Кушкă ачи :: Ана çинче
Тĕм çине выртса тĕлĕрме тытăннă вăхăтра Кĕркурие Иван сасси вăратрĕ.
— Асатте, асатте, — чĕнчĕ вăл темиçе хут, — мĕншĕн çав Глинка текенни пурне те кăшкăрать, çынсен çӳçĕсене, сухалĕсене çăла-çăла кăларать? Паян, ав, чĕрĕ хулăпа çаптарчĕ. Санпа чиперех калаçрĕ-çке.
Кĕркури мăнукне хăйне Микулай патша тăватă хĕреспе наградăлани çинчен ăнлантарать. Ăна халĕ никам та пӳрнипе тĕкĕнеймест.
Иван тĕлĕнсех кайрĕ.
— Генерал та сана тивме пултараймасть-и, асатте?
— Генерал та, ачам.
— Глинка та-и?
— Глинка та.
— Уес пуçлахĕ пулсан та-и?
— Уес пуçлăхĕ пулсан та, ачам.
— Патша? — Иван хăй ыйтăвĕнчен хăй хăраса ӳкрĕ.
— Патша вăл — патша, ачам, — ассăн сывларĕ аслашшĕ. — Патша вăл — çĕр çинчи турă. Вăл çӳлти турра çеç пăхăнать.
— Йĕрĕхрен хăрать-и патша, асатте? — патша паттăрлăхне пĕлесшĕн Иван.
— Йĕрĕх вăл, ачам, çын мар пулсан та, никама та пăхăнмасть, кăмăлне тупмасан, пурне те тытать, — ăнлантарать мăнукне аслашшĕ. — Патшасем те чирлеççĕ, вилеççĕ.
Аслашшĕпе мăнукĕ тата ытти пăрттăнлăх вăйĕсене асăнаççĕ: хĕртсурта, арçурине, шыврине, киремете, пихампара тата ыттисене те. Патшана та çав вăйсем хăратма пултараççĕ: хĕртсурт — кил хуçи, вăл патша керменĕнче те пур, арçури пуриншĕн те арçури...
— Калăпăр, эпĕ патша, — хĕрӳллĕн хăй шухăшне каласа парать Иван,— ылтăн керменте пурăнатăп. Пур тĕлте те салтак. Кашни салтакăн кăкăрĕ çинче тăватă хĕрес.
— Кашни салтакăн тăватă хĕрес пулаймасть, ачам, — тӳрлетет аслашшĕ.
Пĕр хушă нимĕн те чĕнмерĕç те, Кĕркури татах тĕлĕрме тытăнчĕ.
— Асатте! — аслашшĕне çывăрма памасть Иван. Асламăшĕ тепĕр аякки çине çаврăнса выртрĕ. Пичĕ çине шăнасем ларнине те туймасть вăл. Иван курăк çăлчĕ, шăнасене хăвалама пуçларĕ, ăнсăртран аслашшĕ сăмсинчен тивертрĕ те, лешĕ вăранса кайрĕ.
— Мĕн, ачам? Мĕншĕн çывăрмастăн? — ыйтрĕ старик, анасласа. — Вырт, тенĕ сана!
— Асатте, сана мĕншĕн тăватă хĕрес панă? — канăç памасть мăнукĕ.
Кĕркурин калаçасси килмест, шăмми-шакки сурать, канма хушать, вăрçăра аманнă пуçĕ ыратать, тавралăх тĕтрелĕхре пек туйăнать, çав вăхăтрах мăнукĕ тĕрлĕрен ыйтупа кăларать.
— Эсĕ пирвайхи хĕресне мĕнле илни çинчек анчах каласа пар! — анăратать Иван. Кĕркури тăрса ларчĕ, сарă мăйăхне пĕтерсе илчĕ, хăй халĕ пĕр-пĕр начальник умĕнче тăракан салтак пек курăнса кайрĕ. Вăрçăра пулни-иртнисем куçĕ умне килсе тăчĕç пулас: нумай курнă, вăрăм çулпа утнă çын.
— Офицер манна чĕнчĕ те çапла каларĕ, — пуçларĕ ватă салтак. —Пахомов, хĕрлĕ йĕмлине тытса килмелле тет.
