Кушкă ачи :: Ҫуркунне
Кăнна курăкĕн чăнкă çыранĕнче хĕрлĕ тăм яп-яка. Иван çав çырана лекрĕ те, нимĕнте ярса тытаймасăр, аннăçемĕн шуса анать, ниепле те чарăнаймасть. Пулăшу ыйтма никам та çук, кăшкăрма сассии тухмасть. Аялта шыв шавлать, пĕтеренсе тăрать, варинккери пек. Акă Иванăн урисем сивĕ шыва кĕрсе кайрĕç. «Атте» — аран-аран пăшăлтатрĕ вăл. «Пĕтрĕм!» — шухăшларĕ ăшĕнче. «Ха-ха-ха» — ахăлтатни илтĕнсе кайрĕ шыв тĕпĕнчен. Шыври! Çав сĕтĕрет иккен Ивана шыв тĕпнелле. Иван хăранипе çавăнтах вăранса кайрĕ.
— Иван, Иван, тăр часрах! — чĕнет ăна Матви Иванĕ, хăй ăна сивĕ аллипе уринчен тытнă та сентре çинчен сĕтерет. — Вăран, шăнкăрчсем килнĕ!
Иван сентре çинчен сиксе анчĕ, питне çумасăрах таканлă çăпатине сырма ларчĕ, урине сырнă май хăй текех ыйтса пĕлет: ăçта ларать шăнкăрчи, юрлать-и, йăвине йышăннă çерçие хăваласа кăларнă-и.
Ырă сăн-сăпатлă асламăш, вучаха хуран çанкă май, как куçĕпе ачашшăн пăхса, ачасене кăмăллăн ятлать:
— Пăх-ха, кă чухнехи ачасем епле наян, питне çума та ӳркенеççĕ, çиме кăна харсăр вĕсем. Ав, пысăк Иванăн та пичĕ хура, шыв тивертме хăранă пулĕ, хăй ирхи апат тума манман-тăр.
— Пит çума та, çăкăр сăмси чăмлама та ĕлкĕрнĕ, Алтатти аппа! — хуравларĕ яштак пӳллĕ Матви Иванĕ, тулли тутипе кăна кулкаласа. Хура куçĕ йăлтăртатса илчĕ — çунатлă хăрăм пек. Питне вăл кунта, Ивана сентре çинчен сĕтĕрнĕ чухне, хуратнă. Авă, пĕренесене те, мачча хăмисене те пырса перĕнме çук, пĕтĕмпех хăрăмпа витĕннĕ.
Иван асламăшĕ сăмахĕпе, икĕ Иван та хура чикан пек, вĕсен куçĕсем те хăрăмпа хуралнă.
— Ман куç сĕлтĕпе çусан та шупкаланмасть, Алтатти аппа! — ахăлтатать Матви Иванĕ, сăмсине сăхман çаннипе шăлса.
Ивансем урама тухрĕç, пĕри пысăкки, асли, тепри пĕчĕкки, кĕçĕнни, имшеркки.
Çурхи хитре те сулхăн шавлă ир. Шăнтнă. Унта-кунта тан тапнă. Хуралтăсене, йăмрасене пас тытнă. Хĕвел-тухăçĕнче пĕлĕт хĕрелнĕ — хĕвел тухать. Хĕвел урисем Таяпапа Чураппана çутатнă ĕнтĕ, ту айĕнчи Кушкă ялне тивеймеççĕ-ха.
Икĕ Иван, йăлăхтарса çитернĕ хĕл хыççăн килнĕ хитре çур кунĕпе киленсе, пĕр-пĕрне пӳле-пӳле, шăкăлтатса калаçаççĕ. Вĕсен сăмахĕпе, Кушкăри пек хитре çуркунне ниçта та çук.
Хĕвеллĕ кунсенче Тӳпепе Салмалав хирĕсем ялтăртатса куçа йăмăхтарма тытăнаççĕ, вара саплăкăн-саплăкăн çĕр тухать, унтан саплăксем пĕр-пĕринпе пĕрлешеççĕ, ешерме тытăнаççĕ.
