Кушкă ачи :: Уяр аçи
Иванпа аслашшĕ Тĕпек çырминчен утăлăх курăк çулса килчĕç. Картишĕнче ырă шăршă сарăлчĕ. Курăк хушшинче пиçме тытăннă хурăн çырли тĕл пулкалать. Урапине тикĕтлерĕç, йăр-йăр тумлакан хура тикĕт те ытарма çук ырă шăршă кăларать. Хăят ярмăнккине кайма хатĕрленеççĕ.
Хăят ярмăнкки, ăна кĕскен ял çыннисем Хăят теççĕ, ыраш шăркана ларнă вăхăтра иртет, вăл Кушкăран çичĕ çухрăмри улпутлă ялта. Çав ял хитре вырăнта ларать. Сĕве хĕрри. Улпут картишĕ çумĕнчех вăрман пуçланать. Хăят улпучĕ хресченсене хăй çывăхне ларма хушман, çавăнпа уничерен кĕрсенех сарлака урам пур — пĕр енче улпут, тепĕр енче пĕр рете ларса тухнă хресченсен кил-çурчĕсем. Варринче чиркӳ. Çак вырăнта çулталăкра пĕрре чаплă ярмăнкка пулса иртет. Кам-кам килмест Хăята?! Чăвашсемшĕн чи пысăк тĕлĕнтермĕш — çаврăнаканни. Мĕлт-мĕлт туса иртеççĕ ярăнакансем, кам ларнине палласа та ĕлкĕрейместĕн. Хуткупăс калать, параппан кĕрĕслетет, шăтăкран вăрăм сăмсаллă, шӳреке калпаклă пукане чăрăлтатакан сасăпа çынсене йыхăрать.
Хăят ярмăнкки — чаплă ярмăнкка. Унта чăваш пĕр пус укçи пулмасан та каять, курни мĕне тăрать, мĕн чухлĕ хыпар пĕлсе килет вăл унтан. Çирĕм пус укçи пулсан, çемйипех ырă курать вара. Чи малтан ачисене пĕрер керечи илсе пырать. Мĕн вăл керечи? Ун тутине пĕлмешкĕн çисе пăхмалла, пĕçернине пăхса тăмалла. Акă, хуçи чĕресрен пӳрнеске пысăкăш чуста татса илет те ăна тăскаласа хут пек çӳхетет, унтан вĕресе тăракан çу çине пăрахать. Çарр! туса каять çăвĕ. Паш! хăпарать чуста татăкĕ, хăмпăсем кăларать, саралса каять. «Горячие, горячие!» — кăшкăрать хуçи. «Керечи!» — теççĕ çав тутлă çимĕçе чăвашсем. «Керечи илсе пар-ха, атте», — тархаслать ашшĕне ачи.
Янăрать Хăят! Чаплă ярмăнкка Хăят! Кам-кам кăна пымасть унта? Мĕнле кăна сасă илтĕнмест? Тĕрлĕ чĕлхе сĕрлет. Çаврăнаканни патĕнче хуткупăс калать, параппан кĕрĕслетет, ăçта килчĕ унта шăхлич те тӳт шăхăрать, тункăрпа перекен пăшалсем пăнклатаççĕ.
Ывăнать чăваш курса çӳресе. Кунта пурте пур: пусма тавар, супăнь, тикĕт, урапа кустăрми, кулач, кĕлентĕр, пĕремĕк, мăйăр. Чăваш кĕсйинче çеç укçи çук. Таврăнать вăл лавĕ патне. Лаши ути-курăкне çисе янă, ĕçесшĕн, хуçине курсанах кĕçенсе ярать. Лавĕ айĕнчен сулхăна лартнă шыв кăкшăмне кăларать чăваш, кушелне уçать, ыраш çăкăрне кивĕ çаваран тунă çĕççипе чĕллĕн-чĕллен касса валеçет ачи-пăчине. Чăкăт пулмасан, шăл тăварĕпе çыртса çиет. Ĕçеççĕ, çиеççĕ чăвашсем тăраничченех, юлнă çакăр татăкĕсене лашине хыптараççĕ, унтан ăна кӳлеççĕ, çул майăн шăвараççĕ, килне таврăнаççĕ. Киле çитсен калаçмалли лăк-тулли.