Иван качака сухаллă Тиеке аса илет, яланах хĕрлĕ йĕм тăхăнса çӳрет вăл. Чĕмпĕре кайкаласа, таçтан çĕтĕк-çурăк иле-иле килет. Ĕçлемен чухне йăрăмлă-йăрăмлă пальто тăхăнать Тиек, аллине туя тытать, урине çĕтĕк-çатăк калуш, пырать вара, мăнкăмăллăн утса. Пĕрре çав Тиек Чĕмпĕр пасарĕнчен вунă пусла темле кантур сĕтелĕ çине витсе тăнă, кĕпе шăтарса пĕтернĕ çиттие илсе таврăннă та арăмне хĕрлĕ йĕм çĕлеттернĕ. Вăрçă вăхăтĕнче Тиек ополчение каясшăн пулнă, анчах ăна илмен, ун хыççăн ял кули пулса тăнă вăл. Çав хĕрлĕ йĕмлĕ Тиеке аса илчĕ те кулса ячĕ Иван.
— Мĕн кулатăн, мăнуăм? — тиркесе пăхрĕ Кĕркури. — Кулмалли çук. Хранцуссем пурте хĕрлĕ йĕмпе, кăвак мундирпеччĕ. Пĕлессӳ килсен, итле. «Хĕрлĕ йĕмлине тытса килетĕпех, ваше высокородие!» — терĕм. Вăрçăра тăшман мĕн тунине пĕлсе тăрасах пулать, ăна пĕлмешкĕн чĕлхе кирлĕ.
Иван «чĕлхе» тенине ăнланаймарĕ, татах кулса ячĕ. Кĕркури мăнукне çилленчĕ, ăна хальхи çамрăксем нимĕн ăнланмаççĕ пек туйăнать.
— Тăмсик! — терĕ вăл ăна. — Чĕлхе вăл — тăшман çынни, хăйсем çинчен каласа параканни!
Çакăн хыççăн старик малалла калаçасшăн пулмарĕ, сулхăнта ларакан лакăмран шыв ĕçрĕ.
Иван ăшĕнче хăйне хăй ятлать: «Мĕшнĕн асатте сăмахне пӳлтĕм-ши, халĕ вăл çилли иртсе кайиччен пĕр сăмах та чĕнес çук!»
Аслашшĕ шыв ĕçнĕ хыççăн лакăмне хĕвел айĕнче ăшăнса ларасран сăхманпа витрĕ. Иван улăмран шăхлич туса шăхăра пуçларĕ. Пĕр шăхличи хитре сасă кăларать, иккĕшне те харăс вĕрсен, тата хитререх сасă тухать вара.
Аслашшĕ итлесе ларчĕ-ларчĕ те шăхăртма пăрахма хушрĕ: илтесси килмест. Иваншăн ку лайăх: аслашшĕ калаçма тытăнчĕ, ыйхи вĕçсе кайрĕ пулас, çилли иртсе кайнă ĕнтĕ унăн.
— Асатте, асатте, каласа пĕтер ĕнтĕ, «чĕлхе» тытса килтĕн-и, — анăратать Иван, аслашшĕ куçĕнчен пăхса.
Кĕркурин çилли пулман та, ытла хытă юратать вăл мăнукне, вăл юриех çилленнĕ пек тунă: ача-пăча сăпайлă пулма вĕрентĕр.
— Тытса килтĕм, ачам, хранцус офицерне, нумай пĕлекеннине.
— Асатте, мĕнле тытрăн ăна?
— Куршанак пекех эсĕ, Иван! — йăл кулчĕ Кĕркури. — Эсĕ итле, урăх ан пӳл, ăнлантăн-и?.. Ну, çĕрле хранцуссем патне упаленсе кайрăм. Кушак пек. Çулне кăнтăрлах сăнаса хунăччĕ. Сĕм-тĕттĕм. Ну, ун чух манăн куç çивĕч куратчĕ. Сасăсăр упаленсе пыратăп. Тăнлатăп. Ют чĕлхе илтĕнет. Эхе, хĕрлĕ йĕмлисем инçе мар. Пĕр тĕлте икĕ хранцус пăшăлтатса лараççĕ. Мăйкăч ывăта патăм, карт туртрăм, пĕри кайса та ӳкрĕ, юлташĕ, хăраса, çаврăнса пăхмасăр тарчĕ. Мана çавă кирлĕ те. Мăйкăч лекнине сĕтĕретĕп те килетĕп.
Иванăн нумайрах пĕлес килет.
— Тупă мĕнле перет? — татах канăç памасть ача аслашшĕне.