Юр кайса пĕтичченех хăмăрланнă йăмрасем çинче кураксем шанкăлтатаççĕ, сывлăшра тăри сасси илтĕнет, шăнкăрчăсем васкаса çитеççĕ те хитре юррисене шăрантарма тытăнаççĕ.
Кушкă таврашĕнче çырмасем питĕ нумай. Лапăра ларать ял, ăна икĕ енчен тусем хӳтĕленĕ, тепĕр енчен Кăнна шывĕ çавăрса илнĕ. Ту хушшинчен анакан çырмасем, ял урлă каçса, Кăнна шывне тухаççĕ. Çуркунне çав çырмасем çĕрĕн-кунĕн шавлаççĕ. Ахăрать Кăнна та, çыранĕсенчен тухса, Кушкă тĕлĕнче çухрăма сарăлать. Пăрсем пĕр-пĕрне хăвалаççĕ, пĕр-пĕрин çине хăпараççĕ, чăмаççĕ, сике-сикĕ тухаççĕ, шатăртатаççĕ. Пăр кайнине курма мĕнпур ватти-вĕтти тухать вара.
— Эй, пăр каять, пăр каять, Ахтапана1 тĕкĕрлет! — çухăраççĕ вак ачасем.
— Эй, пăр каять, пăр каять, аллă çулхи хĕр каять! — кăшкăраççĕ каччăсем, шыв курма пынă хĕрсене витлес шутпа.
Сăпайлă чăваш хĕрĕсем кăшкăрашмаççĕ, пуçĕнчи шура тутăр вĕçĕсемпе тутисене хупласа, вăрттăн кулаççĕ. Тăпăл-тăпăл çӳреççĕ Кушкă хĕрĕсем, пуканесем пек. Шыв кайнă вăхăтра Кăнна хĕррине хура тăларан çĕлене пĕрмелле сăхманпа тухаççĕ, урисене шап-шурă чăлха тахăнаççĕ, вуникĕ пушăт çăпати сыраççĕ. Ăшă вăхăтра çын çине çухасăр, теветсĕр тухмасть Кушкă хĕрĕ, аллине сулă тăхăнать, пӳрнине —çĕрĕ.
Кăнна тулнă вăхăтра Кушкă хĕрĕсем урама каç пулнă вăхăтра çеç, хăй çутас умĕн, тухаççĕ. Çуркунне кунĕ-кунĕпе пир тĕртеççĕ вĕсем, тĕве çăмĕнчен сурпан пуçĕ çĕклесе тĕртеççĕ: арăм пуласси инçе мар, сурпансăр арăм чăваш арăмĕ мар.
Тĕттĕм пулаççĕ çуркуннехи каçсем, калăм эрнинче тата тĕттĕмрех. Уйăх тухмасть, çутатса выртакан шурă юр юлмасть, ăçта килчĕ унта кушаксем ахăраççĕ. Кам пĕлет, тухатмăшсем маар-ши, калăм каçĕ çывăхарнă вăхăтра тухатмăшсем çӳреççĕ, теççĕ. Çавăнпа-тăр çамрăксем те, ваттисем те тĕттĕмленсенех килĕсене саланаççĕ.
Эрне ытла ахăраççĕ çырмасем, унтан пĕчĕккĕн лăпланаççĕ. Кушкă чăвашĕсем Кăнна урлă кĕпер хывма тухаççĕ вара. Канăçлăх пĕтет кушкăсемшĕн: халĕ ĕнтĕ, çурхи шывсемпе татăлнă çулсем такăрланнă хыççăн, Пăваран та, Пăрăнтăкран та пысăк пуçлăхсем — тӳресем килессе кĕтсех тăр.
Епле васкаса тулать Кăнна, çавăн пекех васкаса хăй çыранне кĕрет. Кушкă чăвашĕсем çуракине тухаççĕ вара.
Асту, чăваш, халăх йăлине ан ман апла тумасан инкек-синкек кĕтетех!