Ивансем çав чаплă ярмăнккана кайма хатĕрленнĕ. Ут валли çулнă курăкне шăналăкпа витрĕç, кушелĕнче — ăшă çăкăр, пĕр чăкăт. Хăята паян виççĕн каяççĕ: аслашшĕ, Наçтаç, Иван. Асламăшĕ киле юлать, ашшĕпе амăшĕ утă çулма кайнă.
Иван чĕри уйрăмах савăнса тапать: аслашшĕпе Хăята каять; хĕрлĕ кĕпе тăхăннă, урине çĕнĕ çăпата сырнă. Аслашшĕ ăна çаврăнаканни çине лартма, керечи илсе пама, кăмăска ĕçтерме, аçтăрхан мăйри илсе пама сăмах пачĕ. Ивана урăх мĕн кирлĕ? Хуткупăс пулсанччĕ... Ăçтан илĕн ăна? Укçа нумай кирлĕ. Аслашшĕ ăна хăмаран купăс туса парасшăн. Хăма купăс— чаплă купăс, унсăрăн пĕр туй та иртмест. Сăрнай питĕ лайăх, анчах çамрăк ачапа килĕшсех каймасть вăл. Шӳккевре, вырăс ялĕнче, балалайка курнăччĕ, илемлĕ сасăллăскер, хреснашшĕ — улпут музыканчĕ — илсе парасшăн калаçкалать, анчах асламăш кăмăлне каймасть, чăваш япали мар, тет. Мĕншĕн тиркемелле вырăс япалине?
Ахтапан çулĕ. Ку çулпа кайсан, Хăят çывăхрах, теççĕ, анчах пĕр чăрмав пур: Кăннана юхса тухакан Киштек çырми урлă нихăçан та кĕпер хывмаççĕ, çыранĕ чăнкă...
Ыраш пусси. Ыраш вăйлă кăçал, пĕкĕ курăнмасть. Лăнкă çилпе шыв пек хумханать. Хир тăрăх тăман евĕрлĕ ыраш шăрки вĕçет. Икĕ çухрăмран — Кĕçĕн ур, кăшт кайсан — Аслă ур, ун урлă каçсан — Хулаш, ырăсем пурăнакан вырăн. Хула пулнă кунта тахçан авал. Мĕн чухлĕ кирпĕч, мĕн чухлĕ чӳлмек катăкĕ! Урсенче шăмăсем нумай. Çӳллĕ вырăн. Сулахайра—Кăнна чăнкă çыранĕ, шыв тепĕр енче — Ахтапан ялĕ, инçе мар Сĕве курăнать. Унта Иван ашшĕпе пĕрле пулă сĕрме нумай çӳренĕ. Сылтăмра, çырмаллă сарлака лап леш енче, сăртра, — Киштек ялĕ. Улпут картишĕ çумĕнчи парк урлă чиркӳ тăрри курăнать.
Иван лашине хытăрах чуптăр тесе пушăпа хистенĕ вăхăтра Хулашра ыраш хушшинче сасартăк çынсем курăнса кайрĕç. Çул çинче темиçе лав тăрать. Хăята каякансене Щербатов исправник тытса чарнă, темĕскер тĕпчет. Иванпа аслашшĕ урапа çинчен анса çынсем патне çывхарчĕç. Иван çӳçĕ хăранипе вирелле тăчĕ. Ыраш ăшĕнче Кушкă çынни Петĕр выртать. Пичĕ çинче хытса ларнă юн. Шăнасем сырса илнĕ. Кăмăла пăтратакан шăршă сарăлнă. Те çывăрать Петĕр, те ӳсĕр выртать — Иван ăнланмасть-ха.
— Мĕн пулнă Петĕр тетене, асатте? — ыйтрĕ вăл шăппăн.
