инкек-усала
Чакка çине çеç хумалла йăлтах.
Усал унтан мар, — саккунĕ çапла!..
Чаккан — кăмăлĕ хаярри анчах, —
Хупларĕ ăна çак та ĕçсенче...
Саккунь, самани пулас лайăхрах, —
Чаккан та чĕри пулĕччĕ çемçе.
Чăнах, кантурпа чиркӳ пусмăрне
Йăвашшăн чăтма тӳсĕмлĕх çитмест.
Анчах... хирĕçме вăй çитмен енне —
Чăтас та пулать... Чакка тӳсеймест.
Вĕри чунлă çын — пăхрĕ хирĕçме...
Ак çакăн пирки пуçланчĕ хĕн-хур...
Сутник, Алапит — хĕсме те хирме!
Нимскср те урăх пĕлместчĕç ик мур...
Яратав
Ан!.. Ан элекле!
Ха, эс те епле?!
Ериле
Çынна хĕрхенсе çăлас вăхăтра
Вĕсем, куштансем, таптарĕç пушшех.
Леш пуп та, пĕлтĕр çӳренĕ хутра,
Пĕр Чаккана çеç тустарнă тĕппех,
Ун пек никама та хĕсмен çак ялта.
Паллах, ун чухне çав куштансемех
Хĕтĕртнĕ Чакка çемйине пăвма.
Итрен
Апла эс, Ерил, —
Влаçа хирĕç тил!..
Ериле
Сутник, Алапит тӳр пулнă пулсан,
Юлатчĕ Чакка чылай инкекрен.
Çавсем, пӳтсĕрсем, ыр ятшăн ялан
Тултарчĕç текех элек ун çинчен.
Аптранă Чакка ак хӳтлĕх шырать.
Ăна вăл Пахом çумĕнче тупать...
Пăлхавлă Пахом кунта çӳрени —
Ял-йыш, этсемри, вăл Чаккаран мар:
Ун çулĕ çапла... çапла самани...
Çампа Чаккана тивме мар, — сыхлар!
Сасă
Чăнах эс тĕрĕс, Ериле пичче!
Пур айăп кунта куштансем çинче...
Çтенкке
Чакка пек çук çын сахал-и ялта?
Мĕнле-ха вĕсем чăтаççĕ тата?..
Мики
Пуçне хуни те сахал мар, Çтенкке...
Патак çинисем, вилсе выртнисем —
Пĕр сиртен пуçне вăл кашни килтĕ.
Эсир — «ыр çынсем...»
Ак сас илтĕнет.
Ку Текей сасси:
— Итрен... Митрахван, лăпланăр... çитет!
Капла çапăçса пулас çук усси...
Хăçан вăл пĕтет?.. Пĕр ял, пĕчĕк ял...
Мĕскершĕн вăрçас? Ял-йыш, тăвансем,
Хаяр пуçлăхсемшĕн — эпир пĕр усал:
Итрен е Мики? — пĕлмеççĕ вĕсем.
Çунтарчĕç яла никĕсĕ таран.
Пуян е чухăн — пулчĕç пурте тан!
Вĕсемшĕн эпир — пурпĕр сĕм чăваш;
Апшурни камантă кăтартрĕ кăна.
Тавай, тăвансем, пулар пĕр канаш...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...