Лашине кӳлет те Кушкă чăвашĕ хапха патне тăратать. Пӳрте кĕреççĕ, турăш умне çурта çутса лартаççĕ, çапла кĕлтăваççĕ: «Ырлăх-сывлăх пар, айвансен пуçне сывлăх пар, ĕçленĕ ĕçĕмĕре ăнтар. Пĕр пĕрчĕ аксан пин пĕрчĕ илмелĕхне пар!» Унтан картишне тухаççĕ, алари вăрлăхне лаши урлă ывăтса: «Çак лаша çӳлли, пултăр», — теççĕ.
Хапхаран тухсан та асăрха: сухаллă çын тĕл пулсан, тырă пулать, сухалсăрри тĕл пулсан, тырри пулмасть.
Ани çине вăрлăхĕпе пĕрле хĕрлĕ çăмарта пăрахаççĕ: тырă пĕрчи çавăн пек тутă пултăр. Ун хыçĕнчен, чи малтан лашине, акапуçне, тĕренне пĕрер кашăк салма парса, çиме лараççĕ, пӳлĕхе апат çиме чĕнеççĕ.
Сухапуçпе сухалама йывăр, аçлăклă кĕпе витĕр тар персе тухать, алăсем сураççĕ, çăпата ăшне тăпра кĕрсе тулать. Епле ырă вара пĕр самантлăха канма выртсан! Ая сарнă сăхман тӳшек пек çемçе. Ывăннă урасем, алăсем лăштăрах каяççĕ. Кăлт-кăлт тăвать чĕре, кăлт тăвать. Ывăннă çын ăна лайăх илтет. Тӳпере акăш тĕкĕ евĕрлĕ шурă пĕлĕтсем чупаççĕ. Таçта вĕсем васкаççĕ, васкаççĕ, васкаççĕ. Ăçта-ши сенкер тӳпен тĕпĕ, ăçта-ши, ăçта-ши? Кураççĕ-ши ăна çӳлте вĕçсе çӳрекен кайăксем, кураççĕ-ши? Кам пĕлет-ши тӳпе тулашĕнче мĕн пуррине, кам пĕлет-ши?
Çав вăхăтра лаши тулхăрса ярать, чăваш ыйхи çухалать, татах суха пуçне тытать вăл. Пилекĕ ыратать, хулĕсем сураççĕ, çуркаланнă пӳрнисем хутланмаççĕ.
Çак япаласем çинчен икĕ Иван шăкăлтатса калаçаççĕ.
Пысăк Иванпа Пĕчĕк Иван нумайранпа туслă пурăнаççĕ. Пĕр кун та пĕр-пĕринпе тĕл пулмасăр иртмест. Хĕлле вĕсем ăмăртмалла халап яраççĕ. Матви Иванĕ халапа хăйне майлă ярать. Лайăх пĕлсе тăракан халапра паллакан çынсем сике-сике тухаççĕ, вара халапри ĕçсем паянхи кун пулса иртнĕ пекех пулса тухаççĕ. Матви Иванĕ халапĕсенче утелни çĕрĕ те, теçетниксем те, таврари улпутсем те, утелни кантур пуçлăхĕ Глинка та, ял çыннисем те пур.
Çулла икĕ Иван шыва кĕме, акатуйсене, вăййа, çырмана, мăйăра, утара пĕрле çӳреççĕ. Вĕсен пĕр-пĕринчен пытармалли вăрттăнлăх çук. Акă, паян ир Пысăк Иван шăнкăрч курнă та тусĕ патне чупса килнĕ.
Шăнкăрчă йăва çумне çыхнă йывăç турачĕ çине ларнă та çуначĕсене чĕтрете-чĕтрете сăрăлтатать. Нумай çĕршыв урлă хăй йăвине таврăннă вăл, тĕнчене тав тăвать, хĕвеле саламлать, хитре юррипе мăшăрне савăнтарать.
Икĕ Иван шăнкарчă юрри такмакне тахçанах хăйсем майлă ăнланнă.
Липпĕт пăрçине,
Липпĕт пăрçине
ăшала,
ăшала
çупала,
çупала!
Çрр, çрр,
чуста çăрр! —
аллисемпе хăйне икĕ енчен çат-çат тутарса, шăнкăрчла юрлать Пĕчĕк Иван. Урăхларах юрлама тытăннă кайăкпа пĕрле Пысăк Иван такмаклать:
Чакăлтăм чакать,
Чураппан чупать,
Таяпа тарать.