— Курмастăн-им, çапса пăрахнă?
— Кам çапса пăрахнă?
— Ан шавла, Иван! — хушрĕ аслашшĕ.
Исправник тытса чарнă çынсене нумайччен ямарĕ.
Хут çине лăк çырса тултарчĕ те кушкăсене пӳрне паллисене ларттарчĕ. Иван аслашшĕне тӳрех палласа илчĕ вăл, калаçма тытăнчĕ, анчах мĕн çинчен сăмах пынине ача ăнланмарĕ: вырăсла пĕлмест-çке. Ăшĕнче Иван çак исправника сиксе ятлать: çынсене Хăята ямасть, Петĕре те хăех çапса пăрахман-и-ха? Хĕçĕпе çапман-ши?! Кĕпĕрленсе тăракан кушкăсем те исправника вăрçаççĕ.
Ун чухне исправник хăй ĕçне тăрăшса тунине ăнлан ман çав çынсем. Çынна вĕлерекеннине, усал тăвакана, тупасах пулать. Исправник чĕрине те пĕлмен çак çынсем. Вăл, пысăк вырăн йышăнса тăрать пулсан та, хăй улпутран тухнă пулсан та, хура халăха вырăна хуракан çын пулнă иккен. Хресченсене улпутсен аллинчен ирĕке ярас тапхăр çитсен, çав исправник хура халăх енне тăрĕ тесе никам та шухăшламан. Тата пилĕк çултан, 1861 çулта, Щербатов исправник Киштекре Покровский хушаматлă пупа манифестра хресчен прависем çинчен калакан статьясене икшер хут вулаттарнă, улпут прависене асăнтарман. Çавăн пекех Шӳккевре, Хăятра, Кӳренте вулаттарнă. Çавăн пирки ăна улпутсем вырăнтан кăларса пăрахнă, нимĕнле ĕç те паман, вара вăл чухăнлăхра вилнĕ.
Питĕ кая юлса çитрĕç Ивансем Хăята, ярмăнкка саланма тытăннă çĕре çеç. Вĕлернĕ Петĕре курнă хыççăн нимĕн те савăнтарма пултараймарĕ-ха Ивана. Аслашшĕ чĕнмест, шухăша кайнă. Хăй ĕнтĕ вăл паян хытсах тăмарĕ: тăкаклăх укçи пур, хĕрессемшĕн патшалăхран кăшт укçа парса тăраççĕ. Наçтаçа явлăк, Ивана тункăр пăкăпа перекен пăшал, мăйăр, хура хутаç, канфет илсе пачĕ.
Калаçмасть аслашшĕ, мĕн ыйтнисене те хăшне-пĕрне илтмест, хăй тĕллĕн мăкăртатать. Çынна вĕлерни йăлхантарса янă ăна. Хăята пынă кушкăсемшĕн çĕнĕ хыпар уяр аçа пек пулса тăчĕ, пурте килĕсене таврăнма васкарĕç. Нуша нушана чĕнет ĕнтĕ. Ялта начальник таврашĕ килнĕ пулĕ. Чăваш кĕсйи чăтса тăр!
Иванпа Наçтаç çаврăнаканни çинче икшер хут ярăнчĕç, анчах савăнни пулмарĕ: кушкăсем кайса пĕтнĕ, çаврăннине паллакансенчен куракан пулмарĕ. Яла пырсан, икĕ хут ярăнтăм тесе кала-ха, кам ĕненĕ!
Керечи çинĕ çĕрте çеç ачасен кăмăлĕ çĕкленчĕ, аслашшĕн те чĕлхи уçăлчĕ. Кунта тата вĕсен куçĕ умĕнче кулмалли мыскара пулса иртрĕ. Керечи пĕçерекенĕ Кушкă чăвашне Ваньккана çирĕм пусла тăраничченех çитерме килĕшнĕ. Çынсем пăхса тăраççĕ, мĕн пуласса кĕтеççĕ. Ваньккана таврари ялсенче нумайăшĕ пĕлет. Пĕрре вăл икĕ кĕрепенкке таякан тăварланă пулла шăммипех çисе яратăп тесе тавлашнă. Çĕнтернĕ вĕт. Кайран вара виçĕ талăк шыв ĕçсе выртнă, тет.