Аслашшĕ ăнлантарать. Куçĕ умне вутри Севастополь килсе кĕчĕ. Малахов сăрчĕ. Бастион. Тар тĕтĕмĕ сирĕлсе ĕлкĕреймест. Çавăнта Корнилов адмирал пынă. Офицерсем ăна кунтан ăсатасшăн: ытла хатарлă. Адмирал итлемест: вăл таврара мĕн пулнине хăй куçĕпе хăй курасшăн. Сасартăк вут сирпĕнчĕ, тупă патĕнче тăракан Кĕркурие вĕри çил хумĕ пырса çапрĕ. Корнилов кайса ӳкрĕ. Ăна çавăнтах наçилкка çине хурса йăтса кайрĕç. Салтаксем карттусĕсене хывса сăхсăхса илчĕç.
Тата тепĕр асаилӳ. Урса çаврăнакан гранатăсене пĕрре çеç ывăтман Кĕркури. Правурлăх кирлĕ. Телей çынпа яланах çӳремест çав, юлашкинчен ывăтса янă граната сывлăшра çурăлса кайнăччĕ, çавăнтах куçсем хуралса килчĕç Кĕркурин, лазаретра тин тăна кĕнĕччĕ вăл. Çавна аса илнипе халь те çӳçенсе кайрĕ Кĕркури, тавралăх сасартăках сĕм тĕттĕм пулса тăчĕ, çĕрлехи пекех. Куçне темиçе хут йăваласа илчĕ — нимĕнте курăнмасть. «Сыхлан, Пахомов, сыхланмасан, суккăрланма пултаратăн», — тенĕччĕ ăна госнитальте тухтăр. Çакăн хыççăн куçĕ япăхланса пынине туйсах пурăнчĕ Кĕркури, анчах çапла сасартăк курми пуласса шутламан вăл. «Хĕвеле вупăр çимерĕ-ши? — шухашлать ватă салтак. — Мĕншĕн Иван шавламасть-ха? Хараса ӳкмен-ши?»
— Иван, тӳпене пĕлĕт хупларĕ-и вара? Хĕвел çухалмарĕ-и? Ăна вупăр çисен çапла пулаканччĕ, — терĕ вăл.
— Тӳпе тап-тасах! — терĕ Иван, аслашшĕ çине тĕлĕнсе пăхса. «Мĕн пулнă-ха асаттене? — шухăшлать вăл.— Шӳт тумасть-ши? Ун пек тукалать вăл. Ав паян та «армансем лайăх авăраççĕ» тесеччĕ апат тунă чух. Куçĕсем хăйĕн ĕлĕкхи пекех пăхаççĕ, кăшт куççулĕ чух тухнă ĕнтĕ».
— Хĕвел ăçта? — пуçне çавăркаларĕ аслашшĕ.
— Хĕвел те тӳпере, асатте! — хуравларĕ Иван. Хăй ывçи айĕнчен хĕвел çине ниепле те пăхаймасть.
— Эсĕ ăçта ларатăн, Иван? — аллисемпе хыпаларĕ аслашшĕ.
— Курмастăн-им, асатте? — тĕлĕнчĕ Иван.
— Курмастăп, мăнукăм, ним те курмастăп! — тарăхса каларĕ аслашшĕ. — Курми пултăм, Иван, суккăрлантăм!
— Асаннене чĕнсе килес мар-ши, асатте?
Асламăшĕ выракансене чăрмантарма хушмарĕ. Майĕпе иртсе каясса шанать. Килĕнче госпитальтенех парса янă эмел пур-ха, çавна тумлатсан, иртсе кайĕ-ха.
— Иван, çавăт-ха мана, — хушрĕ вăл мăнукне. — Яла каяр-ха. Иван аслашшĕнĕ аллинчен тытрĕ. Ăна пуçне тухрĕç. Типнĕ хăмăл çатăрт-çатăрт тăвать. Çумар умĕн çапла пулаканччĕ. Тĕкĕлтурасем, пăвансем сĕрлесе ирте-ирте каяççĕ. Инçе мар, ыраш хушшинче, путене ыткăнса юрлать: «Пĕт-пĕлтĕк, пĕт, Альтук, эс, Альтук, пĕт-пĕлтĕк!»
— Асатте, Киштек енчен тăхлан тĕслĕ пĕлĕт хăпарать! — пĕлтерчĕ Иван.
— Аслатиллĕ çумăра вăл! — терĕ аслашшĕ. — Тырра пăр çапса ан кайтăрччĕ!
«Пĕт-пĕлтĕк, пĕт-пĕлтĕк!» — юрлать путене, суккăр старикпе ачана ăсатса.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...