Кушкă — кушак,
Мăян тӳшек.
Çрр! Çрр!
Салма çăрр!
Шăнкăрч мĕнле-мĕнле кăна сасă кăлармасть-ши?! Нумай кайăк сассипе юрлать вăл хăйĕн хитре юррине. Икĕ Иван харăс шăнкăрчла такмаклаççĕ:
Чим-ха, Тимкка,
Пул-ха хăна!
Çрр! Çрр!
Калаçăр!
Эй, йĕкĕт,
Çи чăкăт,
Ĕç сăра
Пĕр чара!
Юрларр!
Ташларр!
Шăнкăрчă тапăртатса тăракан ачасем еннелле пăхрĕ, ши! шăхăрчĕ те Тарас пусă тараси çине кайса ларчĕ.
— Хăратрăмăр, ахалех хăратрăмăр кайăка, — ассăн сывларĕ Пĕчĕк Иван.
— Пĕлтĕрхи шăнкăрчă кивĕ йăвинчен писмест! — йăпатрĕ Матви Ивапĕ тусне.
Çак пăхăтра Урлавсем енчен кăшкăрашни илтĕнчĕ. Унта Вăта касра пурнакан Тиек çуйăхать иккен. Ячĕ Хĕветĕр пулсан та, ял çинче ăна пурте Тиек тесе чĕнеççĕ. Пĕррехинче вăл Чĕмпĕр пасарĕнчен тиекĕн çĕтĕк карттусне тăхăнса килнĕ, тет. Карттуспа пĕрле çĕнĕ ят та хутшăннă. Тиек çуна çине тислĕк тиенĕ, шăнпа хире кайса тăкас тенĕ пулас. Такансăр лаши тан тапнă пăр çинче шăва-шăва ӳкет. «Атя-тя-тя, турт-ха!» — ӳкĕтлет ăна шӳреке сухаллă хуçи, çав вăхăтра хăй те çуна туртинчен туртса пулăшать. Лаши пĕрре урисене чара-чара ярать, тепре чĕркуçленет, анчах кăларса тăкнă кĕл çине лекнĕ çунана вырăнтан хускатаймасть.
Тиек чăтаймарĕ, çилли тулса çитнипе тилхепине турткала пуçларĕ, чăпăрккипе лаши çурăмĕ тăрăх темиçе хут тăсрĕ, унтан янавара пуçĕнчен хĕнеме тытăнчĕ.
Ачасем çавăнта чупрĕç.
— Лашана чипер пăхма кашни пĕлмест, хĕнеме ухмах та пĕлет! — терĕ Матви Иванĕ. — Эсĕ, шӳреке сухал, пуçна ан çухат, лашуна çухатăн!
— Эсĕ, вăрăм чĕлхеллĕ йĕкĕт, пакăлтатас вырăнне лава тĕрт-ха, вара ăслă пулăн! — хуравларĕ Тиек.
Икĕ Иван пулăшнипе çунана кĕллĕ вырăнтан туртса кăларчĕç. Минкенĕ лаши, сивлăшне çавăраймасăр силленсе тăрать. Таса мар витере выртса тăнипе ун аяккйсем тислĕкпе хытнă.
— Лашана нихăçан та тилхепене хутласа ан çап. Тилхепе вăл лашапа калаçмалли чĕлхе! — вĕрентрĕ Пĕчĕк Иван, ашшĕ сăмахне аса илсе.
Хĕрлĕ сухалла Тиек ача çине нумайччен пăхса тăчĕ, унтан тĕлĕннĕ сассипе: «Кам ачи эсĕ?» — тесе ыйтрĕ.
Иван ыйтăва илтеймерĕ: çӳлте-çӳлте кайăк хурсем какăлтатса иртеççĕ.