Хуçи Ваньккана чыслать, ыттисем çине пăхмасть те. Вунă керечи çиет Ванькка. «Тăраннă пулсан, вунă пус ытлашши юлать!» — шухăшлать хуçи. Çирĕм керечи çиет Кушкă чăвашĕ — çирĕм пуслăх пулчĕ, татăлнă. Вăтăр керечи çиет Ванькка. Хуçи макăрас патне çитет. Пăхса тăракансем ахăлтатса кулаççĕ, çиекеннине хистеççĕ:
— Çи, çи, Ванькка! — тесе кăшкăраççĕ.
Хĕрĕх керечи çисе ячĕ сарлака çурăмлă Ванькка, сĕтел хушшинчен тухрĕ, пăхса тăракан çынсене сирсе, Григорий Пахомов патне пычĕ те алă пачĕ.
Ванькка Иван аслашшĕне таçта илсе кăйрĕ. Кăшт тăрсан иккĕш те уçă кăмăлпа таврăнчĕç, лаша кӳлме тытăнчĕç.
— Ну, мĕнле пурăнатăн, хурăнташ? — ыйтрĕ Ванькка Ивантан.
— Пурăнатăп майĕпе, — асламăш вĕрентнĕ пек сăпайлă хуравларĕ Иван. Хĕрлĕ кĕпин çаннине туртса тӳрлетрĕ: курман çĕнĕ кĕпене.
— Мĕншĕн майĕпе пурăнмалла? — йăл кулса илчĕ Ванькка. — Паттăр пулас тесен, майĕпен пурăнма юрамасть, ачам. Сăмсана та майĕпе шăлмаççĕ.
Çак çын Иван кăмăлне каять, çывăх тăван пекех туйăнать. Тĕл пулсан, калаçмасăр иртмест, уявсенче кĕрсе тухатех, халăх йăлипе, ачасене пĕрер-икшер пус парса хăваратех. Ял çыннисенчен усал сăмах илтмен ун çинчен. Харсăр чăваш, чаплă сĕрме купăс ăсти. Купăс тума та, купăс калама та пултарать. Пĕр вăйлă туй та Ваньккасăр иртмест. Хир енне те, Вăрман тăршшине те чĕне-чĕне каяççĕ ăна.
Хăятран тухсан, çул улпут вăрманĕ çумĕпе пырать. Малта та, кайра та лав тавраш курăнмасть. Улах вырăн. Ваньккапа Иван аслашшĕ юрласа ячĕç.
Тăваткал та тенкел хырă хăма,
Саваласа тунă иккен пĕр ăсти.
Кайсан-кайсан, пысăккисем юрлама пăрахрĕç, Иван аслашшĕ мăнукне тилхепине тыттарчĕ те, янахĕпе кăкăрне тĕрелесе, тĕлĕре пуçларĕ. Ванька куç хĕсрĕ: аслаçу мĕн хăтланать, эпир, маттурсем, çывăрмăпăр, чăтăпăр. Çавăнтах хăй те тĕлĕре пуçларĕ.
Лаша васкамасăр пуçне сулла-сулла утать. Хистекен çук. Иван тилхепепе лаша çурăмĕ çинчен икĕ пăвана çапса ӳкерчĕ, пĕрне, йĕнерчĕк патĕнче тирĕнсе ларнине, ниепле те тивертеймерĕ, ирĕксĕрех урапи çинчен сиксе ансах хăвалама тиврĕ. Лаша хӳрипе çапкаланса илчĕ, хытăрах ута пуçларĕ, Иван еннелле çаврăнса пăхрĕ: лар, васкарах пар!
Иван, урапа çине улăхса тăрса, тилхепине хытарчĕ: атя-ха юрттарар!
Киштек урамне кĕрсенех хаяр йытă сиксе тухрĕ те анăш-тĕнĕш вĕре пуçларĕ, çывăракансене вăратрĕ. Иван аслашшĕ тилхепене хăй аллине илсе хытарчĕ, лаши хытăрах утма тытăнчĕ.
Урамра çын тавраш курăнмасть: улпут ĕçĕнче пулмалла.
Хыçалта урисене усса ларса пыракан Ванькка улпут пурлăхĕ çинчен сăмах тапратрĕ. Пăхăр-ха, епле пуян пурăнать, тепле хăяматла пуйнă! Унăн çĕрĕ темиçе пин теçеттин хисепленет, вăрманĕ ик-виç çухрăма тăсăлать, ялĕнче икçĕр ятран кая мар. Авă картишĕ хула пек. Пулаççĕ телейлĕ çынсем!
— Иван, улпут пулас пулсан, мĕн тăвăттăн? — сасартăк вăл, ача еннелле çаврăнса.
Чăнах, мĕн тăвĕччĕ-ши Иван, улпут пулас пулсан? Калама йывăр. Чăн малтан, асламăшне сăхманлăх пустав илсе парĕччĕ, Наçтаçа — пĕр арча пасар пирĕ, аслашшĕне... — хăй мĕн ыйтнине, тата çăпата тума лайăх пушăт, çамрăк çăкаран ӳкернине, унсăрăн вăл çăпата хуçма ларсанах ятлаçма тытăнать: ватă пушăт тирнĕ чухне хуçăлсах тăрать. Ашшĕпе амăшне уява тăхăнса тухмалли тум туянса парĕччĕ. Хуçалăхшăн пĕр лаша сахал, тепĕр лаша илмелле, Ивансен тата ĕни ватăлнă, сакăр пăру амăш пулнă, сĕтне сахал парать, çамрăк ĕне туянмаллах. Пӳртне те улăм вырăнне чуспа витмелле. Тата... Паллă ĕнтĕ, хуçалăхра сапламалли вырăн нумай...
— Эпĕ улпут пулас пулсан, хама тăрантармалăх çĕр хăварăттăм та ыттине хресченсене парăттăм, илĕр, пуранăр, тейĕттĕм. Тата ик-виç лаша, ик-виç ĕне, çирĕм-вăтăр сурăх тытсан — мăй таранах... — терĕ Ванькка, Иван хуравласса кĕтмесĕр. Те шӳтлесе каларĕ вăл, те чĕреренех.
— Пуян куçĕ тăранмасть, Ванькка, — ассăн сывларĕ Иван аслашшĕ, — Эсĕ халĕ анчах, хăвăн нимĕн те çук чухне, çапла калатăн. Улпут пулас пулсан...
— Уйăх-хĕвел, Грbгорий Пахомыч, çапла тăвăттăм! — пӳлсе каларĕ Ванькка. — Пуйсан та хресченле пурăнăттăм. Улпутсене пурпĕрех хресченсем пĕтереççĕ-ха...
Хресченсемпе улпутсем авалтанпах тăшманла пурăнни çинчен пĕрре анчах илтмен Иван. Аслашшĕ сăмахĕ тăрăх, ĕлĕк-авал улпутсемпе хресченсем хушшинче вăрçă пулнă, тет, анчах пурнăç çаплах юлнă: улпутсем çĕнтернĕ, тет. Турă мĕскер пăхса тăрать-ши? Мĕншĕн вăл хура халăх хутне кĕмест-ши?!
Яла çитсен, макаçи кĕлечĕ патĕнче кĕтсе тăракан теçетник Ваньккана урапа çинчен антарчĕ те Кушка пынă темле пуçлăх патне ертсе кайрĕ.
Ивансем киле таврăннă çĕре халăх хушшинче шав пырать. Петĕрпе Ванькка Ахтапанра целовальник патĕнче хытă ĕçсе ӳкнĕ пулнă. Кам çапса пăрахнă Петĕре? Мĕншĕн вĕлернĕ? Кам аллисем юнланнă? Кампа пĕрле пулнă вăл? Мĕн тунă вĕсем?