Ачасем таврăннă çĕре Ивансен пӳртне çĕнĕ улăмна витме тытăннă. Хуралтăшăн — çĕнĕ улăм вăл; выльăхшăн — çинĕ улăм. Улăм витнĕ хуралт çийĕ час çĕрет, çавăнпа улăмне çĕнетсех тăмалла, апла тумасан, ик-виç çултан тислĕкленсе каять вăл, ун çинче вара мăян шăтса тухать, хуçи ял кулли пулса тăрать.
Пӳрт тăрринче Иван ашшĕ, Энтри, кĕреплепе улăм сапалать. Кăтра сухалне пучах тирĕннĕ, хулăн çӳçĕ çине хăлчăк ларнă, тарланă çамкинчен пăс тухать. Пысăк Иван ашшĕ, Матви, сăхманĕпе калпакне хывса пăрахнă, унăн та аçлăклă улача кĕпи витĕр тар тапса тухнă. Вăл виçĕ юплĕ сенĕкпе çĕклем хыççăн çĕклем парать çӳле. Икĕ вăйпитти çын вылянă пек ĕçлеççĕ.
— Эй, йĕкĕтсем, ăçта чупса çӳретĕр? Сурăх çитерме каймалла! — терĕ ачасене Матви.
— Кĕрсе çийĕр те шăн çийĕпе сурăхсене Тĕпек çырмине хуса кайăр, — хушрĕ Энтри. — Çеремлĕхре путмасть, кĕркунне унта курăк вăйлă юлсаччĕ...
Юратаççĕ Кушкă ачисем кĕтӳ тухиччен сурăх çитерсе çӳреме. Çеремлĕхре юр кайсанах сип-симĕс курăк кăшăл шăтса тухать, анасем çинче хир суханĕ ешерме тытăнать, унта-кунта майра хуххи пуçне çĕклет. Сурăхшăн, хĕл иртнĕ хыççăн, хăмăл пĕрчи те, пĕлтĕрхи типнĕ шурути те, йывăçланса кайнă мăян туни те апат.
Иван çурăмĕ çине шурă пир хутаç çакнă. Хутаçа асламăшĕ çăкăр сăмси, чăкăт катăке, икĕ çăмарта, кĕленчепе сĕт чиксе панă. Матви Иванĕн çурăмĕ çинче пушăт кушел, унта кăвайта хывса пĕçермелли çĕрулми. Пĕтĕм хирĕпех тăри сасси. Хĕвел пайтах хăпарчĕ, ăшăтрĕ, анасем çинче пута пуçларĕ. Çăпата çумне пылчăк çыпçăнать, сĕтĕрĕнсе пырать.
Икĕ Иван Тĕпек çырми çеремлĕхне çитрĕç. Лупашкасенче ирĕлсе пĕтмен юр талкăмĕсем выртаççĕ. Маларах çитнĕ Кушкă ачисем Улăп тĕми тăррине вут хунă, кĕрешеççĕ, чикеленеççĕ.
Инçе мар Киштек хирĕ, улпут вăрманĕ. Хура халăх çав вăрмана çырма урлă çеç пăхма пултарать. Мĕн чухлĕ çырла пĕтет унта çулла, мĕн чухлĕ мăйăр тăкăнать кĕркунне, мĕн чухлĕ кăмпа хăрать! Хитре курăнать улпут вăрманĕ, анчах унăн хитрелĕхĕ те, усси те халăхшăн мар çав. Мĕншĕн халăхшăн мар? Çавна ниепле те ăнланаймасть Пĕчĕк Иван.
Ачасем йăваланаççĕ, кĕрешсççĕ, хăвалашаççĕ.
Вăхăт чупать. Уçă сывлăшра ачасен хырăмĕ çиме ыйтсах тăрать. Хăйсемпе илсе килнĕ çимĕçе хăшĕсем тахçанах выляса янă. Пĕчĕк Иван çăкăр сăмсине те, чăкăт катăкне те пайласа валеçрĕ, Матви Иванĕ кăвайт ăшне типĕлле хывса пĕçернĕ çĕрулмине уйăрса пачĕ.
Кăнтăрлаччен хĕвел хĕртсе тăчĕ, унтан сасартăк таçтăн сиксе тухнă пĕлĕт çумăр тăкса хăварчĕ.