Пур ыйтăва та пĕр хурав: Ванька. Целовальник каланă тăрăх, Петĕрпе Ванькка Ахтапанра пĕр талăк пĕрле ĕçнĕ, унтан иккĕшĕ те пĕр-пĕринпе ыталашса Кушка кайнă. Пăх-ха, килĕсене çитеймен, Хулашĕнче çапăçнă пулас, Ванькка Петĕре вĕлернĕ. Кам пĕлет, ӳсĕрпе пулнă-тăр. Урă чухне Ванькка — йăваш çын, çынна халиччен пӳрнипе тĕртсе курман-тăр. Эрех — шуйттан вăл, çынна темĕн те тутарать.
Тата Петĕрпе Ванькка Киреметре пĕрле çӳренине курнă çынсем тупăнчĕç. Унта, ватă хурамасем айĕнче, авалтанпах выртакан укçа купи иксĕлни çинчен сăмах çӳрет. Çавсен алли мар-ши? Киремет каçармасть вăл: пĕрне вĕлернĕ, теприне, акă, тĕрмене хуптаратех!
Ивансен килĕнче Петĕре Ванькка вĕлернине ĕненмеççĕ, пуринчен ытла Иван пăшăрханать. Çав ырă çын, те хăйĕн ачи-пăчи çуккипе, юрататчĕ ăна, кучченеçсем паркалатчĕ, тата сĕрме купăс калама вĕрентесшĕнччĕ. Мĕн чухлĕ халап ярса панă тата?!
— Асатте, çăл ĕнтĕ Ванькка тетене! — тархаслать Иван аслашшĕне. — Эсĕ патша салтакĕ, айăпсăр çын хутне кĕр ĕнтĕ!
— Тĕрĕс калатăн, мăнукăм, — мухтарĕ аслашшĕ Ивана, пуçĕнчен шăлса. — Ырă чĕреллĕ эсĕ, анчах пурин хутне те кĕме çитейĕ-ши хăвату сан. Асламăш, мундира кӳр-ха кунта!
Каç пулсан тин киле таврăнчĕ Кĕркури, шавламасăр салтăнчĕ, ыттисемпе пĕрле каçхи апăта ларчĕ, анчах аллине кашăк тытмарĕ.
— Аслашшĕ, мĕнле хыпарсем унта? — хăю-хăйми ыйтрĕ Алтатти.
— Кашкăр шăлне лекнĕ путеке хăтараймăн. Пĕтрĕ Ванькка, — ассăн сывларĕ Кĕркури.
Иван канăçлă çывăраймасть, çапкаланса выртать. Пуçне Ваньккана епле çăлмалли меслетсем пыра-пыра кĕреççĕ, тискер тĕлĕксем аптăратаççĕ.
Тепĕр кунне Ваньккана Пăвана илсе кайрĕç. Тата икĕ эрнерен ăна тĕрмене лартни çинчен хыпар çитрĕ, анчах Пахумсен килĕнче, тата ялта та нумайăшĕ Ванькка айăплă тесе шутламаççĕ.
Иван пуçне çак тĕрĕсмарлăх ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлать, вара вăл ӳссе çитĕнсен çав айăпсăр Кушкă чăвашне тĕрмене нумай çул укçа ярса пулăшса пурăнать, Пăрăнтăкран Баратынский протоирей ятарласа Чĕмпĕре губернатор патне пырса Ваньккана ирĕке кăларттарнă хыççăн çеç лăпланать. Вилес умĕн Ахтапан целовальникĕ, çылăхне каçарттарнă чухне, Петĕре хăй укçа пирки вĕлерни çинчен каласа хăварать...
Ялта шавлаççĕ: çынна çапса пăрахнă, Киремет укçине вăрлакансем пур; тĕлĕ-тĕлĕпе пăлхавсем çĕкленеççĕ, халăх самана улшăнасса кĕтет.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...