Каç еннелле ачасем яла таврăнма тăчĕç. Çумăр хыççăн тавралăх улшăнчĕ, анасем çине пырса кĕме çук: пĕтĕмпе шӳсе кайнă. Тĕлĕ-тĕлĕпе путексем те, амăшĕсем те пута-пута лараççĕ. Çавсене турта-турта кăларса, икĕ Иван халтан кайрĕç, сурăхĕсене аран-аран Тĕпек çулĕ çине кăларчĕç. Имшеркке Пĕчĕк Иванăн урисем аран-аран сĕтĕрĕнеççĕ: çăпати тĕпне пылчăк пăтран кая мар çыпăçнă пулĕ. Сурăхсем, ав, хăйсемех киле васкаççĕ.
Утать-утать Иван, тусĕ аллинчен тытса, ял курăнмасть-ха. Ăçтан курăнтăр вăл? Кушкă ялĕ ту айĕнче. Хир енчен пăхсан2 вăл аякранах курăнать. Вăрман тăршшисем3 енчен килнĕ чух патне çитичченех пытанса ларать. Тӳпе тăррине çитсен, хир енĕ ывăç тупанĕ çинчи пекех курăнать вара. Сулахайра, яла тусем çумне хĕснĕ Кăнна шывĕ леш енче,— Чăваш Таяпи, Кĕçĕн Турхан, Мăкшă Таяпи, Аслă Турхан, Утемĕш, Пăхăрçă; тӳрех пăхсан — Чураппан, Пăрăнтăк, Пӳркел; тата аяккарах, кăвак тĕтрелĕхре, темле ялсем, вĕсене Пĕчĕк Иван пĕлмест-ха.
Утать-утать Иван, ял курăнмасть-ха. Хăята тухса каякан çул енчи армансем авăраççĕ. Çил аванах вĕрет. «Эх, çак çулпа пылчăк çăрса пыриччен арман лаççинче ларас пулсан? — шухăшлать Иван. — Унта черетри çынсем вăхăт ирттермелле халапсем яраççĕ. Хĕлле питĕ лайăх вара унта, паянхи пек мар, сăмса тăрăх тар юхмасть, урасем те сăрлатмаççĕ. Лаçри кăмакара вут ялкăшать, вĕри кĕл ăшне хывнă паранкă шăрши кĕрет. Хывнă паранкă шăрши! Санран ырă шăршă пур-ши тĕнчере?! Ăна кĕл ăшĕнчен чавса кăларатăн та, сĕтел çине хурса, саланса кайичченех лӳчĕркетĕн. Шарт çурăлать паранкă хуппи, шалтан кĕрпеклĕ ашĕ сиксе тухать, пăс хăпарать. Алăк витĕр арман йĕки шакăлтатни, чул шатăртатни илтĕнет. Тулта тулхăрса каяс патне çитнĕ арман çуначĕсем кашлаççĕ, шăхăраççĕ, шат-шат тăваççĕ ывăна пĕлмен ĕçченсем. Йăр-йăр юхать чул айĕнчен ăшă çăнăх, ырă шăрша пула çиес килме пуçлать.
Иван тусĕн аллинчен тытнă, çакăнса пырать, урисем сĕтĕрĕнеççĕ. Сылтăм ури кĕли чĕпĕтет: хăпарса тухнă. «Часрах киле çитесчĕ!» — шухăшлать вăл. Асламăшĕ кĕтет ăна. Вăл паян салма пĕçернĕ-тĕр. Епле аван пулмалла халь салма шӳрпи сыпма.
Аран-аран урине сĕтĕрет Иван. Лăч-лăч тăвать çăпати пылчăк çинче.
Эх, кăшт та пулин кăвак пĕлĕте пăхса канса выртасчĕ! Мĕнле япаларан-ши çав кăвак пĕлĕт? Çĕрле çăлтăрсем тухаççĕ унта. Хăй çулĕпе сивĕ уйăх çӳрет унта, кăнтăрла хĕвел шуса иртет. Хăш чухне хăвăрт анать вăл, хăш чухне, çын ĕçре ывăннă вăхăтра, паянхи пекех васкамасть.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...